Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

супнӑ (тĕпĕ: суп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Шӑплан, ват супнӑ, — чарчӗ ӑна Параська, — эпир иксӗмӗр ҫавах унччен пурӑнаймастпӑр.

— Молчи, старый! — перебила бабка Параська, — нас еще там не хватало.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ӑҫта кайрӗ-ха вӑл ҫав ват супнӑ карчӑкпа?

— Куда она ушла с этой противной старухой?

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вӑл сӗтӗрӗнчӗк паянхи канашлӑва килеймест, — тесе пӗлтерчӗ Илья Странджов, — пӗр-пӗр кӑрчмара ӗҫсе супнӑ пулмалла.

— Этого бродягу не удалось сегодня найти, — доложил Илю Странджов, — видать, натрескался где-нибудь в корчме.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Кайрӑмӑр, ват супнӑ, пирӗн пӗр кантӑк хуппин тӑпси татӑлнӑ, кирлӗ пек тӳрлет ӑна, атту, ҫӗрле ҫил тухсан кантӑка ватса пӑрахӗ».

«Пойдем, старый, у нас ставня на одном окошке сорвалась с петли, навесь ее как следует, а то, не дай бог, подует ночью ветер и расколотит нам окошко».

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсем, ҫӗр ҫӑтман ухмахсем, калинккерен ман хыҫҫӑнах тухнӑ та, пӗри ҫурӑлса каяс пек шӑхӑрать, тепри пӗтӗм урама янтратса: «Хытӑрах чуп, ҫылӑха пӗлмен ват супнӑ, атту халех хӑваласа ҫитеҫҫӗ!»

А они, проклятые, дураки, следом за мной вышли из калитки, один свистит во всю мочь, а другой орет на всю улицу: «Беги, шибче, старый греховодник, а то зараз догонят!»

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ват супнӑ, темле услапсене ертсе килнӗ», — терӗҫ пулӗ, тен, тата мӗн те пулсан япӑхраххине каларӗҫ-тӗр…

Небось скажут: «Привел, старый черт, каких-то вахлаков», — а может, и кое-что похуже скажут…

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ, ват супнӑ, мӗн тума килтӗн тата?

А ты чего явился, старый?

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑҫан йӑраланма пӑрахатӑн эсӗ, ват супнӑ? — ҫилленсе кӑшкӑрчӗ Давыдов.

Когда ты перестанешь возиться, старый копун? — сердито воскликнул Давыдов.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар шуйттан пек ӳпрем вӑл, ват супнӑ фельдшерӗ вара унтан та хушӑрах.

Макар упрямый, как черт, а этот старичишка фельдшер и того хуже.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӗлпӗре салтса илнӗ тата йӗнер хырӑмсарлӑхне хытарнӑ чухне унӑн аллисем ват супнӑ старикӗнни пекех чӗтрерӗҫ.

Руки у него тряслись, как у дряхлого старика, когда он отвязывал повод и подтягивал подпругу седла.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унта нумай шыраса тата калаҫса, килӗшсе супнӑ хыҫҫӑн, пӗр ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ, ҫӑпаталлӑ, шатра питлӗ кӗмсӗр-кемсӗр мужике вӑл тупнӑ.

Там, после долгих поисков, разговоров и колебаний, он нашел здоровеннейшего мужика, угрюмого, рябого, одетого в рваную сермягу и лапти.

Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.

Унта хушӑран каллех ӗҫсе супнӑ питлӗ чӑрсӑр Тарантьев пулкалать, йӑваш та чӗмсӗр Алексеев тек ҫук.

Там опять появляется по временам красное, испитое лицо буйного Тарантьева и нет более кроткого, безответного Алексеева.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӑҫта эсӗ, ват супнӑ?

Где ты там, старый дурак?

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Э-э, ак ӑҫта иккен-ха вӗсем! — терӗ вӑл пире шыра-шыра супнӑ хыҫҫӑн тинех тупнӑ пек пулса.

— Ага, вот они где! — сказал он, как будто долго искал и наконец нашёл нас.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— А, ват супнӑ! — терӗ ӑна Пугачев.

— А, старый хрыч! — сказал ему Пугачев.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Мӗн пӑшӑлтататӑн эсӗ унта, ват супнӑ? — тесе кӑшкӑрса ячӗ Хлопуша.

— Что ты там шепчешь, старый хрыч? — закричал Хлопуша.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кӳпчек алӑллӑ, ылтӑн шӑллӑ ват супнӑ Николай Антоныч!

Николай Антоныч, с его пухлыми пальцами, с золотым зубом, такой старый!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара, чӗрне вӗҫҫӗн сӗтел патне пытӑм та, шӑнкӑртатса супнӑ телефон труькине тытрӑм.

Я на цыпочках подошла к столу и сняла трубку.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӗрӗссипе каласан, эсӗ, ват супнӑ, хӑвна тата хӑвӑн улпутна, ытти мана хирӗҫ пыракансемпе пӗрле, ҫакса вӗлерменшӗн, маншӑн тата ман йӗкӗтсемшӗн те ӗмӗр-ӗмӗр турра тав тумалла…

Да ты должен, старый хрыч, вечно бога молить за меня да за моих ребят за то, что ты и с барином-то своим не висите здесь вместе с моими ослушниками…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Сӑвӑҫӑсем вӗсем пурте йӗркерен тухнӑ, ӗҫкӗпе супнӑ ҫынсем, — тесе асӑрхаттарчӗ те комендант, сӑвӑ ҫырассине службӑна хирӗҫ пыракан ӗҫ вырӑнне шутласа, тата вӑл ырринех кӑтартас ҫук тесе, юлташла ӑс парса, мана сӑвӑ ҫырас ӗҫе пӑрахма сӗнчӗ.

Комендант заметил, что все стихотворцы люди беспутные и горькие пьяницы, и дружески советовал мне оставить стихотворство, как дело службе противное и ни к чему доброму не доводящее.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех