Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлать (тĕпĕ: сывла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Богаевский, карса хунӑ ҫӑварӗпе сывлӑша антӑхса ҫӑтса, пӳлӗнчӗклӗн сывлать.

Богаевский, хлебая раскрытым ртом воздух, хрипло дышал.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав ланкашка патӗнчи хӑйӑрлӑ ҫыран айӗпе вӗре ҫӑлсем тапса тухаҫҫӗ — хӗл каҫипе те унта шыв пӑрланса лармасть; сарлака шыв куҫӗн симӗс кӗленчи ӑшӑ сывлӑшпа сывлать те, Дон тӑрӑх выртакан хӗллехи ҫул, ҫак вырӑнтан шиклӗн пӑрӑнса, питӗ аякран ҫаврӑнса каять.

Около прорвы из супесного берега бьют ключи — лед там не смерзается всю зиму, теплится зеленым широким полудужьем полынья, и дорога по Дону опасливо обегает ее, делает крутой скачок в сторону.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Киле ӳсӗр пычӗ, вырӑн ҫине выртрӗ те ахлатать, ассӑн сывлать.

Пришел домой пьяный, лег в кровать, стонет, вздыхает.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Крымовӑн мораль тӗлӗшӗнчен йӑлтах пӑсӑлса арканнӑ ҫарӗ юлашки чун хавалӗпе туртӑшса сывлать: чаҫсем халӗ те хӑйсен малтанхи сулӑмӗпе Петроград еннелле куҫса пыраҫҫӗ-ха.

Разбитая морально, крымовская армия еще агонизировала: части по инерции катились к Петрограду.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулеметчик Красников теме кӗтнӗ пек куҫне хӗстернӗ, Турилин йывӑррӑн хашлатса сывлать.

Пулеметчик Красников выжидательно щурился, Турилин сапно дышал.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ытла та тутлӑ шӑршӑллӑн сывлать юртан тасалнӑ хура тӑпра.

Невыразимо сладкий запах излучал оголенный чернозем.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ах, ах, — ассӑн сывлать Ненила.

— Ох, ох! — вздыхала Ненила.

Аллине шарт ҫапать Ненила // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Эх! — ассӑн сывлать Гришатка.

— Эх! — вздыхает Гришатка.

Сакмар хапхи // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хӑй вӑл хумханса ассӑн сывлать, аллипе Григорие сӗртӗнкелесе, нимӗн чӗнмесӗр, унпала юнашар утать.

Она бурно дышала и шла рядом молча, изредка трогая рукой Григория.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пенсне айӗнче ун куҫӗсем тӗксӗмреххӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, тахҫантанпах сухалне хырман ҫӑварӗ карӑлнӑ та хӑйӑлтатса сывлать.

Под пенсне его тусклее блестели глаза, и хрипло всасывал воздух раскрытый рот.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӑн сывлать ҫуллахи ӑмӑрлӑ кун.

Теплился пасмурный летний день.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лӗп ҫилпе сывлать ӑшӑ ҫанталӑк, тӗллӗн-тӗллӗн юртан ҫаралса юлнӑ ҫул пӑсланса выртать.

Ростепель дышала теплым ветром, парилась оголенная местами дорога.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй аран-аран сывлать.

Она еле-еле дышала.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Упӑшкин йӑпанӑвӗсене ухатах мар хӗрарӑм пулнӑ Наталья, ҫуралассах вӑл ҫавӑн пек ҫуралнӑ, ашшӗ-амӑшӗ ӑна шух мар чунлӑ ерипен ҫӳрекен юнлӑ туса янӑ, ҫавӑнпа та Григорий, юратура вӗресе тӑракан Аксинйӑна аса илсе, ассӑн-ассӑн сывлать:

Была Наталья до мужниных утех неохоча, при рождении наделила ее мать равнодушной, медлительной кровью, и Григорий, вспоминая исступленную в любви Аксинью, вздыхал:

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Суранӗсем тӗлкӗшнипе Аксинья тир шӑрши ҫапнӑ хытӑ вырӑн ҫинче йывӑррӑн кӑна сывлать.

Аксинья металась по твердой, с запахом овчины кровати, трудно дышала.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нӳрӗ те уҫӑ шӑршӑллӑн сывлать юханшыв ҫыранӗ.

Прелью сырой и пресной дышал берег.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йывӑҫ пашкаса сывлать, вӗрет вӑл, хӑлхисем курӑнса кайрӗҫ, куҫӗсем хӗп-хӗрлӗ, сӑмси шӑтӑкӗсем сарӑлчӗҫ, сӑмси пӗркеленчӗ, курӑнсах тӑрать ӗнтӗ, апчхулатма хатӗрленет.

что пень дерева пыхтит и дуется, показываются уши, наливаются красные глаза; ноздри раздулись, нос поморщился и вот так и собирается чихнуть.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫӳл тӳпе те халичченхи пекех, хӗпӗртесе сывлать тейӗн, каҫӗ те ӗнтӗ, турӑ пилленӗ каҫ, чаплӑн йӑлкӑшса, хӑйӗн юлашки хӗлхемӗсене тӑкса пӗтерет.

Так же торжественно дышало в вышине, и ночь, божественная ночь, величественно догорала.

VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах тӳпе сывлать, чунхавалӗ ҫӗкленет, чӗрере вӗҫӗ-хӗррисӗр туйӑм, пурте тӗлӗнмелле илемлӗ пек, йӑлтах кӗмӗл ҫутӑпа ялкӑшса та сиссе тӑрать пек.

А вверху все дышит, все дивно, все торжественно, а на душе и необъятно, и чудно, и толпы серебряных видений стройно возникают в ее глубине.

II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫулӑмпа ҫунать пек вӑл, сывлать вӑл.

Горит и дышит он.

II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех