Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

танлаштарсан (тĕпĕ: танлаштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алексее вӗсене сӑнаса ларма кулӑшла, ҫав вӑхӑтрах кӑштах кичем те пулчӗ: вӗсем иккӗшӗ те ҫав тери ҫамрӑк пулнӑ, вӗсемпе танлаштарсан, вӑл хӑйне хӑй ватӑ, ывӑннӑ, нумай пурӑннӑ ҫын пек туйрӗ.

Алексею было смешно следить за ними, смешно и чуть-чуть грустно; оба они были такими юнцами — по сравнению с ними он казался себе старым, усталым, много пожившим.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пилотсен сывлӑхӗ ҫине яланах, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те, ытти йышши ҫар ҫыннисемпе танлаштарсан ытларах ҫаврӑнса пӑхаҫҫӗ; пилотӑн сывлӑхӗ ҫав тери лайӑх та ҫирӗп пулмалла.

К здоровью пилотов всегда, даже во время войны, предъявлялись требования, неизмеримо повышенные по сравнению с требованиями в других родах войск.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫыру вӗҫӗнче Кукушкин хӑй чаҫе пынӑ малтанхи кунах икӗ хут вӗҫсе тухни, унӑн урисем лайӑхах тӳрленсе ҫитни, ҫитес ҫывӑх вӑхӑтрах полк «Ла-5» текен ҫӗнӗ самолётсем ҫине куҫса ларасси ҫинчен тата вӗсене йышӑнма кайнӑ Андрей Дегтяренко: ку машинасемпе танлаштарсан, нимӗҫсен пур йышши машинӗсем те — арчасем, лӑпӑр-лапӑр япаласем ҫеҫ пулса тӑраҫҫӗ, тесе калани ҫинчен ҫырнӑ.

В конце письма писал Кукушкин, что уже в первый день пребывания в части он сделал два вылета, что ноги зажили вполне и что в ближайшие дни полк пересядет на новые самолеты ЛА-5, которые скоро прибудут и про которые Андрей Дегтяренко, летавший на приемку, сказал, что по сравнению с ними все машины немецких марок — сундуки и рухлядь.

12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Унпа килӗшӳллӗн, Вӑтам Ази мигранчӗсемпе танлаштарсан, чӑваш ӗҫченӗсемшӗн пысӑк конкуренци пырать.

рассказав о жестокой конкуренции, которую испытывают чувашские рабочие по сравнению с мигрантами из Средней Азии.

Мускав хуралҫи: "Чӑвашсем уйӑхне 8 пиншӗн те ӗҫлеме хатӗр" // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Иртнӗ уйӑхрипе танлаштарсан ку кӑтарту 10 750 ҫӗнӗ мӑшӑрпа пуянланнине кӑтартать.

В сравнении с прошлым месяцем это показатель показывает обогащение 10 750 новыми парами.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн утӑ уйӑхӗнчи хӗрӳ ӗҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22721.html

Вӗсемпе танлаштарсан, телеграф юписем шӑрпӑксем пекех пӗчӗк туйӑннӑ.

По сравнению с ними телеграфные столбы казались маленькими, как спички.

28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ыттисемпе танлаштарсан ытлах ҫӗмӗрӗлмен пек курӑнакан туппӑн лафечӗ ҫинче капитан Енакиев ларнӑ.

И на лафете знакомой пушки, которая одна среди этого общего уничтожения казалась сравнительно мало пострадавшей, сидел капитан Енакиев.

26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Кунсӑр пуҫне, разведчиксемпе танлаштарсан, вӗсен тата тепӗр паха ен пулнӑ.

Кроме того, у них был ещё один козырь против разведчиков.

20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ыттисемпе танлаштарсан вӑл питӗ тарӑн.

Куҫарса пулӑш

Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Паллах, ондоль вырӑс кӑмакипе танлаштарсан кӑткӑсрах.

Конечно, ондоль сложнее, если сравнивать с русской печкой.

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

2002 ҫулхи ҫыравпа танлаштарсан 201 пин чухлӗ чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

— Сергей Петрович, эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх — пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан кӑҫалхи ҫур ҫулта республикӑра коррупципе ҫыхӑннӑ преступленисене нумайрах регистрациленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Анчах ирӗксӗрех ӗнтӗ хамах калатӑп: ҫакӑнпа танлаштарсан, манӑн сюрприз нимӗне те тӑмасть, пустуй япала пек ҫеҫ туйӑнать, — терӗ.

Должен сознаться, что по сравнению с этим мой сюрприз — сущие пустяки.

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эсӗ, Том Сойер, хӑямат, манпа танлаштарсан, чӑн-чӑнах ангел пек.

— Да что ты, Том Сойер, по сравнению со мной ты просто ангел.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чиркӳрипе танлаштарсан, унта вара тата интереслӗрех: яланах мӗн те пулин ҫӗнӗ япала кӑтартаҫҫӗ, ӳссе ҫитсен, эпӗ цирка клоуна кӗретӗп.

Церковь дрянь по сравнению с цирком, в цирке все время что-нибудь представляют, когда я вырасту, то пойду в клоуны.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Йывӑррӑн сывласа вӑл мелкене известь ӑшне чиксе, илчӗ те ҫӳлти хӑма тӑрӑх сӑтӑрчӗ, унтан тепӗр хут, татах тепӗр хут сӑтӑрчӗ те чарӑнса тӑчӗ: темӗн сарлакӑш сӑрламан хӳмепе танлаштарсан, шурӑ ярӑм нимӗн чул та мар-ҫке!

Вздыхая, он окунул кисть в ведро и провел ею по верхней доске забора, повторил эту операцию, проделал ее снова, сравнил ничтожную выбеленную полоску с необозримым материком некрашеного забора.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Калаҫма юратакан Самойлов мана хӑй ӗҫленӗ район, ытти районеемпе танлаштарсан, чылай малта пыни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Любящий поговорить Самойлов рассказал мне о том, что район, в котором он работает, в сравнении в другими районами, идёт впереди всех.

Ҫил арманӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 176–177 с.

Республикӑри «Россельхозцентр» управленийӗн районсем хушшинчи Патӑрьелӗнчи филиалӗн начальникӗ О. Глухов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал районта, ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, пахалӑхлӑ вӑрлӑхпа ытларах усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Анчах унчченхипе танлаштарсан самана сӗмӗ, экономикӑри лару-тӑру «ниме» сӑмаха лексиконран кӑларса (вӑхӑтлӑха ҫеҫ тесе шутлатӑп) ҫӗнӗ терминсене сӑмах ҫаврӑнӑшне кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Ҫапах та ку, вӗсемпе танлаштарсан, улӑп-кӑмака пекех.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех