Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVII

Пай: Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем –> Пӗрремӗш пай

Автор: Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хушнӑ: 2020.01.10 23:31

Пуплевӗш: 170; Сӑмах: 1593

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Станицӑсенче пурнакансемпе, уйрӑммӑнах Усть-Невинецсемпе тӗл пулсан, хӑйне темшӗн питӗ кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ туйӑм ҫавӑрса илнине Сергей хӑй те пӗлмен. Ун пек чухне пӗтӗм ӳт-пӳре ытарма ҫук канлӗ пулнипе вӑл никама та пӗр кӳрентермелле сӑмах та калама пултарайман. Астӑвать вӑл: хай ҫартан килнӗ кунсенче, районта гидростанци тума тытӑннӑ кунсенче, унӑн Савва Остроуховпа ҫеҫ мар, ашшӗпе те, Семёнпа та харкашмалла, ҫилленсе калаҫмалла пулнӑ, ӑна Рубцов-Емницкипе, Артамашовпа, станица Совечӗсен председателӗсемпе вӑрҫма лекнӗ. Ҫавӑн чухне вара вӑл ҫынсенче мӗн лайӑххипе начарри пуррине пӗрре пӑхсах курнӑ. Халӗ вӑл вӗсенче лайӑххине анчах курать, ҫавӑнпа унӑн чӗри яланах лӑпкӑ; кирек ӑҫта пулсан та, унӑн пур ҫӗрте те кӑмӑллӑн ҫеҫ калаҫас килет, час-часах унӑн хӑйӗн ҫамрӑк та вӑйлӑ аллисемпе ҫывӑх тата паллакан ҫынсене юратса ыталаса илес килет.

Пӗррехинче Сергей ҫак шухӑшсене Кондратьева пӗлтерчӗ. Лешӗ чӗнмесӗр итлерӗ, нумайччен сиввӗн пӑхса, хут листи ҫинче темскер кӑранташпа турта-турта илчӗ; сӑнӗнченех курӑнать — вӑл Сергей шухӑшӗсемпе килӗшмест.

— Ҫынсене юратни, вӗсене хисепе хуни вӑл — питех те лайӑх пахалӑх, — терӗ Кондратьев, хут ҫинче кӑранташпа чӗркелеме пӑрахмасӑр, — анчах эпӗ ҫапла шутлатӑп: ытлашши савӑнни сана курми тӑвать. Авӑ инкекӗ ӑҫта!

— Инкекне курмастӑп, — кӳреннӗ сасӑпа хирӗҫлерӗ Сергей. — Тӗлӗнмелле лайӑх пирӗн халӑх, Николай Петрович! Савӑнмасӑр мӗнле тӳссе ларӑн кунта!

— Халӑх та пирӗн лайӑх, савӑнма та юрать, анчах пуҫа ҫухатма юрамасть.

— Сана ӑнланма ҫук. Эсӗ мӗншӗн ҫапла-ха?.. — Сергей именсе пуҫне чикрӗ те шӑпланчӗ.

— Мӗнле ҫын? Каласа пар!

— Мӗншӗн эсӗ темле… сивӗ ҫын? Йӗри-тавра тулли савӑнӑҫ…

— Ытлашши савӑнмаллине халлӗхе нимӗнех те курмастӑп-ха, —кӑштах кулнӑ пек каларӗ Кондратьев.

— Эсӗ ЦК-на ху ҫырнӑччӗ вӗт, астӑватӑн-и, пӗлтӗрех ҫырнӑччӗ, — хумханса каларӗ Сергей. — Эсӗ ун чухне Рагулин ҫинчен те, Несмашная ҫинчен те, Коломейцев ҫинчен те питӗ илемлӗ ҫырнӑччӗ!

— Паллах, пирӗн ҫынсем лайӑх, — Сергей ҫине Кондратьев, хӑй мӗн шутланинчен пачах та пӑрӑнма килӗшмен юратнӑ ывӑлӗ ҫине пӑхнӑ пек, кӑмӑллӑн та хыттӑн пӑхса илчӗ. — Анчах кашни ҫынна уйрӑммӑн пӗлмелле, ытти ҫынсем хушшинче вӑл мӗнлине курса тӑмалла, ҫын ҫине хытӑрах пӑхни ӑна хӑйнех пулӑшать. Кунта, Сережа, пурне те пӗр купана хума юрамасть: йӑнӑшма пулать…

Калаҫу нимле мар татӑлчӗ. Сергей те вара Кондратьева ӑнланаймасӑрах тухса кайрӗ… Ак халӗ ӗнтӗ, ҫап-ҫутӑ садра, кӗреке хушшине лартса тулли стакан эрех тыттарсан, хӑй ҫине ашшӗпе амӑшӗ савӑнса пӑхса ларнӑ чух, хӑй пӗлекен Усть-Невинецсен куҫӗсенче хӑйне хисеплени сисӗнсе тӑнӑ чух, сасартӑк Кондратьев сӑмахӗсем аса килчӗҫ: «Кунта, Сережа, пурне те пӗр купана хума ҫук; йӑнӑшма пулать…»

— Тӗплипех ӗҫ, ӗҫ-ха эсӗ, пирӗн паттӑр ҫыннӑмӑр! — терӗ ӑна ҫак вӑхӑтра Артамашов, ыталаса илсе.

Сергей эрех тултарнӑ стакана аллинче тытса тӑрать, ӑна каллех ҫав паллӑ туйӑмсем ҫавӑрса илчӗҫ, вара унӑн пурин умӗнче те сӑмах калас килчӗ.

— Манӑн хаклӑ тӑванӑмсем! — пуҫларӗ вӑл чаплӑн. — Пурнӑҫ савӑнӑҫӗ мӗн иккенне пӗлетӗр-и эсир?

— Браво, Сережа! Браво! — кӑшкӑрчӗ Рубцов-Емницкий. — Шӑпах ҫавӑн пек, — пурнӑҫ савӑнӑҫӗ!

— Шӑплан! Ан кансӗрле! — хыттӑн каларӗ Артамашов. — Пирӗн хисеплӗ Сергей Тимофеевича каласа пӗтерме парӑр-ха эсир.

Пурте шӑпланчӗҫ, Анфиса аллинчи Васютка ҫеҫ хӑйӗн уҫӑмлӑ сассипе шӑплӑха пӑсрӗ. Хӑй ҫинчен пиччӗшӗ мӗн каласшӑн пулнине пӗлме тӑрӑшнӑ пек, вӑл та часах чарӑнчӗ. Сергей чӑнах та малтан йӑмӑкне ача ҫуратнӑ ятпа саламларӗ, тин ҫуралнӑ хӗрачана мухтарӗ, Васюткӑна пысӑк та интереслӗ пурнӑҫ кӗтет, терӗ, унтан вара хӑнасем ҫинчен пуҫларӗ. Вӑл тӗлӗнмелле хитре калаҫрӗ, пурне те ӑнланмалла сӑмахсем вара хайсемех туха-туха тӑчӗҫ, хӑйӗн шухӑшӗсем нихӑҫан та ҫакӑн пек ирӗклӗн те ҫӑмӑллӑн юхса пыман пек туйӑнчӗ ӑна. Вӑл Кубань шывӗн ҫӳл енче пурнакансен хальхи пурнӑҫӗ ҫинчен, мар, вӗсен пуласлӑхӗ ҫинчен ытларах каларӗ, вара хӑнасем умне пуласлӑхӑн илӗртӳллӗ картини яр уҫҫӑн тухса тӑчӗ: таҫта, тарӑн мар ҫырма хӗрринче, уй-хирсемпе станицӑсем ҫӗнӗ сӑнлӑн курӑнса лараҫҫӗ, вӗсен варринче Усть-Невинская ларать: унта садсем ешереҫҫӗ, пысӑк та ҫӳллӗ ҫуртсем пӗлӗтелле кармашаҫҫӗ, тротуарсемлӗ анлӑ урамсенче симӗс йывӑҫсем вӑрман пек кашлаҫҫӗ; таҫта инҫетре, юханшыв хӗрринче, ку таранччен никам курман ҫӗнӗ пурнӑҫӑн паллисем илӗртӳллӗн курӑнса тӑраҫҫӗ.

— Ҫак пурнӑҫа эпир, — терӗ юлашкинчен Сергей, — хӑна пек мар, ҫав пурнӑҫа тӑвакансем пек, ҫав пурнӑҫӑн хуҫи пек пулса кӗретпӗр. Ӗҫер-ха эппин хамӑрӑн паянхи тата пулас пурнӑҫ савӑнӑҫлӑхӗшӗн!

Пурте ӗҫрӗҫ те, баянист туш калама пуҫларӗ.

— Лайӑх пурнӑҫ вӑл — паллах ӗнтӗ, — никамшӑн та мар пек каласа хучӗ Евсей мучи. — Эпир те Параҫкӑпа иксӗмӗр коммунизма куҫас пулсан…

— Шӑплан, ват супнӑ, — чарчӗ ӑна Параська, — эпир иксӗмӗр ҫавах унччен пурӑнаймастпӑр.

— Сергей Тимофеевич, — терӗ Рагулин, — сӑмахпа картина тӗлӗнмелле лайӑх пулса тухать… Анчах та ку вӑл йӑлтах пуласси-ха — ун патнелле каятпӑр. Акӑ халӗ эпир тыр-пула мӗнпе пуҫтарса кӗртӗпӗр? Молотилкӑсене мӗнпе ӗҫлеттерӗпӗр? Мана акӑ мӗнле пурнӑҫ ытларах пӑшӑрхантарать.

— Электричествӑпа, — терӗ Сергейшӗн Савва Остроухов.

— Ӑҫта вӑл санӑн электричеству?

— Авӑ, сан пуҫу ҫинче!

— Стефан Петрович, — эсир суккӑрланман пулӗ-ҫке? — ыйтрӗ Прохор.

— Сада ухмах та ҫутатма пултарать, — ҫилленсе каларӗ Рагулин, Прохор ҫине куҫ хӳрипе пӑхса. — Ҫеҫенхирте мӗн хӑтланаҫҫӗ?

— Стефан Петрович, — пуҫларӗ Сергей, — эсир мӗн ун пекех хумханатӑр? Хӑвӑр йӗтемӗр ҫине эпир электричество кӗртнӗ вӗт-ха?

— Кӗртесси кӗртнӗ те-ха, анчах унтан мӗн пуласси — паллӑ мар-ха… МТС-ран сых ятне локомобиль яма ыйтнӑччӗ те, ярса памарӗҫ-ха… Директор парасшӑн, аслӑ механик хирӗҫ… «Электричествӑпа ӗҫле», тет. Электричество вӑй ҫитерейменнипе чарӑнма та пултарать: ку сана садра вут-хӗлхем тӑвасси мар-ҫке! Локомобиле хатӗр тытас пулать, анчах вӑл ҫук… Кӳршӗсен тата мӗнле-ха? Электричество та, локомобиль те ҫук, — Рагулин йӳҫҫӗн кулса илчӗ. — Куратӑп эпӗ: хальхи пурнӑҫ питех те савӑнӑҫлӑ пулать вара!

Рагулин вырӑнӗнчен сиксе тӑчӗ, татах темскер каласшӑн пулчӗ пулмалла, анчах ӑна пӗр сӑмах та калаттармарӗҫ. Шӑв-шав пуҫланчӗ, Рагулина хирӗҫле кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ. Усӗрӗлме ӗлкӗрнӗ Артамашов пырса тӑчӗ, куҫӗсем унӑн савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ.

— Стефан Петрович, ватӑ шуйттан! — Рагулина ыталаса илчӗ вӑл ачашшӑн. — Мӗншӗн эсӗ яланах хирӗҫ тӑратӑн? Е эсӗ правлени ларӑвӗнче тетӗн-и? Ӗҫ те савӑн! Сергей Тимофеевич тӗрӗс калать: коммунизм патне савӑнӑҫлӑ чун-чӗрепе каймалла.

— Асту, Алексей, макӑрмалла ан пултӑр, — терӗ Рагулин, хӑйне ыталанӑ Артамашовӑн аллисене хыттӑн сирсе ярса. — Сана коммунизма кӗрт кӑна — эсӗ пӗр самантра салатса пӗтеретӗн… Эх эсӗ, савӑнӑҫлӑ чун!

— Эпӗ кирек ӑҫта та пурӑнӑп! — кулса ответлерӗ Артамашов. — Сана, Стефан Петрович, сӑхӑм та йӑнкӑрти ҫынна, коммунизмра вара нимӗн ӗҫ те ҫук.

Артамашов купӑсҫӑ патнелле хӑвӑрттӑн утса кайрӗ, сӗтел хушшинче пурте пӗр харӑс калаҫма пуҫларӗҫ.

— Тимофей Ильич, юрататӑп сирӗн ывӑлӑра! — терӗ Рубцов-Емницкий, Тимофей Ильич еннелле пӗшкӗнсе. — Мӗн тери ӑслӑ сӑмах каларӗ! Ӗненетӗр-и, Тимофей Ильич, эпӗ пӗтӗмпех ҫав пурнӑҫра ӗнтӗ!

— Эх, Лев Ильич, — терӗ старик салхун, — унти пурнӑҫ саншӑн йӳҫӗ пулӗ вӑл.

— Эсир мӗншӗн апла шутлатӑр?

— Унта суту-илӳ тума пултараймӑн… Тӳрӗллӗхӳ ҫитмӗ.

— Пултаратӑп, — ҫирӗппӗн каларӗ Рубцов-Емницкий.

— Курпун ҫынна масар кӑна тӳрлетме пултарать теҫҫӗ.

— Эпӗ часах унти йӗркесем майлӑ ӗҫлеме пуҫлатӑп, — терӗ Рубцов-Емницкий, унӑн шыҫмак питӗнче кӑмӑллӑ та ачаш кулӑ палӑрчӗ.

— Унти йӗркесем майлӑ ӗҫлеме пуҫлани те пулӑшмасть тесе шутлатӑп эпӗ.

Ҫав вӑхӑтра Артамашов купӑсҫа хӑлха умне илсе тухрӗ: унта ҫамрӑксем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, — вара ташӑсем пуҫланчӗҫ. Анфиса Васюткӑна пӳрте илсе кӗрсе вырттарчӗ, те Семёна чӗнсе илчӗ, вара вӗсем юрӑ юрлакансем патне хутшӑнчӗҫ. Пӗрмаях чӗнмесӗр ларнӑ Рагулин кӑмӑлсӑррӑн сывпуллашрӗ те арӑмӗпе киле тухса утрӗ. Сӗтелсем майӗпенех пушанса пычӗҫ. Пӗччен ларса юлнӑ Сергей тем ҫинчен шухӑша кайрӗ. Ун патне Ниловна пычӗ.

— Ывӑлӑм, пирӗн патра ҫӗр каҫатӑн-и? — ачашшӑн ыйтрӗ вӑл.

— Ҫук, анне, Ирина патне гидростанцине каятӑп, унтан — киле.

— Кай, кай, — килӗшрӗ Ниловна, шывланнӑ куҫӗсемпе ывӑлӗ ҫине пӑхса. — Каях. Эпир кунта ӗҫсе савӑнатпӑр, вӑл, мӗскӗн, унта пӗчченех…

— Эсӗ хӑть аҫупа калаҫ, канашла, — терӗ Тимофей Ильич. — Е ытлашши ӳссе кайнипе аҫу та кирлӗ мар пулчӗ-и?

— Эсӗ, атте, хальчченхи пекех, — терӗ Сергей, ура ҫине тӑрса. — Атьӑр, пӳрт умне кайса калаҫса ларар.

Вӗсем тенкел ҫине ларчӗҫ. Ку вырӑнта вӗсем пӗр хут ҫеҫ мар ларса калаҫнӑ. Тимофей Ильич, енчӗк кӑларса, ывӑлне табак сӗнчӗ, анчах Сергей илмерӗ, ашшӗне пирус кӑларса пачӗ. Тимофей Ильич, пируса тивертсе, тӗтӗмне сӑмси витӗр вӗрсе кӑларчӗ.

— Курӑк ку, табак мар, — терӗ вӑл.

Вӗсем пӗр чӗнмесӗр туртса ларчӗҫ, ҫакӑн пек чӗнмесӗр ларма вӗсене иккӗшне те ырӑ мар пек туйӑнчӗ.

— Эсӗ тӗрӗс калатӑн, — тесе пуҫларӗ Тимофей Ильич, — эпӗ мӗнле пулнӑ, виличченех ҫавӑн пек юлатӑп ӗнтӗ… Сана эпӗ, ывӑлӑм, темскер палласа илейместӗп… Улшӑннӑ.

Атте, эпир сайра хутра ҫеҫ куратпӑр пӗр-пӗрне.

— Уншӑн мар, ывӑлӑм, уншӑн мар.

— Мӗншӗн?

— Мӗнле эсӗ пит савӑнӑҫлӑ та нумай калаҫакан пулса кайнӑ, ку мана килӗшмест, — терӗ Тимофей Ильич, ывӑлне аллинчен тытса. — Анчах эсӗ мана ан чар… Хама итлемесен эпӗ юратмастӑп… Сан ҫине пӑхатӑп та эпӗ, ниепле те ӑнланма пултараймастӑп: мӗншӗн эсӗ пӗрмаях ҫакӑн пек савӑнӑҫлӑ? Е эсӗ хӑвӑн ҫамрӑк арӑму ҫине пӑхса хӗпӗртесе ҫӳретӗн-и? Эсӗ унпала ҫӗрле савӑн, кӑнтӑрла ӗҫе пӗл, ҫынсем умӗнче хӑвна хытӑрах тыт… Куна эсир мӗн пирки, атте?

— Ҫавӑн пиркиех. Рагулин сана мӗн каланине илтрӗн-и? Ҫутҫанталӑка улӑштарма шутлатӑн, ҫынсене коммунизм ҫинчен каласа паратӑн, райри пек пурнӑҫ туса пама пулатӑн — калаҫура пит лайӑх пулать санӑн… Тырра мӗнпе пухса кӗртен? Кам ҫине шанатӑн? Кубань хӗрринче ларакан пӗчӗк пӳрт ҫине-и? Санӑн пӗчӗк пӳртӳ вӑл ниме те юрӑхсӑр! Турӗҫ, турӗҫ, укҫа-тенкӗ хыврӗҫ, ҫӑмӑллӑх килӗ тесе шутларӗҫ, мӗн пулчӗ-ха? Семен каласа парать: кӑнтӑрла машина усӑсӑр кӗрлет, тет, каҫхине, авӑ Прохор туратсем ҫине лампочкӑсем ҫака-ҫака янӑ. Илемлӗ те ҫутӑ вӑрӑмтуна вӗҫет, вӑл та кама сӑхма меллӗреххине курать… Эпир ҫав вӑрӑмтунасем валли ӗҫлерӗмӗр-и вара, вӑй-хала та шеллемерӗмӗр, укҫа-тенкӗ хыврӑмӑр! Юпасем ҫинче те лампочкӑсем ҫунаҫҫӗ, урамсенче ҫутӑ ялкӑшать — савӑнӑҫлӑ, каччӑсемпе хӗрсене савӑнма та лайӑх… Уйра мӗнле? Уя пӗр Рагулин ҫеҫ пралуксем илсе тухнӑ, ытти колхозсенче плиткӑсем ҫинче салӑ шӑратаҫҫӗ тата чӑх тӗкӗсене ӗнтеҫҫӗ — хӗрарӑмсене пысӑк усӑ… Эх, эсӗ, район пуҫлӑхӗ! Кунта савӑнмалла мар, макӑрмалла!.. Эсӗ сиккелесе ҫӳретӗн, ҫынсене пыллӑ-ҫуллӑ сӑмахсемпе тӑрантаратӑн. Хӑвӑн та ҫанӑсене тавӑрмалла, станицӑсенчи ҫынсене те васкатмалла, — кунта старик йӑл кулса та илчӗ. — Унсӑрӑн мӗн пулать-ха? Санӑн сӑмахусем Артамашовпа Рубцов-Емницкинпе питӗ килӗшеҫҫӗ. Ав мӗнле йӑрӑ вӗсем! Коммунизма, ҫӑмӑл пурнӑҫра ыр курма, хуняма патне хӑнана кайнӑ пек кайма хатӗрленеҫҫӗ!

Сергей пуҫне чиксе, пирусне вӗҫе-вӗҫӗн ӗмрӗ, ним те чӗнмерӗ.

— Ӗҫӗ унта мар, — терӗ вӑл шӑппӑн, пуҫне ҫӗклемесӗрех.

— Мӗнре? Ӑнлантар…

— Акӑ мӗнре, аттеҫӗм: пирӗн пурнӑҫ анлӑ ҫулпа пырать… Акӑ мӗн чи кирли.

— Куратӑп, ҫулӗ анлӑ та ирӗк, — терӗ старик, — ҫынсене ҫав ҫулпа илсе кай, анчах айккинелле те пӑхкала…. Савӑннипе ан сиккеле.

— Мӗн тавлашатӑр-ха эсир? — ыйтрӗ вӗсен умне пырса тӑнӑ Ниловна. — Пӗр-пӗрне тӗл пулаҫҫӗ те яланах харкашма тытӑнаҫҫӗ… — Карчӑк Сергейрен ыйтрӗ:  — Сережа, сана валли сӗт е хӑйма илсе тухас мар-и?

— Мана нимӗн те кирлӗ мар, — терӗ Сергей салхуллӑн. — Эпӗ халех каятӑп.

— Эсӗ хӑть Ирина валли илсе кай. — Ниловна пӳртелле чупрӗ те алӑк умне ҫитсен каларӗ: — эпӗ ӑна валли халех хатӗрлетӗп.

Сергей, ашшӗпе сывпуллашса, нимӗн чӗнмесӗр машина патнелле утрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех