Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVII

Пай: Крейцер сонати

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хушнӑ: 2020.01.20 05:08

Пуплевӗш: 52; Сӑмах: 634

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Ну, ҫапла пурӑнаттӑмӑр та. Пӗр-пӗрин ҫине тӑшманла пӑхасси ӳснӗҫемӗн ӳссе пычӗ. Юлашкинчен вара акӑ ӑҫта ҫитсе ҫапӑнтӑмӑр: халӗ ӗнтӗ эпир пӗр шухӑшлӑ пулманнипе мар харкашса пурӑнаттӑмӑр, харкашса пурӑннипе пирӗн шухӑшсем пӗр-пӗринни пек пулмастчӗҫ: вӑл кирек мӗн калатӑр — эпӗ малтанах ӑна хирӗҫлетӗп, ҫавӑн пекех — вӑл хӑй те.

Тӑваттӑмӗш ҫул иксӗмӗр те хамӑрах ӑнкартӑмӑр: пӗр-пӗрне ӑнланма, пӗр-пӗринпе килӗштерме эпир пултараймастпӑр. Эпир ӗнтӗ пӗр-пӗринпе вӗҫне ҫитиех калаҫса татӑлас тесе те тӑрӑшма пӑрахрӑмӑр. Ахаль япаласем пирки те, уйрӑмах ачасем пирки, эпир кашнийӗ хамӑра майлӑ шутлаттӑмӑр. Астӑватӑп-ха, хам хӳтӗлекен пӗр-пӗр шухӑш маншӑн ытлашши хаклах та марччӗ, эпӗ вӑл шухӑша тепӗр чухне пӑрахма та пултарнӑ, анчах арӑм шӑп кӑна манӑн шухӑша хирӗҫ пулатчӗ те, эпӗ ӑна ниепле те пӑрахма пултараймастӑмччӗ, мӗншӗн тесен парӑнни — арӑма парӑнни пулса тухать. Арӑм хӑй те ҫавнашкалах тӑватчӗ. Вӑл, ахӑртнех, ман умра хӑй яланах тӗрӗс тӑватӑп тенӗ, эпӗ вара хама ун умӗнче ҫветтуй пек тӗрӗс ҫын вырӑнне хунӑ. Эпир пӗр-пӗринпе калаҫма та пӑрахнӑччӗ, калаҫсан та ун пек, эпӗ пӗрре те иккӗленместӗп, выльӑхсем ҫеҫ хӑйсем хушшинче калаҫаҫҫӗ: «Миҫе сехет ҫитнӗ? Ҫывӑрма вӑхӑт. Паян кӑнтӑрла мӗнле апат ҫиетпӗр? Ӑҫта каймалла? Хаҫатра мӗн ҫыраҫҫӗ? Тухтӑр чӗнме ярас. Машӑн пырӗ ыратать». Урӑхла пысӑкрах япаласем ҫинчен калаҫма тытӑн ҫеҫ — пӗр-пӗрне тарӑхма та пуҫлатпӑр. Кофе, сӗтел ҫитти, пӗчӗк тӑранттас, винтла вылянӑ чух камӑн черет ҫитни т. ыт. те пиркиех хирӗҫӳ е пӗр-пӗрне кураймасӑр каланӑ сӑмахсем тухса каятчӗҫ. Ҫавӑн пек вак-тӗвекшӗн хирӗҫни е пӗр-пӗрне курайманни хакне те тӑмасть вӗт. Эпӗ уйрӑмах ӑна час-часах чӑтма ҫук курайми пулса ҫитеттӗм! Хӑшпӗр чух вӑл чей мӗнле тултарнине, ӑна мӗнле лӗрплеттерсе ӗҫнине е тата урине мӗнле сулланине пӑхаттӑм та, вӑл темле усал япала тунӑ пек, ҫавӑншӑнах ӑна курайми пулса каяттӑм. Ман курайманлӑхӑн тапхӑрӗсем пирӗн юрату тенин тапхӑрӗпе пӗр виҫеллӗ те тӗрӗс пулса пынине эпӗ ун чухне асӑрхаман. Юрату тапхӑрӗ — курайманлӑх тапхӑрӗ; вӑйлӑ юрату тапхӑрӗ — курайманлӑх тапхӑрӗ те вӑрӑмрах; вӑйлах мар юрату тапхӑрӗ — курайманлӑх та хӑвӑртрах иртет. Ҫак юратупа курайманлӑх ик енчен тухакан выльӑхла туйӑм ҫеҫ пулнине эпир ун чухне ӑнланман. Хамӑрӑн лару-тӑрӑва ӑнланнӑ пулсан, ҫавӑн пек пурӑнма пире хӑрушӑ йывӑр пулнӑ пулӗччӗ; анчах эпир ӑна ӑнланман та, курман та. Этем хӑй тӗрӗс мар пурӑннине пытарас тесе, хӑйӗн начар пурнӑҫне курас мар тесе, хӑйне хӑй суккӑрлатма пултарать, ҫакӑнта — унӑн ҫӑлӑнӑҫӗ тата вилӗмӗ. Эпир те ҫаплах тунӑ. Нимӗн те курас мар тесе, вӑл хуҫалӑхра хӗрсе кайса ӗҫлетчӗ, кил-ҫурт тирпейлетчӗ, тумланатчӗ, ачасене тумлантаратчӗ, пӑхатчӗ, вӗрентетчӗ. Манӑн вара хамӑн чир пурччӗ — служба, сунар, картла выляссин чирӗ. Эпир иксӗмӗр те нихҫан та ӗҫсӗр ларман. Эпир иксӗмӗр те туяттӑмӑр: мӗн чухлӗ ытларах ӗҫлетӗн, пӗр-пӗрне ҫавӑн чухлӗ ытларах курайми пулатӑн. «Сана пит-куҫа ейсе пӑрахма аван, — ун пирки шухӑшлаттӑм эпӗ, — харкаша-харкаша ҫӗрӗпе тертлентертӗн. Манӑн вара ларура пулмалла». — «Сана мӗн, — шухӑшлатчӗ ҫеҫ мар, сӑмахпах калатчӗ вӑл, — эпӗ вара ача пирки ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм».

Хамӑр мӗнле лару-тӑрура пулнине нимӗн те курмасӑр ҫапла пурӑннӑ та эпир. Мӗн пулни пулман пулсан, эпӗ ватӑличченех ҫапла пурӑнаттӑм ӗнтӗ, вилнӗ чухне вара: лайӑх пурӑнса ирттертӗм кун-ҫулӑма, ытлашши лайӑх мар та, анчах пурпӗр киревсӗр мар, ыттисем пекех пурӑнтӑм, — тенӗ пулӑттӑм.

Хамӑр вара пӗр сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ, пӗр-пӗрне курайман кулатниксем пулнӑ; эпир пӗр-пӗрин пурнӑҫне наркӑмӑшласа пурӑннӑ тата ҫакна хамӑр асӑрхасшӑн мар тӑрӑшнӑ. 0,99 ҫемье ман евӗрлех ҫавӑн пек тамӑкра пурӑннине, вӑл урӑхла пулма та пултарайманнине эпӗ ун чухне пӗлмен. Ҫакна эпӗ ун чухне ыттисем ҫинчен те, хам ҫинчен те пӗлмен.

Тӗлӗнмелле, тӗрӗс пурнӑҫра та, тӗрӗс марринче те мӗн тери пӗрпеклӗхсем пулаҫҫӗ! Ашшӗ-амӑшӗсене пурӑнма чӑтма ҫук йывӑрланса ҫитет те, ачасене те хулара пӑхса ӳстермелле пулса тухать. Вара хулана куҫса кайма тивет.

Вӑл калаҫма чарӑнчӗ те пӗр-икӗ хутчен хӑйӗн темле тӗлӗнмелле сассипе хӑйӑлтатса илчӗ, ҫакӑ халь ӗнтӗ ӗсӗкленӗ евӗрлех туйӑнчӗ.

Эпир станцӑ патне ҫывхарса пытӑмӑр.

— Миҫе сехет ҫитрӗ? — ыйтрӗ вӑл.

Эпӗ сехет ҫине пӑхрӑм, Икӗ сехетчӗ.

— Эсир ывӑнмарӑр-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Ҫук, анчах эсир хӑвӑр ывӑнтӑр.

— Мана темле тӑвӑр пек. Каҫарӑр, эпӗ тухса кӗрем-ха, шыв ӗҫем.

Вара вӑл сулланкаласа вакун тӑрӑх утса кайрӗ. Эпӗ вӑл мӗн каланисене йӗркепӗрӗн аса илсе ларнӑ май тарӑн шухӑша путрӑм та вӑл тепӗр алӑкран кӗрсе каялла таврӑннине те асӑрхаймарӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех