Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем

Пай: Пусмӑрта –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хушнӑ: 2019.12.05 00:24

Пуплевӗш: 247; Сӑмах: 2136

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Соколов хӑй пӳлӗмӗнче каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрет, ем-ешӗл картишне вӑл чӳречерен час-часах пӑхкаласа илет. Чечек ҫурнӑ черешньӑпа чие юрпа витӗннӗ пек шап-шурӑ курӑнаҫҫӗ. Шур чечеклӗ улмуҫҫи турачӗсем, енчен енне шерепеленсе туртӑннӑ. Чӳрече умӗнчех ӳсекен абрикоспа персик ӗнчӗ сапса тухнӑ пек хитре. Кунта ӗнтӗ картиш те мар, сад темелле, урлӑ иртекен курӑк пуснӑ сукмак та халь аллейӑ пулса тӑнӑ, ӑна ешӗл ҫулҫӑ сулхӑнӗ хупӑрлать.

Соколов самай улшӑннӑ. Ӗлӗкхи пекех илемлӗ те уҫӑ кӑмӑллӑ пит-куҫӗ туртӑннӑ, кӑштах шуралнӑ та, халӗ вӑл йывӑр чир хыҫҫӑн сывалнӑ ҫын пек. Пурнӑҫа пӗтӗм кӑмӑлтан савса пурӑнакан ҫамрӑк вӑйлӑ ҫыншӑн пайтах вӑхӑт хушши тӗрмере ларни, унта чунтан-вартан тарӑхни йӗр хӑвармасӑр иртмест ҫав. Унта нумай асап чӑтса тертленни ҫумне акӑ тепӗр ҫӗнӗ инкек те хутшӑнчӗ иккен, — вӑл Лалка Стефчовпа минчетленнине пӗлчӗ. Ҫак йывӑр хыпар ӑна вӗлерессех ҫитерчӗ, вӑл, читлӗхри кайӑк пек, ниҫта кайса кӗрейми тарӑхрӗ. Хӑйсен ӗҫне сутасси те Стефчовранах килнӗ пирки вӑл ним чухлӗ те иккӗленмерӗ, ҫавна пула, тухтӑр ҫав ҫынна — ӑна ҫакӑн чухлӗ инкек-синкек кӑтартса пӗтернӗ Стефчова — пӗр-пӗр май килсенех вӗлеретӗп тесе, хӑйне тупа турӗ. Соколов хулана таврӑнсанах Марко Ивановпа Мичо Бейзадене хӑйне хӑтарнӑшӑн тав тума кайрӗ. Унтан Клеопатрине ҫитсе курчӗ, ӑна Нечо Павлов сунарҫӑ хӑй патне илсе кайнӑ пулнӑ иккен. Мӗскӗн упа пысӑкланнӑ, ытла ырханланса ҫитнӗ, темле кайӑкланнӑ пек те туйӑнать, — хӑйӗн юратнӑ хуҫине вӑл ҫийӗнчех пӗлеймерӗ, ӗлӗкхи пек ачашланмарӗ те хальхинче. Халь вӑл тискер кайӑк йӑлине кӗре пуҫланӑ иккен. Часах ҫилленекен пулнӑ, хӑйӗн ҫивӗч шӑлне те халь айӑпсӑр кӑна ҫырткалас тесе кӑтартмасть. Е ун тяппи тӗлне Стефчов пулас пулсан, мӗн пулса тӑнӑ пулӗччӗ-ши, тесе те шухӑшласа илчӗ тухтӑр, пит-куҫӗнче вара хӑйӗн йӗрӗнсе кулни палӑрчӗ. Тепӗр енчен тата пӗтӗмпех Мунчо айаплӑ пулмалла, тухтӑр ҫавӑн пек шухӑшпа килӗшсе ҫитрӗ те, комитет каллех ӗҫлеме тытӑнсан, вӑл пӗтӗмпех халӑхшӑн ӗҫлеме пуҫӗнчӗ, вӑл ӗҫ — пӑлхава хатӗрленесси. Стефчова тавӑрасси вара, тепӗр каласан, пӗр хӑй ӗҫӗ кӑна мар-ҫке, ун пирки вӑл питех ҫунми пулчӗ, тепӗр пысӑк ӗҫ умӗнче ҫавӑнпа аппаланни ӑна ытла вак-тӗвек ӗҫ пек туйӑнчӗ. Клеопатрӑпа мӗн тумалла-ха, вӗлермешкӗн шел пек, Соколов ӑна ирӗке яма шут тытрӗ, ҫав ӗҫе тума вӑл Нечо Павлова сӗнчӗ, ан тив, вӑл ӑна пӗр-пӗр каҫхине ту еннелле ҫавӑтса кайтӑр та тӗнчен тӑватӑ енне ӑсатса ятӑр.

Соколов чирлисене сиплес ӗҫрен те йӑлт сивӗнчӗ темелле; чирлӗ ҫынсем патне текех ҫӳреми пулчӗ, ун патне те пыракансем пулмарӗҫ, мӗн тесен те шанчӑкран тухасран хӑрарӗҫ пулмалла. Им-ҫам савӑт-сапине, тӗрлӗрен порошокӗсене медицина кӗнекисемпе пӗрле нимӗн тирпее кӗртмесӗрех шкапне пӑрахнӑ та, унта ун фармакопейӑна вӗренмелли кӗнекисене ҫуррине ытла шӑши вуларӗ пулинех. Соколов тухтӑр патне халь пӗртен пӑр чирлӗ ҫын кӑна ҫаплах ҫӳреме хӑять-ха. Вӑл ӗнтӗ Ярослав Бӑрзобегунек. Тухтӑр тӗрмерен таврӑнсан, вӑл тепӗр кунхинех револьверӗпе сыхланаймасӑр персе ӑнсӑртран аллине суранлатнӑ иккен. Ҫак инкекшӗн ӑна пӗтӗм хула халӑхӗ хӗрхенет, мӗскӗн «Австри ҫынни» фотографипе ӗҫлейми те пулнӑ иккен, фотографи ӗҫӗ ӑна хӑйне тахҫанах итлесшӗн те пулман.

Кӗҫӗн алӑк шалтлатрӗ те, тухтӑр чӳречерен пӑхса илчӗ. Картишпе Бӑрзобегунек пырать. Яланхи пекех вӑл хӗвел ҫинӗ кивӗ костюмпа, ҫавна ӑна тахҫан Огнянов панӑ пулнӑ, ылтӑн галунлӑ кепкӑпа, лапсӑркка бакенбарчӗ хӗрлӗ. Сылтӑм аллине хутлатса, шур тутӑрпа ҫакӑмласа ҫыхнӑ, тутӑрне мӑйӗнчен ҫакса янӑ. Бӑрзобегунек сыхланса та васкамасӑр утать — суранланнӑ аллине хускатса ыраттарасран хӑрать ахӑрнех. Ярса пусмассерен пит-куҫӗ те туртӑнкалать, ыратать ҫав ӗнтӗ. Тухтӑр пӳлӗмне кӗрсен, вӑл енчен енне пӑхкаласа илчӗ, ҫакнӑ тутӑрне крават ҫине пӑрахрӗ.

— Чипер-и, тӑванӑм! — терӗ вӑл, аллине тӑсса. Тухтӑр ун суранланнӑ аллине хӗссе чӑмӑртарӗ пулин те леш алли ыратнине ним чухлӗ те систермерӗ. Ӗнтӗ туррипех калӑпӑр: Бӑрзобегунекӑн нимӗн те суранланман, тухтӑр патне час-часах кӗркелесе тухма мӗнле те пулин сӑлтав кирлӗ пулнӑ.

— Мӗнле хыпар-хӑнар пур? — ыйтрӗ Соколов.

— Ҫӗркаҫ ҫӗр варринче Каблешков килчӗ. Ман патӑмра чарӑнчӗ, — терӗ Бӑрзобегунек.

— Курнӑҫмалла пулать унпа! — терӗ тухтӑр.

— Сивӗ чирпе аптранӑ-ха вӑл.

— Ах мӗскӗн!

— Ан та кала! Лӑпланса выртасшӑн мар, каласа тӑрса, виҫӗ ҫыру ҫыртарчӗ, ҫырӑвӗсем вӑрӑм, вӗсене паянах яма хушрӗ. Ак мӗнле ҫын вӑл! Чунӗ, тупата, ӑҫта кӑна тытӑнса тӑрать-ши! Сывлӑш ҫавӑрайми ӳсӗрчӗ.

— Хам пырса пӑхас мар-и ӑна? — терӗ тухтӑр, фескине илсе.

— Кирлӗ мар-ха, ҫывӑрать вӑл… Каҫ кӳлӗм комитет пуҫтарма хушрӗ мана, канашлӑва хам пырӑп, терӗ…

— Юрамасть! Выртнӑ ҫӗртен тапранмалла мар унӑн.

— Калаҫса кунӑҫтарса пӑх-ха ӑна! Вӑл мӗнле ҫын иккенне хӑвах пӗлетӗн-ҫке… Комитет членӗсене чӗнтер эппин.

— Юрӗ, пурне те систерсе тухӑп.

— Ҫӗр ылтӑнне тупайрӑр-и? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ Бӑрзобегунек.

— Хӗҫ-пӑшал туянма-и? Тупрӑмӑр. Укҫине паян хам пата илсе килеҫҫӗ.

— Пултаратӑн, Соколов, ну маттур та эс! — хӗпӗртерӗ фотограф.

— Шӑп пул!

— Хӑҫан тупрӑн вара ку япалана? — Бӑрзобегунек сасӑпах ыйтрӗ тухтӑртан, жилечӗ айӗнчен йӑлтӑр-ялтӑр курӑнакан кинжал туртса кӑларса, вӑл ӑна ҫӳлелле ывӑтса ал вӗҫҫӗн тытрӗ.

— Иван-Венгерец туса пачӗ ӑна мана… Иван халь ниҫтан туса ӗлкӗреймест, темӗн чухлӗ заказ парса тултарнӑ… Чипер япала-и?

Бӑрзабегунек кинжал ҫине темӗн черсе ҫырнине асӑрхарӗ.

— «С или С» тенӗ… Мӗне пӗлтерет ку?

— Тупсӑмне туп!

— «Соколов е Стефчов». Ҫапла-и? — ыйтрӗ Бӑрзобегунек кулкаласа.

— «Свобода или смерть!» тени пулать вӑл, — вӗҫкӗннӗн каласа хучӗ тухтӑр, Стефчов ятне асӑнни те ӑна еплесе каланӑ пек илтӗнчӗ, вара ҫапла хушса хучӗ:  — Халь ӗнтӗ Стефчов-Мефчов пек сӗтӗрӗнчӗксемпе аппаланса тӑмашкӑн вӑхӑт ҫук, савнӑ тусӑм… Халӗ Стефчов ҫинчен те, хӑвӑншӑн кӑна чипер пурнӑҫ тӑвасси ҫинчен те, ху кӑмӑлна кӳрентернӗ пирки те шухӑшласа тӑмалли вӑхӑт мар… Тигр тытма каякан ҫын ӑманпа чӑрманса тӑмасть… Пӗлнӗ пул, вӗсем пирки эп пӗтӗмпех маннӑ ӗнтӗ… Революци хатӗрлекен ҫын ыттине пӗтӗмпе манса каять…

Бӑрзобегунек ӑна чеен пӑхса илчӗ.

Тухтӑр сасси ҫилленнӗ чухнехи пекрех тухать, вӑл нимӗн те манманни паллах-ха, манмашкӑн та ҫӑмӑл мар ӑна, чӗрине тӑрӑнтарнӑ инкек ытлашши те йывӑр. Чӑн та ӗнтӗ, пӑлхава хӗрсе хатӗрленнӗ май, вӑл хӑйӗн чӗри суранӗ сурса ыратнине вӑхӑтлӑха йӑмтарчӗ-ха. Ҫав ӗҫе пикенсе тытӑннипе тухтӑр хӑйӗн чунне кантарчӗ, ҫавна пула ӳсӗр ҫын хӑйӗн хуйхи-суйхине эрехре путарнӑ пек, вӑл та хӗрӳ ӗҫре кӑмӑлне йӑпатрӗ. Анчах кӑшт шухӑш тӗлне килсенех ҫав аса илӳсем ӑна хаяр ҫӗлен сӑхнӑ пек татах тарӑхтарма тытӑнаҫҫӗ.

Картишне Кандов килсе кӗни вӗсен шӑпланса тӑнӑ вӑхӑтне пӳлчӗ, тухтӑр та урӑххи ҫинчен шухӑшлама тытӑнчӗ.

— Мӗнле йышши кайӑк ҫав господин? — ыйтрӗ Бӑрзовенек.

— Кандов вӑл вырӑс университетӗнче вӗренекен студент.

— Ӑна пӗлетӗп-ха, мӗнле ҫын вӑл тетӗп?

— Философ, дипломат, социалист, нигилист… тата шуйттанӗ пӗлсе ҫитертӗр-и унта… Пӗр сӑмахпа каласан, пуҫӗнче унӑн пӗтӗмпе килте мар.

Соколов ҫавӑнтах пӳрнипе ҫамкине тӗксе кӑтартрӗ.

— Халӑх ӗҫӗнче пулас ӗмӗчӗ ҫук пуль унӑн?

— Мӗне кирлӗ вӑл ӑна? Вӑл Раҫҫее диплом илме каять, — терӗ ҫилленнӗ тухтӑр.

— Эх, ҫав вӗреннӗ кайӑксем! Чӑтма пултараймастӑп вӗсене! — хыттӑн каласа хучӗ Бӑрзобегунек. — Дипломлӑ ҫынран ҫын пуласса ан та кӗт… Вӗсем пеккисене халӑх та, ирӗклӗх те кирлӗ мар… Комфорт пултӑр вӗсемшӗн, кил-йыш телейӗ, пӗчӗк кӑна пӳрт те кӗтнӗ канӑҫ… Болгарие таврӑнар та пӑлхав тӑвар, алла хунар тытса, Диарбекира е вилӗм таканне шырар тесе ларман-ҫке вӗсем, ҫулӗ-ҫулӗпе кӗнеке вуласа!

— Йӑнӑшатӑн, Барзобегунек, сан хӑвӑнах диплом пур.

— Манӑн пур-и? Турӑ сыхлатӑрах!

— Бойчон та ҫукчӗ… — хушса хучӗ тухтӑр.

— Дипломӑм пулнӑ пулсан, эпӗ те ҫав ашаксем пекех пулнӑ пулӑттӑм. Акӑ сана, сӑмахран, илӗпӗр: эсӗ Албан тӑвӗсем ҫинче мар, пӗр-пӗр медицина институчӗнче врач дипломне илнӗ пулсан, пуяс тесе кӑна шутланӑ пулӑттӑн, пӑлхав тӑвас пирки асна та илес ҫукчӗ.

Студент пӑлтӑра хӑпарчӗ, ун урри сасси Соколов пӳлӗмӗн алӑкӗ умӗнчех илтӗнсе кайрӗ. Бӑрзобегунек ларнӑ ҫӗртен сиксе тӑчӗ те, хайхи ал ҫаккине мӑйӗнчен яваклантарса, аллине ҫакнӑ пек туса ячӗ.

— Кӑштах манса каяттӑм, Каблешков валли пӗр-пӗр порошок пекки парса яр-ха, — терӗ вӑл.

Тухтӑр ӑна порошок пама та ӗлкӗреймерӗ, алӑка шаккани илтӗнсе те кайрӗ.

— Кӗрӗр! — терӗ Соколов.

Кандов килсе кӗчӗ. Ярослав Бӑрзобегунек ӑна хисеплӗн пуҫ тайса тухса кайрӗ. Студент ӑна асӑрхаймарӗ те, унӑн хӑйӗн шухӑшӗсем пысӑкчӗ.

Кандов килӗшӳллӗ ҫӗлетнӗ тӗксӗм-симӗс пиншакпа, пиншакӗ ҫӗнех те мар ӗнтӗ, брюкийӗ те ҫав тӗслех, тӑвӑр, ури тунине тӑп-тӑп тытса тӑрать. Хӗрлӗ фескине ҫӗклетсе тӑхӑннӑ, унӑн хурарах сӑнӗпе ытлах килӗшсе те каймасть, сӑнарӗ темле шухӑша кайса кичемленнӗ пек, куҫӗ тем ӗмӗтленсе йӑлкӑшать. Ҫак каччӑ ахӑрнех темле шухӑша пула канӑҫа пӗлмест пуль, ыттисенчен никампа калаҫса пӑхмасӑр шухӑшне пытарса тӑнӑн туйӑнать. Пайтах вӑхӑт хушши ӗнтӗ вӑл ҫынсенчен уйрӑларах пурӑнать.

Тухтӑр иртме сӗннӗ хыҫҫӑн вӑл пӳлӗмри пӗртен пӗр пукан ҫине пырса ларчӗ. Хуҫи, вӑл килсе кӗнинчен самай тӗлӗннӗскер, кравачӗ ҫине ларчӗ.

— Сывлӑхӑрсем мӗнле сирӗн, Кандов господин? — ыйтрӗ Соколов, студент кӑштах аптранӑ пуль тесе шухӑшласа, вӑл пӗтсе кайнӑ ҫамрӑк ҫыннӑн сӑнарне тинкерсе пӑхса илчӗ.

— Турра шӗкӗр, пырать-ха, — кӗскен кӑна тавӑрса каларӗ Кандов.

Хӑй кӑмӑллӑнах пӑхса илчӗ; эппин вӑл кунта чирленипе мар, мӗнле те пулин урӑх сӑлтавпа килсе кӗчӗ пуль-ха, тен, сӑлтавӗ те пӗчӗккех мар пуль.

— Хапӑл тӑватӑп сире. Эсир юсаннӑ пек курӑнатӑр-ха.

— Эпӗ, чӑн та, юсантӑм; сывлӑхӑм пит аван-ха.

— Эппин татах Раҫҫее каятӑр пуль?

— Ҫук, каймастӑп.

— Ак тата!

— Ӗмӗрлӗхе ҫакӑнта юлас терӗм, — ним пулман пек каласа хучӗ Кандов.

Тухтӑр нимӗн пӗлмесӗр, ӑна тӑрӑхланӑ пекрех те пӑхса илчӗ. Вӑл пӑхнине сӑмахпа калас пулсан, ҫакӑн пек ӑнланмаллаччӗ ӗнтӗ: «Мӗншӗн каясшӑн мар эс, шӑллӑм? Мӗншӗн эс каллех кӗнекесенчи ӑс-тӑнлӑха малалла та пуҫтарасшӑн мар-ха? Кунта, ав, йӗри-тавра ҫунса тӑрать, сан валли нимӗн тумалли те ҫук».

Кӑштах калаҫмасӑр тӑчӗҫ.

— Учителе кӗрес тетӗр пуль-ха? — йӗкӗлтенӗ пекрех те пулин ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ тухтӑр.

Кандов самай хӗрелчӗ, тавӑрса калас вырӑнне ҫакӑн пек татса ыйтрӗ:

— Соколов господин, комитет ларӑве хӑҫан пулать?

— Мӗнле комитетӑн? — нимӗне пӗлмене хыврӗ тухтӑр.

Кандов тата ытларах хӗрелсе кайрӗ, вара йывӑррӑн каласа хучӗ:

— Хӑвӑр комитетӑрӑн. Пытарса ан тӑрӑр, эп пӗтӗмпе пӗлетӗп. Вӑл комитетра кам тӑнине те, ларӑвӗ ӑҫта пуласса та пӗлетӗп… Пӗтӗмпе пӗлетӗп, манран пытарма кирлӗ те мар…

— Тӗлӗнсех каймалла, хӑвӑра нимӗн интереслентермен ӗҫсем пирки эсир йӑлт пӗлсе тӑратӑп тетӗр… Ҫапла пултӑрах эппин… Мӗн каласшӑн вара эсир? — ыйтрӗ тухтӑр, студента тата тинкеререх пӑхса.

— Комитет ларӑвӗ хӑҫан пулать тесе ыйтатӑп сиртен? — тепӗр хут ыйтрӗ Кандов.

— Паян каҫхине, — лешӗн пекех татӑклӑн каласа хучӗ тухтӑр.

— Эсир унӑн председателӗ, ҫапла-и?

— Ҫапла.

— Эпӗ сиртен акӑ мӗн ыйтасшӑн.

— Мӗн?

— Мана комитет членне йышӑнӑр тетӗп.

Студент сасси чӗтренсе илчӗ.

Тухтӑр тӗлӗнсе кайрӗ; Кандов ҫапла пӗр кӗтмен ҫӗртен ыйтни ӑна ӑнран ярасса ҫитерчӗ.

— Мӗншӗн комитета кӗресшӗн-ха эсир, Кандов?

— Эп пӑлхар ҫынни… Манӑн та ӗҫлес килет.

Соколов сиксе тӑчӗ.

— Пар аллуна, тӑванӑм! — Соколов ӑна хытӑ ыталаса илсе чуп турӗ. — Хаваслансах йышӑнатпӑр сана, Кандов господин, тем пек хавасланса йышӑнатпӑр, — терӗ вӑл — Пурсӑмӑр та хӗпӗртесе курӑпӑр сана хамӑр ушкӑнра… Сирӗн пек ҫынсем те аяккинче тӑрса юлсан, ҫылӑх вӑл… Пирӗн кӗрешӳ аслӑ кӗрешӳ пулать. Тӑван ҫӗршыв чӗнет пире… Вӑл чӗннине пирӗн пурсӑмӑрӑн та, пурсӑмӑрӑн та итлемелле… Чыс та мухтав сана, Кандов! Пар аллуна, шӑллӑм!

— Тавтапуҫ, тухтӑр, — чунтан-вартан тав турӗ ӑна студент. — Кандов унта ытлашши пулас ҫуккине хӑвӑрах курӑр-ха.

— Пӗлетӗп, пӗлетӗп! Ҫакна ҫеҫ тавҫӑраймастӑп-ха, мӗншӗн вара эсир Огнянов каланӑ чухнех комитета кӗресшӗн пулмарӑр? Ӑна хӗрхенсе чӗрем татӑлса тухать. Телейсӗр Бойчо тусӑм! Ун вырӑнне хамӑн вилмеллеччӗ те, унӑн пурӑнмаллаччӗ, хӑй сӑмахӗпе те ӗҫӗпе ыттисене ҫӗклентернӗ пулӗччӗ вӑл!.. Пӗлетӗн-и эс, Кандов, вӑл чӑн-чӑн геройччӗ, аслӑ чунлӑ ҫынччӗ вӑл! Ун юнӗшӗн тавӑрӑпӑр эпир, калама ҫук хӑрушӑ тавӑрӑпӑр… Пӗр ҫыншӑн тӑшманӑн ҫӗр ҫыннине пӗтерӗпӗр! Ҫав ирсӗрсен амӑшӗсем куҫҫульпе ҫӑвӑнӗҫ!

— Тӗрӗс, тавӑрӑпӑр! — терӗ Кандов та. — Халь ӗнтӗ эпӗ пӗртен пӗр ҫакӑн пек туйӑмпа кӑна пурӑнатӑп!.. Огнянов пек ҫынна вӗлерекене ниепле те каҫару пулма пултараймасть.

— Хаяррӑн тавӑрӑпӑр! — хыттӑн каласа хучӗ тухтӑр. — Комитет паян каҫхине пуҫтарӑнать-и?

— Паян каҫхине, Мичо бай патӗнче. Пӗрле кайӑпӑр.

— Хама йышӑнсанах пӗр сӗнӳ парса пӑхасшӑн эпӗ.

— Мӗнле сӗнӳ?

— Огнянова вӗлерекене вӗлермелле.

— Пӗччен мар ҫав вӑл, тусӑм… Темиҫен вӗсем… пирӗн вара ӑҫта шырамалла вӗсене?.. Айӑплине пӗлес тесен, тӑванӑм, тӗрӗксен влаҫӗ айӑплӑ…

— Ман шутпа, айӑпли пӗр ҫын кӑна.

Тухтӑр тӗлӗнсе пӑхрӗ Кандова.

— Пӗр ҫын кӑна, вӑл та пулин хамӑр хушӑра.

— Хамӑр хушӑра тетӗн-и?

— Хамӑр хушӑра, Огнянова вӗлерекенсенчен чи айӑпли пирки калатӑп.

— Эх, Кандов бай, ӗҫӗ тӗшне тӑмасть… Ҫав ухмаха тавӑрасси вӑл… Мунчо тахҫанах ӑнран кайнӑ. Ҫав телейсӗр ҫын хӑйӗн йӗркесӗр хӑтланчӑшӗпе ҫывӑх ҫыннине сутасси ҫинчен пӗлмен те. Бойчона пит хисеплетчӗ… Ун пирки асна та ан ил.

Кандов хӗрсе кайрӗ. Соколов ҫапла шухӑшлани ӑна кӳрентернӗ пек пулчӗ.

— Йӑнӑшатӑр, Соколов господин, йӑнӑшатӑр! Огнянова сутаканӗ Мунчо тесе, кам каларӗ сире?

— Эсир кам тетӗр вара?

— Стефчов.

— Епле, Стефчов! — кӑшкӑрса ячӗ аптраса ӳкнӗ тухтӑр.

— Шӑпах ҫавӑ. Ав кам сутнӑ ӑна! Эпӗ чӑнласах пӗлетӗп вӑл иккенне.

— Ах йӗксӗк!.. Малтан эпӗ хам та ҫавӑ пуль тесе шутласаттӑм.

— Эп тӗрӗс каларӑм, сутаканӗ ҫавӑ пулнӑ… Мунчон унта ӗҫӗ те ҫук. Эпир пурсӑр та пит васкаса айӑпланӑ ӑна. Стефчов хӑй намӑс курнӑ каҫ арман патӗнче чавса пӑхма влаҫсене канаш панӑ; ҫав ирсӗр Мердевенджиев пулӑшнипе вӑл Огняновӑн чӑн-чӑн ятне пӗлнӗ… Ҫак киревсӗр ӗҫсене пӗтӗмпе хӑй тунӑ, ҫавӑнпа пур инкексенче те вӑлах айӑплӑ… Ҫав пӑтранчӑк, историе эпӗ тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлсе ҫитрӗм, пӗлессе те чи шанчӑклӑ ҫӗртен пӗлтӗм.

— Ав епле иккен…

Соколов ҫакӑнтан вара Кандова пысӑк кӑмӑлпа хисепле пуҫларӗ. Анчах ҫак студент Стефчова вӗлерме хатӗр тӑни, хӑйсен таса ӗҫӗн хаяр тӑшманне чиксе пӑрахма хатӗр пулни тӗлӗнтерсе ячӗ. Эппин Кандов революци идейине парӑннӑ ҫын иккен, вӑл ӑна шанса ӗҫлет. Тепри ҫакӑн пек хӗрсе тытӑннӑ пулсан, темӗн иккӗлентермелли те пулатчӗ пуль, Кандов вара чӑнласах шантарни унӑн пӗтӗм сӑнарӗнче палӑрса тӑчӗ.

Соколов пӗр ӑстӑркка сӑмах хушмасӑр студента пӑхса тӑчӗ, унтан ларнӑ ҫӗртен сасартӑк ҫӗкленчӗ.

— Чим-ха, — терӗ вӑл, — ҫав йӗксӗке эпир шуйттан патнех ӑсатӑпӑр… Паян комитет ларӑвӗнче ун пирки йышӑнсах хурӑпӑр.

— Пит аван, — килӗшрӗ Кандов.

Соколов чӳречерен пӑхрӗ.

— Ман пата килеҫҫӗ! — терӗ вӑл.

Пӳрт патнелле пӗр илемлӗ ҫамрӑк ҫын килни курӑнса кайрӗ, тумӗ-ҫийӗ чипер, французла майлӑ тумланнӑ.

Тухтӑр хӑна тавраш пырасса кӗтменччӗ, ҫавна пула канӑҫран тухрӗ.

— Пациент-и вӑл? — ыйтрӗ Кандов.

— Ҫавӑ, айӑп ан ту-ха мана, — терӗ те тухтӑр, алӑкран тухрӗ.

Каялла пит савӑнӑҫлӑн килсе кӗчӗ.

— Камччӗ вӑл? — ыйтрӗ Кандов, каякан ҫамрӑк ҫын еннелле пӑхса.

— Пенчо Диамандиев. Вӑл Габровӑри гимназире вӗренет. Иртнӗ кунсенче килне таврӑннӑ.

— Мӗнле? Ҫав ирсӗр Стефчовӑн хунчӑкӑшӗ-и, ҫав юн ӗҫен Юрдан ывӑл-и? — тӗлӗнчӗ Кандов. — Эсир унпа туслӑ-и?

— Туслӑ кӑна-и эпир унпа! Эпир унпа пӗр тӑвансенчен те ҫывӑх та туслӑ ҫынсем. Эпӗ унпа — юлташлӑ: комитет членӗ вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех