Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мересьев: ку асӑрханакан капитан «хӗвел айне» кӗрет, кайран, хӗвел ҫуттинче курӑнми пулса, тӑшман патне ҫывӑхах тухса, ӑна сасартӑк тапӑнасшӑн пулмалла, тесе шутларӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӗрешӗве хатӗрленнӗ 1931—1941 ҫулсенче парти питӗ шала пытаннӑ, вӑл нимӗҫ полицине ҫеҫ мар, массӑсене те курӑнми пулса тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пытарма каякан процесси малалла иртсе курӑнми пулчӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Темиҫе самант хушши вӗсем сывлӑшра юнашарах, пӗрин хыҫӗнче тепри, пӗр-пӗринчен куҫа курӑнми ҫиппе кӑкарӑннӑ пек ҫакӑнса тӑнӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вуникӗ нимӗҫ бомбардировщикӗ аэродром айккипе умлӑн-хыҫлӑн вӗҫсе иртрӗҫ те тӳпери хӗвел ҫуттинче курӑнми пулчӗҫ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самолёта пӑр ҫинчен хӑпартсанах, Дегтяренко ӑсатма пухӑннӑ ҫынсем ҫийӗпе вӗҫсе иртрӗ, вара питӗ асӑрханса, самолёт йӗлтӗрӗсемпе пӑра перӗнес пекех аялтан вӗҫсе, ҫӳлӗ ҫыран хӳттипе кӳлӗ тӑрӑх кайрӗ те вӑрманлӑ утрав хыҫӗнче курӑнми пулчӗ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара ӑна карчӑк та, Варя та, сӗтел ҫинче пӑсланса ларакан яшка та — куҫҫулӗ витӗр йӑлтах курӑнми пулчӗҫ; ватӑ ҫыннӑн хаяр куҫӗсем ун ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр хӗрхенсе пӑхрӗҫ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗн те курӑнми пулчӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Труба ҫак ҫуртӑн пӗтӗм куҫа курӑнми пурнӑҫне тытса тӑнӑ.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Разведчикран тарса пӗтӗм вӑрман тӑрӑх чупса ҫӳрес вырӑнне Ваня урӑхла тунӑ: вӑл вӑрманта курӑнми пулсанах ҫӳллӗ йывӑҫ тӑррине хӑпарса кайнӑ та, шав-тавраш иртсе кайиччен ҫавӑнта ларма, унтан вара анса хӑйӗн ҫулӗпе кайма шут тытнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӗр ӑна лешӗ тӑкӑрлӑка кӗрсе курӑнми пуличченех хыҫран пӑхса юлчӗ.Девушка смотрела вслед ему до тех пор, пока он не свернул в переулок.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
Мечӗк курӑнми пулсан тин тапма пӑрахрӑмӑр.Только после того, как мяч стал неразличимым перестали его гонять.
Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/
Вӑл самантрах курӑнми пулчӗ, часах тачка илсе те килчӗ.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том часах курӑнми пулнӑ.
27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хӗвел анма пуҫласан, вӗсем йывӑҫсен вӑрӑм мӗлкисем урлӑ каҫа-каҫа килелле утрӗҫ, Кардиф тӑвӗ ҫинчи ҫӑра вӑрмана кӗрсе часах курӑнми пулчӗҫ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ачасем иккӗшӗ те ҫула тухрӗҫ, часах вӗсем тӗттӗмре курӑнми пулчӗҫ.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫур сехетрен вӑл, тӑлӑх арӑм Дуглас ҫурчӗ хыҫнелле кӗрсе кайса, Кардиф тӑвӗ тӑрринче курӑнми пулчӗ, шкул ҫурчӗ аялта, хыҫалти айлӑмра, аран ҫеҫ курӑнса ларать.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, пурте тасалчӗҫ, ҫул кукринчен пӑрӑнса курӑнми пулчӗҫ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ҫӑлтӑрсем те курӑнми пулчӗҫ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Вӑйлӑ тӑм хыҫҫӑн тин чылайӑшӗ пачах курӑнми пулать.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/