Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре

Пай: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушнӑ: 2019.06.14 11:19

Пуплевӗш: 193; Сӑмах: 1699

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Том, урока ӑшланас тесе, тем пекех тӑрӑшрӗ, анчах унӑн шухӑшӗсем салансах пычӗҫ. Юлашкинчен вӑл йывӑррӑн сывласа илчӗ те вулама чарӑнчӗ. Пысӑк перемена нихҫан та пулас ҫук пек туйӑнчӗ ӑна. Тӳсмелле мар пӑчӑ, нименле варкӑштаракан сывлӑш та ҫук. Питех те ыйхӑ килтерекен кунсем хушшинче ҫак чи хытӑрах ыйхӑлаттаракан кун пулчӗ пулас. Шкулта вӗренекен ҫирӗм пилӗк ача хӑйсене панӑ урокӗсене шавласа вӗренсе ларни, вӗсем мӑкӑртатни вӗллери пыл хурчӗсем сӗрлене евӗрех чуна ҫывӑрттарса ярать.

Инҫетре, ҫулӑм пек ҫунакан хӗвел ҫутинче, Кардиф тӑвӗ хӑйӗн ачаш та симӗс тӗслӗ аякӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерсе тӑрать. Унӑн айккисене вӗлт-вӗлт выляса тӑракан шӑрӑх тӗтрийӗ хупланӑ. Аякран пӑхсан, вӑл хӗрлӗ тӗслӗн туйӑнать. Унӑн тӑрринче ҫӳлте сывлӑшра темиҫе кайӑк ҫуначӗсене кахаллӑн сарса ярӑнса ҫӳрет. Вӗсемсӗр пуҫне, ик-виҫӗ ӗнене шута илес мар пулсан, урӑх нимӗнле чӗрчун та курӑнмасть. Анчах ӗнисем те пулин канлӗ ҫывӑраҫҫӗ.

Томӑн чӗри ирӗке тухасшӑн ҫунать. Ҫав тери кичем вӑхӑта ирттерсе ямашкӑн мӗн те пулин интереслӗ япала тупасчӗ хӑть. Вӑл хӑйӗн кӗсйине хыпашласа пӑхрӗ те, сасартӑк унӑн сӑн-пичӗ такам тав тунӑ пекех ҫуталса кайрӗ. Вӑл ачасенчен вӑрттӑнтарах кӗсйинчен пӗчӗк коробка туртса кӑларчӗ. Унтан вӑл сӑвӑса илчӗ те ӑна вӑрӑм лаптак парта ҫине хучӗ. Сӑвӑс та ҫав минутра хӑйне мухтаса хисепленӗ пекех шутларӗ. Анчах вӑл ҫапла шухӑшлани малтан нимӗне те ӑнланмасӑр шухӑшлани пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл аяккалла кайма шут тытсанах, Том, ӑна булавкӑпа чиксе каялла ҫавӑрса, унӑн ҫулне урӑх еннелле кӑтартса ячӗ.

Томпа юнашар унӑн тусӗ, унтан кая мар хуйхӑрса пӑшӑрханакан юлташӗ, ларать: ҫак хаваслӑ вӑйя вӑл шутсӑр тав тусах хутшӑнчӗ. Унӑн тусӗ Джо Гарпер ятлӑ. Ачасем пӗр-пӗринчен уйрӑлмасӑр ҫӳренӗ, праҫниксенче вара икӗ вӑрҫакан ҫар пуҫӗнче пулса пӗр-пӗринпе хирӗҫ ҫапӑҫнӑ.

Джо курткине хуҫлатса лартнӑ тӗлтен булавка туртса кӑларчӗ те арестленӗ сӑвӑса вӗрентес тӗлӗшпе хӑйӗн юлташне пулашмӑ пуҫларӗ. Вӗсем хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пычӗҫ.

Юлашкинчен Том ҫапла каларӗ: «Эпир пӗр-пӗрне кансӗрлетпӗр пулсан, ку сӑвӑспа усӑ курса нихӑш енчен те ҫителӗклӗ киленсе лараймастпӑр», — терӗ. Вӑл Джо Гарперӑн доскине парта ҫине хучӗ те ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех варри тӗлӗнче йӗр туртса тухрӗ.

— Вӑт, акӑ мӗнле кавар тӑвӑпӑр, — терӗ вӑл, — сӑвӑс сан енче пулнӑ чухне, эсӗ ӑна хӑвӑн мӗн чухлӗ хӑвалас килет, ҫавӑн чухле хӑвалама пултаратӑн — Эпӗ ӑна тивес ҫук; анчах эсӗ ӑна ман паталла тартсассӑн, вара эсӗ ӑна вӑл сан еннелле куҫичченех ан тив, — терӗ.

— Юрӗ. Пуҫласа яр! Мӗн вӑй ҫитнӗ таран хӑвала сӑвӑса!

Сӑвӑс, самантрах Томран тарса, экватор урлӑ каҫса кайрӗ. Ӑна Джо хӑвалама пуҫларӗ. Сӑвӑсӗ каллех чупма тытӑнчӗ, — экватор урлӑ Том еннелле яра пачӗ. Ҫавӑн пек экватор урлӑ каҫса ҫӳренисем час-часах пулкаларӗҫ. Пӗр ачи ҫав интереслӗ ӗҫе пӗтӗмпех пуҫӑнса сӑвӑса хӑваласа ҫӳренӗ хушӑра тепри те ҫавӑн пек интересленсех ӑна астуса пӑхса тӑчӗ. Иккӗшӗ те пуҫӗсене парта ҫумнелле тайнӑ: вӗсен чунӗсем ҫутҫанталӑкри ытти мӗн-пур япаласене йӑлтах манӑҫа хӑварнӑ. Юлашкинчен, телей пӗтӗмпех Джо майлӑ ҫаврӑнса кайнӑ пек пулчӗ. Ачасем пекех хӗрсе пӑшӑрханакан сӑвӑсӗ те пӗрре унталла, тепре кунталла чупрӗ. Анчах Том ҫентерсе илес тесе шутланӑ май пӳрнисене сӑвӑс патнелле тӑсма пуҫласанах, кашни хутӗнчех Джо булавкийӗ сӑвӑс ҫулне вӑр-вар пӳле-пӳле лартрӗ, сӑвӑсе вара Джо ҫӗрӗ енчех тӑра-тӑра юлчӗ. Юлашкинчен, Том ҫавна тӳссе тӑраймарӗ. Илӗртӳ ытла та пысӑк пулчӗ ҫав. Вӑл аллине тӑсрӗ те хӑвӑн булавкипе сӑвӑс ҫулне картласа лартрӗ. Джо тарӑхса кайрӗ.

— Том, эсӗ ан чар ӑна!

— Эпӗ ӑна пӑртак ҫеҫ хытӑрах хускатса ярасшӑн, Джо!

— Апла хӑтланни лайӑх мар, сэр, ан тивӗр ӑна!

— Эх, мӗн калатӑн эсӗ, эпӗ кӑшт ҫеҫ хӑвалатӑп ӑна!

— Ан тив сӑвӑса, теҫҫӗ сана!

— Эпӗ вӗт чарӑнмастӑп!

— Санӑн правӑ ҫук ӑна тивмешкӗн; вӑл ман енче.

— Джо Гарпер сӑвӑсӗ камӑн-ха?

— Маншӑн пурпӗрех, хӑть те камӑн пултӑр!.. Вӑл ман енче, эсӗ ӑна ан тивнӗ пул!

— Епле апла, ан тивнӗ пул! Сӑвӑс манӑн, эпӗ унпӑ мӗн тӑвас тетӗп, ҫавна тума пултаратӑп.

Сасартӑк Томӑн хулпуҫҫийӗнчен саламат вӗҫӗ хыттӑн пырса тиврӗ. Джона та ҫавӑн пекех лекрӗ. Ҫак самантра икӗ минут хушши учитель тӑрӑшсах вӗсен курткисенчи тусанне ҫалса силлесе тӑчӗ, ҫавӑнпа пӗтӗм ачасем савӑнса хӗпӗртесе ларчӗҫ. Томпа Джо, ытла та хӗрсе тавлашнӑран, класс самантрах шӑп пулса тӑнине те сисеймен; учитель вӗсем патне чӗрне вӗҫҫӗн утса пынӑ та вӗсем патӗнче пӗшкӗнсе тӑнӑ. Анчах вӑл, ачасем мӗн хӑтланине пӗлме тӑрӑшнӑ пулсан та, вӗсен ашкӑнӑвӗсем ҫине темӗнле сӑнаса пӑхсан та, ҫак айванла вӑйӑра нимӗн те ӑнланма пултарайман.

Юлашкинчен, сехет вунинкӗ ҫапсанах, пысӑк тӑхтав пулчӗ, Том Бекки Тэчер патне чупса пычӗ те ӑна хӑлхинчен шӑппӑн ҫапла каларӗ:

— Шлепкӳне тӑхӑн та киле кайнӑ пек пул; унтан, кӗтес тӗлне ҫитсе, ыттисене пурне те хӑвӑнтан малалла ирттерсе яр, хӑв тӑкӑрлӑкалла пӑрӑн та кунталла ҫаврӑнса кил. Эпӗ тепӗр ҫулла каятӑп та часах кунта вилсе ҫитетӗп, — терӗ.

Малтан хытарнӑ пекех, Том шкултан ачасен пӗр ушкӑнӗпе пӗрле, Бекки тепӗр ушкӑнӗпе тухса утрӗ. Пӑртак кайсанах, вӗсем ансӑр лаптӑкӑн катари вӗҫӗнче хирӗҫ пулса каялла шкул еннелле пырсан, унта никам та курӑнмарӗ. Вӗсем шкула кӗчӗҫ те, хӑйсен умне доскасем хурса, юнашар ларчӗҫ. Том Беккие грифель пачӗ, вӑл, унӑн аллине тытса пырса, ҫавӑн пекех тӗлӗнмелле тепӗр ҫурт ӳкерчӗ. Искусствӑпа интересленесси иксӗлсе пыра пуҫласан, вӗсем калаҫма тытӑнчӗҫ. Том калама ҫук телейлӗ.

— Йӗкехӳресене юрататӑн-и эсӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл.

— Ой, кураймастӑп вӗсене!

— Эпӗ те… вӗсене чӗрӗ чух кураймастӑп. Анчах эпӗ виллисем ҫинчен калатӑп, — вӗсене мӑйӗсенчен кантрапа кӑкармалла та суллантарса ҫӳремелле.

— Ҫук, эпӗ йӗкехӳресене питӗ юратмастӑп. Эпӗ вӗт резинка чӑмлама юрататӑп.

— Юратмасӑр! Шалккӑ, манӑн резинка ҫук.

— Чӑнах-и? Манӑн пӑртак пур. Эпӗ сана чӑмлама паратӑп, кайран вара эсӗ каялла пар.

Ҫакӑ питӗ лайӑх пулчӗ: вӗсем ӑна черечӗпе чӑмлама пуҫларӗҫ, — Ытах та киленнипе ура сулласа ларчӗҫ.

— Эсӗ хӑҫан та пулин циркра пулнӑ-и?

— Пулнӑ, ӑслӑ хӗрача пулсан, мана атте тата тепӗр хут илсе каятӑп, терӗ.

— Эпӗ циркра виҫ-тӑватӑ хут та — нумай хут пулнӑ. Чиркӳрипе танлаштарсан, унта вара тата интереслӗрех: яланах мӗн те пулин ҫӗнӗ япала кӑтартаҫҫӗ, ӳссе ҫитсен, эпӗ цирка клоуна кӗретӗп.

— Чӑнах-и? Вӑт аван! Вӗсем пурте ҫав тери кӑмӑллӑскерсем, уласкерсем…

— Ия, ия, ҫитменнине тата купипех укҫа илеҫҫӗ…

— Кунне долларшар илеҫҫӗ, тет Бен Роджерс.

— Итле-ха, Бекки, сана хӑҫан та пулин ҫураҫнӑ-и?

— Мӗн тени пулать?

— Качча каймашкӑн ҫураҫнӑ-и?

— Ҫук.

— Сан ҫураҫтарас килетчӗ-и?

— Килет те пулӗ. Пӗлместӗп. Мӗнле япала вӑл?

— Мӗн вӑл? Ним те мар. Эсӗ арҫын ачана ҫапла калатӑн ҫеҫ: «Сансӑр пуҫне нихҫан та урӑх никама та качча каймастӑп», — тетӗн, — ӑнлантӑн-и, нихҫан та, нихҫан та, нихҫан та; унтан вара ӑна чуптӑватӑн. Ҫавӑ ҫеҫ. Ӑна кашниех тума пултарать.

— Чуптӑватӑн? Мӗн тума чуптумалла?

— Ҫавӑншӑн… йӑли ҫавӑн пек ӗнтӗ… Пурте ун пек тӑваҫҫӗ.

— Пурте?

— Ия, варлисем пурте. Эсӗ астӑватӑн-и доска ҫине эпӗ мӗн ҫырнине?

— Ия… астӑватӑп.

— Мӗн тетӗн?

— Каламастӑп.

— Эппин, эпӗ калам сана?

— Ия… анчах хӑҫан та пулин урӑх чухне кала.

— Ҫук, халех.

— Ҫук, халех мар — Ыран.

— Ҫук, ҫук, халех, Бекки. Эпӗ хуллен, эпӗ сана хӑлхаран шӑппӑн ҫеҫ калатӑп.

Бекки иккӗленсе чӗнмесӗр тӑнине кура вӑл хӑйпе килешет пулӗ тесе, Том ӑна пилӗкӗнчен ыталаса илчӗ тутине унӑн хӑлхи патнех илсе пычӗ те ӑна хӑйӗн ӗлӗкхи сӑмахӗсене тепӗр хут каларӗ.

— Халӗ ӗнтӗ эсӗ мана шӑппӑн ҫавӑн пекех кала, — терӗ вӑл.

Бекки нумайччен пӑрӑнкаласа тӑчӗ, юлашкинчен ҫапла каларӗ:
— Аяккалла ҫаврӑн, мана ан пӑх, — вара калӑп.
Анчах эсӗ никама та ан кала, — илтетӗн-и, Том? Никама та. Каламастӑн-и? Чӑнах-и?

— Ҫук, ҫук! Эпӗ никама та калас ҫук: ан та шухӑшла. Ну, Бекки?

Вӑл пуҫне аяккалла пӑрчӗ. Бекки унӑн хӑлхи патне каллех пӗшкӗнчӗ те, вӑл сывланипе Томӑн кӑтрарах ҫӳҫӗ вӗл-вӗл туса илчӗ, вара Бекки шӑппӑн:
— Эпӗ… сире… юрататӑп! — терӗ.

Унтан ура ҫине сиксе тӑчӗ те, Томран хӑтӑлма хӑтланса, саксемпе партӑсем тавра чупкалама тапратрӗ. Томӗ ун хыҫҫӑн хӑваларӗ, Бекки кӗтесе кӗрсе лӑпчӑнчӗ те питне шурӑ саппунӗпе хупласа лартрӗ. Том ӑна мӑйӗнчен ярса тытрӗ те йӑпатса ҫавӑрма пуҫларӗ:
— Бекки, халӗ ӗнтӗ пурте пулчӗ, — чуптумалла ҫеҫ.
Унтан нимӗн те хӑрамалли ҫук, вӑл нимӗн те мар. Тархасшӑн, Бекки.

Вӑл Беккие саппунӗнчен тата аллинчен туртрӗ.

Хуллен-хулленех Бемки парӑнчӗ, аллине усса ячӗ, нумайччен кӗрешнипе хӗрелсе кайнӑ питне Том патнелле ҫавӑрчӗ. Томӗ вара ӑна хӗрлӗ тутинчен чуптурӗ те ҫапла каларӗ:
— Ну, вӑт, пурте пулчӗ, Бекки.
Халӗ ӗнтӗ санӑн мансӑр пуҫне никама та юратмалла мар, мансӑр пуҫне никама та качча каймалла мар. Нихҫан та, нихҫан та, ӗмӗрне те каймалла мар. Сӑмах паратӑн-и?

— Ия, Том, сансӑр пуҫне эпӗ никама та юратмӑп, урӑх никама та качча каймӑп. Эсӗ те, асту, никама та ан ил, мана ҫеҫ ил.

— Паллах ӗнтӗ. Каварӗ ҫавӑн пек. Шкула килнӗ чухне-и, шкултан таврӑннӑ чухне-и, санӑн яланах манпала пӗрле утмалла. Пире астуса тӑмаҫҫӗ пулсан вӑйӑра та мана суйла, эпӗ сана суйлатӑп. Каччипе хӗрӗ яланах ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ.

— Питӗ аван! Нихҫан та ун ҫинчен илтменччӗ.

— Ку вара питех савӑнмалла. Эпир Эмми Лоренспа…

Бекки Тэчерӗн чарса пӑрахнӑ куҫӗ Тома йӑнӑш туса хуни ҫинчен пӗлтерчӗ, ҫавӑнпа вӑл именсе чарӑнса тӑчӗ.

— Ой, Том! Эппин, эсӗ мана чи пирвай ҫураҫман курӑнать?

Хӗрача макӑрма тапратрӗ.

— Чарӑн, Бекки, ан макӑр. Эпӗ ӑна урӑх юратмастӑп,
— Ҫук, Том, эсӗ юрататӑн.
Юратнине эсӗ ху та пӗлетӗн.

Том ӑна мӑйӗнчен ыталаса илме хӑтланчӗ, анчах хӗрача ӑна тӗксе ячӗ, пичӗпе стена патнелле ҫаврӑнса тӑче те татах макӑрчӗ. Том ӑна ачаш ятсемпе ченсе йӑпатма пуҫларӗ, хӑй малтан мӗн тума хӑтланине те туса пӑхрӗ, анчах хӗрача каллех ӑна тӗксе ячӗ. Вара Томӑн мӑнкӑмӑллӑхӗ вӑранса кайрӗ. Вӑл алӑк патнелле утса пычӗ те, именнипе пӑшӑрханса кайнӑскер, урамалла тухрӗ. Акӑ Бекки ҫаврӑнӗ те ун хыҫҫӑн крыльцана тухӗ тесе ӗмӗтленсе, вӑл вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе алӑк ҫинелле пӑхкаларӗ. Анчах Бекки тухмарӗ. Том питӗ хурланса кайрӗ: чӑнах та эпӗ айӑплӑ пулӗ-ҫке, тесе шухӑшларӗ вӑл. Килӗштерес тӗлӗшпе хӑйне хӑй пирвайхи утӑм тутарасси уншӑн йывӑр пулчӗ, анчах вӑл хӑйӗн мӑнкӑмӑллӑхне ҫӗнтерче те каялла кӗчӗ.

Бекки, стена патнелле ҫаврӑнса, кӗтесре макӑрса тӑрать. Томӑн чӗри картах сикрӗ. Вӑл Бекки патне утса пычӗ те сӑмах пуҫласа яраймасӑр аптӑраса тӑчӗ.

— Бекки, сансӑр пуҫне эпӗ урӑх никама та пӗлесшӗн мар, — терӗ вӑл ерипен.

Хирӗҫ нимӗнле сасӑ та пулмарӗ. Ӗсӗклесе макӑрни ҫеҫ илтӗнчӗ.

— Бекки, — тархасларӗ вӑл. — Бекки! Ну, мӗн те пулин кала-ха?

Ҫӗнӗрен ӗсӗклесе макӑрни илтӗнчӗ.

Вара Том хӑйӗн чи хаклӑ япалине — камин решеткин пӑхӑр шарикне — туртса кӑларчӗ те, унпала Бекки куҫӗ умӗнче суллакаласа ҫапла каларӗ:
— Ну, Бекки, тархасшӑн…
Сана кирлӗ пулсан, эпӗ ҫакна паратӑп!

Бекки шарика тӗртсе ячӗ те, шарикӗ ӳкрӗ, урай тӑрӑх кусса кайрӗ.

Том урама тухрӗ те ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнталла каяс, ку кун шкула каялла килес мар тесе шут тытрӗ. Бекки сасартӑк темӗн лайӑх маррине сисрӗ. Вӑл алӑк патнелле чупрӗ. Том курӑнмарӗ. Том вылямалли площадкӑра пулӗ тесе (анчах вӑл унта та пулман), Бекки ҫурт йӗри-тавра чупса ҫаврӑнчӗ.

— Том! Том, кил! — тесе чӗнме пуҫларӗ вӑл.

Бекки тимлесе итлесе пӑхрӗ, анчах хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ. Йӗри-тавра шӑпах, ҫын таврашӗ те курӑнмасть. Бекки ларчӗ те каллех йӗме тапратрӗ: вӑл хӑйне хӑй айӑплӑ тесе шутларӗ. Ҫав тӗлелле шкул ачисем каллех пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ: хӑйӗн хуйхине пытармалла, хуҫӑлнӑ кӑмӑлне лӑплантармалла тата хӑйӗн ҫине кӑнтӑрла хыҫҫӑнхи вӑрӑм та кичем уроксен йывӑрлӑхне тиентермелле пулчӗ. Ют ачасем хушшинче унӑн ҫывӑх тус та ҫук, хӑй хурланни ҫинчен никама та каласа парса чунне лӑплантараймарӗ Бекки.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех