Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каяттӑм (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ сана шырама каяттӑм, — хушса хучӗ старик ҫап-ҫутӑ ҫенӗке кӗрсен.

— Я шел тебя разыскивать, — добавил старик, когда они входили в освещенные сенцы.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Никита Мальцев халех килме чӗннипе станицӑна каяттӑм — акӑ сана, Евсей ҫӗмел айӗнче выртать…

Ехал в станицу по срочному вызову Никиты Мальцева — и на тебе, Евсей лежит под копной…

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ ҫакна туяттӑм та хӑраса каяттӑм.

И я чувствовал это, и мне было страшно.

XVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хӑшпӗр чух вӑл чей мӗнле тултарнине, ӑна мӗнле лӗрплеттерсе ӗҫнине е тата урине мӗнле сулланине пӑхаттӑм та, вӑл темле усал япала тунӑ пек, ҫавӑншӑнах ӑна курайми пулса каяттӑм.

Я смотрел иногда, как она наливала чай, махала ногой или подносила ложку ко рту, шлюпала, втягивала в себя жидкость, и ненавидел ее именно за это, как за самый дурной поступок.

XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хӑш чухне ачасемпе пӗрле выльӑх кӗтме каяттӑм.

Иногда мы с ребятами отправлялись пасти буйволов.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Сасартӑк вара вӑл мӗне пӗлтернине пач манса каяттӑм, унтан аса илме тӑраттӑм — ниепле те аса илейместӗмччӗ.

И вдруг — совсем позабывала, что оно значит, потом старалась — и не могла вспомнить.

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Савӑннипе эпӗ кӑшт ҫеҫ ӑнран каяттӑм.

От этой нечаянной радости я едва не лишился чувств.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара, кашни кун тенӗ пекех, эпӗ хамӑн крепоҫрен тухса инҫетри ҫырана, тискер этемсен киммисем чарӑнма пултаракан вырӑна, каяттӑм.

И вот я стал чуть не ежедневно пробираться из своей крепости к тому далекому берегу, к которому всего вероятнее могли пристать пироги дикарей.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кӑнтӑр ҫитес умӗн эпӗ тинӗс хӗррипе хамӑн кимӗ патне каяттӑм.

Было около полудня, я шел берегом моря, направляясь к своей лодке.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тинӗс чакнӑ вӑхӑтра эпӗ карап ҫине каяттӑм, тинӗс тулма тытӑнсанах — тинӗсрен каялла тухаттӑм.

Я отплывал на корабль с наступлением отлива и плыл обратно, когда начинался прилив.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Эпӗ Клисурӑран Бяла Черквана каяттӑм.

— Я шел из Клисуры в Бяла-Черкву.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кӑштах манса каяттӑм, Каблешков валли пӗр-пӗр порошок пекки парса яр-ха, — терӗ вӑл.

— Чуть было не забыл: дай мне хинина для Каблешкова, — проговорил он.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Э, Марко бай, ыйтса пӗлме кӑштах манса каяттӑм, — сӑмах хушрӗ сасартӑк темӗн асне илнӗ тухтӑр, — каҫхине сан патна пӗр ҫамрӑк ҫын чарӑнмарӗ-и?

— Да, дядя Марко, забыл тебя спросить, — проговорил доктор, видимо что-то внезапно вспомнив, — приходил к тебе сегодня вечером один молодой человек?

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӑнах та: эрехпе сӑн-сӑпат пӗтет, вӑл сасартӑках иртме пултараймасть, ун чухне мана сӑн кӗнӗччӗ, ачаш сӑн ҫапнӑччӗ, куҫсем те ҫуталса тӑратчӗҫ; эпӗ хама та ӗлӗкхинчен урӑхла тыткалакан пултӑм, питӗ ҫепӗҫ те йӑваш калаҫма пуҫларӑм, пӗлетӗр-и, ӗҫме пӑрахнӑ хыҫҫӑн эпӗ ирсӗр ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӑм, анчах унчченхи тирпейсӗрлӗхе пула, сӑмахсене пӑтраштараттӑмччӗ, хӑш чухне мӗн каланине манса каяттӑм; ку вӑхӑт тӗлнелле эпӗ хама тыткалама та, йӗркеллӗ калаҫма та хӑнӑхса ҫитрӗм.

И точно: от вина лицо портится, и это не могло вдруг пройти, а тогда уж прошло, и цвет лица у меня стал нежный, и глаза стали яснее; и опять то, что я от прежнего обращения отвыкла, стала говорить скромно, знаете, мысли у меня скоро стали скромные, когда я перестала пить, а в словах я еще путалась и держала себя иногда в забывчивости, по прежнему неряшеству; а к этому времени я уж попривыкла и держать себя, и говорить скромнее.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах, Вера Павловна, вӑл вӑхӑтра Сашенька ман пата ҫӳретчӗ, эпӗ те ун патне каяттӑм.

Только, Вера Павловна, Сашенька бывал у меня в это время, и я его навещала.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чуптӑватчӗ вӑл манпа, вылятчӗ — хӗрарӑм хӗрарӑмах темелле, — анчах килсе тухатчӗ те ун тӗлне лӑпкӑ самант… тӗлӗнсех каяттӑм: мӗн тери лайӑх ҫын пулса тӑратчӗ вара.

Целуется она со мной и всё такое — женщина как женщина… а найдет, бывало, на нее этакий тихий стих… удивительно даже, до чего она тогда хороший человек была.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Сан вырӑнта пулсан эпӗ вӑтаннине ниҫта хураймасӑр ҫич ҫӗрминне анса каяттӑм!

Да я бы сквозь землю со стыда провалился!

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах, чӑнах, кӗҫ-вӗҫ вилсе каяттӑм.

Еще немного и я бы тоже умерла.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Бандит Федьӑпа иксӗре вӗлерме хушнине илтсен хам та вилсе каяттӑм.

Когда этот бандит приказал вас с Федей убить, я думала, что тоже умру.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Эпӗ ӑна пурӗпӗрех участока илсе каяттӑм.

— А то б я его в участок посадил.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех