Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫутҫанталӑк пани аванрах

Автор: Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх

Ҫӑлкуҫ: Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31

Хушнӑ: 2019.09.13 22:38

Пуплевӗш: 49; Сӑмах: 362

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Туяннӑ чухне япала ярлӑкӗ ҫинче кӑтартнӑ сӑмахсене хӑш-пӗр чухне ӑнланмастӑп. Ҫут ҫанталӑк ӳстернӗ материалтан хатӗрленӗ япала туянас килет.

П.Шведов. Сӗнтӗрвӑрри районӗ.

Синтетика материалтан ҫӗленӗ тумтир ҫеҫ кӗлеткешӗн усӑллах мар, вӑл этемӗн ҫутҫанталӑкпа хутшӑнас ҫыхӑнӑвне йӗркелеймест. Этем авалтанпа усӑ куракан ӳсентӑранран е чӗрчун ҫӑмӗнчен, тӗк-мамӑкӗнчен хатӗрленӗ тумтир вара тепӗр чухне сипленмелли хатӗрсемпе те танлашма пултарать. Авалхи тӑхӑмӑрсем тӗрлӗ япаларан хатӗрленӗ тумтир хӑш-хӑш чиртен сывалма пулӑшнине пӗлнӗ, пурнӑҫра усӑ курнӑ.

Ҫут ҫанталӑк материалӗсем шутне ҫӑм, йӗтӗн, ҫӗр мамӑкӗ, тир-сӑран, мамӑк т.ыт. те кӗреҫҫӗ. Япала туяннӑ чухне этикеткӑна пӑхма ан манӑр. Унта япалана мӗнрен тунине процентпа кӑтартаҫҫӗ. Ярлӑк ҫинче вырӑсла ҫырни ҫук чухне мӗн тумалла-ха. Сутуҫӑран ыйтма ан именӗр, вӑл ӑнлантарса пама тивӗҫ.

Ярлӑксенче тӗл пулакан хӑш-пӗр ют сӑмах пӗлтерӗшӗсем

Cotone (Cotton; Baumwolle) — хлопок. Ҫӗр мамӑкӗнчен тунӑ материал. Пирӗн чӑваш чӗлхинче те сoto: — мамӑк — тӗл пулать. Катан пир туянатчӗ ӗлӗкрех атте-анне. Ҫитсӑ (ситец) сӑмах каярах хӗссе кӑларчӗ пулӗ ӑна. Катан пир ҫемҫе те ҫӑмӑл. Унран ҫӗленӗ япалапа кӗлеткене яланах хӑтлӑ та меллӗ. Вӑл хӗлле те, ҫулла та лайӑх сывлать. Сивӗре ӑшӑ тытма пулӑшать, шӑрӑхра пӗҫертмест. Ӑна патша та тиркемӗ. Вӑл электричествӑланмасть (статистика токӗ ермест), ӑна тӗрлӗ тӗспе илемлетеҫҫӗ. «Тӗлӗкре ҫӗр мамӑкне курни лайӑх» теҫҫӗ халӑхра.

Lino/Linen-Flax/Flachs/Lin — лен — йӗтӗн.

Несӗлӗмӗрсем йӗтӗнтен тунӑ ҫи-пуҫа хакланӑ, ӑна тӗрлӗ йӑла-йӗркепе ҫыхӑнтарнӑ. Иисус Христос ӳтне чӗркенӗ плащаница йӗтӗнрен тунӑскер пулнипе ҫыхӑннӑ-ши ҫакӑ.

Йӗтӗн пир ҫирӗп, питӗ, тата тӳсӗмлӗ. Ӑна ҫума ансат. Ҫуллахи шӑрӑхра йӗтӗн пусма ӳт-тире сывлаттарать. «Йӗтӗн кӗпе тӑхӑнсан вӑй кӗрет» теҫҫӗ халӑхра.

Rami — вӗлтрентен тунӑ пусма — рами. Ҫак ӳсен-тӑранран ҫынсем сӗм авалтан пусма тӗртсе ҫи-пуҫ ҫӗленӗ. Вӑл питӗ ҫирӗп, антистатик (электричествӑланса ҫыпӑҫмасть) тата микробсенчен хӳтӗлет. Вӗлтрен пусма йӗтӗн пекрех, йӑлтӑртатса тӑнипе ҫеҫ уйрӑлать. Ҫак материалтан тунӑ япаласем ҫирӗплӗхӗпе, сывлӑш ҫаврӑнӑшне лайӑх йӗркеленипе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Seta/silk/Seide/Soie -шелк — пурҫӑн. Чӑн-чӑн пурҫӑн — хаклӑ та чыслӑ материалсенчен пӗри. Ӑна тут шолкопрячӗ текен хуртсен чӗркенӳ ҫиппинчен (коконран) тӑваҫҫӗ. Пурҫӑн хитре, йӑпӑрка, ҫӳхе пусма. Пурҫӑнран ҫӗленӗ ҫи-пуҫ лайӑх сывлать, ҫын ӳт-пӗвӗн температурипе шайлашӑнса тӑрать. Ӑна ҫунӑ, типӗтнӗ чухне асӑрхануллӑ пулмалла.

Kashmir/Cashemire/cashmere/Kaschmir — кашемир. Кашемир — паха, хаклӑ ҫӑмран тунӑ материал. Кашемиртан тунӑ ҫи-пуҫ ӑшӑ, ҫемҫе, илемлӗ. Кашемир ҫӑмӗн хулӑнӑшӗ пурӗ те 13-19 микрометр ҫеҫ. Ҫӑмран ҫыхнӑ япаласем кашнинех пур. Хӗллехи вӑхӑтшӑн ӑшӑ тытакан чи паха тумтир, паллах, ҫӑмран туни.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех