Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ»

Автор: Роза ВЛАСОВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Хушнӑ: 2016.10.10 12:46

Пуплевӗш: 57; Сӑмах: 419

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Елчӗк районӗнчи Патреккелте пурӑнакан Вера Сироткина хӗр чухне хула пирки пачах ӗмӗтленмен, хӑйӗн шӑпине тӑван ялпах ҫыхӑнтарнӑ.

- Шкулта вӗреннӗ чухнех: «Эпӗ доярка пулатӑп», - теттӗмччӗ. Анне фермӑра ӗҫлетчӗ. Пӗчӗклех аннепе пӗрле ӗне сума тухаттӑмччӗ. Вӑл сунӑ хушӑра ӗне ҫиллине тепӗр айккинчен тытса лараттӑмччӗ. 5-6-мӗш классенче вӗреннӗ чухне хам тӗллӗнех сума тытӑнтӑм. 8 класс пӗтерсен вара Патреккел фермине дояркӑна кайрӑм, - ҫапла пуҫларӗ калаҫӑва Вера Александровна, пурнӑҫ ҫулне аса илме ыйтсан. «Кашни ӗҫӗн хӑйӗн кӗвви», - теҫҫӗ халӑхра. Ӗҫе юратса тусан вара ҫитӗнӳ пулатех. Дояркӑра ӗҫлекен ҫамрӑксем /ун чухне яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хальхипе танлаштарсан яла ытларах юлнӑ/ ҫав ҫулсенче ӑмӑртса ӗне сунӑ. Мӗн тетӗр? Вера Александровна час-часах малти вырӑна тухнӑ. Малта пыракан дояркӑсен слетне кайма та пӗрре кӑна мар тивӗҫнӗ, ӑна Хисеп хучӗсем парса чысланӑ. Фермӑра ӗҫлесе 41 ҫул иртнине сисмен те хӗрарӑм.

- Малтанхи ҫулсенче ӗнесене алӑпа сӑваттӑмӑрччӗ. Мана 20 ӗне ҫирӗплетсе панӑччӗ. Ялтан 3 ҫухрӑмри фермӑна ҫуран ҫӳреттӗмӗрччӗ. Ирхине 2 сехетре тӑрса тухса каяттӑмӑр. Паян дояркӑсене автобуспа турттараҫҫӗ. Эпир вара ҫумӑра та, сивве те, ҫил-тӑмана та пӑхман - утнӑ та утнӑ. Ҫитсен часрах тислӗк хырма пикеннӗ, унтан ӗнесене апат панӑ. 5 сехетре вара ӗне сума ларнӑ. Тарӑн шӑтӑкран хамӑрах силос кӑлараттӑмӑрччӗ. Интереслӗччӗ ӗҫлеме! Ҫуллахи лагере юрласа тухса каяттӑмӑрччӗ. Юрласах килеттӗмӗрччӗ. «Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ», - тетчӗҫ ялти ҫынсем. Ҫӑвар пӗрре те хупӑнман ӗнтӗ. Ӑратлӑ ӗнесем тытакан пысӑк фермӑччӗ пирӗн. Выльӑх шучӗ 600 ытла пуҫчӗ. Эпир, дояркӑсем, вунсаккӑрӑнччӗ. Ӗне сунӑ чухне те юрласа лараттӑмӑрччӗ. Килте те яланах ӗне тытнӑ. Ирхине ӗҫе кайиччен ӑна суса хӑварнӑ. Фермӑра кашни ӗнене ятран чӗннӗ. Хӑшӗсем 28-30 литр таранчченех сӗт паратчӗҫ. Халӗ те хушӑран ӗне сӑвас килет манӑн. Анчах мӑшӑрӑм Гена ҫӗре кӗнӗренпе усрамастпӑр. Кӑвакалсем, хурсем, чӑх-чӗп тытатпӑр. Пушӑ вӑхӑтра ҫӑм арлатӑп, мӑнукӑмсем валли чӑлха-нуски, алсиш ҫыхатӑп. Шӑтӑклӑ пысӑк тутӑрсене, пушмак евӗр капӑрлатса ҫыхнӑ нускисене вара час-часах юлташсемпе тӑвансене парнелетӗп. Вӗсене Интернетри ӳкерчӗксене пӑхсах ҫыхма вӗрентӗм, - пӗлтерет Вера Александровна.

Фермӑра ӗҫленӗ вӑхӑтрах колхоз хорне те юрлама ҫӳреме вӑхӑт тупнӑ вӑл. Хура вӑрӑм ҫивӗтлӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗскерне хор ертӳҫи яланах тӗрлӗ халӑх - украин, молдован - ташшисене ташлаттарнӑ. Тутар ташшине ҫӳҫне икӗ ҫивӗт ҫивӗтлесех ташланӑ-мӗн.

— Халӗ ташлаймастӑп, урасем сураҫҫӗ. «Ветеран» кружока юрлама ҫӳретӗп, хушӑран ялти спектакльсенче вылятӑп. Ал-ура сурать пулсан та хам ӗмӗре фермӑра ӗҫлесе ирттернишӗн пӗрре те кулянмастӑп. Колхоз манмасть, ҫулталӑкра пӗрре тӳлевсӗр канма ярать. Ӗҫӗме тӑсакансем те пур. Ывӑлӑмпа кинӗм те - Юрийпе Светлана - фермӑрах вӑй хураҫҫӗ. Кинӗм - доярка, ывӑлӑм фермӑри тӗрлӗ ӗҫе тӑвать, - хӗпӗртевне пытармарӗ Вера Александровна.

Ырӑ кӑмӑллӑ та «пысӑк чӗреллӗ» Вера Сироткина 3 ача - икӗ хӗрпе пӗр ывӑл - усрава илнӗ. Изабелла - 8-мӗш, Алиса - 6-мӗш, Вадим 5-мӗш класа ҫӳреҫҫӗ иккен. Вӗсене ура ҫине тӑратасчӗ, ҫын тӑвасчӗ тет Вера аппа. Туслӑ ҫемьере мӗнпур ӗҫе пӗрле тӑваҫҫӗ. Кӗҫӗннисем аслисем пулӑшнипе пултарулӑхпа ӑсталӑха аталантараҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех