Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Июнӗн 4-мӗшӗ

Пай: Пирӗн вӑхӑтри герой –> Мери княжна

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Ҫӑлкуҫ: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хушнӑ: 2019.08.24 16:07

Пуплевӗш: 39; Сӑмах: 401

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Паян эпӗ Верӑна куртӑм. Вӑл мана кӳлешнипе тарӑхтарса ҫитерчӗ. Княжна ӑна хӑйӗн чӗрери чи ҫывӑх сӑмахне шанса калама шутланӑ пулас: тӳррипех каламалла, тупнӑ та иккен кама каласа пама!

— Ӗҫ ӑҫталла туртнине чухлатӑп эпӗ, — терӗ мана Вера. — Тӳррипех каласа пар ӗнтӗ мана, эсӗ ӑна юрататӑн вӗт?

— Эпӗ ӑна юратмастӑп пулсан вара?

— Апла пулсан, мӗншӗн ӑна эсӗ йӗрлетӗн, пӑшӑрхантаратӑн, мӗншӗн ӑшне вӑркататӑн унӑнне!.. Эх, эпӗ ӑна лайӑх пӗлетӗп! Итле-ха, енчен эсӗ мана ӗнентерес тетӗн пулсан, эрнерен Кисловодска пыр; ырантан тепӗр кунне эпир унта куҫатпӑр. Княгиня пӑртаклӑха кунта юлать-ха. Хваттерне юнашар ил; эпир ҫӑл патӗнчи пысӑк ҫуртра, мезонинра пурӑнатпӑр, аялта Лиговская княгиня пулать, ҫав ҫурт хуҫийӗнех тепӗр ҫурт пур, ҫавӑнпа юнашар, ӑна йышӑнман-ха халь… Пыратӑн-и?

Эпӗ пыма пултӑм та ҫав кунах вӑл хваттере йышӑнма ҫын ятӑм.

Каҫпа, ултӑ сехетре, Грушницкий ман пата пычӗ, хӑйӗн мундирӗ ыран шӑпах бала кайма хатӗр пуласси ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Тинех ӗнтӗ эпӗ унпа ҫӗрӗпех ташлӑп… Вӑт тӑраниччен калаҫӑп ӗнтӗ! — тесе хушса хучӗ вӑл.

— Балӗ хӑҫан вара?

— Ыран-ҫке! Пӗлместӗн-и? Пысӑк уяв, ӑна ирттерме кунта начальниксем хӑйсем ҫине илнӗ…

— Кайрӑмӑр бульвара…

— Тем парсан та ку ирсӗр шинельпе каймастӑп…

— Епле апла, эсӗ ӑна юратми те пултӑн-и?..

Эпӗ пӗчченех кайрӑм та, Мерине тӗл пулса, ӑна мазурка ташлама чӗнтӗм. Вӑл тӗлӗннӗ пек пулчӗ, савӑнчӗ те пулас.

— Эсир, хай, пӗр кунхи пек, кирлӗ чухне ҫеҫ ташлатӑр пулӗ тенӗччӗ эпӗ, — терӗ вӑл кӑмӑллӑн кулкаласа…

Грушницкий ҫуккине пачах та асӑрхамасть пулас вӑл.

— Ыран эсир хӗпӗртесе тӗлӗнетӗр-ха, — терӗм эпӗ ӑна.

— Мӗнрен?..

— Ӑна калама юрамасть… Балра эсир хӑвӑрах тавҫӑрса илӗр.

Эпӗ каҫа княгиня патӗнче ирттертӗм; Верӑпа пӗр кулӑшла стариксӗр пуҫне хӑнасенчен урӑх никам та пулмарӗ. Кӑмӑлӑм уҫӑлнипе эпӗ нимӗн хатӗрленмесӗрех тӗрлӗрен тӗлӗнмелле историсем каласа патӑм: княжна мана хирӗҫ ларнӑ та эпӗ сӳпӗлтетнине тарӑннӑн тимсӗлсе те ачашшӑн итлесе ларать, ҫавӑнпа манӑн именмелле те пулчӗ. Ӑҫта кайса кӗчӗ-ши унӑн лара-тӑра пӗлменни, чеченленни те йӑлӑнтарасси, ӑҫта ҫухалчӗ-ши унӑн чӑрсӑр пӑхасси те йӗрӗнсе куласси?..

Вера ҫаксене йӑлтах асӑрхарӗ; унӑн чирлӗ питне тарӑн куляну пуснӑ; вӑл чӳрече патӗнче мӗлке ӳкнӗ ҫӗрте сарлака кресло ҫинче ларать… Эпӗ ӑна ытла хӗрхентӗм…

Вара эпӗ хам Верӑпа епле паллашнине, юратӑвӑн пӗтӗм драмӑллӑ историне каласа кӑтартрӑм, ячӗсене пурне те шухӑшласа кӑна кӑларнӑччӗ.

Хамӑн ҫепӗҫлӗхе, хамӑн ӑш вӑрканине, хавасланнине ҫав тери чӗррӗн кӑтартса патӑм; унӑн характерне, вӑл мӗн тунисене ҫав тери лайӑх енчен кӑтартса патӑм та, унӑн вара ирӗксӗрех эпӗ княжнапа ытла ҫепӗҫленсе калаҫнине каҫармалла пулчӗ.

Вӑл ура ҫине тӑчӗ, пирӗн пата пырса ларчӗ… эпир вара докторсем хамӑра вун пӗр сехетре ҫывӑрма хушнине ҫур ҫӗр иртсен икӗ сехетре тин аса илтӗмӗр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех