Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлать (тĕпĕ: сывла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурҫӑнран ҫӗленӗ ҫи-пуҫ лайӑх сывлать, ҫын ӳт-пӗвӗн температурипе шайлашӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31

Вӑл хӗлле те, ҫулла та лайӑх сывлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31

Акӑ вӑл сӗтел хӗрринче, телефонсем патӗнче хутланса ларать, икӗ чӗркуҫҫине икӗ аллипе ярса тытнӑ, шарт ҫыртнӑ шӑл витӗр йывӑррӑн сывлать, хӑш чух, ыратнине тӳсеймесӗр, авӑна-авӑна илсе йынӑшать.

Он сидел на краю стола, около телефонов, охватив руками колени, тяжело, со стоном дыша сквозь стиснутые зубы, иногда пригибаясь от боли.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ аран-аран ура ҫинче тӑратӑп, Даша инке ахлатса, хӑшлатса сывлать.

Я чуть стоял на ногах, тетя Даша охала и вздыхала.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Грушницкий бал иртичченех княжнана йӗрлерӗ, е унпа хирӗҫ тӑрса ташларӗ вӑл, е пӗрле ҫӳрерӗ; вӑл ӑна куҫпа ҫисе ярасса ҫитрӗ, ассӑн сывлать, йӑлӑнса та ӳпкелешсе йӑлӑхтарать.

Грушницкий целый вечер преследовал княжну, танцевал или с нею, или вис-Е-вис; он пожирал ее глазами, вздыхал и надоедал ей мольбами и упреками.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Темиҫе минутран вӑл пирӗн пата та ҫитсе тӑчӗ: хӑй хашкаса сывлать, питӗнчен тар юхать; кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркисем, ҫӗлӗкӗ айӗнчен сапаланса тухса, тарланипе ҫамки ҫине ҫыпӑҫнӑ; чӗркуҫҫийӗсем чӗтреҫҫӗ… вӑл Печорина мӑйӗнчен ыталасшӑн пулчӗ, анчах лешӗ, кӑмӑллӑн кулкаларӗ пулин те, аллине сивлеккӗн тытрӗ.

Через несколько минут он был уже возле нас; он едва мог дышать; пот градом катился с лица его; мокрые клочки седых волос, вырвавшись из-под шапки, приклеились ко лбу его; колени его дрожали… он хотел кинуться на шею Печорину, но тот довольно холодно, хотя с приветливой улыбкой, протянул ему руку.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ярӑрсам ӑна, тархасшӑн, вӑл аран ҫеҫ сывлать вӗт! — ҫиленсех каларӗ Варя.

– Да пустите ж его, Бога ради, он еле жив! – сердилась Варя.

17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Сывлать пулмалла.

Вроде дышит.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫук, искусствӑ таса та ҫутӑ ӗмӗтпе сывлать.

Нет, искусство дышит чистой и светлой мечтой.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Хаш та хаш сывлать.

Глубоко вздыхает.

Урхамах туянса парсан-и? // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016,04,07

Сирӗн колхоз паян мӗнлерех «сывлать»?

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫуркунне пулать вӑл чунлӑ, Хӗл ҫитсен сывлать аран.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӑл халран кайнӑ, аран-аран сывлать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Пӗлместӗп, — ассӑн сывлать ӗҫ ветеранӗ.

- Не знаю, - вздыхает ветеран труда.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Кун пек чух вӑл апат япӑх ҫиет, куҫӗсем хупӑ, йывӑррӑн сывлать, кайӑк уксахлать е вуҫҫех те тӑмасть, шӑнӑр туртнӑ паллӑсем пулма пултараҫҫӗ.

В таких случаях он плохо питаются, закрытые глаза, дыхание затруднённое, хромает или не поднимается вовсе, заметны судороги.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Мӗнле сывлать тахҫан пысӑк йышпа палӑрса тӑнӑ пӗчӗк шкул?

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Чӑн та, ҫак кунсенче тӑван республикӑмӑр кӑна мар, йӑхташӑмӑрсем ӑҫта тымар янӑ — пур ҫӗрте те, урӑхла каласан — пӗтӗм чӑваш тӗнчи, Яковлев сывлӑшӗпе сывлать, ӑсӗпе тӑнлать, ун кун-ҫулӗпе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

8. Пысӑк ҫылӑха кӗчӗ Иерусалим, ҫавӑнпа йӗрӗнмелле пулса тӑчӗ; унччен ӑна мухтаса аслӑланисем пурте ун ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ: вӗсем унӑн ҫарамасне курчӗҫ; хӑй те вӑл ассӑн сывлать, пуҫне каялла пӑрать.

8. Тяжко согрешил Иерусалим, за то и сделался отвратительным; все, прославлявшие его, смотрят на него с презрением, потому что увидели наготу его; и сам он вздыхает и отворачивается назад.

Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫичӗ ача ҫуратнӑ арӑм халтан кайса ҫитнӗ, ӗнтӗ аран-аран сывлать; унӑн хӗвелӗ кӑнтӑрлах анса ларнӑ: ӑна намӑса хӑварнӑ, пусмӑрланӑ.

9. Лежит в изнеможении родившая семерых, испускает дыхание свое; еще днем закатилось солнце ее, она постыжена и посрамлена.

Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех