Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ис 3

Пай: Библи –> Исаия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 10:12

Пуплевӗш: 17; Сӑмах: 352

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1-3. Часах акӑ Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, Иерусалимран тата Иудӑран туйине, тӗрекне туртса илӗ, ҫимелли ҫӑкӑрне, ӗҫмелли шывне, паттӑр ҫулпуҫӗпе ҫар ҫыннине, тӳрипе пророкне, витӗркурана, аслӑ ҫынна, алпӳне, пуҫлӑхне, канашҫине, ӑслӑ ӳнерҫине, ӑста вӗрӳҫине туртса илӗ. 4. Яш ачасене вӗсен пуҫлӑхӗсем тӑвӑп, вӗсемпе ӗнтӗ ача-пӑча хуҫаланӗ. 5. Ӗнтӗ халӑх хушшинче пӗри теприне, кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хӗсӗрлеме пуҫлӗ; намӑса пӗлмен яш ача ваттинчен, ниме тӑман этем аслӑ ҫынран аслӑрах пулса тӑрӗ.

6. Вара этем хӑйӗн тӑванне ярса тытӗ те: «аҫун килӗнче санӑн тум пур — апла пирӗн ҫулпуҫ пулсамччӗ, ҫак ишӗлчӗксем санӑн аллунта пулччӑр» тейӗ. 7. Лешӗ вара тупа тусах калӗ: «халӑх суранне сыватаймӑп эпӗ; манӑн килӗмре ҫӑкӑр та, тумтир те ҫук: мана халӑх ҫулпуҫӗ ан тусамӑр» тейӗ.

8. Иерусалим ҫапла арканӗ, Иуда ҫапла тӗп пулӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен сӑмахӗ те, ӗҫӗ-хӗлӗ те — Ҫӳлхуҫана хирӗҫ; Унӑн мухтавлӑхӗшӗн йӗрӗнмелле япала ку. 9. Вӗсем мӗнлереххи вӗсен пичӗ-куҫӗнченех курӑнать, хӑйсен ҫылӑхӗсене вӗсем уҫҫӑнах, Содом ҫыннисем пекех, каласа параҫҫӗ, пытарса тӑмаҫҫӗ: вӗсен чунне хуйхӑ ҫитӗ! вӗсем хӑйсене хӑйсемех усал тӑваҫҫӗ. 10. Калӑр тӳрӗ ҫынна — ӑна ырӑлӑх пулӗ: хӑй ӗҫӗсемшӗн вӑл ырӑ курӗ; 11. йӗркесӗр ҫынна вара хуйхӑ ҫитӗ: алли ӗҫӗсемшӗн тавӑру килӗ. 12. Манӑн халӑхӑма хӗсӗрлекенсем — ачасем, унӑн хуҫисем вара — хӗрарӑмсем. Халӑхӑм! ҫулпуҫусем сана ҫулран пӑрса ячӗҫ, тӗрӗс мар сукмакпа илсе кайрӗҫ.

13. Ҫӳлхуҫа сут тума ҫӗкленчӗ — халӑхсене сут тумашкӑн тӑрать. 14. Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе, ҫулпуҫӗсемпе сутлашать: эсир иҫӗм пахчине пушатса хӑвартӑр; сирӗн килӗрсенче — чухӑна ҫаратса пухнӑ тупра; 15. Манӑн халӑхӑма мӗн-ма хӗсӗрлетӗр эсир, чухӑнсене мӗн-ма пусмӑрлатӑр? тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа.

16. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Сион хӗрӗсем мӑнкӑмӑллӑ пулнӑшӑн, пуҫне каҫӑртса, куҫӗпе илӗртсе ҫӳренӗшӗн, мӑнаҫлӑ утнӑшӑн, уринчи вӑчӑрисене чӑнкӑртаттарса пынӑшӑн 17. Ҫӳлхуҫа акӑ Сион хӗрӗсен лӗпкине ҫап-ҫара тӑратса хӑварӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсенӗн ҫамкине те ҫаралатӗ.

18-22. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа ура суллисене, — хитре вӑчӑрасене, — тата хӗвел евӗрлӗ, уйӑх евӗрлӗ эрешсене, хӑлха алкисене, мӑй ҫыххисене, варкӑшлӑхсене, пуҫ ҫыххисене, алӑ суллисене, пиҫиххисене, ырӑ шӑршӑ тытакан кӗленчесене, тухату ҫаккисене, ҫӗрӗсемпе сӑмса ункисене, ҫиелтен тата аялтан тӑхӑнмалли тумтирсене, тутӑрсене, енчӗксене, тӗкӗрсене, ҫӳхе юпӑнчӑсене тата вителӗксене туртса илӗ.

23. Вара ырӑ шӑршӑ вырӑнне усал шӑршӑ пулӗ, пиҫиххи вырӑнне — кантра, кӑтралатнӑ ҫӳҫ вырӑнне — кукша, сарлака юпӑнчӑ вырӑнне — ансӑр шӑлапир тум, илем вырӑнне кӗлеме пулӗ.

24. Арҫыннусем хӗҫпе пӗтӗҫ, паттӑрусем вӑрҫӑра пӗтӗҫ. 25. Ӗнтӗ тӗп хула хапхи ахлатӗ, макӑрӗ, хули ҫӗр ҫинче пуш-пушӑ ларса юлӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех