Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Техника - нумай, ача-пӑча вара...

Автор: Ирина ИВАНОВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хушнӑ: 2016.05.08 12:11

Пуплевӗш: 72; Сӑмах: 876

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Вӗренӳ

Канаш районӗнче паянхи кун — 30 шкул, ҫав шутра 17-шӗ — вӑтам. Иртнӗ ӗмӗрӗн юлашки ҫулӗсенчи списокра пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учреждени шучӗ самай пысӑкрах. Самана улшӑнӑвӗсене кура вӗренӳ тытӑмӗнче пулнӑ реформӑсем шкулсене пӗрлештересси, хӑшпӗр вӗренӳ организацийӗн статусне улӑштарасси патне илсе ҫитернӗ. Ҫӗнӗ Чалкасси шкулӗнче те /вӑл Малти Тукайра вырнаҫнӑ/ улшӑну пулнӑ: ача йышӗ сахалланнине, инҫех мар, Шӑхасанта, вӗренӗвӗн ресурс центрӗ туса хунине кура 2009 ҫулта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула реорганизациленӗ, тӗп шкул ҫеҫ хӑварнӑ. Ача сахал пулнӑ тееймӗн: 100-тен кӑшт кӑна сахалрах. Унтанпа шкул ӳсӗмӗнчи ачасен шучӗ икӗ хута яхӑнах чакнӑ. Райадминистрацин вӗренӳ пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх — Канаш тӑрӑхӗнчи шкулсенче вӗренекен шучӗ ҫуллен вӑтамран 150 таран чакса пырать.

Пушаннӑ лаптӑка ахаль сая ярас мар тесе Ҫӗнӗ Чалкасси шкулне ача сачӗпе пӗрлештернӗ. Шкул ӳсӗмне ҫитмен шӑпӑрлансен икӗ ушкӑнне 18 ача ҫӳрет. Вырӑнти халӑх пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкула пуҫламӑш шкул-сад пек кӑна хӑварасран пӑшӑрханать. Чӑн та, район пуҫлӑхӗсем кун пек ыйту хальлӗхе сиксе тухмасть тесе ӗнентереҫҫӗ.

Мӗнле сывлать тахҫан пысӑк йышпа палӑрса тӑнӑ пӗчӗк шкул? Йывӑрлӑхсенчен тухма пӗлӳ ҫуртне кам пулӑшать? Ҫитӗнӗвӗсем мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ҫакӑн ҫинчен пӗлес шухӑшпа шкул директорӗпе Елена ЯКОВЛЕВӐПА калаҫу пуҫартӑмӑр.

«Родина» кӗрленӗ чух шкул та шавланӑ

Хальхи вӑхӑтра ҫывӑхри ҫичӗ ялтан ҫӳреҫҫӗ шкула. Ача ҫав-ҫавах сахал. Мӗнпе ҫыхӑннӑ ҫакӑ?

— Патшалӑх ҫемьесене «Амӑшӗн капиталӗ» программӑпа ача йышне ӳстермешкӗн хавхалантарма тытӑннӑ хыҫҫӑн сертификата тивӗҫнисенчен чылайӑшӗ пурӑнмалли условисене лайӑхлатма — хваттер туянма — пикенчӗ. Кам — Шӑхасанта, кам — Канашра, Шупашкарта хӑйсене ятӑн кӗтеслӗ пулса тӑнӑ ҫемье те самаях. Ҫапла вырӑнти халӑх унта-кунта саланчӗ. Ҫурчӗсем пур-ха вӗсен тӑван ялта, анчах хӑйсем... Шкул ӳсӗмӗнчи ачасен йышӗ чакасси ҫакӑнпа та сӑлтавланчӗ: аслӑ классене ҫитсен пурпӗрех Шӑхасанта вӗренмелле пулать тесе хӑшпӗр ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне кӗҫӗн е вӑтам классенчех унта ҫӳретме тытӑнчӗ. Ҫавӑнпа та Шӑхасанта классем пысӑкланса каяҫҫӗ, пирӗн вара — ҫурма пушӑ, — чунне ыраттаракан ыйтӑва хускатрӗ Елена Германовна.

Тата тепӗр сӑлтава вара шкул ертӳҫи каламасӑрах ӑнкартӑм /тӗрӗссипе, ӑна чи малтан асӑнмаллаччӗ-и тен/. Ку тӑрӑхра чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлесе пынӑ «Родина» хуҫалӑх арканни чылай ҫынна ӗҫсӗр тӑратса хӑварнӑ. Ӗҫ тупасси хӗн пулсан ҫамрӑксене яла илентерме йывӑр. Е пур пек яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ та ҫемьеленсе тымар яма васкамасть: яланхи ӗҫ вырӑнӗсӗр кунашкал яваплӑ утӑма тума тӑхтать.

Пӗчӗк хуранӑн тӗшши тутлӑ

Шӑхасана ашшӗ-амӑшӗ хӗтӗртнипе вӗренме кайнисем Малти Тукайра чухне ырлӑхра пулнине темиҫе эрне-уйӑхранах ӑнланса илеҫҫӗ. Ҫук, Шӑхасан шкулне хурламалла мар. Пысӑк класра вӗрентекенӗн кашни ачана уйрӑммӑн ӑнлантарма вӑхӑт ҫителӗксӗрри ҫинчен сӑмах пырать. Вунӑ ачаран та сахалрах класра вара кирек кам та мӗн пуҫа кӗменни ҫинчен урокрах тепӗр хут ыйтса хурав илме пултарать. Ҫакӑ пӗлтерӗшлине ӑнкарса илсе вӗренекен каялла тӑван ялти пӗлӳ ҫуртне таврӑннӑ тӗслӗхсем те пур.

Йыш пысӑк маррин тепӗр ырӑ енӗ — ачасем туслӑ пулни. Шкула пырса кӗнӗ чухне тӑхтав вӑхӑчӗччӗ те — ҫанталӑк лайӑххине кура ачасем шкул картишне тухнӑччӗ. Вӗттисем, кӑшт пысӑкраххисем, чи аслисем — пӗрле вылятчӗҫ. Никам никама кӳрентернине те асӑрхамарӑм. Ҫийӗнчен тата ача-пӑча чӑвашла, хӑйсен вырӑнти диалекчӗпе калаҫнине илтсе кӑмӑл тата та ҫӗкленчӗ: чӗрех-ха пирӗн юратнӑ тӑван чӗлхемӗр!

Пӗчӗк йышлӑ шкулсене «пуласлӑхӗ ҫук» тесе кӗске тапхӑртах хупас ыйтӑва ҫӗклесси йӑлана кӗчӗ. Пӗр енчен, ӑнланмалла: шкула тытса тӑма укҫа-тенкӗ сахал мар кирлӗ. Ӑна вӑхӑт таппи ыйтакан пурлӑхпа тивӗҫтерме — пушшех. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр чӑнлӑха та пытараймӑн: шкул пур ялта ҫурт мӑрйисенчен тӗтӗм тухма пӑрахмастех. Ҫӗнӗ Чалкасси шкулӗн коллективӗнче ҫак ҫулсенче икӗ ҫамрӑк учитель хушӑнни те пӗлӳ ҫурчӗн пуласлӑхне шаннипех ҫыхӑнман-и?

— Ҫамрӑк пулин те иккӗшӗ те ҫав тери пултаруллӑ. Алиса Данилова физкультура урокӗсене ертсе пынӑ хушӑрах спорт ташшисен кружокне йӗркелерӗ, Юлия Махменова пуҫламӑш классене вӗрентет. Питӗ тӑрӑшуллӑ, аслисемпе канашлама яланах хавас. Ачасем туртӑнаҫҫӗ вӗсем патне, — пирӗн калаҫӑва хутшӑнчӗ директорӑн вӗренӳ-воспитани енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Люция Галкина.

Пӗчӗк хуранӑн тӗшши тутлӑ тени кунта тӳрре тухни сисӗнет. Вӗренекенсем хӑйсене хӑтлӑ туйччӑр тесе вӗрентекенсемпе техперсонал вӑхӑта пӑхмасӑр, канмалли кунсене уямасӑр тӑрӑшни те пулать. Паллах, ачасем янттине хӑнӑхса хӑйсем нимӗн те туманнине пӗлтермест ку. Акӑ шкулӑн ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫуллен тӗрлӗ пахчаҫимӗҫ ӳстерес ӗҫе кашни вӗренекенех хутшӑнать. Хӑйсен вӑйӗпе ҫитӗнтерни чылай тутлӑраххине кам пӗлмест?
Ӗҫе юратни те — патриотлӑх

Кирек мӗнле вӗренӳ заведенийӗ те хӑйӗн пултаруллӑ выпускникӗсемпе мухтанать. Чылай шкулта тӗрлӗ ҫулсенче вӗреннӗ, ырӑ тӗслӗх шутланакан ентешӗсене халалланӑ ятарлӑ стенд пур. Ҫӗнӗ Чалкассисемпе Малти Тукайсем те манмаҫҫӗ халӑхра ят-сум ҫӗнсе илнисене. Кӑҫал вара вӗсене пухса чыслама уйрӑм сӑлтав пулчӗ: 2016 ҫула Чӑваш Енре Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе палӑртрӗҫ.

— Пирӗн йыхрава илсе тӗлпулӑва килнӗ хастар ӗҫ ветеранӗсене — пысӑк тав. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Прокопьев юрӑҫ, 33-мӗш мехколонна аслӑ механикӗнче тӑрӑшнӑ Петр Терентьев /халӗ — ял старости, ял пухӑвӗн депутачӗ/, почтальонра вӑй хунӑ Ольга Егорова, районти комсомол организацийӗнче, ялти библиотекӑра хастар ӗҫленӗ Ольга Терентьева шкул ачисене хӑйсен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен кӑсӑклӑ, асра юлмалла каласа кӑтартрӗҫ. Информаци саракан технологисем вӑйлӑ аталаннӑ тапхӑрта та ӗҫ паттӑрӗсемпе куҫа-куҫӑн калаҫни темрен витӗмлӗрех, — ҫирӗплетрӗ Елена Германовна.

Асӑннӑ шкулӑн воспитани миссийӗ — ачасене ӗҫе юратассипе пӗрлех ҫӗршыв патриочӗ пулма хӑнӑхтарасси. Тепӗр тесен ӗҫе юратни хӑех — патриотлӑх. «Зарница» ҫар-патриот вӑййисене ку тӑрӑхри ачасем ҫуллен хастар хутшӑнаҫҫӗ. Районта час-часах — малтисен ретӗнче. Ҫакӑнта ҫулсем иртсен те шкул ҫинчен манман выпускниксен тӳпи те пур. Михаил Николаев, Владимир Михайлов, Эдуард Смирнов ыркӑмӑллӑхне кура ачасене ҫар тумӗсемпе тивӗҫтерме, винтовкӑсем туянма май килнӗ.

Акӑ кӗҫех республикӑри кашни районтах палаткӑсен «хулисем» черетлӗ хутчен йӗркеленӗҫ. Шутлӑ кун сисӗнмесӗрех иртессе пӗлсе Чалкасси шкулӗн выпускникӗсем патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳ аттестацине хатӗрленнӗ хушӑрах «Зарница» умӗнхи тренировкӑсем ҫинчен те манмаҫҫӗ. Тӑрӑшсан ӑнӑҫу хӑйне кӗттермессе аван пӗлеҫҫӗ вӗсем.

Малти Тукая пӗчӗк ял теме ҫук: 200 ытла килте пурӑнаҫҫӗ. Чылай хуҫалӑх ҫӗр ҫинче ӗҫленине килсен умӗнче техника нумаййи ҫирӗплетет: трактор кӑна 30 таран (!) шутласа кӑлартӑм! Эппин, пуласлӑхсӑр ял темелле мар. Апла-тӑк ача-пӑча сасси те илтӗнме пӑрахмӗ-ха, шкул та паянхи хӑватне те пулин сыхласа хӑварӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех