Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

танлаштарсан (тĕпĕ: танлаштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑр республикӑна «Ылтӑн ҫӳпҫепе» танлаштарсан та юрать пуль: мӗн чухлӗ ӑшӑлӑх, телей парнелерӗ вӑл кашни чӑваш ҫыннине, чӑваш халӑхне.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Тахҫан малтанхипе танлаштарсан унӑн шывӗ чакнӑ.

Когда-то там было больше воды.

Кӳлӗ халапӗсем // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2017.02.06

Пӗтӗмӗшле ҫыраврипе танлаштарсан ку хутӗнче ыйтӑм листне Раҫҫей гражданлӑхне йышӑннин историйӗпе, пурӑннӑ чӑн тата саккунлӑ вырӑнпа, чӗлхесене пӗлнипе тата вӗсемпе куллен усӑ курнипе ҫыхӑннӑ ыйтусене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Дояркӑра ӗҫлекен ҫамрӑксем /ун чухне яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хальхипе танлаштарсан яла ытларах юлнӑ/ ҫав ҫулсенче ӑмӑртса ӗне сунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Чӑн та, пасарсенче вӑл, ытти ҫулхипе танлаштарсан, хӑпарса каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хальхи директорсемпе танлаштарсан уйрӑмлӑх — ҫӗрпе пӗлӗт пекех.

Если сравнить с нынешними директорами, разница - как небо и земля.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Малтанхипе танлаштарсан, пач урӑхла — «чухӑннисен» ретне кӗртессинчен хӑраҫҫӗ!

По сравнению с прошлым, совершенно по-другому - бояться зачисления в ряды "бедных".

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан налукран кӗрекен тата налук мар тупӑш ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

— Иртнӗ ҫул республикипе ҫул-йӗр инкекӗсен хисепӗ, виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан, 7 процент чакнӑ.

— В прошлом году число дорожных происшествий в республике, по сравнению с позапрошлым годом, снизилось на 7 процентов.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

— Иртнӗ ҫул республикипе ҫул-йӗр инкекӗсен хисепӗ, виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан, 7 процент чакнӑ.

- В прошлом году количество дорожно-транспортных происшествий в Республике, по сравнению с позапрошлым годом, снизилось на 7 процентов.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Йӗркене пӑснӑ водительсене, малтанхи ҫулхипе танлаштарсан, 2 хут ытларах штрафланӑ.

По сравнению с прошлым годом, водителей штрафовали 2 раза больше.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

«Пӗлтӗр питӗ йывӑр ҫул пулчӗ, район территорийӗнче 20 авари сиксе тухрӗ, вӗсенче 8 ҫын вилнӗ, 25-ӗн аманнӑ. Виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан, аварисен хисепӗ — 11, ҫул-йӗр инкекӗсенче ҫын вилесси 40 процент ӳснӗ. Аварисене ытларах ют ҫӗрти автотранспорт хатӗрӗсен водителӗсем тунӑ, тӑххӑрӑшне вара — Трак енрисем. Районти предприятисемпе организацисен автопаркӗсен автомашинисемпе иртнӗ ҫул авари туман», — палӑртрӗ Владислав Юрьевич.

«Прошлый год оказался сложным, на территории района произошло 20 аварий, в которых погибло 8 человек и 25 ранены. По сравнению с позапрошлым годом число аварий — на 11, гибель людей возросла на 40 процентов. Аварии чаще происходили по вине водителей иномарок, в 9 происшествиях вина местных жителей. В прошлом году с автомашинами автопарков предприятий и организаций района аварий не было», — подчеркнул Владислав Юрьевич.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Ҫапах та иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан преступниксене тӑрӑ шыв ҫине кӑларас динамика 8,2 процент лайӑхланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫекенсем йӗркене ытларах пӑсаҫҫӗ // Александр МИХОПАРКИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Раҫҫей ҫыннисем ытти халӑхсемпе танлаштарсан урӑхларах кулаҫҫӗ – тутипе кӑна.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Хӗвелтухӑҫпа Хӗвеланӑҫри ытти ҫӗршывӗсемпе танлаштарсан эпир питӗ сахал кулатпӑр иккен.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Телее, ҫак лару-тӑру, ытти ҫулсенчипе танлаштарсан, улшӑнса пырать – ачасем тӑван чӗлхепе нумайрах интересленме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен кӑмӑлӗ ҫеҫ пултӑр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Тӗрӗссипе, ытти ҫултипе танлаштарсан, кунта кӑҫал ҫулталӑкӗпех питех шавлӑ пулман-ха.

Правда, по сравнению с другими годами, здесь и в течение года было не очень шумно.

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Савӑнмалли темех ҫук – взятка илесси пӗлтӗр, 2005 ҫулхипе танлаштарсан, 17,7 процент ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Александр Суринов ялта пурӑнакансем хуларисемпе танлаштарсан ҫырава лайӑх хутшӑннине асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

ЧР ШӖМӗн полици пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Николаев каланӑ тӑрӑх — асӑннӑ сферӑсене бюджетран укҫа-тенкӗ ыттисемпе танлаштарсан ытларах уйӑрнӑран шӑпах вӗсенче хысна нухратне куҫ хывнӑ тӗслӗх нумайрах пулать.

Куҫарса пулӑш

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех