Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗшкӗнчӗ (тĕпĕ: пӗшкӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак вӑл, хайхискер, пӗшкӗнчӗ те урайне сиксе анчӗ.

Но вот он наклонился, спрыгнул на пол и сказал:

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кмет каллех кинжала пӑхма пӗшкӗнчӗ; сехри хӑпнипе вӑл калас сӑмахне вӑрахчен калаймасӑр тӑчӗ, анчах леш татах саламачӗпе ҫапма хатӗрленнине асӑрхаса, ирӗксӗрех каламалла пулчӗ.

Староста снова наклонился над кинжалом; ему былострашно, и он медлил в нерешительности, но, увидев правым глазом, что коротыш приготовился снова ударить его плетью, сказал:

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кмет пӗшкӗнчӗ, мӗн ҫырнине хӑй ӑшӗнче кӑна вуларӗ те аптӑраса тӳп-тӳрӗ тӑчӗ.

Староста нагнулся, прочел надпись про себя и выпрямился в смятении.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ненко, лаши патне ҫитсен, тир сырӑшӗнчен утӑ илсе хума пӗшкӗнчӗ.

Ненко, подойдя к лошади, нагнулся, чтобы достать сена из кожаного мешка.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Колчо ӑна хӑлхинчен каласшӑн пулчӗ, Огнянов пӗшкӗнчӗ.

Колчо потянулся к его уху, и Огнянов наклонился.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑтӑк ани патнелле пӗшкӗнчӗ те вӑл: — Эй, кам пур унта, тискер кайӑк-и, ҫын-и, тухнӑ пултӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Он наклонился и крикнул в пещеру: — Кто бы ты ни был, зверь или человек, выходи!

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл чеен кулкаласа илчӗ, вара пӗшкӗнчӗ те Стефчова хӑлхинчен ҫеҫ пӑшӑлтатса пӗр ят пӗлтерчӗ.

Она игриво улыбнулась и, наклонившись, шепнула на ухо Стефчову некое имя.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко пӗшкӗнчӗ те тухтӑра хӑлхинчен ҫеҫ пӑшӑлтатса ҫакӑн пек пӗлтерчӗ:

Марко наклонился и сказал доктору на ухо:

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кралич игумен патнелле ярса пусрӗ, тутипе ун аллинчен сӗртӗнесшӗн пулса пӗшкӗнчӗ

Кралич шагнул навстречу игумену и нагнулся, чтобы приложиться к его руке.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗшенни те, халран кайни те, иккӗленсе тӑрасси те таҫта кайса кӗчӗ, Кралич асне илмесӗрех аллине тӑсрӗ те пуртӑ ярса илчӗ, вара хӑй пытаннӑ ҫӗртен сиксе тӑрса пӗшкӗнчӗ, тырӑ тултарнӑ михӗсен хушшипе чупса тухрӗ, хӑй вилӗ ҫын тӗслӗ шурса кайнӑ, тӳрӗленерех тӑчӗ те Эмексиз патне ҫитсе ӗнсинчен лаштах пуртӑ лартрӗ.

Усталости, бессилия, колебаний как не бывало, Кралич машинально протянул руку, поднял топор и, выскочив из своего убежища, пробежал, пригнувшись, за мешками с зерном; потом выпрямился, бледный как мертвец, и, кинувшись к Эмексизу, вонзил топор ему в затылок.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко кӑштах пӗшкӗнчӗ, пӑшалӗпе тӗлленӗ май, хытӑ кӑшкӑрса ячӗ:

Пригнувшись, Марко прицелился и громко крикнул:

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сасартӑк тӑсланкӑ каллех пӗшкӗнчӗ, шлепке хӗрри айӗнче мӗнле сӑн-пит пулнине курасшӑнах пулчӗ, ҫав вӑхӑтрах тӳрленсе тӑчӗ, аллине ҫӗклерӗ те тӑрӑшсах пуҫне кӑтӑр таттара пуҫларӗ.

Вдруг верзила снова согнулся, желая все-таки выяснить, что было под нависшими полями шляпы, но тотчас же выпрямился, поднял руку и ожесточенно заскреб голову.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

— Ырӑ, чипер усраймарӑм-ҫке санӑн юлашки кил-ҫуртна, Евдокия… — Вӑл пӗшкӗнчӗ, типӗ тӑм катӑкӗ илчӗ те алӑ тупанӗ ҫинче тӗпретрӗ, халӗ ӗнтӗ ӑша кайнӑ сасӑпа илтӗни-илтӗнми хушса хучӗ:

— Не по-доброму, не в аккурате соблюдаю твое последнее жилье, Евдокия… — Нагнулся, поднял сухой комок глины, растер его в ладонях, уже совсем глухим голосом сказал:

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лятьевский пукана сиктерсе лартрӗ, Половцев еннелле пӗшкӗнчӗ, вара, хӑйсем паллашнӑранпа пирвайхи хут пулмалла, пӗр мӑшкӑлламасӑр-кулмасӑр калаҫма тытӑнчӗ:

Лятьевский подвинул табурет, наклонился к Половцеву и, пожалуй, впервые за все время их знакомства без иронии и гаерства заговорил:

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑрттӑн калатӑп сана… — Вӑл Давыдов ҫинелле пӗшкӗнчӗ.

Секретно скажу тебе… — Он наклонился к Давыдову.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑнтӑрла, плуг майланӑ чух, вӑл пӗшкӗнчӗ те ун ҫухи тӗренне хӑпартса антармалли тыткӑча ҫакланчӗ, вара вартах тӳрленсе тӑрсан, ун тельняшки шатӑрах ҫурмаран ҫурӑлса ӳкрӗ.

Еще днем, налаживая плуг, он нагнулся, зацепился воротом за чапигу и, рывком выпрямившись, располосовал тельняшку надвое.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Дубцов каласа пӗтереймерӗ, хӑвӑрт пӗшкӗнчӗ: ун пуҫӗ ҫийӗн йывӑр йывӑҫ сӑпала снаряд катӑкӗ пек шӑхӑрса иртсе кайрӗ.

Дубцов не закончил фразы и стремительно нагнулся: над головой его, подобно осколку снаряда, со свистом пронесся увесистый деревянный половник.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов пӗшкӗнчӗ те пӳрнисене кӑпка та чӗрӗ тӑпраллӑ йӑран хушшине чиксе пӑхрӗ.

Давыдов нагнулся, сунул пальцы в мягкую и липкую борозду.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну? — Давыдов катӑк шӑллӑ тутине ҫилӗллӗн йӗрсе хучӗ, вара Яков Лукич йӑпӑр-япӑрах арча умне пӗшкӗнчӗ.

Ну?.. — Давыдов злобно ощерил щербатый рот, и Яков Лукич торопливо нагнулся над сундуком.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла, юлташсем посылка пекки ярса панӑ… — вӑл пӗшкӗнчӗ, кровать айӗнчен пӗр ещӗк туртса кӑларчӗ те, кӑмӑлӗ тулнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑскер, ещӗк хупӑлчине уҫса хучӗ.

Да, посылочку от ребят… — Он нагнулся, вытащил из-под кровати ящик и, багровый от удовольствия, поднял крышку.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех