Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӗпӗсем чирлесрен

Автор: Сувар

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Хушнӑ: 2016.06.30 11:48

Пуплевӗш: 28; Сӑмах: 363

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Кайӑк-кӗшӗк чирӗсенчен ытларахӑшӗ вӗсене тӗрӗс мар пӑхса апатлантарнипе ҫыхӑннӑ. Чирлесе ӳкнӗ кайӑка вӑхӑтра асӑрхамалла. Кун пек чух вӑл апат япӑх ҫиет, куҫӗсем хупӑ, йывӑррӑн сывлать, кайӑк уксахлать е вуҫҫех те тӑмасть, шӑнӑр туртнӑ паллӑсем пулма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ рационра витаминсем тата минераллӑ веществосем ҫителӗклӗ пулманнипе, кайӑк наркӑмӑшланнипе ҫыхӑннӑ.

Апат хутӑшӗсенче витаминсем сахал пулсан кайӑк хӑвӑрт ӳсмест, начарланать, ҫиесшӗнех мар. В ушкӑнри витаминсем сахал пулсан хусканусен килӗшӳлӗхӗ йӗркерен тухать, шӑнӑр туртма пуҫлать, кайӑк пуҫне каҫӑртакан пулать. Д витамин сахал чухне (кайӑксене уҫӑлтарма кӑлармасӑр тытсан) шӑммисем деформациленеҫҫӗ, кайӑк йывӑррӑн утать, час-часах выртать, унӑн урисем кукӑрӑлнине асӑрхама пулать. Рационсене В ушкӑнри витаминсемпе пуянлатас тесен (В12 витаминсӑр пуҫне) апат хутӑшне типӗ ҫӗпре хушса йӳҫӗхтермелле. Симӗс курӑк, чӑрӑш йӗпписемпе курӑксенчен тураса тунӑ ҫӑнӑх кайӑксене ку витаминсемпе кӑна мар, А провитаминпа – каротинпа та ҫителӗклӗ тивӗҫтерме май парать. В12 витамин рационра чӗрчун апачӗ (животного происхождения) пулмасан сахал пулать. Ку чухне аптекӑра асӑннӑ витамин препаратне туянмалла та апатпа хутӑштарса памалла. Е аш тата сӗт-ҫу продукчӗсене ҫунӑ шыв ярса пама пултаратӑр.

Чӗпсем тата чӑхсем пӗр-пӗрне хӑш чухне сӑхнине асӑрхама пулать. Ку чухне рациона симӗс апат, курӑк ҫӑнӑхӗ кӗртмелле. Сӑхнине пула суранланнӑ кайӑка вӑхӑтлӑха ыттисенчен уйӑрмалла. Пахалӑхсӑр апат ҫитернӗ хыҫҫӑн кайӑкӑн наркӑмӑшланнӑ паллӑсем пулаҫҫӗ: варвитти, пӗсехе тата вар-хырӑм шыҫҫи. Чӗпсене япӑх вӗтетнӗ курӑк, тырӑ, тымар ҫимӗҫсемпе пахча ҫимӗҫсем парсан вӗсен пӗсехи тата вар-хырӑмӗ питӗрӗнсе ларма пултарать. Ку чухне чӗпсем вилеҫҫӗ.

Ӑшӑ, хупӑ витесенче хӗл каҫакан кайӑксемшӗн йӗкехӳресем те хӑрушӑ пулма пултараҫҫӗ, вӗсем ҫамрӑк тата хавшакрах кайӑк ҫине тапӑнаҫҫӗ, вӗсен апатне ҫисе яраҫҫӗ, инфекци ертме пултараҫҫӗ.

Кайӑк сӑвӑсӗ те самаях пысӑк сиен кӳме пултарать. Вӗсене тупса палӑртма йывӑр мар: ҫунаттисем, хӳри айӗнче, мӑйӗ ҫинче ҫыпҫӑнса ларнӑ хура пӑнчӑсем – сӑвӑссем – аванах курӑнаҫҫӗ.

Сӑвӑссен юн ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн стенасен, маччасен, урайсен хушӑк-ҫурӑкӗсене тарса пытанаҫҫӗ. Вӗсемпе кӗрешес тесен витесене усӑ курнӑ дизель ҫӑвӗпе, трансформатор тата машина ҫӑвӗсемпе, соляркӑпа ҫу тӑршшӗпе 1-3 хутчен сирпӗтсе тухмалла. Ай сарӑмӗсем ҫине ыхра, хӗрен ҫулҫисем, чӑрӑш тураттисем, армути, сухан, петрушка, сельдерей тата ытти шӑршӑллӑ курӑксем пӑрахса памалла. Кайӑк витине ҫӗр улми тата помидор ҫеҫкисем, ҫӗмӗрт тураттисем, настурцисемпе бархатцӑсен чечекӗсемпе ҫулҫисене хума пултаратӑр. Чӑхсен хӗллехи рационне кӑштах вӗтетнӗ ыхра е сухан кӗртме юрать.

Инфекцисем аталанса ан кайччӑр тесен, кайӑксене ку енчен ӑнӑҫлӑ хуҫалӑхсенче туянмалла, пӳлӗмсене тата инвентаре час-часах ҫумалла тата дезинфекцилемелле. Кайӑк мӗншӗн чирленине тата вилнине палӑртма май пулмарӗ-тӗк, тӳрех ветеринари специалистне чӗнсе илмелле.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех