Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ӑна качча тух! Вӗсем лайӑх пурӑнаҫҫӗ!» тет, — илтрӗ вӑл хӗр ӗсӗклесе макӑрнӑ хушӑра.«Выходи за него! Они живут справно!» — услышал он в перерывах между рыданиями.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун алли чӑнах та чӗтрет иккен, валак пек пӗтӗрнӗ хаҫат татки ҫинчен шултран вакланӑ килти табак ҫӗре тӑкӑнать, пичӗ хӑйӗн макӑрнӑ чухнехи пек пӗркеленнӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Эсӗ, Макарушка, каллех ман ҫӑвара питӗретӗн апла? — макӑрнӑ пек сасӑпа каларӗ Ҫӑрттан мучи.— Опять ты, Макарушка, глотку мне затыкаешь? — плачущим голосом возопил дед Щукарь.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ыйтнӑ та, макӑрнӑ та ан пултӑр!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анне те ҫакна пӗлнӗ пулӗ тетӗп, анчах макӑрнӑ чух вӑл ун пирки ним те шарламарӗ, ҫапла пӳрнӗ пулӗ тесе шутларӗ пулас.Думаю, что известно, но она ничего не сказала, только плакала, — видимо, считала, что так и следует.
XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Вӑл, хӗн-асап курнӑскер, йӗплӗ пуҫкӑшӑл тӑхӑннӑ, юнлӑ куҫҫулӗпе макӑрнӑ…Он, страдалец, терновый венок надел и плакал кровяными слезами…
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мӑн сухаллӑ, кӑвак куҫлӑ ҫын ҫӗр ҫумӗнчен хӑпартланса тӑнӑ та, пӗтӗмпе чӗтрекелесе, каллех макӑрнӑ пек сасӑпа калама тапратнӑ:
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Вӑл, юнланса пӗтнӗ сулахай аллине сылтӑммипе тытса, макӑрнӑ та ҫапла каланӑ:Она плакала и, поддерживая правой рукой окровавленную левую, говорила:
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Гаврила, темӗнле, макӑрнӑ пек кулма пуҫларӗ.Гаврила начал как-то странно смеяться смехом, похожим на рыдание.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Санӑн ҫӗр ҫырли йӑранӗ патӗнче! — сасартӑк макӑрнӑ пек сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ Семушкин.— У грядки с твоей клубникой «виктория»! — вдруг плачущим голосом закричал Семушкин.
18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халӗ вӑл, пӗркун паркра ӑнсӑртран хурланса, вӗри куҫҫулӗпе макӑрнӑ пек мар, пӗр хавассӑр, сивӗ куҫҫульне юхтарса йӗчӗ; кӗрхи сивӗ ҫумӑр ҫапла хире ним шеллемесӗр ислентерет.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Арҫын хӑйӗн тивӗҫӗпе чысне пӗтернӗшӗн пӗрре ҫеҫ мар тертленнӗ вӑл, ют хӗрарӑм ирсӗр пурнӑҫа лекнӗшен макӑрнӑ, анчах чаплӑ ҫынсен ушкӑнӗнче хӑранипе, ҫакӑн пирки, шарламан.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пӗлетӗр-и мӗн, — хӑвӑрттӑн малалла калаҫрӗ вӑл, — эхер те эсир виҫӗмкун эпӗ юрланӑ хыҫҫӑн мана хӑвӑрӑн ҫав «ах!» тенӗ сӑмахӑра каламан пулсан, эпӗ ҫӗрле ҫывӑрайман пулӑттӑм, тен, макӑрнӑ та пулаттӑм.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Килес пулсан, унпа иксӗмӗр ыталанса тӑраничченех макӑрнӑ пулӑттӑмӑр!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем вара иккӗшӗ те пӑлханнӑ, макӑрнӑ, ҫутӑ ӑс-тӑн ҫулӗпе малалла кайма пӗр-пӗрине тупа тунӑ.Оба волновались, плакали, давали друг другу торжественные обещания идти разумною и светлою дорогою.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑрланине сиссен, мӗнле макӑрнӑ та кӑшкӑрнӑ пулӗччӗ вӑл!Можно себе представить, какие вопли поднял бы он, обнаружив покражу!
XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫыруне вара йӗпетсе пӗтернӗччӗ, мӗскӗн Кирка ҫыру ҫырнӑ чухне макӑрнӑ ӗнтӗ, вӑрҫӑ пуҫланнӑран вара вӑл пайтах айванланнине пӗле-тӑркачӑ чунтан-вартан хӗрхентӗм ӑна эпӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑй шурса кайнӑ, макӑрнӑ курӑнать.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Аэродром варринче халӗ те ним чӗнмесӗр тӑракан ҫынсем каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те ҫакна асӑрхарӗҫ: носилка ҫинчи аманнӑ лётчик, ӗсӗклесе макӑрнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Карлӑкран тытса, сулкаланса, йынӑшса, вӑл крыльца ҫинчен аннӑ та сывлӑмлӑ йӗпе курӑк ҫине ӳкнӗ, вара, кӑнтӑрлахи ӑшша халь те тытса тӑракан ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса, чӗнсемпе туртса ҫыхнӑ урисем тӳсме ҫук ыратнипе ӗсӗклесе макӑрнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950