Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тарӑн ҫыран, тарӑн.
Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman
Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каяллахи пурнӑҫа аса илентӗн те — ӑшшӑн пӑхмалли пайтах ҫав: Чӑваш Республикин экономики ун чухне тӗреклӗрехчӗ, республикӑри аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче самаях тарӑн пӗлӳ паратчӗҫ, пысӑк шайлӑ ӗҫ вырӑнӗсем пайтахчӗ, чӑваш чӗлхиллӗ хаҫат-журналсем вӑйлӑччӗ, писательсемпе журналистсем еплерех тарӑн шухӑшлӑ ӗҫсемпе савӑнтаратчӗҫ.
Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8
Ҫӑлӑнӑҫу шанчӑклӑ пулнӑран 15. юшкӑн ӑшӗнчен туртса кӑларсам мана — путсах анмӑпинччӗ; хама курайманнисенчен, тарӑн шывсенчен хӑтӑлӑпинччӗ; 16. шыв юхӑмӗ сӗтӗрсе ан кайтӑрччӗ мана, тарӑн авӑр ҫӑтса ан ятӑрччӗ мана, карланкине туртса кӗрсе хупса ан хутӑрччӗ мана.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ тарӑн шурлӑха путса лартӑм, урана та пусма ҫук; тарӑн ҫӗрех кӗтӗм, вӑйкӑн юхӑм мана хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрет.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та — чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 7. анчах ҫинӗ апатне кавлекен, чӗрни хушши тарӑн йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫакна ан ҫийӗр: тӗвене, мулкача, ҫӗр мулкачне, мӗншӗн тесессӗн вӗсем кавлеҫҫӗ пулсассӑн та, чӗрнисем вӗсенӗн икке уйӑрӑлман: вӗсем сирӗншӗн таса мар; 8. сыснана та ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл йӗкӗр чӗрнеллӗ пулсассӑн та, ҫинӗ апатне кавлемест: вӑл сирӗншӗн таса мар; вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене калӑр: ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗхрен сире ҫиме юракан чӗрчунсем акӑ ҫаксем: 3. йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та, чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 4. ҫинӗ апатне кавлекен, йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫаксене анчах ан ҫийӗр: тӗвене ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 5. ҫӗр мулкачне те ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 6. мулкача та ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 7. сыснана та ан ҫийӗр — унӑн чӗрни икке уйӑрӑлнӑ, чӗрни хушши те тарӑн, анчах ҫинӗ апатне кавлемест, вӑл сирӗншӗн таса мар; 8. вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр, вӗсем сирӗншӗн таса мар.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Куҫусем сан Батраббим хапхи умӗнчи Есевонӑн икӗ кӳлли евӗр тарӑн.Глаза твои глубоки, как два озера Есевонских у ворот Батраббима.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӗр ҫиле тӳртӗн ҫаврӑнкаласа тӑркаличчен пӗтӗмпех-пӗтӗмпех, ҫаппа-ҫарамас чухнехи пек, тумӗ айӗнчи мӗнӗпех, курса юлать вара патша ӑна самантлӑха, ҫӳллӗ те йӑрӑсскере, вунвиҫ ҫулхи чи вӑйлӑ ешерекенскере; курать унӑн пӗчӗк чӑп-чӑмӑр та ҫирӗп кӑкӑрӗсемпе ҫитса тӗрлӗ еннелле пайӑркӑн-пайӑркӑн карӑнтарнӑ ӗмкӗч пуҫӗн хӑпарӑнчӑкӗсене, хӗрупраҫла ҫавра хырӑмне, чашӑк евӗрскере, урисене аялтан пуҫласа ҫӳле ҫити уйӑрнӑ тарӑн йӗре, лере, купарча мӑкӑрӑлчӑкӗсем патнелле, икке пайланса каяканскере.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Аллисем патшан чӗркуҫҫисем ҫинче ним хускалми выртаҫҫӗ, куҫӗсем хӑйӗн, тарӑн шухӑшпа тӗксӗмленнӗскерсем, тухӑҫалла, Вилӗ тинӗс еннелле тинкернӗ, — унта, шуҫӑмӑн ялтӑр ҫулӑмӗнче, Аназен ҫавра тӑрри хыҫӗнчен хӗвел хӗрелсе тухать.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Сӑмахсемпе сасӑра, куҫсенче те алӑ хусканӑвӗсенче, уҫса хунӑ кӗнекери саспаллисем пекех, тап-тасан вуланӑ вӑл чунӑн чи-чи тарӑн вӑрттӑнлӑхӗсене.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пӗтӗмпех лӑпкӑ, тарӑн ыйха путнӑ, нимӗнле хускану та, нимӗнле сас-чӗв те ҫук, ҫутҫанталӑкра кун пекех лӑпкӑлӑх пуласса ӗненессӗм те килмест.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
— Ҫук, ку генералӑн мар… — тесе юсарӗ городовой тарӑн шухӑшлӑн.— Нет, это не генеральская… — глубокомысленно замечает городовой.
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
… Пӑхатӑп та хӑй ачине сыхлама вӑй ҫитереймен амӑшӗн хурлӑхлӑ мӑшӑр куҫне тата ачан ҫынтан хӑранипе сивлеккӗн хытса ларнӑ тарӑн куҫне, пӑхатӑп та чӗрӗ чун асапне пӑхса киленекен ҫынсем ҫине, вара, упӑте енне ҫаврӑнса, хам ӑшра ҫапла калатӑп:
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫак ҫӳхе чатӑр витӗр тӗссӗр тарӑн пӗлӗтре тӳлек ҫӑлтӑрсем шупкан йӑлтӑртатаҫҫӗ.Сквозь эту пелену в недосягаемой высоте небес тускло мерцают тихие звезды.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Аллисене вӑл шӑлаварӗн тарӑн кӗсйисене чикнӗ, пӳрнисем шалта чӗтрене-чӗтрене хускалаҫҫӗ…Его руки засунуты глубоко в карманы брюк и судорожно шевелят там пальцами…
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Тарӑн канавсем, вӗсемех урамсем ӗнтӗ, ҫынсене таҫта хула ӑшнелле илсе кӗреҫҫӗ.Глубокие канавы улиц, ведущие людей куда-то в глубины города.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Кӑнтӑрла тӑвӑллӑ ҫумӑр ҫурӗ те тӑкӑрлӑкри таса мар, тӑмлӑ ҫӗре пушшех йӗпетсе ячӗ; ҫавӑнпа шыв кӳлленчӗкӗ тарӑн, хӗрарӑм урисем чӗркуҫҫи таранах путнӑ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Пеццони вӑл, синьор, питӗ ҫӳхе те тутлӑ, роза ҫунатлӑ пулӑ, ӑна мерчен пулӑ тесе те калаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл мерчен пулакан вырӑнта пурӑнать, питӗ тарӑн ҫӗрте.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫав тӑвӑн эпир касса ҫурнӑ пысӑк ҫӑварне, ирхине, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, пӗчӗк ҫынсем кӗре-кӗре кайнине, ҫӗр айне кӗрекенсем хыҫӗнчен хӗвел салхуллӑн пӑхса юлнине курас пулать, — унта машинӑсем, тӑвӑн тӗксӗм сӑнарӗ, ҫав тарӑн шӑтӑкра шӑв-шав кӗрлесе янӑраса тӑрать, ҫӗре кисрентернӗ сасӑ, ӑссӑр ҫын ахӑлтатнӑ евӗр, ахӑрса каять.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫӗҫҫӗме баракра вӑрларӗҫ — эпӗ ача кӑвапине шӑлпах ҫыртса тататӑп; ачи каҫӑхса кайса мӑн сасӑпа кӑшкӑрать, амӑшӗ — йӑлкӑшса кулать, эпӗ унӑн тарӑн куҫӗсем тӗлӗнмелле хӑватпа ҫуталнине, вӗсенче кӑвак ҫулӑм вӗлтлетнине куратӑп; — вӑл хуралса кайнӑ аллипе, юбка таврашӗнче хыпашласа, кӗсйине шырать, ҫыртса юнланнӑ тутисем хуллен пӑшӑлтатаҫҫӗ:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.