Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫил арманӗ

Автор: Иван Мучи

Ҫӑлкуҫ: Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 176–177 с.

Хушнӑ: 2019.06.10 03:48

Пуплевӗш: 40; Сӑмах: 232

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Ҫӳл ту ҫинчи ҫил арманӗ
Ҫил вӗрсен ҫеҫ авӑрать.

Калаҫма юратакан Самойлов мана хӑй ӗҫленӗ район, ытти районеемпе танлаштарсан, чылай малта пыни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

— Ҫав ҫитӗнӳсемпе мухтанма пултараймастпӑр-и-мӗн? — тесе ыйтрӗ те вӑл ответне те хӑех каларӗ: — Мухтанма пултаратпӑр. Центр пулӑшсан, тем те туса лартӑпӑр. Ӗҫрен хӑрамастпӑр эпир. Килес ҫула кирпӗч завочӗ лартасшӑн-ха. Постановление йышӑнса хуни виҫӗ уйӑх. Центр пулӑшсан — пулать.

— Ӑҫта лартасшӑн эсир ӑна?

— Ав ҫавӑнта.

— Ҫӗмрӗк ҫил арманӗ хыҫне-и? Районти ытти армансем те япӑхса кайнӑ иккен. Ҫул тӑршшӗпех вӑрҫса килтӗм. Ма юсаттармастӑр?

— Юсама материал ҫук. Центр пулӑшсан, вӑл армансене веҫех юсаса лартма пулать.

— Ну? Сирӗн йывӑҫ сахал-и-мӗн?

— Сахал мар та… Йывӑҫран аптрамастпӑр. Вӑрманта пурӑнатпӑр теме те юрать.

— Мӗн кӗтетӗр апла?

— Центр пулӑшасса кӗтетпӗр.

— Вӑрман касма-и?

— Вӑрман касма мар. Каснӑ вӑрмантан шыв ураписем, ҫил алӑкӗсем, тырӑ ураписем, шакмаксем, арман ҫуначӗсем, арман хӳрисем тума.

— Специалистсем ҫук-им?

— Специалистсем пур… Тата, каласан, арман чулӗсен кӑшӑлӗсене, йӗнерсене, йӗке тӑпсисене тата ыттисене те тимӗртен тунӑ вӗт. Вӗсене юсама пултаракан кадрсем кирлӗ.

— Тимӗрҫсем ҫук-им?

— Вӗсем те пур.

— Пур пулсан, тутарас пулать.

— Центр пулӑшмасан та-и?

— Центр ҫине шан та, ху та алла усса ан лар.

— Центр пулӑшмасан тума лайӑх мар.

— Ма лайӑх мар?

— Хӑнӑхманран пулас. Пӗр-пӗр ҫӗнӗ ӗҫе центр хушмасӑрах пуҫласа ярсан, темскер ҫитмен пек туйӑнать вара; ӗҫес килет тесен, ӗҫес килмест — тем ҫитмест. Центра: «Пире ҫав-ҫав ӗҫе тума ҫав-ҫав япаласем, калӑпӑр, ҫавӑн чухлӗ йывӑҫ, е кирпӗч, е чул, е хӑйӑр, тӑм парӑр», — тесе хут ҫырса ярсан, вӑл-ку лӑштах пулать, — терӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕпленрех