Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрнӑ (тĕпĕ: макӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ, вӗсем виле пытарнӑ чухнехилле йӗрнӗ чух, татӑлса макӑрнӑ чух, мӗнпе ылмаштармалла ман вӑл хурлӑхлӑ кӗвӗсене?

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Каҫартӑн-им эсӗ мана, Петя? — макӑрнӑ Лидия Алексеевна.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Зоя аллинчи сӗрме купӑс урайне ӳкнӗ, макӑрнӑ пек йынӑшса илнӗ те саланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Юрӑ ҫаплах шӑраннӑ, ассӑн сывланӑ, макӑрнӑ, кулнӑ…

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Сӗрме купӑс, хӑйӗн юратнӑ хуҫипе каллех тӗл пулнӑшӑн савӑннӑ евӗр, макӑрнӑ та кулнӑ; Петр Петровичӑн пӗртен-пӗр куҫӗнчен шултра куҫҫуль тумламӗсем шӑпӑртатнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ун пек чухне Зоя унӑн хӗлӗхӗсене пӳрнепе тӗртӗнкелесе пӑхнӑ, хӗлӗхӗсем вара макӑрнӑ та, кулнӑ та…

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫӗнтерӳ кунне клуб патне пухӑннӑ халӑх умӗнче вӑл сӑмах калама хӑтланнӑ, анчах нимӗн те калайман: ҫынсем пӗрне-пӗри ыталанӑ, макӑрнӑ, савӑннӑ, кулнӑ…

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫырусем илнӗ, ҫырусем ҫырнӑ, макӑрнӑ, савӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ашшӗпе амӑшӗ макӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Зина макӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпӗ макӑрма шутламан та, анчах ӑна, хӑй макӑрнӑран, пӗтӗм тӗнче макӑрнӑ пек туйӑннӑ пуль.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Старик макӑрнӑ пулас…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тӳс пӑртак, халех шыв илсе пыратӑп! — кӑшкӑрать Актай, пӑру макӑрнӑ еннелле ҫаврӑнса…

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗрачи макӑрнӑ сасӑ хӑлхине пырса кӗрсен, кӑмӑлӗ пӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑлхине ача макӑрнӑ сасӑ пырса кӗчӗ те, чӗри кӑртах турӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑлӑха юлнӑ ял ҫийӗн тата виҫӗ кун илтӗнчӗ макӑрнӑ, ахлатнӑ сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Моряксем хӗпӗртенипе макӑрнӑ.

Моряки плакали от радости.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Картишӗнчи сурӑхсем те хурлӑхлӑн макӑрнӑ пек илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хам та ҫамрӑк чухне Елюкпа Нарспи пекех татӑлса макӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

— Пӗлетӗн и эсӗ, тусӑм, тепӗр чух ҫын куҫҫулӗ витӗрех, макӑрнӑ вӑхӑтрах кулать!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех