Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Лев 11

Пай: Библи –> Левит

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.28 20:06

Пуплевӗш: 17; Сӑмах: 744

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене калӑр: ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗхрен сире ҫиме юракан чӗрчунсем акӑ ҫаксем: 3. йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та, чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 4. ҫинӗ апатне кавлекен, йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫаксене анчах ан ҫийӗр: тӗвене ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 5. ҫӗр мулкачне те ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 6. мулкача та ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 7. сыснана та ан ҫийӗр — унӑн чӗрни икке уйӑрӑлнӑ, чӗрни хушши те тарӑн, анчах ҫинӗ апатне кавлемест, вӑл сирӗншӗн таса мар; 8. вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр, вӗсем сирӗншӗн таса мар.

9. Шыври мӗнпур чӗрчунран акӑ ҫаксене ҫийӗр: вӑл ҫырмара пурӑнать-и, тинӗсре-и, юханшывра-и, ҫуначӗпе хуппи пулсассӑн — ҫийӗр; 10. шывра ишсе ҫӳрекеннисенчен, шывра пурӑнаканнисенчен — вӗсем тинӗсре-и, ҫырмара-и — хӑшӗн те хӑшӗн ҫуначӗпе хуппи ҫук пулсассӑн, вӗсем пурте сирӗншӗн ирсӗр; 11. вӗсем сирӗншӗн ирсӗр пулмалла: вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисенчен йӗрӗнӗр; 12. ҫуначӗпе хуппи ҫук пулсассӑн, шывра пурӑнакан пур чӗрчун та сирӗншӗн ирсӗр.

13. Вӗҫен кайӑксенчен вара ҫаксенчен йӗрӗнӗр [вӗсене ҫимелле мар, вӗсем ирсӗр]: ӑмӑрткайӑкран, виле кайӑкӗнчен, тинӗс ӑмӑрткайӑкӗнчен, 14. хӑлатран, кӑйкӑрпа унӑн ӑрӑвӗнчен, 15. пур тӗрлӗ ҫӑханпа унӑн ӑрӑвӗнчен, 16. страусран, тӑманаран, чарлакран, хурчӑкапа унӑн ӑрӑвӗнчен, 17. ӳхӗрен, пулӑҫ-кайӑкран, ибисран, 18. акӑшран, пеликанран, ту хурчӑкинчен, 19. чарланран, зуйпа унӑн ӑрӑвӗнчен, хыркукпа ҫара ҫерҫирен.

20. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пур чӗрчун та — ҫунатлисем те, тӑватӑ уранӑн ҫӳрекеннисем те — сирӗншӗн ирсӗр; 21. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекеннисенчен — ҫунатлисенчен, тӑватӑ уран ҫӳрекеннисенчен — ҫӗр ҫинче сиксе ҫӳремешкӗн хӑшӗн ури туни вӑрӑм, ҫавсене анчах ҫийӗр; 22. вӗсенчен ҫаксене ҫийӗр: хӗрлӗ шӑрчӑкпа унӑн ӑрӑвӗнчисене, солампа унӑн ӑрӑвӗнчисене, харголпа унӑн ӑрӑвӗнчисене тата хагабпа унӑн ӑрӑвӗнчисене. 23. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен ытти чӗрчун — ҫунатлисем, тӑватӑ ураллисем — пурте сирӗншӗн ирсӗр.

24. Вӗсем пирки эсир таса мар пулатӑр: вӗсен виллине сӗртӗнекен кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ; 25. вӗсен виллине тытакан кирек кам та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ. 26. Йӗкӗр чӗрнеллӗ кирек хӑш выльӑх та, чӗрнисем хушшинче тарӑн ҫурӑк пулмасассӑн тата ҫинӗ апатне кавлемесессӗн, вӑл сирӗншӗн таса мар: ӑна сӗртӗнекен кирек камӑн та [каҫченех] таса мар пулӗ. 27. Тӑватӑ ураллӑ тискер кайӑксенчен сирӗншӗн пӳрнеллӗ ураллисем пурте таса мар: вӗсен виллине сӗртӗнекен кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ; 28. вӗсен виллине тытаканӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ: вӗсем сирӗншӗн таса мар.

29. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсенчен сирӗншӗн акӑ мӗн-мӗн таса мар: каюра, шӑши, калтапа унӑн ӑрӑвӗ, 30. анака, хамелеон, летаа, хомет тата тиншемет — 31. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчунран ҫаксем сирӗншӗн таса мар: вӗсен виллине сӗртӗнекен кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ. 32. Ҫав чӗрчунсен хӑшӗн те пулин вилли пӗр-пӗр япала ҫине ӳксессӗн — йывӑҫ савӑт-и вӑл, тумтир-и, сӑран-и, михӗ-и е тата ӗҫе юрӑхлӑ япала-и — пурте таса мар пулӗ: вӗсене шыва чиксе лартмалла, вӗсем каҫченех таса мар пулӗҫ, кайран таса пулӗҫ; 33. вӗсенчен хӑшӗ те пулин пӗр-пӗр тӑм савӑт ӑшне кӗрсе ӳксессӗн, савӑтри япала таса мар пулӗ, вара [савӑтне] хӑйне ҫапса ҫӗмӗрӗр. 34. Ҫавӑн пек савӑтри шыв ҫимелли ҫимӗҫе тивес пулсассӑн, кирек мӗнле апат та [сирӗншӗн] таса мар пулӗ, ҫавӑн пек савӑтри ӗҫмелли кирек мӗнле шӗвек те таса мар пулӗ. 35. Вӗсен вилли таврашӗ лекнӗ япала пурте таса мар пулӗ; кӑмакана, вучаха ҫӗмӗрмелле: вӗсем таса мар, вӗсем те сирӗншӗн таса мар пулмалла; 36. ҫӑлкуҫӗ тата шыв тӑракан пусӑ анчах таса юлаҫҫӗ; кам та кам вӗсен виллине сӗртӗнет, ҫавӑ таса мар. 37. Вӗсен вилли таврашӗ пӗр-пӗр акакан вӑрлӑха лексессӗн, вӑл тасах юлӗ; 38. анчах вӑрлӑхӗ ҫине шыв янӑ пулсассӑн, вӗсен вилли таврашӗ ҫавӑнта лекнӗ пулсассӑн, вӑрлӑх сирӗншӗн таса мар пулӗ.

39. Хӑвӑр пусса ҫиекен пӗр-пӗр выльӑх вилсессӗн, унӑн виллине сӗртӗннӗ ҫын каҫченех таса мар пулӗ; 40. ҫав виле ашне ҫиекенӗн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑй каҫченех таса мар пулӗ; кам та кам ҫав вилене йӑтса каять, унӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑй каҫченех таса мар пулӗ.

41. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен кирек хӑш чӗрчун та сирӗншӗн ирсӗр, ӑна ҫиес пулмасть; 42. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсене — хырӑмпа шӑваканнисене те, тӑватӑ уран ҫӳрекеннисене те, нумай ураллисене те — пӗрне те ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ирсӗр; 43. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр, вӗсем урлӑ таса мар пулмашкӑн вӗсем урлӑ хӑвӑра хӑвӑр ан варалӑр; 44. Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр: тасалӑх тивлетне илӗр, сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ [Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр] сӑваплӑ; ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр; 45. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. Ҫапла ӗнтӗ сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сӑваплӑ, тенӗ.

46. Выльӑх-чӗрлӗх тӗлӗшӗнчен, вӗҫен кайӑксем тӗлӗшӗнчен, шывра пурӑнакан пур чӗрчун тӗлӗшӗнчен, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пур чӗрчун тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун — ҫакӑ, 47. ӑна таса маррине тасинчен, ҫиме юракан чӗрчунсене ҫиме юраман чӗрчунсенчен уйӑрса илме панӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех