Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и?

Автор: Надежда СМИРНОВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Хушнӑ: 2019.07.16 16:32

Пуплевӗш: 67; Сӑмах: 639

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 120 ҫул ҫитет. Ҫак сӑвӑҫа чӑваш чӗлхин шӑпи питӗ шухӑшлаттарнӑ. Тӑван сӑмах, чӗлхе пӗлтерӗшӗ пирки вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Вӑхӑт ҫитӗ. Чӑваш чӗлхи те тимӗр татӗ. Ҫивӗч пулӗ. Хӗртнӗ хурҫӑ пек пулӗ. Вӑхӑт ҫитӗ — чӑваш юрри те илтӗнсе кайӗ. Таса пӗлӗте, ҫут тӗнчене, хӗрлӗ хӗвеле савса юрлӗ вӑл. Чӑваш юрринче таса пӗлӗт ҫумӗнчи тӑри юрри илтӗнӗ. Чӑваш юрринче тинӗс хумӗ шавлӗ, вӑрман кашлӗ, вӗҫӗ-хӗррисӗр улӑхсем симӗсленсе выртӗҫ. Авалхи хуйхӑ сасси илтӗнмӗ, телей куҫ умне тухса тӑрӗ. Атӑл хӗрри тӑрӑх тӗнче кӗсле сассипе янраса тӑрӗ — ҫакӑ чӑваш юрри пулӗ. Чӑваш чӗлхи кӑвар пулӗ, хӗрнӗ хурҫӑ пулӗ».

Поэтӑмӑр сӑмахӗсем шухӑша яраҫҫӗ. Пурнӑҫа кӗрейнӗ-ши вӗсем, ҫапла пултӑр тесе эпир хамӑр енчен мӗн турӑмӑр? Историрен ҫакӑ паллӑ: 1917 ҫулхи революцисем (нарӑсри тата юпа уйӑхӗнчи) хыҫҫӑн сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхисем аталаннӑ икӗ тапхӑр пулнӑ: наци интеллигенцине аркатнӑ репрессичченхи 10-15 ҫул тата ҫӗнетӳ ҫулӗсем. Малтанхи тапхӑрӑн пирвайхи ҫулӗсем шӑпах Ҫеҫпӗл Мишшипе ҫыхӑннӑ. Ирӗке тухнӑ халӑхсем (ҫав шутра чӑвашсем те) хӑйсен тӑван чӗлхине тымарлантарма пуҫланӑ. Патшалӑх чӗлхе политикине ӑнӑҫлӑ тытса пынӑ. Чӑваш чӗлхипе ӗҫре те, патшалӑх тытӑмӗнче те усӑ курнӑ. Ҫӗнетӳ ҫулӗсем пирки ҫакна асӑнмалла: ҫак тапхӑр та тӑван чӗлхене ҫӗклерӗ. Сӑмахран, Чӑваш Республикин «Чӗлхесем ҫинчен» саккунне йышӑннӑ, Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленнӗ, хула шкулӗсенче, вузсенче тӑван чӗлхепе литературине вӗрентме пуҫланӑ… Аса илер: Чӑваш чӗлхи кунне те шӑпах ҫав ҫулсенчи — 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи — йышӑнупа килӗшӳллӗн паллӑ тума пуҫланӑ. Кунне те ӑнӑҫлӑ суйланӑ: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ — тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗ.

«Чӗлхесем ҫинчен» саккун та, чӗлхене аталантармалли программа та пур пирӗн. Вӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ май нимӗнле ҫивӗч ыйту та пулмӗ темелле пек. Анчах ҫапла-и-ха? Юлашки ҫырав кӑтартӑвӗсене илер. Унпа килӗшӳллӗн Раҫҫейре 1435,9 пин чӑваш пурӑнать. 2002 ҫулхи ҫыравпа танлаштарсан 201 пин чухлӗ чакнӑ. Ҫав шутран 400 пинӗ хӑйсем чӑвашла пӗлнине кӑтартман. Апла пулсан, 1 миллиона яхӑнӑшӗ кӑна тӑван чӗлхепе калаҫать. Ҫирӗм пӗрмӗш ӗмӗрӗн ҫирӗммӗш ҫулталӑкӗ чӑваш халӑхне — Раҫҫей Федерацийӗнче йышӗпе пиллӗкмӗшне — тепӗр тӗрӗслев витӗр кӑларӗ. Вӑл — Пӗтӗм Раҫҫейри халӑхӑн ҫӗнӗ ҫыравӗ. Унӑн кӑтартӑвӗсем мӗнлерех пулӗҫ? Наци шӑпи, патшалӑхӑмӑрӑн малашлӑхӗ тӳррӗнех халӑх йышӗпе-шучӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен тӑван чӗлхене ҫухатас туртӑм халӗ те вӑйлӑ. Конституци прависемпе туллин усӑ куракан, наци культурине, чӗлхесене, искусствине тата халӑх йӑли-йӗркине упрама-аталантарма ӑнтӑлакан чӑваш халӑхӗн пӗртен-пӗр патшалӑхӗ — Чӑваш Республики. Чӑваш Ен республика статусне тытса пырсан ҫеҫ халӑх ӑс-хакӑл ҫӑл куҫӗсем типмӗҫ, вӗсем ытти регионта пурӑнакан чӑвашсене чӗрӗлӗх вӑйне парса тӑрӗҫ. Ҫавӑнпа эпир ыран, малашне, ҫитес ӗмӗрсенче мӗнле пуласси пӗтӗмпех хамӑртан, патшалӑх чӑвашлӑх ыйтӑвӗ ҫине мӗнле пӑхнинчен килет.

Юлашки вӑхӑтра чӑвашла калаҫакансен шучӗ чакса пынин сӑлтавӗ темиҫе те пулӗ. Сӑмахран, чӑн чӑваш шкулӗ ҫукки ура хурать. 1956 ҫулччен чӑваш шкулӗсенче мӗн пур предмета чӑвашла вӗрентнӗ. Вырӑсла вӗрентме хушу килсен ҫынсем вырӑсланас ҫул ҫине тӑнӑ. Чӑваш Республикин тулашӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литература урокӗсене пӗтернӗ. 1985 ҫулсенче тӑван чӗлхене вӗрентме ирӗк панӑ. Анчах… Диаспорӑра чӑваш чӗлхипе литература урокӗсем, тӗпрен илсен, факультатив шайӗнче кӑна юлнӑ. Вырсарни шкулӗсем ачасене тӑван чӗлхепе тивӗҫлӗ пӗлӳ параймаҫҫӗ. Класс тата шкул тулашӗнчи мероприятисем пӗтӗмпех вырӑсла иртеҫҫӗ.

Ҫак ӳкерчӗксене тӑван республикӑра та асӑрхама пулать. Ачисене чӑвашла калаҫтарса ӳстермен ашшӗ-амӑшӗ мӗн ҫинчен шухӑшлать-ши? Тӗрӗссипе, мӗн чухлӗ ытларах чӗлхе пӗлетӗн, ҫавӑн чухлӗ аванрах-ҫке. Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс. Ют чӗлхесене те пӗл, тӑван чӗлхӳне те ан ман. Библире те несӗлсен ырӑ йӑлисене ҫичӗ сыпӑк таран лайӑх пӗлмелле, унсӑрӑн турра юрӑхлӑ ҫын пулаймӑн тени пур. Кунта тӑван чӗлхе пирки каланине те шута илмелле.

Патшалӑх шайӗнче шутланакан чӗлхесен те пӗтес хӑрушлӑх пурри пирки пире вунӑ ҫул каялла «чан ҫапсах» асӑрхаттарчӗҫ. Сӑмахӑм ЮНЕСКО ҫӗнетсе кӑларнӑ «Тӗнчере ҫухалас хӑрушлӑхра тӑракан чӗлхесен атласӗ» пирки. Ӑна ӗненес пулсан Раҫҫейри 136 чӗлхе ҫавӑн пек лару-тӑрура. Ҫав шутра пирӗн тӑван чӗлхе те. Ку хыпара тӗрлӗрен хаклакан пулчӗ. Ӑнланмалла: ҫак тапхӑрта пур шайра та хӑйне хӑтлӑ туякан чӑваш сӑмахӗпе унашкал инкек пулассӑн туйӑнмасть пек. Анчах ҫакӑн ҫинчен те манмалла мар: икӗ ҫырав хушшинче ҫулталӑксерен 25-шер пин йӑхташ чакса пынӑ. Малашне те ҫаплах пулсан… шухӑшлама хӑрамалла!

Кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 120 ҫул ҫитӗ. Ун чухне поэта тӑван чӗлхе шӑпи пирки мӗн калӑпӑр-ши?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех