Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ

Автор: Сувар

Ҫӑлкуҫ: Сувар, 2017.05.12

Хушнӑ: 2019.02.05 14:00

Пуплевӗш: 319; Сӑмах: 2933

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Миҫен эпир - хутла вӗреннӗ чӑвашсем? Шутласа пӑхсан сахалӑн мар вӗт! Ҫав вӑхӑтра чӗлхе аталанӑвӗнче ак ӗнтӗ миҫемӗш ҫул малалла каяймастпӑр. Кам кӑна ҫук айӑплисен хушшинче: вӑл е ку сӑлтав кансӗрлет пирӗн чӗлхе ӳсӗмне. Е правительство, е вӗрентӳ системи, е ФГОС программи, е учительсем, е ашшӗ-амӑшӗсем, е ачисем хӑйсем…

Юлашки могикансем

Эпир хамӑр айӑплӑ мар пек. Пӗр-пӗринпе вырӑсла калаҫма тытӑнман, ҫаплипех чӑвашлах пуплетпӗр. Ачасем чӑвашла хамӑр пек лайӑх пӗлмесӗр ӳсни ҫеҫ пире канӑҫсӑрлантарать. Мӗн тумалла ӑна упраса хӑварас тесен? Тен, индеецсенни пек резервацисене пурӑнма куҫмалла? Пӗтнине куратпӑр, анчах та нимӗн те тӑваймастпӑр.

Чӗлхене улӑштаракан процессем пӗр кунра пулса иртмеҫҫӗ. Вӗсене директор хушӑвӗпе е министр йышӑнӑвӗпе тӳрех улӑштараймастӑн - ни начар енне, ни лайӑх енне. Вӑхӑт иртмелле. Хӑш чухне ӑрусем улшӑничченех, сахалтан та 10 ҫул. Лару-тӑру малашне те кун пек тӑрсан мӗн кӗтет-ха чӑваш чӗлхине? Чаршава кӑштах сирсе пӑхар мар-и?

Сӑнанинчен

Ман шутпа, тепӗр 10 ҫултан чӑвашла калаҫакансен йышӗ чӗрӗке яхӑн чакать. Паян унашкаллисем (вӑтамран илсен) 1 миллион пулсан, 2027 ҫул тӗлне чӑвашла калаҫакансем пӗр 750 пин пулӗҫ. Тата 10 ҫултан вӑл йыш тепӗр 20 процента чакӗ. Тӗрлӗ факторсене пула, ватӑлса вилсе пӗтнипе кӑна сӑлтавламалла мар кунта, чӗлхерен писекенсем те, хулана тарса вырӑса тухакансем те ҫителӗклӗ. Ҫакӑн пек лару-тӑру улшӑнмасан, эпӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2037 ҫул тӗлне чӑвашла калаҫма (вулама-ҫырма) пултаракансем 500 пине яхӑн пулӗҫ. Паянхи мари халӑхӗ чухлӗ. Мӗншӗн ҫакна хӑюллӑн ҫирӗплетсе калатӑп тетӗр-и? Вулакансене пӑхса. Паянхи кун пирӗн «Сувар» хаҫата ҫырӑнса илекенсенчен 80 проценчӗ - пенсионерсем. Пӗтӗмӗшле чӑваш тӗнчине илсен акӑ мӗнле курӑну: 1 хаҫата вӑтамран 3 ҫын вулать. Тутарстанри районсеннипе пӗрле хушсан чӑвашла хаҫатсен пӗтӗмӗшле тиражӗ 5 пине ҫывхарать. Апла-тӑк, Тутарстанра тӑтӑшах чӑвашла вулакансем 15 пине яхӑн. Ульяновск облаҫӗнчи «Канаш» тиражӗ 1,5 пин экземпляр, унта тӑтӑшах чӑвашла вулакансен шучӗ 4,5 пин. Пушкӑртстанри «Урал сассипе» «Ҫутӑ ҫул» хаҫатсен пӗрлехи тиражӗ 2 пин экземпляр пулсан, унта чӑвашла вулавпа 6 пин ҫын кӑсӑкланать. Самар облаҫӗнчи «Самар енӗн» тиражӗ 500 экземпляр тенӗ, унта 1,5 пин чӑваш вулаканӗ пултӑр. Чӑваш Республикинче чӑвашла хаҫатсен пӗтӗмӗшле тиражӗ 90 пине яхӑн. Ҫак хисепе 3 хутласан 270 пин вулакан пулать. Ун ҫумне регионсенчи 27 пин вулакана хушсан, хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчере чӑвашла (пӗлекенсен шучӗ 1 миллион ҫынна яхӑн пулсан) тӑтӑшах вулакансен шучӗ 300 пине яхӑн ҫеҫ пухӑнать. Ку пирӗн халӑхӑн чӗлхе улшӑнӑвӗсене хаҫат-журнал урлӑ сӑнаса тӑракан активлӑ пайӗ. Унӑн вӑтам ҫулӗ миҫере пулнине тӗпчесе хамӑра хамӑр хурлантарса тӑрар мар хальлӗхе, урӑххи ҫинчен калаҫар.

Ҫухату сӑлтавӗсем

Ҫав вӑхӑтрах чӑвашла пӗлмен чӑвашсем те малашлӑхра, хальхи пек 400 пин мар, пӗр 500-600 пин ҫынна ҫитме пултараҫҫӗ. Ни чӑваш, ни вырӑс пеккисем ӗнтӗ. Вӗсем ҫыравра чӑваш тесе ҫырӑннӑ, анчах та тӑван чӗлхине чӑваш чӗлхи тесе ҫыртарман. Ҫаксем ытларах Чӑваш Республикин хулисенче пурӑнакансем-тӗр. Ашшӗ-амӑшӗ чӑваш пулнӑ, хулана куҫса килнӗ те вырӑсла калаҫакан ачасем ҫуратма тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра ялтан хулана куҫса килесси питӗ вӑйланнине пӑхсан, ҫакнашкал ҫынсем питӗ хӑвӑрт нумайланса каймалла пек. Мӗншӗн вӑл йыш ытла хӑвӑрт ӳсмест-ха? Мӗншӗн тесен вӗсенчен нумайӑшӗ хӑй чӑвашне питӗ вӑйлӑ пытарма тытӑнать. Чӑвашран вырӑс чӗлхиллӗ чӑваша мар, тӳрех вырӑса куҫать. Ортодокс таранчченех. Нурлат районӗнчи хӑш-пӗр чӑваш ялӗсенче пурӑнакансем 2002 ҫулхи ҫыравра хӑйсене мӗнле тытнине ун чухнехи район пуҫлӑхӗ Фатих Сибагатуллин питӗ курӑмлӑн каласа кӑтартнӑччӗ: ялӗ-ялӗпе вырӑс тесе ҫыртарнӑ хӑйсене…

Вырӑсланнӑ чӑвашсем вӗсем начар ҫынсем мар, вӗсем те хамӑр ҫынсемех. Вӗсем (Юхман вырӑсла кӗнекисене вуласа, эпир хамӑр халӑх, истори ҫинчен мӑнаҫланса каланисене итлесе ӳснӗ, анчах та тӑван чӗлхене вӗренеймен) пирӗн ачасем. Чӗлхине ҫухатнӑ чӑвашсем - обществӑн ҫӗнӗ сийӗ. Пуласлӑхра хӑйсен валли вырӑн тупайӗҫ-ши? Хӑйсем пекех тӑван халӑх патриочӗсене ҫуратайӗҫ-ши вӗсем е вӑхӑт иртнӗҫемӗн мультикультурализм авӑрӗнче путӗҫ? Ҫакна социологсем калаччӑр, мана йывӑртарах. Тем тесен те, регионсенче ӗҫлекен наципе культура пӗрлӗхӗсем ҫакнашкал йыш хунани ҫине усӑллӑ витӗм кӳреҫҫӗ. Вӗсем чӗлхене вӗрентмех пултараймаҫҫӗ, анчах та халӑх хастарӗсене хатӗрлесе кӑларасси вӗсен лайӑх пулать.

Чӗлхе шайӗ

Чӗлхепе туллин усӑ курасси майӗпен ҫука тухса пырать. Калӑпӑр, эпир (30-40-рисем) ӳснӗ чухне лашана кӳлессипе ҫыхӑннӑ «чӗлпер», «йӗнер», «урхалӑх», «нӑхта»,«тилхепе», «ҫӑварлӑх», «такан» сӑмахсен пӗлтерӗшне аван пӗлеттӗмӗр. Пирӗн ачасемшӗн, ялта пурӑнаканнисемшӗн те, ку сӑмахсем - ҫӗнӗлӗх. Тӗрӗсрех каласан, кивелнӗ сӑмахсем, архаизмсем. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсемпе хальхи вӑхӑтра усӑ курманнипе, иккӗмӗшӗнчен, лаша вырӑнне халӗ - мотоблок. «Мотоблок» пирӗн сӑмах мар. Ҫав вӑхӑтра хисеплӗ Станьял пек «вулавӑшпа» «сыватмӑш», «инҫесас» евӗр сӑмахсем сӗнни (шутласа кӑларни) те пуплеве сиен кӳме пултарать пек туйӑнать. Чӗрӗ чӗлхе эсперанто мар, унӑн аудиторийӗ, халӑхӗ пур. Вӑл ансат ӑнлавсемпе шухӑшлама хӑнӑхнӑ, ун пек экспериментсене йышӑнмасть. «Андроид», «планшет», «ноутбук», «айфон», «плеймаркет» евӗр сӑмахсем вара пурнӑҫа питӗ хӑвӑрт кӗрсе пыраҫҫӗ. Вӗсен чӑвашла аналогне шыраса та тупаймастӑн, мӗншӗн тесен вӑл япаласене чӑвашсем шутласа кӑларса ят паман. Ҫапла эпир, технологи прогресӗ хыҫҫӑн лӗпӗстетсе пыракансем, хальлӗхе пурнӑҫа малалла аталантаракан ют япаласене йышӑнатпӑр. Хамӑр - янравлӑрах намӑссӑр сӑмах та шутласа кӑларнине илтмен юлашки вӑхӑтра ял тӗрӗшӗнче. Ку вара ҫивӗч сигнал. Филологсем мана ӑнланаҫҫӗ пуль тесе шутлатӑп.

Аталану чарӑннӑ

Мӗнле улшӑнӗ-ха малашне пирӗн чӗлхе? Лексика тытӑмне илес пулсан, япала ячӗсем сахал пулмӗҫ-ха, анчах та паллӑ ячӗсем ӗнтӗ халех ачасен пуплевӗнче питӗ хӑвӑрт чакса пыраҫҫӗ. Вӗсем паллӑ ячӗсене вырӑсла сӑмахсемпе улӑштараҫҫӗ, шел пулин те. Ҫакӑнтан урокрах чӑвашларан вырӑсла шухӑшлав ҫине куҫни те ҫуралать. Чӑваш чӗлхине кӗнӗ юлашки ҫӗнӗ паллӑ ячӗ - «чӑнкӑ» (крутой, важный пӗлтерӗшлӗ). Вырӑссем хӑйсен куштанӗсене «новый русский» тее пуҫларӗҫ пулсан, эпир хамӑрӑннисене «чӑнкӑ чӑваш» теме тытӑнтӑмӑр. Сотовый телефона - «кӗсье телефонӗ» текелеҫҫӗ-ха хӑшӗсем, анчах, шел пулин те, унтан ытла иртмен.

Кулленхи глаголсем вара нумайччен пурӑнӗҫ. Вӗсене, каҫарӑр та, килти выльӑхсем те ӑнланакан пулаҫҫӗ: «кил», «кай», «лар», «ҫи», «вырт», «тӑр» тата ытти те. Илеме сӑнарлакан эпитетсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем пирки каламалли те ҫук, вӗсем чӗлхерен питӗ хӑвӑрт ҫухалаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ мӗнле майпа чӑваш ҫыравҫисен йышӗ ӳссе пынине ниепле те ӑнланмастӑп! Вӗсем курса тӑруҫӑн пӗтсе пыракан япалапа пикенсех аппаланаҫҫӗ… Ахӑртнех чӗлхене упраса хӑварас тесе те мар (редакцие килекен хайлавсен шайне пӗлсе тӑрса калатӑп ҫакна), хӑйсене хисеплӗ ят-сум илсе юлас тесе ҫунаҫҫӗ пулмалла. Пӑхӑпӑр, 20 ҫултан миҫе Чӑваш писателӗсен союзӗ пулать Шупашкарта?

Коммуникаци хатӗрӗсем

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть. Енчен те пире (чӑвашла ҫырма, вулама, лайӑх калаҫма пултаракансене) ӳссе аталанма чӑвашла хаҫат-журналсенче, кӗнекесенче ҫырни тата хушӑран чӑвашрадио калаҫни ҫителӗклӗ пулнӑ пулсан, паянхи ялти ачасене ку кӑна тивӗҫтермест. Мӗншӗн тесен ун чухнехи ялта вырӑсла шкулти уроксенче кӑна калаҫнӑ. Пур ҫӗрте те тӑван чӗлхе илтӗннӗ, ҫавна май унӑн аталанма, пӗлтерӗшне сарма май пулнӑ. Тата ан манӑр, эрнери чӑваш чӗлхин 4 тата литературӑн 2 урокӗ пулни пирки.

Цивилизаци ҫитӗнӗвӗсем паянхи яла улӑштарчӗҫ. Информаци пирӗн пата спутник тарелкинчен те, интернет кабелӗнчен те, кӗсьери телефонран та килет. Анчах та ҫӗнӗ йышши коммуникаци хатӗрӗсенче пирӗн тӑван чӗлхе ҫукпа пӗрех. Ун вырӑнне йӑлтах вырӑсла, тутарла та сахал мар. Юрать-ха, Наци телевиденийӗ «Триколора» тухма пултарчӗ. Танлаштарма, ТНВ канал спутника 10 ҫул каяллах тухрӗ. Шутласа пӑхӑр халӗ, эпир миҫе ҫул ҫухатнӑ?..

Паянхи шкул харпӑр этем аталанӑвӗшӗн тӑрӑшать, вырӑсла каласан, конкуренцие ҫӗнеекен личность хатӗрлет. Анчах чӑваш чӗлхине пӗлни ачасен конкурентлӑхне миҫе процента ӳстерет? Экзамен тытмалла мар унпа. Хусан патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ пӗр ӑслӑлӑх тухтӑрӗ Тутарстанра пурӑннӑ чухне шкул ачисемпе йӗркеленӗ тӗлпулусенче яланах (мотивацилесе-ши ӗнтӗ) ҫапла калатчӗ: «Вӑт вилсен, ачасем, леш тӗнчере тӗл пулатӑр, калӑпӑр, хӑвӑрӑн несӗлӗрсемпе. Вӗсем вӗт 200-300 ҫул каялла пурӑннисем, вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сирӗнпе калаҫасшӑн пулӗҫ. Мӗнле чӗлхепе калаҫатӑр эсир вӗсемпе? Ҫавӑнпа та пӗлмелле хамӑр несӗлсен чӗлхине…» Кулас та килет, макӑрас та. Мӗн пулнӑ-тӑр ӗнтӗ унӑн пуҫӗнче? Анчах та чӑнлӑх инҫе мар. Ҫакӑн пек ӳкӗтлекен пултӑмӑр-тӑк, ҫутҫанталӑк музейӗ валли «могикансене» хатӗрлеме пуҫламалла-тӑр.

Мӗн кансӗрлет?

Яланхи ыйту. Ку чухне эпӗ ялан тутарсене тӗслӗхе илетӗп. Вӗсенчен вӗренместпӗр. Ҫӗнӗлӗхсене хамӑра кирлӗ пек чӑвашлатмастпӑр. 2012 ҫултанпа Тутарстанри кашни ача садӗнче ФГОСпа килӗшӳллӗн, патшалӑх чӗлхисене вӗрентме билингвизм программине кӗртнӗ. 3-ри ачасене вӑйӑ мелӗпе вырӑсла тата, паллах, тутарла вӗрентме тытӑнаҫҫӗ. Питӗ лайӑх, ансат программа! Манӑн пӗчӗк хӗрӗм те тутарла «сӗт», «кишӗр», «хӑяр», «атте» сӑмахсем чӑвашли пекех илтӗннине асӑрхакан пулчӗ. Анчах та ку концепци тӑрӑх хатӗрленӗ программӑпа пирӗн республикӑри чӑваш ялӗсенче пӗр улшӑнусӑр ӗҫлеҫҫӗ. Ачасене тутарла тата вырӑсла вӗрентӗ пек хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине садиксенче никам та вӗрентмест. Калаҫу (воспитани) чӗлхи, тен, чӑвашла пулма пултарать пулӗ, анчах та пире пӗртанлӑх кирлӗ - вӗрентӳ чӗлхисен шайне ачан тӑван чӗлхи кӗмелле.

Пире ача садӗнченех билингвизм мар, полилингвизм кирлӗ. Унсӑрӑн тӑван чӗлхепе мӗн тумалла?! Чӑваш чӗлхин никӗсне садикра илеймен чӑваш ачисем, паллах, 1-мӗш класа кайсан вырӑсла та, тутарла та аван вӗренме тытӑнаҫҫӗ. Ӳсӗм сисӗнет. Вӗсене чӑваш чӗлхине вӗрентесси - чӑхӑмлать. Акӑ сире тепӗр алтса хунӑ шӑтӑк.

Ачапа пӗрле урок тӑвакан амӑшӗшӗн те ку проблема. Пепки 2-мӗш класа ҫитсен вӗсем чӑркӑшма тытӑнаҫҫӗ: «ачасене капла та йывӑр», «иккӗмӗш класра акӑлчан чӗлхи тата», «чӑваш чӗлхипе ӑҫта каян?», «пурпӗр экзамен тытмаҫҫӗ…» тата ытти те. Ыйтусем нумай, хуравлаканӗ чӑваш чӗлхи учителӗ тата шкул директорӗ (ун майлӑ пулсан-ха). Чӑваш наципе культура центрӗсем нумай районта ҫак ыйтуран ытла та инҫе тӑраҫҫӗ. Вӗсен черетлӗ карчӑк праҫникне хатӗрленмелле. (Аслӑ ҫулти кинемисем, инкесем, аппасем, каҫарӑр, тархасшӑн, ҫакӑн пек ҫырнӑшӑн. Эпӗ ӑна сире кӳрентерес тесе мар, проблемӑна ҫивӗчрех кӑтартас тесе юри ҫапла тӑватӑп.) Карчӑкӑрсем пӗтсен мӗн кӑтартатӑр?

Эс кам майлӑ?

Чӑваш е акӑлчан чӗлхине суйлас ыйту тӑрсан, ӗненсемӗр, нумай-нумай ашшӗ-амӑшӗсем пире хирӗҫ тӑракан (тӑшманлӑ теме те хӑрамастӑп) НАТОна кӗрекен ют ҫӗршыв чӗлхи майлӑ пулса ӑна суйласа илет. Мӗншӗн тесен унра перспектива курать.

Телейӗ пулсан, ял ачи акӑлчанла калаҫакан пӗр-пӗр ют ҫӗршыва ҫитейсен, паллах, ӑна ҫак чӗлхе кирлӗ пулать. Анчах та чикӗ леш енче пурӑнатӑп тесе кафесенче урай, савӑт-сапа ҫӑвакан чӑваш ачисене эпӗ пӗлкелетӗп. Халӗ ҫак ӗҫ вырӑнӗсене те Африкӑран таракан арабсем йышӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑксем ют чӗлхе хутлӑхне кӗрсе ӳксен, вӗсем ӑна 2 уйӑхран ӑнланма, 3 уйӑхран калаҫма тытӑнаҫҫӗ. Средовая практика теҫҫӗ кӑна вырӑссем. Унсӑрӑн (средасӑр) акӑлчан е нимӗҫ, е француз чӗлхине кирлӗ чухлӗ вӗренеймеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та 11 класс хыҫҫӑн тӳрех Лондона куҫса каймастӑр пулсан, репетиторсем ҫине усӑсӑр укҫа ан тӑкӑр. Кӑлӑхах пулать. Мана акӑлчан чӗлхине ӑса илни тарӑхтармасть, чӑваш чӗлхине ют чӗлхене вӗреннӗ пек вӗренни канӑҫсӑрлантарать. Тӗрӗс мар-им, педагогсем?

Кунта тата ҫакна каласа хӑварас килет. Тӑван чӗлхе аннепе пӗр тан. Кама вӑл кирлӗ мар, ҫавна амӑшӗ те кирлӗ мар. Кама амӑшӗ кирлӗ мар, ҫавна Тӑван ҫӗршывӗ те кирлӗ мар. Кама Тӑван ҫӗршыв кирлӗ мар, ҫав ӑна урӑххипе улӑштарать. Ҫил ӑҫталла вӗрнине туя пуҫларӑр-и? Тӑван чӗлхе - ҫӗршыв тыткӑчи. Ан манӑр ҫакна.

Кирлӗ хатӗрсем

Акӑлчан е ытти чӗлхе хутлӑхне кӗрсе ӳкес тесе эпир хамӑр чӗлхене аркатса пыратпӑр. Акӑ тӗслӗх. Интернетра, «Одноклассникире» е «ВКонтактере», е «Фейсбукра» чӑваш саспаллисемпе ҫырнине курсан, тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан чӑвашла ҫырас текенсем тытӑнаҫҫӗ ыйту пама: «ӑҫтан илтӗр?», «тупма пулӑшӑр-ха?» тата ытти те. Е тата: «Манӑн компьютерта чӑваш шрифчӗ ҫук, ҫавӑнпа та вырӑсла ҫыратӑп». Вырӑсла каласан, ку вара чи ҫӑмӑл отмазка. (Ак сире чӗлхе аталанманнин тепӗр ҫирӗплетӗвӗ: «отмазка» - вырӑс пуплевӗнче ҫӗнӗ сӑмах, пирӗн вара ун пекки ҫук.) Чӑнах та «Виндоусӑн» компьютер программисенче хатӗр чӑваш шрифчӗ лартса ямаҫҫӗ. Промышленность шайӗнче клавиатурӑсем те туса хатӗрлемеҫҫӗ. Ку вӑл Чӑваш Республикин питӗ пысӑк ҫитменлӗхӗ. Ҫавӑнпа интернетра чӑвашла ҫыракан сахал та.

Мӗншӗн апла калатӑп? Шутласа пӑхӑр-ха. Ну юрӗ, тулашра пурӑнакан 800 пин чӑваша илмӗпӗр, пире асӑрхасшӑнах мар Шупашкарта. Чӑваш Республикин хӑйӗн 800 пин чӑвашӗ валли кирлӗ мар тетӗр-и ҫакӑ? Калӑпӑр, тутарсен пур шрифчӗ, чӑвашсен - ҫук. Тутарсем компьютерпа хӑйсен чӗлхипе тӗнчере пур ҫӗрте те ҫыраяҫҫӗ, чӑвашсен вара мӗн, ӑҫта-тӑр чашӑк-тирӗк ҫумалла е раствор кӑна пӑлхатмалла-и? Кунпа килӗшсе ҫырлахма ниепле те юрамасть. Халӑхӑн ҫӗнӗлле аталану меслечӗсем, механизмӗсем ӑҫта? Кам шутламалла вӗсем ҫинчен?

Ку чухне кӑштах йӗри-тавра пӑхкалани те усӑллӑ пулӗччӗ. Пӳлер ҫывӑхӗнче 15 ҫул тӑтӑш кашни ҫул пултаруллӑ тутар ҫамрӑкӗсене пуҫтарса «Сэлет» ҫуллахи аталану лагерьне йӗркелеҫҫӗ тутарсем. Виҫҫӗршер-тӑватҫӗршер тутар ачине пуҫтараҫҫӗ унта. Президент тимлӗхӗнче ҫак процесс. Вӗсем халӑх элитине вӗлле хурчӗ пек пӑхса, чи вӑйлӑ педагогсене явӑҫтарса ҫитӗнтереҫҫӗ. Паллах, Тутарстан Правительствинчи хуть те мӗнле министр та (е унӑн ҫумӗ-и) тутарла шакӑртаттарса калаҫса ыттисене чӗрӗ тӗслӗх панинчен тӗлӗнмелле мар.

Кая юлсан

Ӑҫта шупашкарсен ҫакӑн пек тӗслӗхӗ? Налог тӳлетпӗр пулсан, ыйтма та ирӗк пур мар-и-ха? Ҫамрӑксем ыттисенчен юласшӑн мар, анчах та хамӑр чӗлхепе усӑ курса кӑна ҫакна хальлӗхе тӑваймаҫҫӗ-ха пирӗннисем. Пирӗн валли аслӑ ӑрусем туса пӗтермен ӗҫсем нумай юлчӗҫ, чӑрмавсем пысӑк, вӗсем урлӑ тӳрех каҫаймастӑн. Вӗсен йӑнӑшӗсенчен пӗри - интернетӑн чӑвашла сегментне, унпа ҫыхӑннӑ механизмсене аталантарас вырӑнне эпир кӗнекесем ҫыртӑмӑр, уявсем уявларӑмӑр. Питӗ нумай ҫухатнӑ эпир, паян та кая юлса пыратпӑр-ха. Ҫӗнӗлле шухӑшлама пуҫламалла ӗнтӗ. Пурте юрлар мар, артистсем валли те хӑварар.

Пӗлместӗп, хальхи вӑхӑтра «Плеймаркетра» пур-ши чӑвашла софтпа ҫырса хатӗрленӗ (раскладкӑсемсӗр пуҫне) пӗр-пӗр тӳлевсӗр приложени? Аслӑ ҫултисем, тен, ӑнлансах каймаҫҫӗ-тӗр кунта мӗн ҫырнине, ҫапах та ҫамрӑксемшӗн ку ансат ыйту. Ав ӑҫта ҫитнӗ аталану. Вӑл вырӑнта тӑмасть, малалла чӗнет. Малашлӑха эпир хамӑрпа пӗрле хамӑрӑн чӗлхене те илсе каймалла. Ун чух тин ҫителӗклӗ те конкуренцие чӑтаякан халӑх пулаятпӑр.

Чӑвашла шрифтсем. Вӗсене шкулти учительсем, патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ӑҫтан килнӗ унтан, тӗрлӗрен програмистсем пулӑшнипе тупкалаҫҫӗ компьютерӗсем валли. Ларткалаҫҫӗ. Анчах та патшалӑх стандарчӗпе мар-ҫке! «Ӑ» саспалли ӑҫта пулмалла? Клавиатурӑри «Ҫ» вырӑнне калӑр, тархасшӑн, чиновниксем? Эсир вӗт тӗрлӗрен отписка ҫырнӑ чухне мӗн кӑна шутласа кӑлармастӑр. Ҫакна тума ерҫӳ ҫитереймен… Хушу пулман-тӑр ӗнтӗ.

Телее, хальхи вӑхӑтра чӑвашла шрифта компьютер валли те, смартфон валли те интернетран уҫласа илсе электронлӑ коммуникаци хатӗрӗсем ҫине лартма пулать. Анчах та вӗсене энтузиастсем тунӑ. Чӑваш Правительстви мар. Хамӑр чӗлхепе хыпарсене пӗлтерекен Чӑваш халӑх сайтне те уйрӑм ҫын тунӑ вӗт. Ӑҫталла каятпӑр эпир, тата мӗн тума пире ҫавӑн чухлӗ писательсен союзӗ? Никама та кирлӗ мар-им? Шупашкарта чӑваш е вырӑс чӗлхи ҫаврӑнура пулни те ҫителӗклӗ-и? Миҫе ҫул иртсе кайрӗ. Малашлӑх ҫинчен шухӑшламасӑр ылтӑн вӑхӑта ҫухатса пытӑмӑр.

Ылтӑн вӑхӑт

Эпир - Чӑваш Енре, ун тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем чӗлхе ыйтӑвӗпе пухӑнса канашлаймастпӑр. Уява-мӗне, Акатуя, Хула кунне - тархасшӑн, пурте персе ҫитеҫҫӗ. Кун пек сӑлтавпа тем, килесшӗнех мар. Сайра-хутра пухӑнсан та, вырӑнтисем пуҫлаҫҫӗ пӗр-пӗрне мухтама, регионсенчен килнисем тытӑнаҫҫӗ хӑйсем мухтанма… Шел пулин те, ЧНК канашӗн юлашки пухӑвӗ ҫавнашкалтарах иртрӗ те. Чӗлхе ыйтӑвӗ мӗнлерех пулни, шкулсенчи лару-тӑру - нумайӑшне «по-барабану». Мӗншӗн тесен хитре наци кӗписем тӑхӑнса юрласа-ташласа вӑхӑта ирттерни - культурӑна упрас тивӗҫе туллин пурнӑҫлани тесе шутлаҫҫӗ вӗсем. Ҫӳреҫҫӗ вара тӗрленӗ аркӑллӑ карчӑксем уявран уява наци чысне хӳтӗлесе. Ҫамрӑксем вара? Ҫамрӑксем - ташлаҫҫӗ. Ташлама ӑна, чӑвашла тумлантарсан, афроамериканеца та ташлаттарма пулать. Шурӑ ӳтлӗ ҫынна тумлантарсан, куракан вӑл чӑвашах тесе шутлама тытӑнать. Курмӑшлӑха чарма та кирлӗ мар - илемлӗ вӗт! Ҫапла «Чӑвашлӑха аталантаратпӑр! Медаль парӑр!» тесе ним мар 50 ҫул сиккелесе ҫӳреме пулать. Вӑхӑт урхамахне кӑна чараймастӑн.

Литературӑсӑр филолог

Класри ачисене чӑвашла калаҫтарайман чылай учитель уҫӑ уроксене ҫапла ирттерет - ташлаттарать! Вырӑсла ҫакна «подмена понятий» теҫҫӗ. Хӑшӗсем пенсие тухиччен ҫак «маскарада» тытса пыраҫҫӗ. Шкулта урай ҫӑвакансем те Шупашкара кайса филолог дипломне илсе килекен пулсан халӑхшӑн хӑрама тытӑнтӑм. Хӑть мӗн те пулин пӗлинччӗ! Эсир Чӑваш патшалӑх университечӗ юлашки 2-3 ҫул хушшинче вӗрентсе кӑларнӑ чӑваш чӗлхипе литература специалисчӗсене сочинени ҫыртарса курнӑ-и? Эпӗ куртӑм… Ман шутпа, Сервантес, Гюго, Голсуорси е Дюма мӗн ҫырнине пӗлмен студента филолог дипломне пама юрамасть, вӑл кашни лекцире малти парттӑра итлесе ларнӑ пулсан та. Мӗншӗн тесен тӗнче литературине пӗлмен филологсем вӗрентме, укол тӑва пӗлмен тухтӑрсем сиплеме, ҫулпа ҫӳрес правилӑсене пӗлмен шоферсем руль умне ларма, йӗрке мӗнне пӗлмен ҫынсем тӑнӑҫлӑха сыхлама тытӑнсан - эсир хӑвӑр кӑравул кӑшкӑрма тытӑнатӑр. Туятӑр-и, ӗҫ-пуҫ кун пек каяс пулсан, патшалӑх арканӑвӗ патне ҫитесси те инҫе мар. Ҫавӑнпа та пӗлӳсӗр ҫынна «вӗреннӗ» теме асӑрханмалла.

Хӑват пӗтмен-ха

Статистика тӑрӑх, Тутарстанра паян 98 шкулта чӑвашла вӗрентеҫҫӗ. Ульяновск, Самар, Оренбург, Чулхула облаҫӗсенче миҫе? Пушкӑртстанра? Ку сферӑра пирӗн проблемӑсем - мӑй таран, тен, нумайрах та. Эпир шав юрлатпӑр. Йывӑрлӑхсене уйрӑмшарӑн татса парас хӑватсене ҫухатрӑмӑр ӗнтӗ, пӗрле кӑна татса пама пултаратпӑр.

Тата чӗлхе проблеми ҫинчен калаҫнӑ чухне Тутарстан, Пушкӑртстан, Чӑваш республикисен, Ульяновск облаҫӗн чӗлхепе ӗҫлекен представителӗсене уйрӑм пуҫтармалла. Мӗншӗн тесен ку регионсенче предмет пек вӗрентеҫҫӗ-ха чӑваш чӗлхипе литературине. Ҫак ылтӑн тупрана ҫухатас марччӗ. Самар, Оренбург, Тюмень, Чулхула, Саратов, Мускав, Санкт-Петербург, Челябинск, Севастополь тата ытти регионсемпе хуласенче тӑван чӗлхене факультатив тата вырсарни шкулӗ шайӗнче вӗрентекенсене уйрӑм пухмалла. Вӗсен методикисем расна. Тен, ҫавӑн чух кӑна пӑтранчӑк шывран ҫӑрӑлса тухма пултарӑпӑр эпир.

Анчах та Тутарстанри чӑваш педагогӗсене квалификацине ӳстерме Шупашкара кайма та хальхи вӑхӑтра ҫӑмӑл мар. Республикӑри Вӗрентӳ министерствинчен патшалӑх заказне илсе учительсене хушма пӗлӳ паракан Вӗрентӳ институчӗ курссене Хусанта ҫеҫ ирттересшӗн. Виҫ-тӑватӑ ҫул ҫапла турӗ те. Укҫа уйӑрас ыйту та юлашки вырӑн йышӑнмасть-тӗр кунта тесе шутлатӑп. Анчах тепӗр ҫул урӑхларах пуласса шанас килет. Мӗншӗн тесен чӑваш учителӗсен конференцийӗнче ку ыйтӑва тӳре-шара умӗнче ҫивӗч тӑратрӑмӑр.

Мӗн тӑваятпӑр?

Мӗн тӑваятпӑр эпир ку чухне? Тӑван республика пулӑшаймасть пире, пуҫлӑхсене ик айкки те тӑвайкки пула пуҫларӗ. Тӗрӗссипе вӗт, кун пек лару-тӑру пирӗн кӑна мар, ҫармӑссем те, удмуртсем те, тутарсем те ют чӗлхесен витӗмӗпе пӑтрашӑннине сисетпӗр. Самани ҫапла, глобализаци теҫҫӗ. Ҫапах та ӑна хирӗҫ тӑмалли е хамӑр майлӑ ҫавӑрмалли мелсем пурах. Чӗлхепе усӑ курмалли ҫӗнӗ меслетсем кӑна тумалла. Чи кирли - аталану урӑх чӗлхепе ҫеҫ пулса иртнипе ҫырлахмалла мар.

Ӗҫсем йывӑр мар, хушма укҫа та ыйтмаҫҫӗ. Ак, калӑпӑр, андроид смартфонсем ҫине чӑваш шрифтне лартасси. «Плеймаркетран» Anysoftkeyboard приложение уҫласа (скачать туса) илӗр, ӑна телефонӑрти раскладка вырӑнне лартӑр, унтан ҫавӑнтах Chuvash Android Keyboard приложение скачать туса лартӑр.

Питӗ ансат ҫак процедура. Анчах та пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ те, ачасене вӑтам класра чӑваш чӗлхине вӗрентекен те ҫак ӗҫе тумасть, ун ҫинчен пӗлекен педагогсем те сайра. Мӗншӗн тесен вӑл хӑнӑхтару-вӗрентӳ программинче ҫук. Ан пултӑр. Переменӑра тӑвӑр! Министерство ҫакна тума ерҫӳ ҫитериччен тата пӗр пилӗкҫуллӑх иртсе каять-ха, эпир вара лару-тӑрӑва улӑштарса ӗлкӗреетпӗр.

Телефонсемпе усӑ курса ачасем чӑвашла СМС ҫырма вӗренччӗр, социаллӑ сетьсенче пӗр-пӗрин хушшинче чӑвашла ҫырма тытӑнччӑр. Ҫак хатӗрсемпе усӑ курса шкулта конкурссем, викторинӑсем, вӑйӑсем ирттерӗр. «Ватсапра» чӑвашла калаҫакан ушкӑнсем тӑвӑр. Чӑваш центрӗсен активӗсене, ертӳҫисене явӑҫтарӑр ҫак ӗҫе. Шаккаса, тӗрӗслесе тӑччӑр. Ачасен телефонӗсене чӑвашла шрифт кӗртесси уйрӑм ялта е районта наци идейине ҫаврӑнсан ҫитӗнӳсем те хӑйсене нумай кӗттермӗҫ. Эпир куратпӑр вӗт паян ачасем телефон ӑшӗнче «пурӑннине». Апла пулсан вӗсене тӑван чӗлхе кӗрсе шӑнӑҫмаллах. Вӑл ҫӗнӗ ӑрӑвӑн пурнӑҫне кӗрекен кашни ҫӗнӗ гаджет (электронлӑ хатӗр) ӑшӗнче пулмалла, ун чухне чӗлхе ҫухалмасть, пурӑнаять. Атьӑр, туса пӑхар?

Чӗлхе турри

Пӗлтӗр кӗркунне Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ялӗнче командировкӑра пултӑмӑр. Аван ял, аталанать, ҫыннисем тӑрӑшуллӑ, 100 проценчӗпех чӑвашсем темелле. Унта Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов ҫуралнӑ. Мӑнаҫланаҫҫӗ ентешӗсем унпа. Чей ӗҫме вырӑнти ача садне илсе кӗчӗҫ. Хайхи лараҫҫӗ шӑпӑрлансем выляса, 30-ӑн та пур-тӑр. Эпир кӗнине курчӗҫ те воспитательсем: «Ачасем, мӗн темелле-ха?» - тесе ыйтрӗҫ. Лешсем садиксенче калама хӑнӑхтарнӑ пек харӑссӑн, хӑпартланса: «Иссенмэсэз\!» тесе хучӗҫ. Чӗре лӑс кайрӗ…

Нумайччен шухӑшласа ҫӳрерӗм ҫакӑн хыҫҫӑн. Ҫырмалла-и, тен, ҫырмалла та мар ҫак статьяна? Пӗлекен ҫын пӗлет ӗнтӗ вӑл ку йывӑрлӑхсем ҫинчен эп каламасӑрах, пӗлес теменнишӗн - ик айкки те тӑвайкки. Мӗн тепӗр хут ҫынсен чӗрисене ыраттармалла? Хӑш-пӗри кун ҫинчен шутламасть те вӗт. Пурӑнать мӗнле пурӑннӑ (пултарнӑ) пек. Тен, чӑваш ҫӗршывӗ умӗнче паян урӑхларах ҫивӗч ыйтусем тӑраҫҫӗ?..

Чӑвашсен христианство йышӑниччен туррисем нумай пулнӑ, 77 теҫҫӗ: шыв турри, вӑрман турри, хир турри, ҫумӑрӑн, ҫилӗн, вутӑн тата ытти те. Пире пӑрахса кайса хурлӑх ан кӳччӗр тесе вӗсене йывӑҫран е тӑмран ӑсталанӑ чухне - кутамас кӗлеткеллӗ, кӗске ураллӑ тунӑ. Калаҫӑвӑн пуҫламӑшӗ патне таврӑнса ҫирӗплететӗп: ак ӗнтӗ миҫе ҫул чӑваш чӗлхине ҫӑлса хӑварассинче ӳсӗм ҫук пирӗн, хальлӗхе утӑм хыҫҫӑн утӑм каялла кӑна чакса пыратпӑр. Калӑн, авалхи турӑсем пӑрахса кайнӑ пире…

Тӑван чӗлхе турри пулнӑ тесе ҫирӗплетейместӗп (ун чухне унӑн кирлӗлӗхӗ пулнӑ-ши?), анчах та ӑна ӑсталас пулсан, урасӑр тунӑ пулӑттӑм. Пиртен ниҫта та ан каяйтӑр, хурлӑх ан кӑтарттӑр. Шуса тараканнине эпир хӑваласа ҫитеетпӗр-ха тесе шутлатӑп.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех