Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иер 15

Пай: Библи –> Иеремия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 12:25

Пуплевӗш: 24; Сӑмах: 447

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: Ман умӑма Моисейпе Самуил тухса тӑрас пулсассӑн та, Эпӗ ҫак халӑха хӗрхенмӗп; хӑваласа яр вӗсене Ман умӑмран — кайччӑрах вӗсем. 2. Эхер те сана: «ӑҫта каяс-ха пирӗн?» тесессӗн, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: вилмеллисем — вилме, хӗҫ айне пулмаллисем — хӗҫ айне, выҫлӑхпа пӗтмеллисем — выҫлӑха, тыткӑна лекмеллисем тыткӑна кайччӑр.

3. Вӗсем ҫине тӑватӑ сехмет ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа, вӗлермешкӗн — хӗҫ, туртса ҫурмашкӑн — йытӑ, хӗн кӑтартмашкӑн тата пӗтермешкӗн вӗҫен кайӑкпа хирти тискер кайӑк ярӑп. 4. Манассия, — Езекия ывӑлӗ, Иудея патши, — Иерусалимра тунӑ ӗҫсемшӗн Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхшӑн та хӑрушӑ тӗслӗх пулмалла тӑвӑп. 5. Кам хӗрхенӗ-ха сана, Иерусалим? кам шеллӗ сана? эсӗ мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлмешкӗн кам кӗрӗ сан патна? 6. Эсӗ Мана пӑрахрӑн, каялла чакрӑн, тет Ҫӳлхуҫа, ҫавӑнпа Эпӗ аллӑма сан ҫине тӑсӑп та сана пӗтерсе тӑкӑп: Эпӗ сана хӗрхенсе ывӑнса ҫитрӗм. 7. Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи пур хапха патӗнче сенӗкпе сапаласа пӑрахрӑм; вӗсене ачисемсӗр хӑвартӑм, Ман ирӗкӗмпе халӑхӑм пӗтет, вӗсем пӗрех хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнмарӗҫ! 8. Ман ирӗкӗмпе вӗсен тӑлӑх арӑмӗсем тинӗсри хӑйӑртан та нумайрах; яш ачасен амӑшӗ ҫине тӑр-кӑнтӑрла ҫаратакана яратӑп — сасартӑках вӑл пӑлханса, сехӗрленсе ӳкӗ. 9. Ҫичӗ ача ҫуратнӑ арӑм халтан кайса ҫитнӗ, ӗнтӗ аран-аран сывлать; унӑн хӗвелӗ кӑнтӑрлах анса ларнӑ: ӑна намӑса хӑварнӑ, пусмӑрланӑ. Вӗсен йӑлкӑмне те тӑшманӗсен куҫӗ умӗнче хӗҫпе вӗлерттерӗп, тет Ҫӳлхуҫа. 10. «Хуйхӑ ҫитрӗ мана, аннеҫӗм, эсӗ мана пӗтӗм ҫӗршывпа тавлашса та харкашса пурӑнакан ҫын пулма ҫуратса янӑ! эпӗ никама та усламла укҫа паман, мана та никам та усламла укҫа паман, анчах пурте мана ылханаҫҫӗ».

11. Ҫӳлхуҫа каларӗ: Эпӗ сана ырӑ ӗҫ тума тӗреклентермерӗм-и, йывӑр вӑхӑтра, инкек-синкеклӗ вӑхӑтра сана тӑшманусенчен хӳтӗлемерӗм-и? 12. Тимӗр ҫурҫӗрти тимӗрпе пӑхӑра ҫапса ҫӗмӗрме пултараять-и? 13. Пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче тунӑ ҫылӑхусемшӗн Эпӗ пурлӑхна, мулна тӳлевсӗр-мӗнсӗр ҫараттарӑп; 14. тӑшманусемпе пӗрле ху пӗлмен ҫӗршыва ярӑп: Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ — вӑл сирӗн ҫинче ҫунса тӑрӗ, терӗ. 15. Эй Ҫӳлхуҫамӑм! Эсӗ пурне те пӗлетӗн; мана асна илсем, мана килсе пӑхсам, мана хӗсӗрлекенсене маншӑн тавӑрсам; Ху вӑрах тӳсӗмлӗ пулнӑран ан пӗтерсем мана; эпӗ Саншӑн мӑшкӑл тӳснине Эсӗ пӗлетӗн. 16. Санӑн сӑмаху ҫитсех тӑчӗ, вӑл маншӑн апат вырӑнне пулчӗ; Санӑн сӑмаху манӑн чӗреме савӑнӑҫпа хаваслӑх кӳчӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑм, Саваоф Туррӑм, эпӗ Санӑн ятупа хисепленетӗп. 17. Эпӗ кулакансен-тӑрӑхлакансен пухӑвӗнче лармастӑп, вӑйӑ-кулӑпа йӑпанмастӑп — хама пусса тӑракан аллу айӗнче пӗр-пӗччен ларатӑп: Эсӗ манӑн ӑшӑма тарӑху тултартӑн. 18. Мӗншӗн-ха манӑн чирӗм ҫапла вӑраха кайрӗ, мӗншӗн-ха суранӑм сывалмасть — ӑна сиплев те сиплеймест? Эсӗ маншӑн ултавлӑ ҫӑлкуҫ пек, шанчӑксӑр шыв пек пулӑн-и вара?

19. Ҫакна хирӗҫ Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Ман енне ҫаврӑнас пулсассӑн, Эпӗ сана ҫӗклӗп, эсӗ Манӑн куҫӑм умӗнче тӑрӑн; пахине-хаклине ӑҫтиҫук хушшинчен уйӑрса илейсессӗн, Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм пекех пулӑн. Ҫынсем хӑйсем сан енне ҫаврӑнӗҫ, анчах эсӗ вӗсен енне ан ҫаврӑн! 20. Ҫак халӑха хирӗҫ сана ҫирӗп пӑхӑр хӳме пек тӑратӑп; вӗсем сана хирӗҫ кӗрешӗҫ, анчах сана ҫӗнтереймӗҫ: сана ҫӑлма та хӑтарма Эпӗ санпа пӗрле пулӑп. 21. Сана усал ҫынсенчен ҫӑлӑп, хӗсӗрлекенсенчен хӑтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех