Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 20 сыпӑк

Пай: Полк ывӑлӗ

Автор: Леонид Агаков

Ҫӑлкуҫ: Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Хушнӑ: 2019.07.29 13:33

Пуплевӗш: 229; Сӑмах: 2590

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ҫак кунтан пуҫласа Ваня пуринчен ытларах капитан Енакиев патӗнче пурӑнма тытӑнчӗ.

Анчах капитан Енакиев ӑна хӑй патне ачаран чӑнах та связной тӑвас тесе илмен. Унӑн шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсем пысӑкрах пулнӑ. Вӑл Ваньӑна хӑй пӑхса вӗрентсе ӳстерме шутланӑ.

Яланах, пур ӗҫре те тӗплӗ ҫын пулнӑскер капитан Енакиев ачана вӗрентсе ӳстермелли план тунӑ. Хӑйӗн батарейине панӑ боевой задачӑна пурнӑҫа мӗнле кӳртессине пур енчен те шутласа хунӑ пекех, вӑл ачана вӗрентсе ӳстермелли плана та пур енчен те тӗплӗн шухӑшласа тунӑ. Анчах плана васкамасӑр, пур енчен те шухӑшласа хунӑ хыҫҫӑн, ӑна вӑл хӑвӑрт та татӑклӑн пурнӑҫа кӳртме тытӑннӑ.

Пуринчен малтан, ҫав план тӑрӑх, Ваньӑн оруди расчетӗнчи пур номерсен ӗҫне те тума вӗренмелле пулнӑ.

Ҫак шутпа, хӑйсен старшинипе канашланӑ хыҫҫӑн, капитан Енакиев Ваньӑна пӗрремӗш взводри пӗрремӗш оруди ҫумне, запаслӑ номер туса ҫирӗплетнӗ.

Пирвайхи кунсенче ача хӑйӗн тусӗсемшӗн-разведчиксемшӗн питӗ тунсӑхланӑ. Малтанах ӑна вӑл хӑйӗн тӑван ҫемьине ҫухатнӑ пекех туйӑннӑ. Анчах часах вӑл унӑн ҫӗнӗ ҫемьи кивӗ ҫемьинчен нихӑш енчен те кая маррине курнӑ. Ку ҫемье ӑна тӳрех тӑвана йышӑннӑ пек йышӑннӑ.

Салтаксем пек пурне те пӗлсе таракан ҫынсем урӑх ҫуккине Ваня пӗлмен пулнӑ-ха. Салтаксем яланах пурне те пӗлсе тӑнӑ. Пур ҫӗнӗ хыпарсене те вӗсем ҫав самантрах, фронтра каланӑ пек «салтак телеграфӗ тӑрӑх» пӗлнӗ.

Ваня пӗрремӗш оруди патне пынӑ ҫӗре, ун ҫинчен унта пӗтӗмпех пӗлсе тӑнӑ. Ваньӑна ку пит те тӗлӗнтернӗ. Оруди расчечӗ ачан историне питӗ лайӑх пӗлнӗ. Ӑна разведчиксем вӑрманта мӗнле тупнине те, вӑл Биденкоран епле тарнине те, суккӑр лашана ҫавӑтса разведкӑна епле кайнине те, нимӗҫсем патне епле лекнине те, унтан епле хӑтӑлнине те, пурне те, пӗтӗмпех, компас тата «Чурасем эпир мар, эпир чурасем мар» тесе ҫырнӑ букварь ҫинчен те пӗлнӗ.

Пуринчен ытла оруди расчетне Биденкопа пулса иртнӗ ӗҫ пит те кӑмӑла кайнӑ.

Вӗсем Ваньӑна ку историе пӗрмаях чи пуҫламӗшӗнченех калаттарнӑ. Ваня кантӑрапа пулнӑ ӗҫ тӗлне каласа ҫитсен, вӗсем ачасем пекех кулнӑ. Вӗсем пуҫӗсемпе пӗр-пӗрин хулпуҫҫисем ҫине йӑваннӑ, пӗр-пӗрне ҫурӑмӗсенчен чышкисемпе ҫапнӑ, ҫаннисемпе куҫҫулӗсене шӑлнӑ. Антӑхса кайиччен кулнипе, вӗсем аран-аран калаҫма пултарнӑ.

— Итле-ха, Никита, вӑл ӑна кантӑраран туртать, ку ҫывӑрнӑ пек пулса выртать. Сисетӗн-и?

— Ах, ҫӗр ҫӑттӑр сана!

— Хай каларӗш, шуйттан пӗчӗк ачапа ҫыхӑннӑ пек.

— Тӗрӗс. Чӑн та ҫыхӑннӑ ҫав. Леш ӑна туртать, а ку харлаттарса ҫывӑрать. Унтан лешӗ каллех туртать, анчах кунӑн ури йӗрӗ те ҫук. Шыра вара хирте ҫиле.

— Ай, пӗчӗк кӗтӳҫӗ! Ай, савнӑ тусӑм! Мӗнешкел чаплӑ разведчика ухмаха тӑратса хӑварнӑ. Пӗлес пулать вӗт ун пек тума.

— Чӑн та ҫав. Ним каламалли те ҫук. Вӑйлӑ!

Разведчиксем батарейӑри аристократи шутӗнче пулнӑ. Сӑмах та ҫук ӗнтӗ ун пирки — вӗсем пуян, хуҫалӑх тӗлӗшӗнчен тӗплӗ пурӑннӑ. Вӗсен пӗр чаплӑ чейникех мӗне тӑнӑ! Анчах оруди расчечӗ те начар пурӑнман. Чӑн та, вӗсен ҫавӑн пек чаплӑ чейник пулман, трофейӑсем тӗлӗшӗпе те ӗҫсем разведчиксеннинчен нумай начартарах пулнӑ, мӗншӗн тесен разведчиксем яланах малта пынӑ.

Анчах ун вырӑнне вӗсен темӗн пысӑкӑш эмалированнӑй кастрюль пулнӑ, унпа вӗсем тӗлӗнмелле тутлӑ каҫхи апат пӗҫернӗ. Вӗсем кӑнтӑрлахи апатран какай татӑкӗсем хӑварнӑ та, ӑна хуратул пӑттипе, ӗне ҫӑвӗпе ӑшаланӑ.

Орудиецсем питӗ туслӑ ҫемьепе, килӗштерсе пурӑннӑ. Вӗсем, тен, разведчиксенчен те туслӑрах пурнӑҫпа пурӑннӑ пулӗ. Ку мӗнрен килнине ӑнланса илме йывӑр мар. Разведчиксем пурте пӗрле сайра пуҫтарӑннӑ, орудиецсем яланах пурте пӗрле, хӑйсен туппи патӗнче пулнӑ. Вӗсем унтах ҫапӑҫнӑ, унтах каннӑ, унтах апат ҫинӗ, сӑмах майӗн каласан — унтах юрӑсем юрланӑ.

Юрласса вӗсем чӑнах та ҫав тери лайӑх юрланӑ вара, мӗншӗн тесен пурте лайӑх сасӑллӑскерсем пухӑннӑ, — ун пекки сайра пулать.

Кунсӑр пуҫне, разведчиксемпе танлаштарсан, вӗсен тата тепӗр паха ен пулнӑ. Унта калама ҫук лайӑх, питӗ хаклӑ баян пулнӑ — ӑна вӗсене батареецсем патне 1942 ҫулта Уралтан хӑнана пынӑ шефсем парнелесе хӑварнӑ. Тата унсӑр пуҫне вӗсен пӗтӗм дивизипе чапа тухнӑ баянист — оруди командирӗ сержант Сеня Матвеев пулнӑ.

Ҫавӑнпа та, наступлени вӑхӑтӗнче батарея позици улӑштарнӑ чух, пӗрремӗш оруди музыкӑпа малалла пынӑ. Оруди расчечӗ грузовик ҫинче ларса хорпа юрланӑ. Сеня Матвеев вара, хуп-хура мӑйӑхлӑскер, картусне куҫ харшисем ҫинех пусса лартнӑ, шинельне йӳле ярса, парнелесе панӑ баянне тытнӑ та кӑштах сарса пуснӑ урисем ҫинче ҫирӗппӗн тӑрса ҫав тери хытӑ янтратса пынӑ. Ҫакна кура пехота ирӗксӗрех ҫул ҫинчен пӑрӑнса чарӑннӑ, хыҫалтан пӗчӗк тупӑ кӑкарса янӑ грузовик ҫине хаваслӑ пӑхса савӑнса кӑшкӑрнӑ:

— Салам, вӑрҫӑ турри! Пурнӑҫ пар-ха эс ӑна унта. Хӗмне хушарах пар.

— Халех паратпӑр, — тенӗ ҫакна хирӗҫ Сеня Матвеев хӑйӗн баянне тата ытларах туртса. — Тапакӗ пирӗн, вучӗ сирӗн. Сывӑ пул, уй-хир патши. Ҫапӑҫу хирӗсенче часах тӗл пуличчен!

Анчах та чи чапли ку мар пулнӑ-ха. Чи чапли акӑ мӗн пулнӑ: капитан Енакиев батарейинчи пӗрремӗш взводӑн пӗрремӗш орудин расчечӗ хӑй ӗҫӗпе разведчиксен команди пекех пит мухтава тухнӑ. Пӗрремӗш оруди пит те тӗл тата тӗлӗнмелле хӑвӑрт пенипе чаплӑ пулнӑ. Ытти орудисем — вӑл шутрах чи лайӑххисем те — икӗ снаряд кӑларса яма ӗлкӗрнӗ ҫӗрте пӗрремӗш оруди виҫӗ снаряд кӑларса янӑ. Ку вара орудин пӗтӗм расчечӗ килӗшӳллӗ тата кашни номер уйрӑмӑн пит те лайӑх ӗҫленине кӑтартнӑ.

Пуринчен ытла чапли кунта Ковалев, фронтри чи лайӑх наводчик, Совет Союзӗн Геройӗ пулнӑ.

Апла пулсан, Ваньӑна йышӑннӑ ҫӗнӗ ҫемье пит те паллӑ та пит те хисеплӗ пулнӑ. Орудиецсем лӑпкӑ, мухтанма юратман, хӑйсен боевой ӗҫӗсем ҫинчен сахал калаҫакан ҫынсем пулнӑ пулин те Ваня вӗсем чаплӑ пулнине тӳрех туйса илнӗ.

Ваня вара пӗрремӗш орудипе, малтантарах разведчиксен командипе мухтаннӑ пекех, мухтаннӑ. Ку вара унӑн чунӗ чӑн-чӑн салтак чунӗ пулнине пуринчен те лайӑхрах кӑтартса панӑ, мӗншӗн тесен епле лайӑх салтак хӑйӗн подразделенипе мухтанмасть-ха?

Анчах ӑна нимӗнрен те ытла тӗлӗнтерекенни, разведчиксемпе уйӑрлнине самаях ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттерме май параканни вӑл — оруди пулнӑ.

Оруди тенӗ сӑмах Ваньӑшӑн яланах темӗнле илӗртмелле те хаяррӑн янӑраса тӑнӑ. Ваня вӑрҫӑра илтекен сӑмахӗсенчен чи вӑйлӑ сӑмах вӑл — оруди тенӗ сӑмах пулнӑ.

Вӑрҫӑри сӑмахсем нумай пулнӑ: блиндаж, пулемёт, атака, разведка, азимут, авиаци, винтовка, дзот — сахал пулнӑ-и вӗсем! Анчах ҫав сӑмахсенчен пӗринче те ҫапӑҫу кӗрлевӗ, снаряд ӳлени, хурҫӑ янӑрани «оруди» тенӗ сӑмахри пек уҫҫӑн илтӗнсе тӑман. Артиллерие «вӑрҫӑ турри» тенине Ваня пӗлнӗ. Вара ҫак хӑватлӑ, темӗн пысӑкӑш турра хӑй шухӑшӗнче тӗтре витӗр курнӑ пек туйса, Ваня ҫав турӑ калакан пӗртен-пӗр сӑмаха илтсе тӑнӑ, вӑл сӑмах — оруди пулнӑ.

«Оруди» сӑмаха Ваня час-часах илтнӗ, анчах ӑна орудие ҫывӑхран курма, уйрӑмах алӑпа тытса пӑхма май килмен. Орудире уншӑн, пуринчен ытла вӑл ҫапӑҫу хирӗнче пулнӑ чухне, темӗнле пӗлмелле мар, тавҫӑрса илмелле мар япала пулнӑ. Таврара ҫӗршер, пиншер орудисем кӗрленӗ. Орудисем пенипе, пӗр минутлӑха та сӳнмесӗр, пӗтӗм пӗлет ҫунса тӑнӑ. Пӗр-пӗрне илтес тесе, ҫынсен хӑлхаран кӑшкӑрса калаҫмалла пулнӑ. Снарядсем пуҫ ҫийӗпе татти-сыпписӗр ӳлесе иртсе кайнӑ. Вӗсем ӳксе ҫурӑлсан тонни-тоннипе хура ҫӗр ҫӳлелле сирпӗннӗ. Анчах ҫак ӗҫе тӑвакан орудисем хӑйсем курӑнман. Вӗсем пур ҫӗрте те пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах ниҫта та пулман.

Халӗ ӗнтӗ Ваня орудие ҫывӑхранах курчӗ ҫеҫ те мар, ӑна алӑпа тытса пӑхма пултарчӗ ҫеҫ те мар, унӑн халӗ ҫав орудирен пеме батареецсене пулӑшмалла та пулчӗ.

Ку вӑл — пӗрремӗш взводӑн пӗрремӗш орудийӗ пулнӑ, апла пулсан — кӑштах Ваньӑн орудийӗ те пулнӑ.

Оруди патне пӗрремӗш хут пынӑ, нихӑш кунпа та танлаштарма ҫук телейлӗ куна «пӗчӗк кӗтӳҫӗ» ӗмӗрлӗхех астуса юлчӗ.

Капитан Енакиевӑн батарейинче пурӗ тӑватӑ оруди пулнӑ. Вӗсем пурте пӗр ӗретпе, пӗр-пӗринчен хӗрӗхшер метрта тӑнӑ. Вӗсем пурте пӗр пекех пулнӑ. Анчах ҫапах та Ваня хӑюсӑр пырса тӑнӑ оруди пачах урӑхла, тӗнчере урӑх ҫук, ытти пӗр оруди пек те мар пулнӑ. Вӑл «хӑйсен» пулнӑ.

Тупӑ ҫурри таран пысӑках мар ҫаврака окопра, кӗпҫипе хӗвеланӑҫнелле пӑхса, сошникӗсемпе кӑштах алтса илнӗ ҫӗр ҫинче ҫирӗппӗн тӗренсе тӑнӑ. Телейлӗ куҫӗсене тупӑ ҫинчен пӗр самантлӑха та илмесӗр, Ваня ун тавра утса ҫаврӑнчӗ. Кӗпҫен вӗҫне брезентран ҫӗленӗ калпак пек пӗчӗкҫеҫ чехол тӑхӑнтартнӑ пулин те, Ваня ун тӗлӗпе иртнӗ чух уттине хӑвӑртлатса пӗшкӗнчӗ, — вӑл оруди ӑнсӑртран персе ярасран хӑрарӗ.

Анчах та, тӗрӗссипе, туппӑн сӑн-сӑпачӗ пит те лӑпкӑ, питӗ тирпейлӗ пулнӑ. Ӑна хуҫисем юратни, лайӑх пӑхни тӳрех курӑнса тӑнӑ. Ӑна тап-таса шӑлса тасатса ҫиелтен ҫупа сӗрнӗ. Унӑн пур пайӗсене те питӗ килӗшӳллӗ, ҫыпӑҫуллӑ вырнаҫтарса лартнӑ — тирпейлӗ салтак тумланнӑ пекех. Хӑшпӗр ҫӗрте осколоксем тивнипе шӑтӑксем, чӗркеленисем пулнӑ пулсан та, вӗсене ним палӑрми туса сӑрласа лартнӑ.

Тупӑ кӗпҫин вӗҫне тӑхӑнтартнӑ чехолсӑр пуҫне, тупӑ ҫинче брезентран тунӑ тата икӗ чехол пулнӑ. Пӗри замока витсе тӑнӑ, тепри тата шит ҫумӗпе ҫӳлелле ҫӗкленсе тӑракан темӗнле питӗ тӗлӗнмелле япалана витсе тӑнӑ.

Тупӑ ҫинче тата темӗнле пӗчӗк маховиксем, кустӑрмасем, ещӗксем пулнӑ. Лафет ҫумне кӗреҫесем, кирка, пуртӑ ҫыхса хунӑ. Йӗрке тӑрӑх тупӑ ҫумӗнче тӗрлӗрен кирлӗ япаласем пулмалла пулнӑ курӑнать.

Анчах ку пӗтӗмпех пулман-ха.

Лайӑх, йӗркеллӗ колхоз хуҫалӑхӗнчи тӗп ҫурт тавра тӗрлӗ ҫуртсем вырнаҫнӑ пек, тупӑ тавра пит те йӗркеллӗн тӗрлӗрен службӑсем, пӗчӗк ҫурт пеккисем вырӑнаҫса тухнӑ. Тупӑпа юнашар унӑн кустӑрми тукӑнӗ таранах ҫӗре алтса лартнӑ заряднӑй ещӗк Ваньӑна тӗп кантур пек туйӑннӑ; пӑхӑр гильзӑллӑ тата снарячӗсем ҫине тӗрлӗ тӗслӗ йӗрсем тунӑ, йӗркипе хурсӑ тухнӑ патронсем курӑнакан тӑваткал йывӑҫ ещӗкӗсем, паллах, пушар сарайӗ пулнӑ; телефонистӑн пӗчӗк окопӗ мунча пек туйӑннӑ; номерсене валли тунӑ пӗчӗк тӑрӑхла шӑтӑксем — анкарти йӗри-тавра тӑвакан канавсем пек пулнӑ; аякра йӑванса выртакан хӑрӑмланнӑ снаряд гильзисем — юсама пухнӑ ялхуҫалӑх хатӗрӗсем пек туйӑннӑ; маскировка тума тирсе тултарнӑ чӑрӑшсем пӳрт умӗнчи пахчана аса илтернӗ.

Ҫакӑнпа пӗрлех ҫак пӗтӗм мирлӗ те лӑпкӑ картинӑра темӗскерле хӑрушӑ, хӑратакан япала пурри сисӗнсе тӑнӑ.

Малтанах ҫав хӑратаканни мӗн пулнине, вӑл ӑҫтине ача ниепле те ӑнланса илеймен. Анчах кайран ӑнланнӑ. Вӗсем пысӑк шӑтӑксем — воронкӑсем пулнӑ иккен. Оруди тавра, тӗрлӗ вырӑнсенче, вӗсем ҫирӗмрен е вӑтӑртан та ытла шутланнӑ.

Кусем ҫӗнӗ, нумай пулмасть тунӑ воронкӑсем пулнӑ. Вӗсенчен кӑларса пӑрахнӑ ҫӗрпе тӑм хуралса кайнӑ курӑк ҫинче пусӑрӑнма та ӗлкереймен, вӑл кӑпӑшка пулнӑ-ха, ӑшӑ пек туйӑннӑ. Эппин нимӗҫ снарячӗсем кунта килсе ӳкни нумай та пулмасть, тен паян ирхине кӑна килсе ӳкнӗ-и вӗсем. Паллах, вӗсем туппа тивертесшӗн пулнӑ.

Унччен малтан Ваня хӑй ҫулӗ ҫинче тӗл пулакан воронкӑсем ҫине ҫавӑрӑнса та пӑхман. Ӑна вӗсем пӗртте тивмен, вӗсем тӗлӗпе Ваня хӑрамасӑрах иртсе кайнӑ; вӑл «ҫак ӗҫ» пулса иртнине, снарядсем хӑйсен ӗҫне тунине, хӑрушӑлӑх иртсе кайнине пӗлнӗ.

Анчах халӗ вӑл вӗсене курчӗ те, пачах урӑхла, ҫӗнӗлле туйрӗ. Нимӗҫ снарячӗсем батарея ҫине халӗ кӑна вӗҫсе килнӗ. Вӗсем тупӑ ҫывӑхӗнче ҫурӑлса хӑрушӑ йӗрсем хӑварнӑ. Анчах та батарея вырӑнтан кайман вӗт-ха. Тупӑ малтанхи вырӑнтах тӑнӑ. Фронтра нимӗн те улшӑнман. Эппин, нимӗҫ снарячӗсем хуть хӑш самантра та каллех вӗҫсе килсе, хальхинче вилӗм илсе килме пултарнӑ.

Таврари сывлӑш та — сивӗ, кӗрхи вилӗм сывлӑшӗпе сывланӑ пек туйӑннӑ. Пӗлӗтсем ҫинче, ҫамрӑк чӑрӑшсем ҫинче, ҫӗр ҫинче вилӗм мӗлки выртнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтрах оруди расчечӗ ҫаксене пӗртте асӑрхаман пекех пулнӑ.

Хӑйсен туппи тавра вырӑнаҫнӑ салтаксем кашни хӑйӗн ӗҫне тунӑ. Хӑшӗ, снарядсем тултарнӑ хыр ещӗк ҫумне вырнаҫнӑ та, шлемне енсе ҫинелле лартса, химически карандаша йӗпете-йӗпете ҫыру ҫырнӑ; хӑшӗ лафет ҫинче ларса шинель тӳмине лартнӑ; хӑшӗ артиллеристсен пӗчӗк хаҫатне вуланӑ; хӑшӗ, чӗлӗм чӗркесе, вутчулне ҫапса ӑвӑ тивертнӗ, ӑвӑран шурӑ тӗтӗм мӑкӑрланса тӑнӑ.

Разведчиксемпе пурӑннӑ чух ҫапӑҫу хирне пур енчен те сӑнаса, Ваня вӑрҫа анлӑн, нумай тӗслӗн курма хӑнӑхнӑ. Вӑл ҫулсене, вӑрмансене, шурлӑхсене, кӗперсене, шӑвакан танксене, чупакан пехотӑна, мина лартакансене, ҫырмасенче пухӑнса тӑракан утлӑ ҫара курма хӑнӑхнӑ.

Кунта, батареяра, ҫавӑн пекех вӑрҫӑ пулнӑ, анчах вӑл вӑрҫӑ пӗр пӗчӗк ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче кӑна пулса иртнӗ. Кунтан оруди хуҫалӑхӗсӗр, маскировка тума лартнӑ чӑрӑшсемсӗр, кӗрхи тӗксӗм пӗлӗт касса татнӑ ҫывӑхри сӑрт хӗррисӗр пуҫне нимӗн те курӑнман. Кӳршӗри тупӑсем те ҫав сӑрт хыҫӗнчех ларнӑ пулсан та, шӑп та ҫавӑнтан вӑхӑтран вӑхӑта перкелешнӗ сасӑ илтӗннӗ пулсан та, Ваня унта мӗн пулнине пӗртте пӗлмен.

Ваня хӑй ҫӳллӗш туппӑн кустӑрми ҫумӗнче, унӑн чалӑш щичӗ ҫине ҫыпӑҫтарнӑ хут ҫине пӑхса тӑчӗ. Ҫав хут ҫине хура сӑрпа, шултран, темӗнле номерсемпе цифрӑсем ҫырнӑ, анчах Ваня вӗсене вуласа ӑнланма чунтанах тӑрӑшнӑ пулсан та нимӗн те ӑнланаймарӗ.

— Ну, Ванюша, пирӗн оруди килӗшет-и сана? — илтрӗ вӑл хӑйӗн хыҫӗнче хулӑн та кӑмӑллӑ сасӑпа каланине.

Ваня каялла ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те наводчик Ковалева курчӗ.

— Тӗп-тӗрӗс, Ковалев юлташ, питӗ килӗшет, — терӗ те вӑл хӑвӑрттӑн тӳп-тӳрӗ тӑсӑлса тӑрса честь пачӗ.

Капитан Енакиев вӗрентни ахалех иртмен пулмалла. Халӗ, аслисемпе калаҫнӑ чух, Ваня яланах туп-тӳрӗ тӑсӑлса тӑнӑ та хуть мӗн тума та хатӗр пулса, мӗн ыйтнисене хирӗҫ хавассӑн каланӑ. Наводчик Ковалев умӗнче вӑл ытлашши те тӑрӑшрӗ. Аллине ҫӗлӗкӗ патне ҫӗклесе тытрӗ те антарма та манчӗ.

— Юрӗ, антар аллуна. Вольно, — терӗ Ковалев, пӗчӗк салтакӑн типшӗмрех кӗлетки ҫине кӑмӑллӑн пӑхса.

Сан-сӑпатран пӑхсан Ковалева ҫав тери паттӑр салтак, Совет Союзӗн Геройӗ, фронтри чи лайӑх наводчик теме те пулман.

Чи малтан, вӑл ҫамрӑк пулман. Ачашӑн вӑл «пичче» мар, «асатте» пулнӑ ӗнтӗ. Вӑрҫӑччен кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекен пысӑк фермӑн заведуюшийӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл фронта каймасан та пултарнӑ, анчах вӑрҫӑн пирвайхи кунӗнчех хӑйӗн ирӗкӗпе кайма ҫырӑннӑ.

Тӗнчери пӗрремӗш вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл артиллеринче служить тунӑ, ун чухнех паллӑ наводчик тесе шутланнӑ. Акӑ мӗншӗн ку вӑрҫӑра та хӑйне артиллерие наводчик туса яма ыйтнӑ. Малтанах батарейӑра ун ҫине шанмасӑртарах пӑхнӑ, — ытла та лӑпкӑ, килти пек сӑн-сӑпатлӑ пулнӑ вӑл. Анчах пӗрремӗш ҫапӑҫурах вӑл хӑйӗн ӗҫне ҫав тери лайӑх пӗлнине, ҫав тери ӑста наводчик пулнине кӑтартнӑ та, ӑна шанманни яланлӑхах пӗтсе ларнӑ.

Тупӑ патӗнчи ӗҫе вӑл калама ҫук лайӑх туса пынӑ. Калӑпӑр ҫарта лайӑх, пултаруллӑ наводчиксем пулаҫҫӗ. Уйрӑмах паллӑ наводчиксем пулаҫҫӗ. Анчах ку гениллӗ наводчик пулнӑ. Пуринчен ытла ҫакӑнтан тӗлӗнмелле пулнӑ: чӗрӗк ӗмӗр хушшинче вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне манман ҫеҫ мар, ӑна тата ытларах, ҫирӗпрех пӗлӗкен пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ вӑрҫӑ артиллери умне нумай ҫӗнӗ задачӑсем кӑларса тӑратнӑ. Ҫав задачӑсем Ковалевӑн иртнӗ вӑрҫӑра туллин палӑрма пултарайман пултарулӑхӗн ҫӗнӗ енӗсене уҫса палӑртнӑ.

Тӳрӗ наводкӑпа перес ӗҫре унпа никам та танлашма пултарайман. Хӑйӗн расчечӗпе пӗрле вӑл туппа нимӗнпе хӳтӗлемен уҫӑ ҫӗре тӗксе тухнӑ та, пульӑсем ҫумӑр пек ҫунине пӑхмасӑрах лӑпкӑн, тӗп-тӗрӗссӗн, ҫав вӑхӑтрах тӗлӗнмелле хӑвӑрттӑн нимӗҫсен цепӗсене картечьпе, е нимӗҫ танкӗсене бронебойнӑй снарядсемпе пенӗ.

Ӑсталӑх тем пек пысӑк пулсан та, кунта пӗр ӑсталӑх кӑна ҫителӗклӗ пулман. Кунта ҫав тери пысӑк хӑюлӑх тата хастарлӑх кирлӗ пулнӑ. Ковалевӑн вӑл пулнӑ. Сӑн-сӑпат енчен вӑл нимпе те паллӑ мар, килти ҫын евӗрлӗ пулнӑ та, Ковалев юмахри пек нимӗнрен хӑраман паттӑр пулнӑ.

Хӑрушлӑх самантсенче вӑл пӗтӗмпех улшӑннӑ. Унӑн ӑшӗнче хаярлӑх вучӗ ҫунма тытӑннӑ. Вӑл пӗр утӑм та каялла чакман, юлашки патрон юлмиччен пенӗ. Юлашки патронне персе ярсан, вара вӑл хӑйӗн орудийӗпе юнашар выртнӑ та, автоматран пеме тытӑннӑ. Пур дисксене те персе пӗтерсен вӑл, ручной гранатӑсем тултарнӑ ещӗксене хӑй патне лӑпкӑн кӑна сӗтӗрсе пынӑ, куҫӗсене хӗссе, вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне нимӗҫсем ҫинелле, вӗсем чакса кайичченех пенӗ.

Ҫынсем хушшинче хастарлӑ та паттӑрисем час-часах тӗл пулаҫҫӗ. Анчах та Тӑван ҫӗршыва ӑнлануллӑн та хӗрӳллӗн юратни ҫеҫ паттӑр ҫынтан герой тума пултарать. Ковалев чӑн-чӑн герой пулнӑ.

Вӑл Тӑван ҫӗршыва пӗтӗм чӗререн, хӗрӳллӗн, анчах лӑпкӑн юратнӑ, унӑн мӗнпур тӑшманӗсене ҫав тери хытӑ курайман. Нимӗҫсене унӑн хӑйӗн тавӑрмаллисем пулнӑ. Вунулттӑмӗш ҫулта вӗсем ӑна чыхӑнтаракан газсемпе асаплантарнӑ. Ковалев ҫавӑнтанпа яланах ӳсӗркеленӗ. Нимӗҫсем пирки вӑл кӗскен:

— Эпӗ вӗсене лайӑх пӗлетӗп. Ирсӗрсем вӗсем. Вӗсемпе пирӗн пӗр калаҫу кӑна пулма пултарать — тупӑран тӑтӑшах пемелле, — тенӗ.

Унӑн виҫӗ ывӑлӗ ҫарта пулнӑ. Вӗсенчен пӗрне вӗлернӗ те ӗнтӗ. Унӑн арӑмӗ, врач, ҫавӑн пекех ҫарта пулнӑ. Килӗнче никам та юлман. Унӑн килӗ — ҫар пулнӑ.

Командовани Ковалева темиҫе хутчен те пысӑкрах ӗҫе ярасшӑн пулнӑ, анчах Ковалев кашнинчех хӑйне наводчикрах хӑварма ыйтнӑ, тупӑран ан уйӑрӑр мана, тенӗ.

— Наводчик пуласси — манӑн чӑн-чӑн ӗҫ вӑл, — тенӗ Ковалев, — ытти ӗҫе эпӗ кун пек лайӑх тӑваймастӑп. Эсир ӗненӗр ӗнтӗ мана. Чинсем хыҫҫӑн хӑваламастӑп эпӗ. Ун чухне те наводчик пулнӑ, халӗ те вӑрҫӑ пӗтичченех наводчик пулас тетӗп. Командир пулма юрӑхлӑ мар ӗнтӗ эпӗ. Ватӑ. Ҫамрӑккисене ҫул парас пулать. Чунтан ыйтатӑп сиртен.

Юлашкинчен вара командовани ӑна тек аптратман. Тепӗр тесен, Ковалев тӗрӗс те каланӑ пулӗ. Кашни ҫын хӑй вырӑнӗнче лайӑх вӑл. Тата, ҫитменнине, ӗҫе ытла лайӑхах пӗлмен взвод командирӗ вырӑнне ӗҫе пит лайӑх пӗлекен наводчик пулни службӑшӑн усӑ нумайтарах пулать.

Ваня ҫаксене пӗтӗмпех пӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та вӑл чаплӑ та паллӑ Ковалев ҫине кӑшт хӑюсӑртарах, тата хисеплесе пӑхса тӑчӗ.

Ковалев ҫӳллӗ те хыткантарах ҫын пулнӑ, хулпуҫҫийӗ ҫине анчах тупӑ сӗрмелли ҫупа вараланнӑ фуфайка уртса янӑ. Вӑл килти пек ҫара пуҫӑн пулнӑ. Пуҫне яп-яка, кукшаланма пуҫланӑ арҫын пекрех хыртарнӑ. Унӑн мӑйӗ хӗрлӗ пулнӑ, ҫилпе пиҫсе ларнӑ, шултӑра пӗркеленчӗксемпе витӗннӗ, анчах сарӑ мӑйӑхӗсемпе тата тап-таса хырнӑ янахӗ чӑн-чӑн салтакӑнни пек пулнӑ.

Пӗтӗмӗшпе илсен, унӑн сӑн-сӑпачӗ, тумтирӗ пур енчен те ҫыпӑҫуллӑ, чӑн-чӑн артиллеристсен пек тирпейлӗ пулнӑ пулсан та, вӑл авалхи пекрех, «леш вӑрҫӑран» юлнӑ пекрех курӑннӑ: хӑй килӗнченех илсе килнӗ хура пустав шалаварӗ те, тӗтӗмпе хуралса ларнӑ шӑвӑҫ хупӑллӑ чӗлӗмӗ те, ытти те.

Ваньӑн Ковалевран нумай-нумай япаласем ҫинчен ыйтса пӗлесси килнӗ, сӑмахран: тупӑпа епле тӗллеҫҫӗ, унтан епле переҫҫӗ, ҫак авӑрлӑ пӗчӗк кустӑрма мӗн вӑл, чехолсем айне мӗн пытарнӑ, шит ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ хут ҫине мӗн ҫырнӑ, орудирен час пеме пуҫлаҫҫӗ-и, тата ытти нумай-нумай ыйтусем пулнӑ унӑн.

Анчах та ӑна ҫар дисциплини тӑрах аслипе малтан сӑмах пуҫласа яма юраманни чарнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех