Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашне (тĕпĕ: тавраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫинчи вырӑн таврашне нихӑҫан улӑштарса курман, ҫаплах ку пӳлӗмре урайне те нихӑҫан шӑлман, сывлӑшне те уҫӑлтарман.

Белья на них никогда не меняли, так же как никогда не подметали пол в этой комнате и не проветривали воздух.

XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Пирӗн пуҫламалла! — аса илчӗ те вӑл, каччи аллинчен тытса, пӗҫ кӑкӗ таврашне пит чиперрӗн кӑна пӑркалантарса-вылянтарса та тармаклӑн кулкаласа, малалла тӑлт-тӑлт вӗтӗртетрӗ.

— Нам начинать! — спохватилась она и, взяв за руку своего кавалера, засеменила вперед, грациозно раскачивая туловище на бедрах и напряженно улыбаясь.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Куккӑшӗн пичӗ ҫинчи кӑмӑллӑ сӑн пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн таҫта кайса ҫухалчӗ те, вӑл пӗтӗмпех типӗ пит-куҫлӑ ӗҫлӗ ҫын пек курӑнма тытӑнчӗ, хырӑннӑ ырханкка этеме, уйрӑмах вӑл куҫлӑх тӑхӑннӑ пулсан тата унӑн сӑмсипе хӑлхи таврашне тусан витме ӗлкӗрнӗ пулсан, ҫавнашкал типӗлӗх яланах инквизиторла шелсӗр ҫын евӗр кӑтартать.

С лица дяди мало-помалу сошло благодушие и осталась одна только деловая сухость, а бритому, тощему лицу, в особенности когда оно в очках, когда нос и виски покрыты пылью, эта сухость придает неумолимое, инквизиторское выражение.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫапах та нимӗн те тупаймарӗ, вара кӗтӳ ачипе пӗрле курӑк ҫинче шырама тытӑнчӗҫ, хӗрача таврашне те пӑхкаларӗҫ.

Однако он ничего не нашел и вместе с мальчиком-пастушком принялся шарить по земле — и рядом с девочкой, и под нею.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ак ҫак сӑваплӑ христиансем какай таврашне тиркеҫҫӗ те, аппару тимӗр шапасем курӑк чӑмласах тӑранаҫҫӗ, — хушса хучӗ Боримечка, тутинчи мулкач юнне шӑлкаласа.

— Эти вот благочестивые христиане гнушаются скоромного, так они бурьян жевали — ни дать ни взять черепахи, — добавил Иван, слизывая с губ заячью кровь.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Темиҫе минутран окопсем таврашне пӗтӗмпех тӗтӗм хупӑрласа илчӗ; перекенсен шучӗ сахаллансах пычӗ.

В несколько минут клубы дыма заволокли все укрепление; число стрелков стало уменьшаться.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫилленсе ҫитнӗ тӗрӗксем ӑна Рахманларире кӗпе-тумтир таврашне саплӑк ларттарма кӑна мар, хӑйне те ҫурӑмӗнчен тӗккелесе усал сӑмахсемпе ятласа кӑларса янӑ.

И потому был немало удивлен, когда в Рахманлари обозленные турки не только не дали ему наложить заплаты на их одежду, но наложили в спину ему самому и с самыми неделикатными ругательствами выгнали вон.

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кандов ҫав Лиловица карчӑка курах кайрӗ, Рада та унпа юнашар мар-ши тесе ун таврашне тинкерчӗ.

Вдруг Кандов увидел бабку Лиловицу и стал смотреть, нет ли возле нее Рады.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ сиссе илнӗ пулсан та тинех ӗлкӗрейместчӗҫ: ҫав гигантла идейӑна — ту таврашне тӳнтер ҫавӑрса хума пултаракан куҫа курӑнми Марко Королевича пӗтерсе лартмашкӑн вӗсен пысӑк тӗрмисем те ҫитмен, касмӑкласа илмешкӗн те вӑрӑм сӑнчӑрӗсем пулман.

Да если бы и предвидели — все равно было бы уже поздно: у них не было ни такой обширной темницы, ни такой длинной цепи, чтобы им удалось заточить и сковать гигантскую идею — этого незримого Крали Марко, способного перевернуть горы.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑнпа Силистрӑра та, ун таврашӗнчи ялсенче те Бяла Черкваран пынӑ ҫынсем пайтах пурӑнаҫҫӗ; ҫак ҫӗнӗ ҫӗрте вӗсене «цивилизаци пионерӗсем» теҫҫӗ, вӗсем, чӑн та, ытти енӗсене шута илмесен, Силистра таврашне вунӑ пуп кӳчӗҫ, ҫирӗм икӗ учитель пачӗҫ.

Вот почему в Силистре и окружавших ее деревнях теперь проживало множество выходцев из Бяла-Черквы; в этих новых местах они стали «пионерами цивилизации», — помимо всего прочего, они дали этому краю человек десять священников и двадцать два учителя.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Полозов ӳссех, ӳссех пынӑ, — откупсемпе хӑтланнӑ пулсан, вӑл виҫ-тӑват миллион мар, вуннӑ та тума пултарнӑ, анчах откуп таврашне вӑл юратман, поставкӑсемпе подрядсене ҫеҫ тӳрӗ ӗҫ тесе шутланӑ.

Полозов шел и шел в гору, — имел бы уж и не три-четыре миллиона, а десяток, если бы занялся откупами, но он имел к ним отвращение и считал честными делами только подряды и поставки.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сӗтел-пукан таврашӗ те кунта ҫаплах, — йывӑррӑн тунӑ сӗтел-пукан таврашӗ кунта каприз ҫеҫ, вӗсене тӗрлӗ япала пултӑр тесе ҫеҫ лартнӑ, анчах ытти сӗтел-пукан таврашне, маччасене, урайсене мӗнрен тунӑ-ши?

Да и мебель почти вся такая же, — мебель из дерева тут лишь каприз, она только для разнообразия, но из чего ж вся остальная мебель, потолки и полы?

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пушар таврашне нихҫан та курманскер, эпӗ хам вуниккӗре чухне пушар тухсан ҫӗкленнӗ асар-писер шӑв-шавран хӑраса вӑранса кайнине астӑватӑп.

Я помню, как испугался я, двенадцатилетний ребенок, когда меня, никогда еще не видавшего пожаров, разбудил слишком сильный шум пожарной тревоги.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Варюха куҫӗ чӗррӗн йӑлтӑртатать, тарпа йӗпеннӗ, пудрӑпа помада таврашне курман хӗрлӗ пичӗ те йӑлтӑртатать.

Глаза Варюхи возбужденно блестели, блестело и мокрое от пота, розовое, не знавшее ни пудры, ни помады лицо.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах Аким Бесхлебнов вӗсем кулнипе тарӑхса, хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахнӑ: «Мӗн кулмалли пур кунта? Щукарь таврашне ислетмелле!..»

Но Аким Бесхлебнов, возмущенный смехом, свирепо заорал: «Какой тут могет быть смех?! Бить Щукарячью породу!..»

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем мӗн пурне пӗтӗмпех айӗн-ҫийӗн ҫавӑрса ухтарса тухрӗҫ, хутсене, кӗнекесене, кӗпе-йӗм таврашне тустарса салатса тӑкрӗҫ, ҫӑра уҫҫисем шырарӗҫ.

Они все перерыли, пораскидали бумаги, книги, белье, даже у хозяев и то искали ключи.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗҫпӑшал таврашне вӗсем кӳрсе парӗҫ-ха, вӑл йӳнӗ тӑракан япала, анчах вӗсем хӑйсем те пирӗн ҫӗр ҫинчех юлсан?

Оружию-то они привезут, это добро дешевое, но, гляди, они и сами на нашу землю слезут?

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

 — Ҫапла вара, ҫын арӑмне хапсӑнас тӗлӗшпе Демидӑн ӗҫӗсем начар пынӑ, ашака тесен ӗнтӗ е ытти ҫветтуй выльӑх-чӗрлӗх таврашне хапсӑнас тесен, вӗсене хапсӑнма мӗне кирлӗ пулнӑ-ха ӑна?

— Так вот, насчет чужой женки Демидовы дела табак были, а осла чего ему желать или протчую святую скотиняку?

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрлесенче выльӑхӗсем епле тӑнине тӗрӗслеме, ура айне тӑккаланнӑ утӑ таврашне пуҫтара-пуҫтара сырлӑха хурса пама темиҫе хутчен те выльӑх картине тухса пӑхатчӗ.

Да и ночью по нескольку раз выходит на скотиний баз, проведывать, подобрать в ясли наметанное под ноги сенцо.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр кунхине, вилме ӗлкӗреймен Щукарь мучи тӑрса тухнӑ та хутор тӑрӑх лакӑштаттарса пырать, кашни тӗл пулан ҫыннах ҫапла каласа парать хӑй: ун патне Давыдовпа Нагульнов хӑнана пынӑ пулать, вӗсем ҫак мучирен акана тухас тӗле ака-суха таврашне юсаҫ тӗлӗшпе тата колхозри ытти ӗҫсем пирки канаш ыйтнӑ пулать.

На другой день, не успевши помереть, дед Щукарь уже ковылял по хутору и каждому встречному рассказывал, как в гости к нему приходили Давыдов с Нагульновым, как они спрашивали его советов насчет ремонта к посевной инвентаря и прочих колхозных дел.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех