Шырав
Шырав ĕçĕ:
Утсем тарӑн юр ӑшшӗн урисене аран кӑна кӑларкаласа пыраҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫав каҫхине пулса иртнӗ ӗҫсем ман ӑшӑмра самаях тарӑн йӗрсем хӑварчӗҫ, манӑн нервӑсене те урмӑштарчӗҫ.Происшествие этого вечера произвело на меня довольно глубокое впечатление и раздражило мои нервы.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тарӑн хушӑксенче ӳсекен ҫӑра ҫулҫӑллӑ тӗмӗсем ҫил кӑшт сывласа илнипех пирӗн ҫине кӗмӗл тумламсем сапаҫҫӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ княжна лашине ҫавӑртӑм та шыва кӗтӗм, шывӗ чӗркуҫҫирен те тарӑн мар; юхӑма хирӗҫ чалӑшшӑн каҫатпӑр.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗшенсе ҫитнӗ тарӑн куҫӗпе вӑл ман ҫине пӑхрӗ те пуҫне сулкаласа илчӗ, тутисем темӗн каласшӑн пулчӗҫ те калаймарӗҫ; куҫҫулӗ тухрӗ унӑн, вара ҫемҫе пукан ҫине ларчӗ те питне аллисемпе хупларӗ.
Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вера ҫаксене йӑлтах асӑрхарӗ; унӑн чирлӗ питне тарӑн куляну пуснӑ; вӑл чӳрече патӗнче мӗлке ӳкнӗ ҫӗрте сарлака кресло ҫинче ларать…
Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав сӑпӑ лӑпкӑлӑх час-часах вӗсенче пытанса тӑракан чакми вӑй пуррине ҫеҫ кӑтартать; тулли те тарӑн сисӗмсемпе шухӑшсем урса каймалла май ҫӗкленмеҫҫӗ: чун тени вӑл асапланса, киленсе курнӑ хушӑрах хӑй ӗҫне хӑй питӗ аван пӗлсе тӑрать.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эсир, арҫынсем, ӑшӑ куҫпа пӑхни епле савӑнтарнине ӑнланмастӑр, алӑ пани мӗнле хисепленине пӗлейместӗр… акӑ эпӗ тупа тусах калатӑп, санӑн сассуна пӗтӗм чун хавалӗпе итлетӗп эпӗ, ӑна илтсен вара калама ҫук тарӑн ырлӑх туятӑп, чи хӗрӳллӗн чуп туни те ӑна ҫитес ҫук.
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Киревсӗр сцена хыҫҫӑн именесси пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех сӳрӗлчӗ, унӑн чечен пит-куҫӗ ҫуталса кайрӗ, вӑл питӗ кӑмӑллӑ шӳт тума пуҫларӗ; ҫивчӗ калаҫас темесӗрех хӑй вара ҫиввӗн калаҫать, сӑмахӗ чӗрӗ те ирӗккӗн юхать; хӑш чух тарӑн шухӑшлах калаҫать…
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн кӑмӑллӑ сассине илтсенех, ман чӗрере тахҫан манса кайнӑ хускану хыпса илчӗ; вӑл хӑйӗн тарӑн та тӳлек куҫӗпе ман ҫинелле пӑхрӗ: темӗн ятланӑ пек те ӗненмен пек пӑхрӗ вӑл ман ҫине.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Шӑнкӑрав сасси те, чуллӑ ҫул ҫинче кустӑрмисем тӑнкӑртатни те тахҫанах илтӗнми пулчӗ, мӑнтарӑн старик ҫапах та ҫав вырӑнтан хускалмарӗ, тарӑн шухӑша кайрӗ вӑл.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сулахайра тарӑн хушӑк, аялта ҫавӑнта шыв юхса тӑрать; пӗрре вӑл пӑр айне кӗрсе пытанать, тепре чулсем урлӑ кӑпӑкланса ишет.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Лавӑн кустӑрмисене сӑнчӑрсемпе ҫавӑрса ҫыхрӑмӑр, каялла чакасран хунӑ савӑлсене илтӗмӗр, лашасене ҫавӑтса анма пуҫларӑмӑр, сылтӑмра чул ту, сулахайра ҫав тери тарӑн сакӑлта, тӗпӗнче курӑнакан осетинсен ялӗ чӗкеҫ йӑви пек кӑна палӑрать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сылтӑмра та, сулахайра та акӑш-макӑш тарӑн варсем кичеммӗн те тискеррӗн хуралса курӑнаҫҫӗ, тул ҫутӑлнине сиссе хӑранӑ пек пулнӑ тӗтре, йӑсӑрланса та ҫӗлен пек явкаланса, ҫывӑхри сӑртсен ҫуркаланчӑкӗ тӑрӑх аялалла шуса анать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗр самантрах ман ума пӗр тарӑн ҫырма тухса тӑчӗ; урхамахӑм кӑштах шухӑшласа тӑчӗ те — турех сикрӗ.Вдруг передо мною рытвина глубокая; скакун мой призадумался — и прыгнул.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Савӑнса, хавасланса кайнӑ Алексей темиҫе тарӑн вираж турӗ, унтан мертвая петля туса илчӗ те, петлӗрен тухнӑ-тухманах, машинӑна штопора кӳртсе ячӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл сылтӑмалла чӑнкӑ та тарӑн вираж туса илчӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пирвайхи куплета вӑл пӗчченех кичемлӗн юрласа илчӗ, унтан ӑна хӑйӗн тарӑн та вӑйлӑ баритонӗпе Стручков пулӑшма тытӑнчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл тӗпсӗр тарӑн сенкер тӳпене курчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьева Анюта тарӑн кресла ҫине лартрӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950