Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV

Пай: Тытӑҫу

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хушнӑ: 2019.12.15 14:43

Пуплевӗш: 305; Сӑмах: 3363

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Картишӗнче ним курӑнми, пач хура каҫчӗ, ҫавна пула Ромашовӑн хӑй умӗнчи ҫула малтан суккӑр ҫын евӗр, хыпашла-хыпашла пӑхма тиврӗ. Пысӑк калуш тӑхӑннӑ урисем унӑн рахат-лукум пекех ҫӑра пылчӑк ӑшне тем тарӑнӑш ана-ана кайрӗҫ, шӑхӑрттара-шахӑрттара та нӑчӑклата-нӑчӑклата каялла тухрӗҫ. Хӑш чух калушсенчен пӗрне вӑйлӑн ҫыртса лартать те хывсах юлать, кун пек чух вара Ромашовӑн хӑрах ура ҫинче кӑна виҫӗнкелесе тӑрса, тепринпе ҫухалнӑ калуша сӗмлӗхпелен ҫеҫ шыраса тупма лекет.

Местечкӑ вилсе выртнӑ тейӗн, йытӑсем те пулин вӗрмеҫҫӗ. Лутра шурӑ ҫуртсен чуречисенчен ҫутӑ хӑш-пӗр ҫӗрте тӗтреллӗ тӳрӗ пайӑркасемпе сӑрхӑнса тухать те ялтӑракан сарӑ-хӑмӑр ҫӗр ҫине вӑрӑм суласем пула-пула ӳкет. Анчах йӗпе те лӑймака хӳмесенчен, — Ромашов тӑтӑшах вӗсен ҫумӗпе пычӗ, — тирексен нӳрӗ хушшисенчен, ҫул пылчӑкӗнчен темле ҫурлӑх шӑрши, темле ҫирӗплӗх, телейлӗх, темле тӑнсӑртараххӑн та хаваслӑн пӑлхантаракан шӑршӑ ҫапса тӑчӗ. Урамсем тӑрӑх вирхӗнсе ҫӳрекен вӑйлӑ ҫилӗ те пулин ҫурхилле таткаланчӑклӑн, ялт сикнӗ евӗр, арпашӑнса-пӑтрашӑнса та ашкӑнчӑкла вӗрчӗ.

Николаевсем йышӑннӑ пӳрт умне ҫитсен, подпоручик, минутлӑха халсӑрлӑхпа иккӗленӳ ҫавӑрса илнине пула, тӑпах чарӑнчӗ. Пӗчӗк чӳречесене хурарах хӗрлӗ карӑсем таччӑн хупланӑ, анчах вӗсен хыҫӗнче ҫутӑ тюл тикӗссӗн те ярт-уҫҫӑн ялтӑрани сисӗнсех тӑрать. Пӗр ҫӗртре портьера хутланса ӳкнӗ те, тӑвӑртарах вӑрӑм хушӑк туса хӑварнӑ. Ромашов, пӑлханса та, хӑйне пӳлӗмре илтме пултарасран хӑранӑн, ҫав тери шӑппӑн сывлама тӑрӑшса, пуҫӗпе кӗленче ҫумне ӳпӗнчӗ.

Подпоручик хӑй лайӑх пӗлекен симӗс рипсла диван ӑшне путарах та кӑшт пӗкӗрӗлерех ларнӑ Александра Петровнӑн пичӗпе хулпуҫҫийӗсене курах кайрӗ. Ҫак поза тӑрӑх, ӳт-пӳ ҫӑмӑллӑн хусканкаланипе те пуҫ аялалла вӑйлӑн тайӑлнипе, вӑл алӗҫӗпе аппаланнине ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илетӗн.

Акӑ Александра Петровна кӗтмен ҫӗртенех тӳрленчӗ, пуҫне ҫӗклерӗ те тарӑннӑн сывларӗ… Тутисем унӑн мӗкӗлтетеҫҫӗ… «Мӗн калать вӑл? — шухӑшларӗ Ромашов, — Акӑ кулса илчӗ. Мӗнле тӗлӗнӗҫлӗ ҫакӑ — калаҫакан ҫынна ху чӳрече витӗр пӑхатӑн, хӑв вара ӑна пачах илтместӗн!»

Александра Петровна пичӗ ҫинчен кулӑ кӗтмен ҫӗртенех ҫухалчӗ, ҫамки тӗксӗммӗн пӗркеленчӗ. Каллех хӑвӑрттӑн, хистевлӗ сӑнпа тутасем хусканкаларӗҫ, сасартӑк вара каллех кулӑ — ашкӑнчӑк та мӑшкӑлчӑклӑскер. Акӑ, хирӗҫлесе, пуҫне хуллен сулкаларӗ. «Тен, ман пирки ку?» именчӗклӗн шухӑшларӗ Ромашов. Темӗнле шӑп-шӑпӑрт йӑвашлӑх, тасалӑх, тимсӗрле лӑпкӑлӑх вӗрсе ячӗ ун ҫине ҫак ҫамрӑк хӗрарӑмран, ҫавӑнпах пуль, ӑна вӑл халӗ, темле чӗп-чӗрӗ, савӑк, хӑй тахҫанах пӗлекен-паллакан картинӑра ӳкерсе хунӑ пек, пур енӗпе те тишкерсе пӑхрӗ. «Шурочка!» — пӑшӑлтатрӗ Ромашов ачашшӑн.

Александра Петровна шутламан ҫӗртенех питне ӗҫӗнчен уйӑрса ҫӗклерӗ те ӑна сехӗрленчӗк сӑнпала хӑвӑрттӑн кантӑк еннелле ҫавӑрчӗ. Ромашова вӑл хӑй ҫине куҫран тӳп-тӳррӗн тӗллесе пӑхнӑнах туйӑнчӗ. Хӑранипе чӗри ун хӗсӗнсе те сивӗнсе ларчӗ, вӑл вара хыпалансах кӗтес хыҫнелле чакса йӑпшӑнчӗ. Пӗр минутлӑха ӑна намӑс пулса кайрӗ. Вӑл ӗнтӗ килне таврӑнмах та хатӗрччӗ темелле, анчах хӑйне хӑй ҫӗнтерчӗ те калинкке витӗр кухньӑналла иртрӗ.

Николаевсен тиншӗкӗ пылчӑклӑ калушсене унран хывса илнӗ тата аттисене кухня ҫӗтӗк-ҫурӑкӗпе тасатнӑ вӑхӑтра, хӑй вӑл ӑшӑ ҫӗре кӗнипе тарланӑ куҫлӑхне, витӗрех мар куҫӗсем ҫывӑхнех тытса, тутӑрпа шӑлатчӗ, хӑна пӳлӗмӗнчен Александра Петровнӑн янӑравлӑ сасси илтӗнсе кайрӗ:

— Степан, приказ илсе килчӗҫ-и-мӗн ҫак?

«Юриех куна вӑл! — шухӑшларӗ подпоручик, хӑйне тертлентернӗ пекех, асаплӑн. — Эп ялан ҫак вӑхӑталла килнине пӗлсех тӑрать вӗт-ха».

— Ҫук, ку эпӗ, Александра Петровна! — суя сасӑпа алӑкалла кӑшкӑрчӗ Ромашов.

— А! Ромочка! Ну, кӗрсемӗр, кӗрсемӗр. Мӗн путса лартӑр эсир унта? Володя, Ромашов килчӗ ку.

Ромашов именчӗклӗн те илемсӗртереххӗн курпунланкаласа та ним ҫук ҫӗртенех аллисене сӑтӑркаласа кӗчӗ.

— Курсах тӑратӑп, мӗнешкел йӑлӑхтарнӑ ӗнтӗ эп сире, Александра Петровна.

Хаваслӑн та ирӗклӗн каласшӑнччӗ вӑл ҫакна, анчах унӑн, хай те ҫийӗнчех сисрӗ-ха, килпетсӗррӗн те тӳсмелле мар вырӑнсӑррӑн пулса тухрӗ.

— Каллех айванлӑха пуҫӑнатӑр! — терӗ Александра Петровна хыттӑнах. — Ларӑр, чей ӗҫӗпӗр.

Унӑн сивӗ аллине вӑл, ӑна куҫӗнчен тимлӗн те уҫҫӑн пӑхса, яланхи пекех, хӑйӗн пӗчӗк, ӑшӑ, ҫемҫе аллипе вӑйлӑн чӑмӑртарӗ.

Николаев кӗнекесем, атлассемпе чертежсем хурса тултарнӑ сӗтел патӗнче, вӗсене тӳртӗн ларатчӗ. Кӑҫал унӑн генеральнӑй штаб академине кӗме экзамен тытмалла, ҫакна пула вӑл ҫулталӑк тӑршшӗпех пӗр канмасӑр, ҫине тӑрсах, тӑрӑшсах ҫавна хатӗрленчӗ. Ку ӗнтӗ виҫҫӗмӗш экзаменччӗ, мӗншӗн тесен икӗ ҫулӗнче те вӗҫме-вӗҫӗнех лака-лака пычӗ.

Николаев хыҫалалла та ҫаврӑнмарӗ, аллине Ромашова уҫса хунӑ кӗнеки ҫине пӑхнӑ халлӗнех хулпуҫҫи урлӑ тӑсрӗ те:
— Сывлӑх сунатӑп, Юрий Алексеич, — терӗ лӑпкӑ, хулӑн сассипе.
— Ҫӗн хыпарсем ҫук-и? Шурочка! Парсам ӑна чей. Мана каҫарӑр ӗнтӗ, эпӗ ӗҫлӗ-ха.

«Паллах, кӑлӑхах килнӗ эпӗ, — шанӑҫсӑррӑн шухӑшларӗ каллех Ромашов. — О, ухмах эпӗ!»

— Ҫук, мӗскер ҫӗнни пултӑр… Лех подполковника центавр пухура хирсе тӑкнӑ. Лешӗ пач ӳсӗр пулнӑ, теҫҫӗ. Ротӑсенче пур ҫӗрте те мӗлкӗ-кӗлеткесем касма хистет… Епифана арест лаплаттарнӑ.

— Ҫаплах-и? — сапаланчӑклӑн тепӗр хут ыйтрӗ Николаев, — Тӗлӗнтеретӗр.

— Мана та ҫакланчӗ — тӑват талӑклӑха… Пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗ хыпарсем киввисемех.

Ромашов сасси пач хайӗнни пек мар, юттӑн, карланка тем ларнӑ чухнехи евӗр, йӑлт пӗтсе пусӑрӑннӑн туйӑнчӗ. «Мӗнешкел мӗскӗннӗн курӑнатӑп пулас эпӗ!» — шутларӗ вӑл, анчах ҫавӑнтах вӑтанчӑк ҫынсем час-часах тӑвакан леш яланхи меслетпе лӑплантарчӗ хӑйне хӑй: «Именнӗ-намӑсланнӑ чух кирек хӑҫан та ҫаплалла, пурте курса тӑнӑ пеклӗн шутлатӑн, чӗннипе вара ҫакӑ хӑвна ҫех паллӑ, ыттисем ӑна пач та асӑрхамаҫҫӗ».

Вӑл кресло ҫине, йӗпсине хӑвӑрттӑн вылянтара-вылянтара темле чӗнтӗр ҫыхакан Шурочкӑпа юнашар ларчӗ. Шурочка нихӑҫан та ӗҫсӗр тӑмасть, килӗнчи мӗнпур ҫитте, салфеткӑна, абажурпа каркаҫа пӗтӗмпех ун алли тунӑ.

— Мӗн ятлӑ ҫак халь ҫыхаканни? — ыйтрӗ Ромашов, ҫӑмхаран Александра Петровна алли патнелле тӑсӑлакан ҫиппе пӳрнисемпе асӑрхануллӑн илсе.

— Гипюр. Вуннӑмӗш хут ыйтатӑр эсир.

Шурочка подпоручик ҫине сасартӑк хӑвӑрттӑн, тимлӗн пӑхса илчӗ те куҫӗсене ҫакнашкал хӑвӑрттӑнах чӗнтӗрӗ ҫине антарчӗ. Анчах вӗсене ҫийӗнчех каялла ҫӗклерӗ те кулса ячӗ.

— Эсир тем мар, Юрий Алексеич… эсир кӑштах ларӑр та пӑртак юсанкалӑр. «Юсан!» — командӑлаҫҫӗ-иҫ сирӗн.

Ромашов ассӑн сывларӗ те Николаевӑн хӑватлӑ мӑйне, сарӑ тужурка ҫухави ҫийӗпе ялт-шуррӑн курӑнаканскерне, чалӑшшӑн тинкерчӗ.

— Владимир Ефимыч телейлӗ, — терӗ вӑл. — Ҫулла ак Питерпура каять… академие кӗрет.

— Ну, куна пӑхас пулать-ха малтан! — упӑшки ячӗпе хӗрӳн каласа хучӗ Шурочка. — Полка икӗ хутчен намӑсланса таврӑнтӑмӑр. Халӗ юлашки ӗнтӗ.

Николаев хыҫалалла ҫаврӑнчӗ. Унӑн тӗк мӑйӑхлӑ, вӑрҫӑнма хатӗр, ырӑ пичӗ хӗрелсе кайрӗ, вӑкӑрӑнни евӗр, пысӑк, тӗксӗм куҫӗсем ҫилӗллӗн йӑлкӑшса илчӗҫ.

— Кирлӗ мара ан пакӑлтат, Шурочка! Эпӗ каланӑ: кӗретӗп, тенӗ — кӗретӗпех. — Вӑл ал тӳрчӗпе сӗтеле хыттӑн ҫапрӗ. — Эсӗ ӑна ларатӑн та кранклататӑн ҫех. Эпӗ каланӑ!..

— Эпӗ каланӑ! — виртлешрӗ те ӑна арӑмӗ, хӑй пекех, пӗчӗк кӗре ал лаппипе чӗркуҫҫине ҫатлаттарса ҫапрӗ. — Эсӗ луччӗ акӑ мӗн кала мана: чаҫӑн ҫапӑҫу йӗрки мӗнле-мӗнле ыйтусене тивӗҫтермелле? Эсир пӗлетӗр, — чеен йӑлтӑр-ялтӑр вылянтарса, куҫӗпе кӑна кулчӗ вӑл Ромашова, — тактикӑна вӗт эпӗ унран лайӑхрах пӗлетӗп. Ну-кӑ, эсӗ, Володя, генеральнӑй штаб офицерӗ, — мӗнле-мӗнле ыйтусене?

— Айванла ку, Шурочка, чарӑн, — кӑмӑлсӑррӑн мӑртлатрӗ Николаев.

Анчах вӑл сасартӑк пуканӗ-мӗнӗпех арӑмӗ енне ҫаврӑнчӗ, унӑн тем сарлакӑш чарӑлнӑ илемлӗ те айвантарах куҫӗсенче вара аптӑравлӑ ӑнланманлӑх, хӑравҫӑлӑх тесен те юрамалла, курӑнса кайрӗ.

— Чим-ха, хӗрача, эпӗ вӗт чӑн-чӑннипех те пӗтӗмӗшпе астумастӑп. Ҫапӑҫу йӗрки? Ҫапӑҫу йӗркине ӑна вутран мӗн май килнӗ таран ҫухату сахалрах тӳстӗр тесе тӑратса тухмалла, унтан тата командӑлама меллӗ пултӑр тесе… Унтан… тӑхта…

— Тӑхтанӑшӑн тӳлеҫҫӗ, — савӑнӑҫлӑн пӳлчӗ Шурочка. Вара вӑл, чи лайӑх вӗренекен евӗр хыпкаланса, куҫ хупанкисене антарса та сулкалана-сулкалана, васкавлӑн калама пуҫларӗ:

— Ҫапӑҫу йӗрки акӑ мӗнлерех ыйтусене тивӗҫтермелле: ҫаврӑнӑҫулӑха, куҫса ҫӳреме пултараслӑха, пиҫӗлӗхе, командӑлама меллӗ пулмаллине, кирек хӑш ҫӗрте те вырнаҫма пӗлеслӗхе; вӑл, мӗн май килнӗ таран, вутран ҫухату сахалтарах тӳсмелле, час пухӑнма та час сапаланса выртма пултармалла тата поход йӗркине хӑвӑрттӑн куҫмалла… Пурӗ те ҫакӑ!..

Шурочка куҫне уҫрӗ, сывлӑшне йывӑррӑн ҫавӑрса ячӗ те:
— Аван-и? — ыйтрӗ, кулкалакан вылянчӑкрах питне Ромашов енне пӑрса.

— Шуйттан, мӗнлерех ӑспуҫ! — кӗвӗҫӳллӗн, ҫапах савӑнса каларӗ Николаев, тетрачӗсем ҫинелле тӑрӑннӑ май.

— Эпир вӗт пӗтӗмпех пӗрле, — ӑнлантарчӗ Шурочка. — Эпӗ пулсан, экзаменне хуть те халех тытмалла. Чи кирли, — ҫыхакан йӗпсипе вӑл сывлӑшалла ваштӑр ҫапса илчӗ, — чи кирли — система. Пирӗн системӑна вара эпӗ шутласа тупнӑ, ку вӑл — ман мӑнаҫлӑхӑм. Кашни кунах эпир пӗр татӑк математикӑран, пӗр татӑк ҫар наукинчен вӗренетпӗр — артиллери акӑ, тӗрӗс, мана парӑнасшӑнах мар: йӑлт темле кӑмӑла килмен формулӑсем, уйрӑммӑнах баллистикӑра, — унтан пӗрер татӑк уставран илетпӗр. Ҫаксем хыҫӗнчен кун сиктерсе — икӗ чӗлхе те кун сиктерсе — географипе истори.

— Вырӑс чӗлхи вара? — кӑмӑлшӑн ыйтрӗ Ромашов.

— Вырӑс чӗлхи-и? Ку — тем мар. Гротӑнни тӑрӑх тӗрӗс ҫырассине эпир туса пӗтернӗ ӗнтӗ, пӑхса тухнӑ. Сочиненисем тесен-тӗк, вӗсем мӗнли паллӑ. Кашни ҫулах пӗр йышшисем: «Раrа расеm, раrа bеllum». «Онегина хӑйӗн вӑхӑчӗ тӗлӗшпе сӑнласа парасси»…

Вара вӑл сасартӑк, пӗтӗмӗшпех ҫӗкленсе-хӑпартланса, итлемешкӗн нимӗн те ан чӑрмантартӑр тенӗн, подпоручик аллинчен ҫиппе те пулин кӑларса илсе, хӑйӗн хальхи пурнӑҫӗнче чи кӑсӑкки, чи тӗппи мӗн пулса тӑни ҫинчен хӗрӳленсех калама тытӑнчӗ:

— Кунта юлма пултараймастӑп, пултараймастӑп эпӗ, Ромочка! Ӑнлансамӑр мана! Кунта юлтӑн иккен — пӗл: йӑлт анса лартӑн, полк дами пулса тӑтӑн, сирӗн тискерле каҫӑрсене ҫӳресси пуҫланать, элеклесси, интригӑсемпе аппаланасси те тӗрлӗрен талӑклӑхсемпе прогоннӑйсем тӗлӗшпе тарӑхасси… темиҫе пусшӑн!.. — пррр… хӗрарӑм тус-юлташусемпе черетӗн-черетӗн ҫав йӗрӗнӗҫ «бал» пеккисем тӑва-тӑва ирттересси, винт вылясси… Акӑ, эсир калатӑр, пирӗн патӑмӑрта хӑтлӑ-канӗҫлӗ, тетӗр. Пӑхсамӑр, ара, курсамӑр, туршӑн та, ҫак мещенле пехетлӗхе! Ҫак филесемпе гипюр пекскерсене — вӗсене эпӗ хам ҫыхнӑ, ҫак платйӗне — ӑна эпӗ хам пӑсса ҫӗленӗ, татӑк-кӗсӗксенчен тунӑ лапсӑркка ҫак тискер кавире… пӗтӗмпех ирсӗрлӗх, ирсӗрлӗх кусем! Ӑнлансамӑрччӗ эсир, савнӑ Ромочка, мана общество, пысӑк, чӑн-чӑн общество, ҫутлӑх, музыка, пуҫтах, ҫепӗҫ те хӳхӗм йӑпӑнчӑклӑх, ӑслӑн калаҫакансем кирлӗ. Эсир пӗлетӗр, Володя тар шухӑшласа кӑлармасть, анчах вӑл ним ултавсӑр, хӑюллӑ, ӗҫчен ҫын. Ан тив, вӑл генеральнӑй штаба кӗрейтӗр ҫеҫ, эпӗ ӑна — шантарсах калатӑп — чаплӑ карьера туса паратӑп-паратӑпах. Эпӗ чӗлхесем пӗлетӗп, эпӗ хама кирек мӗнле обществӑра та тытма пултаратӑп, манра — куна эп калама та пӗлейместӗп — ҫавнашкал япала пур, чун ҫаврӑнӑҫӗ, эпӗ кирек ӑҫта та хама кӑтартма, хуть мӗнле ҫӗрте те вырӑн тупма пултараканскер… Юлашкинчен, Ромочка, пӑхсамӑр ман ҫине, тимлӗн пӑхсамӑр. Ҫак пӑнтӑх шӑршиллӗ тӗттӗм кӗтесре, ҫак ирсӗр местечкӑра, географи карттисем ҫинче ячӗ те пулин ҫук-ҫке унӑн, ӗмӗр тӑршшӗпе ҫӗрмешкӗн ниушлӗ эпӗ ҫынлӑх тӗлӗшпе ҫав тери интерессӗр те хӗрарӑмлӑх енӗпе илемсӗр!

Вара вӑл питне тутӑрпа васкавлӑн хупларӗ те сасартӑк хӑйне хисеплекен, хака хуракан мӑн кӑмӑллӑ куҫҫулӗпе ҫилӗллӗн макӑрса ячӗ.

Пӑшӑрханса ӳкнӗ, ним тума пӗлеймен, аптӑранӑ сӑнлӑ упӑшки ҫавӑнтах ун патне чупса пычӗ. Анчах Шурочка хӑйне хӑй алла илме ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, тутӑрне пичӗ ҫумӗнчен сирсе хучӗ. Куҫӗсем ҫав-ҫавах ҫилӗллӗ, хӗрӳ хӗмпеле ҫиҫрӗҫ пулин те, куҫҫуль тавраш текех пулмарӗ.

— Тем мар, Володя, тем мар, чунӑм, — аллипе пӑрса ячӗ вӑл ӑна.

Унтан, Ромашов енне кулӑпа пӑхса та ун аллинчен ҫиппе каллех кӑларса илсе:
— Каласамӑр-и ҫак, килпетсӗр Ромочка, аван-и эпӗ е ҫук-и? — ыйтрӗ вӑл юнтармӑшла та астармӑшла ҫиҫӗнчӗкпе.
— Хӗрарӑм комплимент илтесшӗн пулсан та ӑна тивӗҫтермесен, ку вӑл — чи пысӑк тӳрккеслӗх!

— Шурочка, ну мӗнле намӑса пӗлместӗн эсӗ, — шухӑшлӑн каласа хучӗ Николаев хӑй вырӑнӗнчен.

Ромашов тертлӗн-вӑтанчӑклӑн кулса илчӗ, анчах сасартӑк:
— Питӗ хитре!.. — тавӑрчӗ кӑшт чӗтрекен сасӑпа ним шӳтлемесӗр те салхун.

Шурочка куҫӗсене хыттӑн хӗссе лартрӗ те пуҫне ашкӑнчӑклӑн сулкаларӗ, ҫавна май сапаланчӑк ҫӳҫ пайӑркисем ун ҫамки ҫинче йӑлт та йӑлт сиккелесе тӑчӗҫ.

— Ро-омочка, мӗнлерех кулӑшла эсир! — юрлаттарса ячӗ вӑл ачанни евӗр ҫинҫе сасӑпа.

Подпоручик вара: «Чӗри унӑн чӑтма ҫук тискеррӗн арканнӑччӗ…» — хӗрелсе кайса, шутларӗ хӑй ӑшӗнче, яланхи йӑлипе.

Пурте шӑпланчӗҫ. Шурочка хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн йӗпсине вӗлтлеттерчӗ. Владимир Ефимович, Туссенпе Лангеншӗйдтӑн кашни хӑй тӗллӗн вӗренмелли кӗнекинчен пуплевсем нимӗҫле куҫарнӑ май, вӗсене сӑмса айӗн кӑна шӑппӑн мӑкӑртатрӗ. Сарӑ пурҫӑн абажурпа чатӑр евӗррӗн хупланӑ лампӑра ҫулӑм шартлата-шартлата та чашкӑра-чашкӑра ҫунни илтӗнсе тӑчӗ. Ромашов каллех ҫиппе тытса илчӗ те ӑна ҫамрӑк хӗрарӑм аллинчен хуллен-хуллен, хӑйне те аран ҫех палӑрмалла, туртма пуҫларӗ. Шурочка аллисем унӑн ҫак асӑрханчӑкпа чӑрмавне ним шухӑшсӑр, хӑйсемпе хӑйсемех хирӗҫлерӗҫ, — ох, мӗнле ырӑ та киленӗҫлӗ ҫакӑ Ромашовшӑн. Калӑн, ҫыхӑнтарса пӗрлештерекен те пӑлхантаракан темӗнле вӑрттӑн ток юхса тӑрать ҫав ҫип тӑрӑх.

Шурочкӑн аялалла тайӑлтарнӑ пуҫӗ ҫине айккинчен, никама систермесӗр те куҫ илмесӗр пӑхса, унпа пит ҫывӑххӑн та туйӑмлӑн калаҫнӑ евӗр, тутисене ҫех кӑштӑшаррӑн сиктеркелесе, сӑмахсене хӑй ӑшӗнче кӑна каласа, чӗмсӗр пӑшӑлтатупа шухӑшларӗ Ромашов ҫав вӑхӑтрах:

«Мӗнлерех хӑюллӑн ыйтрӗ вӑл: аван-и эпӗ? О! Питӗ лайӑх эсӗ! Чунӑмҫӑм! Акӑ эпӗ ларнӑ та сан ҫине пӑхнӑ — мӗнешкел телей! Итлесем, эппин: хӑй мӗн тери хитрине каласа парам эпӗ сана. Итле. Питӳ санӑн шуранка та кӗре. Хӗрсе, вӗресе тӑракан пит. Ун ҫинче, паллах, ҫунакан хӗрлӗ тутасем — мӗнлерех чуптума пултараҫҫӗ пулӗ вӗсем! — тата сарӑрах сӗмпе ункӑланнӑ куҫсем… Эсӗ тӳррӗн пӑхнӑ чухне, куҫ шуррисем санӑн кӑшт кӑвакрах, пысӑк-пысӑк шӑрҫисенче вара — пӑтранчӑкрах тарӑн сенкерлӗх. Эсӗ брюнет мар, анчах санра темӗнле чиканлӑх та пур. Ун вырӑнне ҫӳҫӳ сан питӗ-питӗ таса та ҫав тери ҫинҫе, хыҫалта вӑл, айвантарах та ӗҫлӗ сӑнпала, калама ҫук тирпейлӗн, чӑмаккаланса пухӑннӑ, ҫавӑнпах пуль, ӑна пӳрнепе хуллен-хуллен тытса, сӗртӗнсе пӑхас килет. Эс пӗчӗк, эс ҫӑмӑл, эпӗ сана, ачана йӑтнӑ евӗр, алӑ ҫинче йӑтнӑ пулӑттӑм. Анчах эсӗ пиҫӗ те вӑйлӑ, кӑкӑру санӑн — хӗрӗнни пекех, хӑв эсӗ — пӗтӗмпех ваштӑр-ваштӑр та вӑр-вар. Сулахай хӑлху ҫинче санӑн, аялта, алкаран юлнӑ йӗр тейӗн, пӗчӗк турпалли, — мӗн тери хӳхӗмлӗх!..»

— Офицерсен тытӑҫӑвӗ ҫинчен хаҫатсенче вуламан-н эсир? — ыйтрӗ сасартӑк Шурочка.

Ромашов шарт сиксе, чӗтренсе илчӗ те куҫне ун ҫинчен аран-аран уйӑрчӗ.

— Ҫук, вуламан. Анчах илтнӗ. Мӗн-ши вара?

— Эсир, паллах, яланхи пекех, ним те вуламастӑр. Чӑн та, Юрий Алексеевич, лӑнчӑланма пуҫланӑ эсир. Ман шутпа, темле ухмахла ӗҫ пулса тухнӑ. Эпӗ ӑнланатӑп: офицерсем хушшинчи тытӑҫусем — вырӑнлӑ та кирлӗ япала. Шурочка аллинчи чӗнтӗрне кӑкӑрӗ ҫумне ӗнентерӳллӗн хӗссе тытрӗ. — Анчах мӗн тесе-ха ҫакнашкал этепсӗрлӗх? Шутласамӑр: пӗр поручик теприне кӳрентернӗ. Кӳренӗвӗ питӗ йывӑр, офицерсен обществи вара дуэль ирттерме йышӑнать. Анчах малалла ниҫта шӑнӑҫмаллӑх та йӑлт айванлӑх. Йӗрки-карти — чӑннипех те асаплӑ вилӗмпе пӗрех; хутлӑх — вунпилӗк утӑм, ҫапӑҫасса — йывӑр аманичченех ҫапӑҫмалла… Тӑшмансем иккӗш те ура ҫинче тӑраҫҫӗ пулсан, перкелешӳ ҫӗнӗрен пуҫланать. Анчах ку вӑт — чӑн-чӑн тамӑк, ку… вӑл мӗнне эпӗ пӗлместӗп те! Анчах, чимӗр, ку ҫеҫки кӑна-ха. Дуэль пулмалли вырӑна полкри мӗнпур офицер килсе тухать, полк дамисем таранчченех темелле, тӗмсем хушшине, пӗр-пӗр ҫӗре, фотограф кӗрсе тӑрать-ха тата. Тискерлӗх-ҫке ку, Ромочка! Ӑраскалсӑр подпоручик вара, Володя пек каласан, фендрик, сирӗн йышши, ҫитменнине тата кӳреннӗскер, пач та кӳрентерекенни мар, виҫҫӗмӗш хут пенӗ хыҫҫӑн хырӑмран хӑрушла аманать те, каҫ тӗлне асаплана-асаплана вилсе те выртать. Унан ватӑ амӑшӗпе аппӑшӗ, самай ҫуллӑ барышня, пулнӑ иккен, вӗсем, ак пирӗн Михинӑнни пек, унпа пӗрле пурӑннӑ… Итлесемӗр, ара: мӗншӗн, кама кирлӗ пулнӑ тытӑҫуран ҫакнашкалах юнлӑ буффонада туса хумашкӑн? Ҫакӑ, асӑрхӑр, чи-чи пуҫламӑшӑнчех-ҫке-ха тата, тытӑҫусем ирттерме ирӗк панӑ хыҫҫӑнах, ҫийӗнчех. Акӑ, шансамӑр мана, шансамӑр! — ҫунма тапратнӑ куҫӗсене ялтӑртаттарса, кӑшкӑрса ячӗ Шурочка, — офицерсен дуэльне сентиментла хирӗҫлекенсем халех, о, ҫав йӗрӗнчӗк либералла хӑравҫӑсене пӗлетӗп эпӗ! — вӗсем: «Ах, варварлӑх! Ах, усал, тискер вӑхӑтсен каяшӗ-паяшӗ! Ах, тӑвана тӑван вӗлереслех!» — чакӑлтатма тытӑнаҫҫӗ ӗнтӗ халех.

— Ҫапах та ҫын юнне хапсӑнаканскер эсир, Александра Петровна! — хушса хучӗ Ромашов.

— Юн хапсӑнакан мар, — ҫук!— ҫивӗччӗн хирӗҫлерӗ Шурочка, — Хӗрхенекен эпӗ. Хам мӑя кӑтӑклантаракан нӑрра та эпӗ ним ыраттармасӑр илсе хурасчӗ тесе тӑрӑшатӑп. Анчах, ӑнланма хӑтлансамӑр, Ромашов, логика кунта ансат. Мӗн тума иккен офицерсем? Вӑрҫӑшӑн. Мӗн кирлӗ-ха вӑрҫӑшӑн пуринчен маларах? Хӑюллӑх, мӑнаҫлӑх, вилӗм умӗнче куҫа мӑч та тутармасӑр тӑма пултарни. Ӑҫта уҫҫӑнтарах палӑраҫҫӗ ку енсем тӑнӑҫ вӑхӑтра? Дуэльсенче. Пурӗ те ҫакӑ ҫех. Урӑх кун ҫинчен калаҫу та пулас ҫук. Тытӑҫусем пач та француз офицерӗсене мар, — мӗншӗн тесен чыслӑх-хисеплӗх ӑнланӑвӗ, ҫитменнине тата ӳстерсе ӑнланасси, кашни француз юнӗнчех, — нимӗҫсенне те мар, — мӗншӗн тесен мӗнпур нимӗҫ ҫуралнӑранпах ӗренкӗлле те йӗркеллӗ, — шӑп та шай пире, пире, пире кирлӗ! Ун чух пирӗн офицерсем хушшинче, Арчаковский евӗр, карт шулерӗсем е, сирӗн Назанскийӗр пек, куҫ уҫса пӑхайми ӳсӗр-пӳсӗрсем пулмӗччӗҫ; ун чухне хӑйсемпе хӑйсемех пӗтсе ларӗччӗҫ амикошонлӑхсем, пухура, тарҫи-тӗрҫи умӗнчех, ним туртӑнусӑр-ҫӳҫенӳсӗр шӑл йӗрессисем, сирӗн ҫав пӗр-пӗрне киревсӗр сӑмахсемпе тӑкӑлтарассисем, пӗрне-пӗри пуҫран графинсемпе вӑркӑнтарассисем, тӗллевӗ ҫапах та лектересси мар, айккинелле ярӑнтарасси кӑна пулсассӑн та. Ун чух эсир куҫ хыҫӗнче пӗр-пӗрне тем-тем каласа хӑртман та пулӑттӑр. Офицерӑн кашни сӑмахех виҫеллӗ пулмалла. Офицер — сӑпайлӑх, йӗркелӗх ӗлки. Унтан вара, мӗнле ачашлӑх вӑл: перессинчен хӑраҫҫӗ! Сирӗн професси — пурнӑҫа шеллемесӗр теветкелленесси. Ах, мӗн ӗнтӗ унта!

Сӑмахне вӑл кӑмӑлсӑр мӑртӑклӑхпа татрӗ те пӗтӗм чӗрипелен ӗҫе ярӑнчӗ. Каллех шӑплӑх пусса илчӗ.

— Шурочка, «тупӑшакан» сӑмаха нимӗҫле мӗнле куҫараҫҫӗ? — ыйтрӗ Николаев, пуҫне кӗнеке ҫинчен ҫӗклесе.

— Тупӑшакан? — Шурочка хӑйӗн ҫемҫе ҫӳҫӗн ҫулне йӗпсипе тӗкӗне-тӗкӗне илчӗ. — Пуплевне пӗтӗмӗшпех кала эс.

— Кунта каланӑ… халех, халех… Пирӗн чикӗ тулашӗнчи тупӑшакан…

— Unser ausländischer Nebenbuhler, — хӑвӑрттӑн, ҫав самантрах куҫарса пачӗ Шурочка.

— Унзер, — лампа вучӗ ҫине ӗмӗтлӗн тинкерсе, шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ Ромашов. «Ӑна мӗскер те пулин пӑлхантарса ярсан, — шухӑшларӗ вӑл, — сӑмахӗсем унӑн питӗ васкавлӑн, йӗтре кӗмӗл ывӑс ҫине тӑкӑннӑ евӗр, янӑравлӑн та уҫӑмлӑн туха-туха сирпӗнеҫҫӗ». — Унзер — мӗнлерех кулӑшла сӑмах… Унзер, унзер, унзер…

— Мӗн мӑкӑртататӑр эсир, Ромашов? — сасартӑк хыттӑн ыйтрӗ Александра Петровна. — Ман умра аташма хӑю ан ҫитернӗ пулӑр.

Ромашов сӳрӗктерех кулӑпа кулса илчӗ.

— Эпӗ аташмастӑп… Хам ӑшра ҫех: унзер, унзер, тесе, каласа лартӑм ак. Мӗнле кулӑшла самах…

— Мӗн айванланас-ха… Унзер? Мӗншӗн кулӑшла?

— Куратӑр-и… — Ромашов хӑй шухӑшне ӑнлантарма тӑчӗ. — Мӗнле те пулин пӗр-пӗр сӑмаха вӑрахчен каласа тӑрсассӑн та ун пирки шутласа кайсассӑн, вӑл сасартӑках пӗлтерӗшне ҫухатать, ун чухне вара… теплелле каламалла ӗнтӗ сире?..

— Ах, пӗлетӗп, пӗлетӗп! — васкаса та савӑнӑҫлӑн пӳлчӗ ӑна Шурочка. — Анчах ун пек тума халь ҫӑмӑлах мар ӗнтӗ, ӗлӗкрех пулсан, ачалӑхра, — ах, мӗнешкел кӑсӑклӑччӗ ҫакӑ!..

— Ҫапла, ҫапла, шӑп та шай ачалӑхра. Ҫапла.

— Мӗнле тет-ха, эпӗ пит лайӑх астӑватӑп. Хама пуринчен ытла тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ сӑмахӗ те асӑмрах: «ҫапла пуль». Хупӑ куҫпала силленсе-сулланса лараттӑм та: «Ҫапла пуль, ҫапла пуль…» — теттӗмччӗ вӗҫе-вӗҫӗнех. Сасартӑк вара вӑл мӗне пӗлтернине пач манса каяттӑм, унтан аса илме тӑраттӑм — ниепле те аса илейместӗмччӗ. Мана вӑл кирек хӑҫан та икӗ хӳреллӗ темӗнле хӗрлӗрех хӑмӑр пӑнчӑ евӗр туйӑнатчӗ. Тӗрӗс вӗт?

Ромашов ун ҫине ачашшӑн пӑхрӗ.

— Тӗлӗнсе кӑна кайӑн, шухӑшсем пирӗн пӗрешкелех-ҫке, — терӗ вӑл шӑппӑн. — Унзер вара, ӑнланатӑр-и, мӗскер-тӗр питӗ-питӗ ҫӳллӗскер, мӗн-тӗр ырханкка та сӑнӑллӑскер. Темӗнле вӑрӑм, ҫинҫе хурт-кӑпшанкӑ пек, ҫав тери хаяр тата.

— Унзер? — Шурочка пуҫне ҫӗклерӗ те, Ромашов каланине хӑй умне кӑларса тӑратма тӑрӑшса, куҫне хӗссе, инҫетелле, пӳлӗмӗн тӗттӗм кӗтеснелле тинкерчӗ. — Ҫук, тӑхтӑр: ку вӑл мӗн-тӗр симӗсскер те ҫивӗчскер. Ҫапла, ҫапла, паллах — хурт-кӑпшанкӑ! Шӑрчӑк пекскер, анчах ирсӗртерех те хаяртарах… Фу, мӗнле айван эпир сирӗнпе, Ромочка.

— Акӑ тата ҫакнашкал та пулкалать, — пытарӑнчӑк вӑрттӑнлӑхпа пуҫларӗ Ромашов, — каллех ӗнтӗ ача чухне чылай-чылай уҫӑмлӑрахчӗ вӑл. Эпӗ пӗр-пӗр сӑмаха калатӑп та ӑна мӗн пултарнӑ таран вӑрӑмрах тӑстарма тӑрӑшатӑп. Кашни саспаллинех вӗҫӗмсӗррӗн тӑсатӑп. Вара мана сасартӑк пӗр самантлӑха ним ӑнланмалла мар, пач ӑнланмалла мар пулса каять; калӑн, ман таврашра пӗтӗмпех ҫӗтсе, ҫухалса пӗтнӗ, нимӗскер те юлман. Унтан тӗлӗнмелле пулса тӑрать вара мана ҫакӑн хыҫҫӑн: ара, куна эпӗ калаҫатӑп-ҫке, эпӗ пурӑнатӑп, эпӗ шухӑшлатӑп.

— О, эпӗ те пӗлетӗп куна! — хавассӑн тытса илчӗ Шурочка. — Анчах та ман урӑхларах. Эпӗ, пӗлетӗр-и, вӑй ҫитнӗ таран сывлӑша пӳлсе лартатӑп та тытӑнатӑп шухӑшлама: акӑ эпӗ сывламастӑп, халӗ те сывламастӑп-ха, халиччен те акӑ, халиччен те, халиччен те… Вара ҫав тӗлӗнтермӗш килсе тухать ҫакӑн хыҫҫӑн. Эпӗ хам ҫумран вӑхӑт шӑва-шӑва иртнине туйса тӑратӑп. Ҫук, ун пек те мар: вӑхӑчӗ, тен, пачах пулман та пулӗ. Куна ӑнлантарса параймастӑн.

Ромашов ун ҫине савӑнса хӗпӗртенӗ куҫсемпе пӑхнӑ та:
— Ҫапла, ҫапла… куна ӑнлантарса пама май ҫук… — тет хупӑ, телейлӗ, шӑп сасӑпа ҫав сӑмахсенех.
— Ку тӗлӗнтермӗшле… Куна ӑнлантараймастӑн…

— Ну, ҫапах та, психолог господасем, е урӑхла каламалла-и сире ҫавӑнта, ҫитсе тӑрӗ, каҫхи апат ҫиме вӑхӑт, — терӗ Николаев, пуканӗ ҫинчен ҫӗкленсе.

Вӑрах ларнӑран урисем унӑн тӑрхӑнса кайнӑ, ҫурӑмӗ ыратма пуҫланӑ. Вӑл, аллисене ҫӳлелле тӑсса, пӗтӗм хапипелен вӑйлӑн карӑнса туртӑнчӗ, кӑкӑрне мӑкӑрӑлтарса хучӗ, ҫак вирлӗ хусканӑва пула вара унӑн мускуллӑ пысӑк кӗлеткинчи сыпӑсем сасӑпах шатӑртатса илчӗҫ.

Ҫакӑнса тӑракан шупкарах шурӑ фарфор лампа вӑйлӑн ҫутатнипе ялтӑракан пӗчӗк те ҫав тери хӑтлӑ столовӑйӗнче сивӗлле ҫимеллисем хатӗрлесе, майласа хунӑччӗ.

Николаев ӗҫмест, анчах Ромашов валли графинпа ҫутӑ эрех лартса панӑччӗ. Шурочка хӑйӗн ҫепӗҫ, чип-чипер питне йӗрӗнӗҫлӗн пӗркелентерчӗ те:
— Эсир ӗнтӗ ҫак ирсӗр япаласӑр ирттерме пултараймастӑр, паллах? — ыйтрӗ тирпейсӗррӗн; кунашкал вӑл час-часах ыйткаланӑ.

Ромашов айӑплӑн кулса илчӗ те, пӑлханса ӳкнӗрен, эрехӗпе чыхӑнса, чӑнтӑхса кайрӗ.

— Мӗнле намӑс мар сире! — хистевлӗн-асӑрхаттаруллӑн палӑртрӗ кил хуҫи арӑмӗ. — Ӗҫме те пӗлместӗр-ха, хӑвӑр вара… Эпӗ ӑнланатӑп, сирӗн юратнӑ Назанскийӗре каҫарма та пулӗ, вӑл ҫухалнӑ, пӗтнӗ ҫын, анчах сире мӗн тума-ха ҫакӑ? Ҫап-ҫамрӑк, чип-чипер, пултаруллӑ ача, хӑвӑр вара сӗтел хушшине те эрехсӗр лармастӑр… Ну мӗншӗн? Пӗтӗмпех Назанский пӑсать сире ҫакна.

Ун упӑшки, ҫак вӑхӑтра тин ҫеҫ илсе килнӗ приказа вулаканскер, сасартӑк хыттӑнах кӑшкӑрса ячӗ:

— Ах, сӑмах маях акӑ: Назанские, килти ӗҫ-пуҫсене пула, пӗр уйӑхлӑха отпуска яраҫҫӗ. А-па-па-й! Апла-тӑк — ӗҫке ярӑннӑ. Эсир, Юрий Алексеич, ахӑртнех, курнӑ пулӗ ӑна? Мӗн вӑл, мӑкӑрлантарать-им?

Ромашов куҫ хупанкисене именчӗклӗн мӑчлаттарчӗ.

— Ҫук, эп асӑрхаман. Тепӗр тесен, ӗҫет те пулас…

— Сирӗн Назанскийӗр — йӗрӗнчӗк! — сассине пусӑрӑнтарса, ҫиллессӗн каласа хучӗ Шурочка. — Енчен те манран килес пулсан, унашкал ҫынсене эпӗ, урнӑ йытӑсене пенӗ пекех, пере-пере пӑрахнӑ пулӑттӑм. Ун пек офицерсем — полкшӑн мӑшкӑл, киревсӗрлӗх!

Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫийӗнчех, Николаев, хӑй наукисемпе тӑрӑшса, ҫине тӑрса аппаланнӑ пекех, пит пикенсе те нумай ҫинӗскер, анаслакалама пуҫларӗ те, юлашкинчен уҫҫӑнах асӑрхаттарчӗ:

— Господасем, мӗнех калӑр, минутлӑха ҫывӑрма кайса пӑхсан еплерех-ши? «Кӑтӑш пуласси», тенӗччӗ пулас ӑна ӗлӗкхи ырӑ романсенче.

— Питех те тӗрӗс ку, Владимир Ефимыч, — унпа темӗнле васкавар та юрасшӑн пулнӑн килӗшсе, яланчӑкла, ӑна хӑйне ҫавнашкал туйӑнчӗ, хушса хучӗ Ромашов. Ҫав вӑхӑтрах, сӗтел хушшинчен тӑнӑ май: «Ҫапла, манпа кунта пит хисеплешсех каймаҫҫӗ. Мӗн тума кӑна сӗкӗнетӗп пулӗ эпӗ?» — шухӑшларӗ вӑл салхуллӑн.

Унӑн халӗ Николаев хӑйне килӗнчен киленӗҫленсех, хаваспах хӑваласа кӑларнӑ чухнехи евӗр кӑмӑл-туйӑмччӗ. Анчах, хуть те кирек мӗнле пулсан та, унпала юриех Шурочкӑран маларах сывпуллашса, вӑл ҫак минутрах акӑ чуна ҫывӑх хӗрарӑм алли хыттӑн та ачашлӑхпа лӑпкаса пӑчӑртасси, ӑна ыррӑн-ыррӑн туйса тӑрасси пирки исленсе-ирӗлсе шухӑшларӗ. Тухса кайнӑ майӑн, кашни хутӗнчех ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ вӑл. Вара, ҫак самант килсе ҫитрӗ те, вӑл йӑлтах, пӗтӗмпех ҫав тӗлӗнтерсе, хытарса яракан чӑмӑрту ӑшне кӗрсе ӳкрӗ, ҫӗтсе, ҫухалса каймалла пекех, ҫавӑнпах пуль хӑйне Шурочка мӗнлерех каланине те илтеймерӗ:

— Эсир, астӑвӑр, пире манса ан тӑрӑр. Кунта сире яланах хавас. Хӑвӑр Назанскийӗрпе ӗҫсе суптӑркиччен, луччӗ пирӗн патӑмӑрта ларӑр. Анчах пӗлӗр: эпир сирӗнпе пит церемониленсех тӑмастпӑр.

Ку сӑмахсене вӑл илтессе хӑй ӑстӑнӗнче илтрӗ-ха, ӑнланасса вара вӗсене урама тухсан тин ӑнланчӗ.

— Ҫапла, манпа церемониленсех тӑмаҫҫӗ, — пӑшӑлтатрӗ вӑл питех те йӳҫӗ кӳренӗҫпе; унашкал чир енне кирек хӑҫан та ун ҫулӗсенчи хӑйсене хӑйсем ытларах юратакан ҫамрӑк ҫынсем туртӑнарах параҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех