Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет”

Автор: Куҫару

Ҫӑлкуҫ: Хыпар, ("7 Дней”).

Хушнӑ: 2016.02.21 21:23

Пуплевӗш: 162; Сӑмах: 1333

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

- «Кунг-фу Панда 3» фильмӑн Лос-Анджелесра иртнӗ премьеринче эсир мӑшӑрӑрпа иксӗр ҫӑлтӑр ҫулӗпе Анджелина Джолипе, Джек Блэкпа, Люси Льюпа пӗрле утнӑ. Хӑҫантанпа эсир Голливудра «хамӑрьял» пулса кайнӑ? Дастин Хоффман вара сирӗн галстука та тӳрлетнӗ...

- Тӗрӗссипе, Дастин Хоффмана пурнӑҫра пӗрре те курманччӗ. Премьерӑра пӗрремӗш хут тӗл пултӑмӑр. Эпӗ 2008 ҫултанпа По Пандӑна калаҫтарма пулӑшнине пӗлсен Хоффман «Вау!» терӗ те ҫывӑх юлташла манӑн галстука пырса тӳрлетрӗ. Паллах, ку актерсемпе хутшӑнни маншӑн - пысӑк чыс. Джек Блэк, эпӗ унӑн сассине вырӑсла куҫаратӑп, мультфильмӑн виҫӗ пайне те эпӗ «калаҫтарнине» пӗлсен питӗ тӗлӗнчӗ. Ытти ҫӗршывра дубляж актерӗсене тӑтӑшах улӑштараҫҫӗ-мӗн.

- Премьера хыҫҫӑн мӗнле шухӑшсем ҫуралчӗҫ?

- Йӗркелӳҫӗсем кашни саманта, вак-тӗвеке шута илни тӳрех курӑнчӗ. Полицейскисем кинотеатр патне пыракан тӗп ҫула хупса хучӗҫ. Пире куракансен хушшипе хӗрлӗ джипсемпе илсе ҫитерчӗҫ. Паллах, Америкӑна ахаль турист пек те кайса курма пулать. Анчах та ҫӑлтӑр ҫулӗпе ҫӑлтӑрсемпе пӗрле утасси маншӑн - пысӑк чыс. Ӗҫтешӗмсем те ман вырӑнта пулнӑ тӑк питӗ савӑнӗччӗҫ. «Мистер, ҫаврӑнӑр-ха, йӑл кулӑр...» - ҫак сӑмахсене Дастин Хоффмана мар, Джек Блэка та мар, шӑпах мана каланине илтме мӗн тери кӑмӑллӑ! Ҫапах та Голливуд пирки «открытка ҫинчи идеал шайӗнчи ӳкерчӗк» темӗттӗм. Паллӑ ҫынсен чаплӑ ҫурчӗсем ҫумӗнчех ҫапкаланчӑксем пурӑнаҫҫӗ. Паллах, йӑлтӑр-ялтӑр, ун ҫумӗнчех - юхӑнчӑк, чухӑнлӑх... Чӑн та, Викӑпа иксӗмӗршӗн кӑмӑллӑ самантсем ытларах пулчӗҫ.

- Темшӗн эсир туй кӗрлеттерме васкамарӑр - Сочире паллашнӑ хыҫҫӑн Мендельсон вальсӗ тӑватӑ ҫултан кӑна янӑрарӗ.

- Ун чухне эпӗ, «Утомленные солнцем» КВН ушкӑнӗн капитанӗ, вӗҫӗмсӗр гастрольсенчеччӗ. Эпӗ Сочире пурӑннӑ, Вика - Краснодарта, ашшӗ-амӑшӗ патӗнче. Эпир уйӑхра пӗрре тӗл пулнӑ тен. Пӗррехинче чӑтаймарӑм: «Атя пӗрле пурӑнса пӑхатпӑр», - терӗм. Вика Сочи хулине куҫса пычӗ. Чӑн та, кӗҫех ӑна унта та пӗччен пӑрахса хӑвартӑм эпӗ - Гарик Мартиросян ТНТ канала «Наша Russia» проекта чӗнчӗ. Ку мана кӗсьене хулӑнлатма та май пачӗ. Ҫапла вара Викӑна Мускава пушӑ ҫӗре илсе пымарӑм.

- Туя ҫапах та Сочире ирттертӗр-и?

- Паллах! Пирӗн пӗтӗм тӑван унта вӗт! 07.07.07 цифрӑна ӑнсӑртран суйламан - Вика ҫуралнӑ ҫав кун. «Ҫиччӗсем», «саккӑрсем» каярахпа модӑна кӗчӗҫ. Эпир вара пӗрремӗш пулнӑ. Пирӗн ача час ҫуралмарӗ. Пӗрлешнӗренпе ҫичӗ ҫултан кӑна аслӑ хӗр пӗрчи Эстелла кун ҫути курчӗ, каярахпа иккӗмӗшне аист илсе килчӗ. Иккӗшӗн ҫуралнӑ кунӗсене хушсан каллех ҫиччӗ пулать. Голливудри манӑн пӗрремӗш премьера та ҫиччӗпех ҫыхӑннӑ - кӑрлачӑн 16-мӗшӗ. Хушсан ҫиччӗ пулать. Пирӗн ҫемьешӗн питӗ телейлӗ цифра ку. Ҫиччӗ пирӗн ҫемьене телей кӳрет.

- Эсир кӑмӑллӑ лару-тӑрура паллашнине пӗлетӗп.

- Эпир Краснодарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 2003 ҫулта паллашрӑмӑр. Виктория «ҫӗнтерӳ» пулнине пӗлтерни ҫитмен, хуняҫа та Виктор ятлӑ манӑн. Апла - икӗ хут Ҫӗнтерӳ! Маншӑн чӑнласах телейлӗ пулчӗ ҫав ҫул. Пирӗн команда КВН Аслӑ лигинче ҫӗнтерчӗ.

- Викӑна Мускавра пушӑ вырӑнта кӗтсе илмен терӗр...

- Мир проспектӗнче пӗр пӳлӗмлӗ хваттер тара илтӗмӗр те майӗпен ӑна юлташсемпе, япалапа тултарма пуҫларӑмӑр. МКАД тулашӗнче пурӑнма питӗ йывӑр пулӗччӗ - иксӗмӗр те ҫынна хӑнӑхнӑ. Кунта вара - центр, ҫын хушшинче...

- Сирӗнне регистраци тӑтӑшах тӗрӗслетчӗҫ-и?

- Пӗртен-пӗрре. Йӗркепе килӗшӳллӗн малтан хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан манӑн паспорта аллисенче ҫавӑрттаркаларӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна хӑйсен манпа сӑн ӳкерӗнес килнине каларӗҫ. Вҫе, милици-полици таврашӗпе урӑх ҫыхланман.

- Виктория, эсир Галустян мӑшӑрӗ пулнине ҫынсене тӳрех калатӑр-и?

- Хама паллӑ ҫыннӑн мӑшӑрӗ пек кӑна пӗрре те туяс килмест. Ҫынсем ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн хӑйсене урӑхларах тыткалани те вӗчӗрхентерет кӑна. Йӑпӑлтатма, сӑмах шырама пуҫлаҫҫӗ. Тин кӑна эпӗ вӗсене пачах та кӑсӑклантармастӑмччӗ, Галустян арӑмӗ пулнине пӗлсен вара, мӗнле каламалла та, мана хак пама пуҫлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та упӑшка пирки май пур таран калаҫмастӑп. Анчах сӑмах хӑех темшӗн ун патне ҫаврӑнса ҫитет. Пӗри унӑн шӳтне аса илет, тепри - кӑларӑмне...

- Хӑна йышӑнма юрататӑр-и?

- Пирӗн алӑк яланах уҫӑ. Кӗтмен хӑнасене кӑна кӑмӑлласах каймастӑп. Викӑпа иксӗмӗр те - кӑнтӑр енчен, хӑнана сӑйлама юрататпӑр, ҫавӑнпа пирӗн сӗтел тулли пулмалла. Хӑнана пижамӑпа мар, капӑрланса кӗтсе илмелле пирӗн. Какая шашлӑк валли маринадласа, сивӗтмӗше эрех хурса ӗлкӗрмелле. Маларах калаҫса татӑлсан пирӗн патра яланах питӗ пысӑк та хаваслӑ ушкӑн пуҫтарӑнать. Эпӗ ытларах килте канма юрататӑп, ресторанра мар. Ачасене те килтех килӗшерех парать, кунта вӗсем темӗн те хӑтланма пултараҫҫӗ, никам та чалӑшшӑн пӑхакан ҫук. Вика, тен, урӑхларах шухӑшлать, ҫапах та ун ҫине ӗҫ ытларах тиенет-ҫке. Анчах та пирӗн ҫавӑн пек юлташсем - вӗсем сӗтел хатӗрлеме те, савӑт-сапа пуҫтарма та пулӑшаҫҫӗ.

- Эсир хӑвӑр та аван хатӗрлетӗр пулӗ-ха, аҫӑр повар вӗт.

- Телее, аттен тепӗр ывӑл та пур, Давид. Тутлӑ апат-ҫимҫӗпе ҫыхӑннӑ пултарулӑх йӑлтах ӑна куҫнӑ. Эпӗ, йышӑнатӑп, хам пурнӑҫра нихӑҫан та апат хатӗрлесе курман, пӗлместӗп те.

- Эсир вара аннӗртен, врачран, тӗслӗх илнӗ - медицина училищинчен вӗренсе тухнӑ. Виктория, фельдшер ҫемьерех пурри аван-тӑр...

- Кулӑшла тӗслӗх аса килчӗ... Пӗррехинче хытах чирлерӗм, ниепле те сывалса пӗтейместӗп. Миша тарӑхрӗ те мана хӑй сиплессине каларӗ. Хайхи темӗнле пысӑк таблетка илсе килчӗ, ӑна мана ӗҫме хушрӗ. Эпӗ, вӑйсӑрлансах ҫитнӗскер, ӑна-кӑна пӑхса тӑмарӑм. Анчах та эмеле ниепле те ҫӑтса антарса яраймастӑп. Тем чӑшлать манӑн ҫӑварта... Миша тарӑхать: «Эмел те ӗҫейместӗн-и?!» - тет. Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулчӗ - ку таблеткӑна малтан шывра ирӗлтермелле пулнӑ-мӗн... Анчах та кун пекки пӗрре кӑна пулнӑ. Миша темӗн тума та пӗлет. Сурансене те хӑех ҫыхать. Пӗр япала кӑна ҫитмест пире. Мишӑн ялан е ӳкерӗнме каймалла, е гастрольсем, вӑт килте ытларах пулсанччӗ...

- Эсир ачӑрсене тӗлӗнмелле ятсем панӑ: Эстелла, Элина... Кам суйланӑ?

Виктория: Эпир пӗрремӗш ачана питӗ вӑрах кӗтрӗмӗр. Ҫавӑнпа та ӑна хӑйне евӗр ят парас килчӗ. Иккӗмӗш те хӗр пулассине пӗлсен пӗр евӗртерех янӑракан ят шырарӑмӑр. Манӑн пӗлӗшсен хушшинче Элина ятлисем пур, пурте пӗр пекрех вӗсем: ҫепӗҫ, туйӑмлӑ, ҫав вӑхӑтрах характерлӑ. Вӑт пирӗн те кӗҫӗнни хӑйне кӳрентерме памасть, кирек мӗнле ыйтупа та хӑйӗн шухӑшне палӑртать.

Михаил: Ачасен ячӗсене вӗсем амӑшӗн варӗнче выртнӑ чухне суйланӑ та эпӗ пуринпе те килӗшеттӗм. Пысӑк хырӑмлӑ хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлеме пултарать /кулать/.

- Тӗне кӗртнӗ-и ачӑрсене?

- Аслин хресна ашшӗ - кинокомпани енӗпе манӑн партнер Армен Аманикян. Кӗҫӗннин хальлӗхе хресна ашшӗ-амӑшӗ ҫук-ха.

Виктория: Хӑй вара кӑсӑкланать те ӗнтӗ - мӗншӗн Эстеллӑн пур вӗсем, унӑн вара - ҫук? Эпир Мишӑпа кӑштах ӑслӑлантӑмӑр курӑнать - мӗншӗн пирӗн ачасемшӗн татса памалла? Эпир Элинӑна сӑнама пуҫларӑмӑр - кам патне ытларах туртӑнать вӑл? Ку тӗслӗхре тӗрӗс тунӑ пек туйӑнать, каларӑм ӗнтӗ, Элина - хӑйӗн шухӑшне палӑртма хӑнӑхнӑ. Пулас хресна ашшӗ-амӑшне те хӑех суйлать пулӗ тетпӗр.

- Ачӑрсене мӗнле воспитани паратӑр?

- Эстеллӑна шкула васкаса ямӑпӑр. Тӗрӗссипе, хӑшне ярассине палӑртман-ха та. Ача садӗнче вӑл акӑлчанла вӗренет, пианино калама хӑнӑхать, художество студине ҫӳрет. Гимнастикӑпа, конькипе ярӑнассипе аппаланать.

- Конькие ашшӗне кура суйланӑ-и?

- Пӑр ҫинче эрешсем туса ярӑнасси - чӑнкӑ! Викӑпа иксӗмӗрӗн ҫакӑн пек май пулманнишӗн шеллетӗп эпӗ. Кун пек ачасем тӑтӑш чирлеменнине, вӗсен иммунитечӗ ҫирӗпреххине сӑнарӑмӑр эпир. Ҫавӑнпа Эстеллӑна та пӑр ҫине илсе килтӗм. Сӑмах май, Викӑна та коньки ҫине тӑратрӑм, ку таранччен ярӑнманччӗ вӑл.

- Эсир пӗр вӗҫӗмсӗр мӗне те пулин вӗренетӗр. Нумаях пулмасть юрист дипломне илтӗр. Виктория психологи факультетӗнчен вӗренсе тухрӗ. Мӗн тума кирлӗ сире ку?

- Манӑн хамӑн кинокомпани пулнипе тӗрлӗ килӗшӳпе, контрактпа ӗҫлеме тивет. Саккун капла та кӑсӑклӑ маншӑн. Право патшалӑхӗнче пурӑнса вӗсене пӗлменни тӗлӗнтерет те. Маларах вара эпӗ Сочире туризм тата курорт ӗҫӗ пирки диплом ҫырнӑччӗ. Совет Союзӗн историне тишкернӗччӗ - космоса пӗрремӗш хут вӗҫнинчен пуҫласа перестройка таранччен. Аудиторие телекамерӑллӑ ҫынсем кӗнинчен тӗлӗннӗччӗ. Кайран ӑнлантӑм - вӗсем Галустян шӳтлеме пуҫласса кӗтнӗ-мӗн. Анчах ман пуҫра шӳт шухӑшӗ марччӗ...

Вика вара экономика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ӗҫлеме пуҫласан ку хӑйне пачах та кӑсӑклантарманнине туйса илнӗ. Пӗр вӑхӑт кил хуҫи рольне виҫсе пӑхнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ курсра ӑс пухнӑ: актер ӑсталӑхӗ, диджей. Анчах та пӗр ӗҫӗпе те аппаланма ирӗк памарӑм. Каярахпа хӑйне мӗн кирлине ӑнланса илчӗ. Унӑн ҫӗнӗ профессийӗ ҫемьене те ырӑ витӗм кӳрет. Малтанах эпӗ мӗн те пулин хӗрсе кайса каласан пирӗн килте тавлашу тухатчӗ. Халӗ манӑн сӑмахсене урӑхларах йышӑнать, эпӗ те вӑл мӗн каланине тӑнлакан пултӑм.

- Психолог арӑм - лайӑх апла. Михаил, сире шӑпа парне хыҫҫӑн парне кӳрет курӑнать...

- Питӗ ансат - енчен те темӗн мана хирӗҫле пырать тӗк эпӗ пуҫпа стенана ҫапмастӑп, пурнӑҫа урӑхларах хаклама тӑрӑшатӑп: лару-тӑрӑва кура. Хампа мӗн пулса иртнине шӑпа парни вырӑнне йышӑнма тӑрӑшатӑп. Ҫав ҫул чӑнах та питӗ ӑнӑҫлӑ пулчӗ - Викӑпа паллашрӑм, КВНра выляса илтӗмӗр. Анчах та ҫулталӑкранах хӑрушӑ аварие ҫаклантӑм, икӗ ура та хуҫӑлчӗ. Анчах та ун чухне те аптраса ӳкмерӗм. Ку ҫӳлтен паллӑ панӑн туйӑнчӗ - ытла хытӑ ан сик.

- Халӗ вара ӑҫталла сикетӗр?

- Эрменсен пысӑк ҫемье пуянлӑх шутланать. Шел те, хамӑн тымарсене пӗлсех каймастӑп. Ҫӗр ҫул каялла Турцире эрмен халӑхне хирӗҫле хӑрушӑ геноцид пулнӑ, ҫавна пула пирӗн нумайӑшӗн йӑх йывӑҫҫи ҫухалнӑ. Мӑн асаттерен пуҫласа хамӑн историе ҫапах та пӗлетӗп. Асаттен вуникӗ шӑллӗ-пиччӗшӗ тата виҫӗ аппӑшӗ-йӑмӑкӗ пулнӑ. Асаннен, унӑн хушамачӗ Саулян пулнӑ, йӑхӗ вӑрӑм ӗмӗрпе палӑрнӑ. Пирӗн юн питӗ лайӑх! Атте-анне пирӗн пата тӑтӑшах килеҫҫӗ. Ачасене кашни ҫуллах вӗсем патне ӑсататпӑр - Сочие е Краснодара. Ну, Викӑпа иксӗмӗр вӗсем тинӗс хӗрринче шампӑлтатнӑ май йыш хушма тӑрӑшӑпӑр, Эстеллӑпа Элина шӑллӗне е тепӗр йӑмӑкне хирӗҫ пулас ҫук пек туйӑнать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех