Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Мускав хуралҫи: "Чӑвашсем уйӑхне 8 пиншӗн те ӗҫлеме хатӗр"

Автор: Ирӗклӗ сӑмах

Ҫӑлкуҫ: Ирӗклӗ сӑмах

Хушнӑ: 2019.08.07 22:10

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 282

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Экономика

Мускавра ӗҫлекен хуралҫӑсен хушшинче чӑвашсем чылай, нумайӑшӗ вара ӗҫ укҫи сахал пулнине пӑхмасӑрах вӑй хурать. Кун пирки «Коммерсант-Власть» шурналӗнче тин ҫеҫ пичетленнӗ статьяра ҫыраҫҫӗ. Унта Мускаври хуралҫӑсемпе консъержсен ҫӑмӑл мар пурнӑҫӗ пирки сӑмах пырать.

Издани ирттернӗ калаҫура 38 ҫулхи Мордови ҫынни, Алексей Пышнев, Мускава килнӗ ҫынсен ӗҫре самай мӑшкӑл тӳсме тивни пирки каласа парать. Нумай чухне вӗсен: «Вӑт, килсе ҫапӑннӑ, гастарбайтерсем, тӗрӗслесе тӑратӑр, эпӗ кунта пурнӑҫ тӑршшӗпе пурӑнатӑп», - текен сӑмахсене итлеме тивет.

Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Ен ҫыннисем республикӑри чухӑнлӑха пула Мускава кайса сахал ӗҫ укҫипе ҫырлахаҫҫӗ. Ҫакнашкал тӑрӑма Мордовипе Тывара та сӑнама пулать.

«Коммерсантпа» калаҫнӑ тата тепӗр хуралҫӑ, «тӗп хулари хуралҫӑсен хушшинче сайра тӗл пулакан вырӑнти мускавҫӑ», Алексей Баранов ҫакна палӑртать: ют регионсенчен килнӗ ҫынсем «тапӑннӑ» хыҫҫӑн хуралҫӑ ӗҫӗ сумсӑр пула пуҫланӑ.

«Чӑвашсем кунне 800 тенкӗшӗн те ӗҫлеме хатӗр, - тет Баранов. - Вунӑ ӗҫ кунӗ - уйӑхне 8 пин. Вӗсен килӗнче пачах та ӗҫ ҫук».

Кунсӑр пуҫне, Баранов сӑмахӗсенчен, унччен Мускав хуралҫисене «сана куҫран пӑхса кӳрентерсен те чӗмсӗр тӑмалла» тесе вӗрентнӗ. Анчах ялтан килекен ҫынсем хӑйсене ҫакнашкал тытма хӑнӑхман, «вӗсен ҫав самантрах реакци пуҫланать», ку вара нумай чухне хирӗҫӳсем патне илсе ҫитерет.

Аса илтеретпӗр, 2013-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Мускавӑн ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ администраци округӗн тӳрисем ют патшалӑх мигранчӗсене хамӑр ҫынсемпе, ҫав шутра Чӑваш Ен ҫыннисемпе, улӑштарма шут тытнӑ. Владимир Говердовский префект каланӑ тӑрӑх, юлашкисем «условисемпе хаваспах килӗшеҫҫӗ, Вӑтам Ази ҫыннисенчен кая мар ӗҫлеҫҫӗ».

2012-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Superjob. ru президенчӗ Алексей Захаров «Эксперт» шурналне урӑхларах шухӑшлӑ интервью панӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Вӑтам Ази мигранчӗсемпе танлаштарсан, чӑваш ӗҫченӗсемшӗн пысӑк конкуренци пырать. Специалист сӑмахӗсенчен, вӑл паллакан усламҫӑсем ытларах чӑвашсемпе ӗҫлеме килӗштереҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем узбексенчен те сахалрах укҫа илме хатӗр. «Ку япӑх конкуренци, ҫакнашкал конкуренци пулмалла мар, - тесе палӑртнӑ Superjob.ru ертӳҫи. - Мӗнле пулсан та пирӗн чи малтан хамӑр ҫынсем пирки шухӑшламалла».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех