Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теттӗм (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурне те ватаҫҫӗ, пӗтереҫҫӗ, теттӗм

Все погубят, все истребят…

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Акӑ, яланах «саранча», теттӗм!

— Вот, всегда говорил: саранча!

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗркаҫах хатӗрлес теттӗм, ӑсран тайӑлнӑ пекех пултӑм! — чееленчӗ Агафья Матвеевна.

А хотела еще с вечера, да память у меня словно отшибло! — схитрила Агафья Матвеевна.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пикентӗм, пикентӗм: «Тӗрӗс мар, элек, ваше превосходительство, нимӗнле Обломова та пӗлместӗп, кӑна йӑлтах Тарантьев турӗ», тесе калас теттӗм, анчах нимпе те чӗлхе ҫаврӑнмарӗ, унӑн ури умне чӗркуҫлентӗм кӑна.

Силился, силился, хотел выговорить: «Неправда, мол, клевета, ваше превосходительство, никакого Обломова и знать не знаю: это все Тарантьев!» — да с языка нейдет; только пал пред стопы его.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Савӑннипе ухмаха еретӗн пулӗ теттӗм сана, эсӗ пур — ҫывӑрнӑ пекех тӑратӑн.

Я думала, ты с ума сойдешь от радости, а он точно спит.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эпӗ кун пирки хӑвӑрпа калаҫса татӑлмалла пулӗ теттӗм

— Так я и думал, что вы сами можете решить…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ах, акӑ мӗн калас теттӗм эпӗ сана, — сасартӑк аса илчӗ Обломов.

Ах, вот что я хотел тебе сказать, — вдруг вспомнил Обломов.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тахҫанах санпа калаҫас теттӗм

Я давно хотел поговорить с тобой…

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эпӗ халӗ ҫеҫ калас теттӗм, — терӗ Обломов вӑраххӑн: — эпӗ сана питӗ хытӑ юрататӑп, питӗ юрататӑп, эсӗ…

— Я хотел только сказать, — начал он медленно, — что я так люблю тебя, так люблю, что если б…

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Плана хут ҫине ҫырса хурас теттӗм — ҫырса хумарӑм, исправник патне ҫырса ямарӑм, губернатор патне те, хваттер хуҫи патне те ҫырма пуҫланӑччӗ — ҫырса пӗтереймерӗм, счетсене тӗрӗслеймерӗм, укҫа та тулемерӗм — ир ҫапла усӑсӑр иртрӗ!

 — Хотел изложить план на бумагу и не изложил, к исправнику не написал, к губернатору тоже, к домовому хозяину начал письмо и не кончил, счетов не поверил и денег не выдал — утро так и пропало!

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ сире тахҫанах калас теттӗм

Я вам все хотел сказать…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вагон Энска ҫити каятчӗ, ҫурма теттӗм вагонра халӑх туллиех, хӑшӗ тенкелсем ҫине, хӑшӗ урайне ларса тухнӑ, эппин пурте Энска каятчӗҫ пулӗ.

Вагон шёл до Энска, значит, все эти люди, расположившиеся где придётся: на полу и на полках, в переполненном, полутёмном вагоне, — ехали в Энск.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан ҫапла Марья Васильевнӑна пытарнӑ чух вӑл манран пӑрӑнчӗ те, эпӗ тем пек пӑшӑрханса ӳкрӗм, ун патне эпӗ Пӑван пек пырса кӗме ӗмӗтленеттӗм, вара хам тӗрӗслӗхӗме тупса, ун ури умне пырса хурӑттӑм, теттӗм.

Когда-то, потрясённый тем, что она отвернулась от меня на похоронах Марьи Васильевны, я мечтал о том, что приду к ней, как Овод, и брошу к её ногам доказательства своей правоты.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тревога вӑхӑтӗнче пытанакан ҫӗрте эпӗ яланах салхуланаттӑм, акӑлчансем каларӗшле, «пӳрмен пулсан», ан тив, вилсен те таса сывлӑш ҫинче, Ленинград тӳпи айӗнче пулса ирттӗр, теттӗм.

В бомбоубежищах на меня всегда находила тоска, и я давно решила, что, если мне «не повезёт», пускай это случится на свежем воздухе, под ленинградским небом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӗнтӗ никам та килес ҫук, теттӗм.

А я думала, никто не придет.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара Мускава хам ирӗккӗн таврӑннӑшӑн мана айӑплаймӗҫ, теттӗм.

Тогда бы, уж конечно, они меня не решились осудить за мое самовольное возвращение в Москву.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗнле-ши вӑл халь, Сима? — теттӗм.

Какая она стала, Сима?

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малинин капитан хӑйӗн ывӑлне ман ҫине шанса хӑварнӑ, ҫавна эп ӑсататӑп, теттӗм.

Капитан Малинин оставил мне на попечение своего сына, и вот я сопровождала его.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтанхи кунсенче, ҫакӑн пекех пулсан, нумаях чӑтаймӑп, теттӗм.

В первые дни мне казалось, что меня надолго не хватит.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах каҫхи хӑна ҫак айӑпсӑр океанитсемпе апатитсене «стратегиллӗ япаласем» тет, пулас вӑрҫӑра вӗсем питӗ кирлӗ пулаҫҫӗ тет, хам ӑсӑмра эпӗ ҫинчех ӑна тирӗс пултӑм, мӗншӗн тесен вӑрҫӑ пулмастех теттӗм эпӗ.

Но ночной гость считал все эти мирные минералы «стратегическим сырьём», необходимым в случае войны, и я сейчас же стала мысленно возражать ему, потому что была убеждена, что войны не будет.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех