Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав пӗччен ракушкӑсене хӗрачасем ҫип ҫине тирсе мӑй шӑрҫисем вырӑнне ҫакса ҫӳреме юратнӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Марья Ивановна хӑйӗн пулас кунҫулӗ ҫавӑнта кайса килнинчен килет тесе, вӑл, хӑй чӑн ӗҫшӗн хӗн курса вилнӗ ҫыннӑн хӗрӗ пулнӑ мӑй, вӑйлӑ ҫынсенчен хӳтӗлӗхпе пулӑшу шырама каясшӑн пулни ҫинчен пӗлтернӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Часах ӗнтӗ мӑй ҫине амулетсем ҫакма, кабинӑна хура кушаксем лартса кайма пуҫлатӑр пулӗ.Скоро будете на шею амулеты вешать и черных кошек в кабину брать.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ывӑнса ҫитнӗ, мӑй таранах ӗҫсем айне пулнӑ ҫынсем ӑна итлерӗҫ, тӗлӗнчӗҫ, хӗрхенчӗҫ те, ним калама пӗлмесӗр аллисене ик еннелле сарса тӑчӗҫ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫӑлӑнмалли мӑй шырать.
Тӗрмери фельдшер // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Праҫник кунӗсенче пирен, Ефим Степаныч, унсӑрӑн та ӗҫ мӑй таранах, — сӑмах чӗнчӗ пӗри.– У нас по праздникам, Ефим Степаныч, без того хлопот много, – откликнулась одна.
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
Ку куҫҫуль мана мӑй таран йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Ҫавӑнтан ҫӳлелле те, аялалла та шыв пырса тивмен вырӑн сарӑлса выртать, ҫӳлтен вӑл вырӑн ҫамка ҫинелле хӑпарать, аял хӗрринче хура ярӑм пек мӑй тавра ҫаврӑнать.А ниже и выше начиналась темная полоса неорошенной почвы, которая захватила шею и спереди и сзади.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ку сферӑра пирӗн проблемӑсем - мӑй таран, тен, нумайрах та.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
8. Эсир ӗнтӗ мӑй таран тӑраннӑ, пуйса ҫитнӗ, пирӗнсӗрех патшана ларнӑ.8. Вы уже пресытились, вы уже обогатились, вы стали царствовать без нас.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ваалсене пуҫҫапса пурӑннӑ кунсемшӗн Эпӗ ӑна хӗн кӑтартӑп, вӑл вӗсен умӗнче тӗтӗретчӗ, хӑлха ҫаккипе, мӑй ҫыххипе чиперленсе еркӗнӗсем хыҫҫӑн ҫӳретчӗ, Мана вара манса кайрӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ чурӑс пулнине, мӑй шӑнӑрӗсем санӑн тимӗр иккенне, ҫамку пӑхӑр иккенне Эпӗ пӗлнӗ; 5. ҫавӑнпа та мӗн пуласси ҫинчен Эпӗ сана чылай малтан пӗлтерсе тӑтӑм, эсӗ: «манӑн йӗрӗхӗм турӗ ҫакна, ман йӗрӗхӗм — кӗлетке, йӑваласа тунӑ кӳлепе — ҫакӑн пек тума хушрӗ» теесрен ҫапла турӑм.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Акӑ Ҫӳлхуҫа аякран килет, Унӑн ҫилли хыпса ҫунать, ҫулӑмӗ хӑватлӑ, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче — тарӑху, Унӑн чӗлхи — тӗппипе пӗтерекен вут-ҫулӑм, 28. Вӑл сывлани вара — халӑхсене вилӗм алипе алламашкӑн сарӑлса пынӑҫемӗн мӑй таран хӑпаракан шыв пек; вӑл — халӑхсене йӑнӑш ҫул ҫине илсе каякан ҫӑварлӑх пек.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа мана тата каларӗ, акӑ мӗн терӗ: 6. ҫак халӑх лӑпкӑ юхакан Силоам шывне хисепе хуманшӑн, Рецина тата Ремалия ывӑлне хапӑл тунӑшӑн 7. Ҫӳлхуҫа ун ҫине кӗрлевлӗ кӑра шыв — мухтавлӑ Ассири патшине — кӗртсе ярӗ; шывӗ пур юппине те капланса тулӗ, пӗтӗм ҫыранӗнчен тухса ейӳленӗ; 8. Иудея тӑрӑх сарӑлӗ, ӑна путарӗ, хӑпарса кайса мӑй таран тулӗ; ейӳленсе, Санӑн ҫӗрӳ хӗрринех ҫитӗ вӑл, Еммануил!
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18-22. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа ура суллисене, — хитре вӑчӑрасене, — тата хӗвел евӗрлӗ, уйӑх евӗрлӗ эрешсене, хӑлха алкисене, мӑй ҫыххисене, варкӑшлӑхсене, пуҫ ҫыххисене, алӑ суллисене, пиҫиххисене, ырӑ шӑршӑ тытакан кӗленчесене, тухату ҫаккисене, ҫӗрӗсемпе сӑмса ункисене, ҫиелтен тата аялтан тӑхӑнмалли тумтирсене, тутӑрсене, енчӗксене, тӗкӗрсене, ҫӳхе юпӑнчӑсене тата вителӗксене туртса илӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ах, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм, манӑн чӗреме тыткӑнларӑн! пӗрре пӑхнипех, пӗр мӑй ҫыххипех манӑн чӗреме тыткӑнларӑн.
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл тӳпере тухӑҫ ҫилӗ хускатнӑ, Хӑйӗн хӑвачӗпе кӑнтӑр ҫилӗ илсе килнӗ, 27. вӗсем ҫине, тусан хупӑрласа килнӗ пек, аш ҫутарнӑ, тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ вӗҫен кайӑк антарнӑ: 28. ҫавна вӗсен тапӑрнех, вӗсен килӗсем ҫывӑхнех ӳкернӗ, 29. вӗсем вара мӑй таран ҫинӗ, тӑранмаллипех тӑраннӑ; вӗсене хӑйсем ӗмӗтленнине панӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Гимнастика хыҫҫӑн хӑвӑр тӗллӗн мӑй, хулпуҫҫисен мышцисене тӗрлӗ еннелле шӑлса, лутӑркаса массаж тусан лайӑх.
Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Туйсене чӑнах та питӗ хаваслӑ ирттерчӗҫ: туйччен те, туй хыҫҫӑн та вечерсем нумай пулчӗҫ, качча тухакан хӗре юлташӗсем кӗтмен япаласем нумай илсе пачӗҫ; запас тытмалли фондран хӗре парне туса парнелерӗҫ; анчах кунта та каллех Вера Павловнӑн вӑй хумалла, — паллах, ӗҫ мӑй таранах!
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Капла хӗрелме сана флотра е заводра вӗрентнӗ: пит-куҫ таран ҫеҫ мар, пӗтӗм мӑй таран хӗрелтӗн?— Это тебя во флоте или на заводе научили так краснеть: не то чтобы одним лицом, но и всей шеей?
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.