Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пекки сăмах пирĕн базăра пур.
пекки (тĕпĕ: пекки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Асту, Игорь, ӳлӗмрен кун пекки ан пултӑр.

— Смотри, Игорь, чтобы этого больше не было!

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗнпур пекки пӗтӗмпех хӑйӗн вырӑнӗнчен хускалчӗ.

Все в вагоне съехало со своего места.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Нумай ирттертӗмӗр-и, сахал-и, канаш пекки турӑмӑр, походри тетрадь ҫине приговор ҫыртӑмӑр, ҫак вӑхӑтра тулта темӗнле сас-чӳ пулчӗ, шавлани илтӗнчӗ.

Пока мы там совещались и писали в походные тетрадки наш приговор, снаружи послышались какие-то возгласы, шум.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлнӑ пекки: ҫур банка шпрот, икӗ ҫӑмарта, чей — пӗрре ямалӑх, улма пӑртакҫӑ, чӑмӑрла пӗҫернӗскер, тата пӗр ташлама чӗл ҫӑкӑр.

Осталось полбанки шпрот, два крутых яйца, чая на одну заварку, несколько картошек в мундире да маленькая краюшка хлеба.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Арҫын ачара та сахал сан пекки!

Как редко кто из мальчишек даже!

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку пулма пултараймастчӗ ӗнтӗ, анчах ман чунӑм питӗ лӑпкӑ та канӑҫлӑ, ҫавӑнпа мана ун пекки те пулма пултарассӑн туйӑнчӗ.

Это было невозможно, но у меня было так просторно и тихо на душе, что я допустила и это.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унта хам валли кабинет пекки те тума пулать, пӳлсе хунине куҫарсан ҫывӑрмалли пӳлӗм те пулать, чӑлан вырӑнне пӗчӗкҫӗ лаборатори вырнаҫтарсан тата.

Там можно устроить что-то вроде кабинета и спальни, особенно если перегородку перенести, а где сейчас чулан — устроить маленькую лабораторию.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мазь пур ҫавӑн пекки.

Мазь такая.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ӑнсӑртран ҫеҫ летчиксен енӗпе ӑстаҫӑ пекки» терӗ вӑл хӑйне.

«Некоторым образом спец по лётчикам», — сказал он.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна юриех шӑнса пӑсӑлан пекки турӗ пулӗ тесе шутларӑм.

У меня было такое впечатление, что он нарочно простудился.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька кӑшт шӑнан пекки пулса темиҫе кунлӑха Энсках юлчӗ.

Петька простудился и остался на несколько дней в Энске.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ара, ун пекки кашни ҫынпах пулма пултарать.

Это может с каждым случиться.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ан кулян, тӑванӑм, пулкалать ун пекки, — пӑшӑлтатрӗ вӑл.

— Ничего, брат, бывает, — шепотом сказал он.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ну, пайӑрка пекки пултар эппин, — терӗ ачашшӑн кулса Ваня.

– Пускай чёлочка, – с нежной улыбкой согласился Ваня.

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Пайӑрка мар, пайӑрка пекки, — терӗ Биденко вӗрентӳллӗн.

– Не чубчик, а чёлочка, – наставительно сказал Биденко.

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

(Ак сире чӗлхе аталанманнин тепӗр ҫирӗплетӗвӗ: «отмазка» - вырӑс пуплевӗнче ҫӗнӗ сӑмах, пирӗн вара ун пекки ҫук.)

(Вот вам еще подтверждение неспособности языка развиваться: "отмазка" - в русской речи новое слово, у нас же такого нет.)

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Анчах та кун пекки пӗрре кӑна пулнӑ.

Но такое было только один раз.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех