Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVIII

Пай: Крейцер сонати

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хушнӑ: 2020.01.20 05:08

Пуплевӗш: 42; Сӑмах: 538

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Эпӗ интересленсех калаҫатӑп-ха, — пуҫларӗ вӑл. — Халь нумайӑшне урӑхла шутлатӑп эпӗ, нумай япала ҫине урӑхла пӑхатӑп ӗнтӗ, ҫавӑнпа йӑлтах каласа парас килет. Ну, ҫапла вара хулара пурӑнма тытӑнтӑмӑр. Телейсӗр ҫынсене хулара пурӑнма ҫӑмӑлрах. Хулара ҫын ҫӗр ҫул пурӑнма, ҫавна май хӑй тахҫанах вилсе-ҫӗрсе кайнине сисмесӗр юлма та пултарать. Ху ҫинчен шухӑшласа тӑма унта вӑхӑт ҫук, ҫын яланах пушӑ мар. Ӗҫсем, обществӑлла отношенисем, сывлӑх, искусствӑсем, ачасен сывлӑхӗ, вӗсене пӑхса-вӗрентсе ӳстересси. Е сан патна хӑнасем килеҫҫӗ, е санӑн хӑвӑн вӗсем патне каймалла; е пӗр-пӗр спектакль курмалла, е пӗр-пӗр артист юрланине итлемелле. Хулара кирек хӑҫан та пӗрре е иккӗ-виҫҫӗ таранах чаплӑ артистсем пур вӗт, вӗсене курмасӑр ниепле те ирттерсе яма юрамасть. Е хӑвӑн сывлӑхна, е унӑнне, тепринне юсамалла, е учительсемпе, репетиторсемпе, гувернанткӑсемпе айкашмалла, — пурнӑҫӗ вара пуш-пушах иртет. Ак ҫапла пурӑнаттӑмӑр та ӗнтӗ эпир; пӗрле пурӑнса чуна ыраттарнине сахалрах туяттӑмӑр. Унсӑр пуҫне малтанхи вӑхӑтра питӗ лайӑх ӗҫ пурччӗ — ҫӗнӗ хулара вырнаҫасси, ҫӗнӗ хваттере майлаштарасси. Вӑхӑтлӑха хуларан яла, ялтан хулана кая-кая пурӑнасси те — тепӗр ӗҫ.

Пӗр хӗл иртсе кайрӗ, иккӗмӗш хӗл вара тепӗр япала, ҫиелтен пӑхсан ниме тӑманскер, ҫын та асӑрхамалла марскер, пулса иртрӗ, анчах ҫав япала пулман пулсан, мӗн пулса иртни те пулмастчӗ. Арӑм сывах марччӗ, леш эсрел тухтӑрӗсем ӑна ача ҫуратма юрамасть терӗҫ, ҫие ан юлтӑр тесен, мӗн тумаллине вӗрентрӗҫ. Ҫакӑ мана йӗрӗнчӗклӗ туйӑнчӗ. Эпӗ ҫакна хирӗҫ кӗрешрӗм, анчах арӑм хӑйӗнни ҫинчех тӑчӗ, манӑн вара парӑнма тиврӗ. Арӑм ача ҫуратать пулсан, пурнӑҫа ҫапах та пӗтӗмпех выльӑхла теме ҫук, халь вара капла пурӑнасси пушшех те ирсӗрленсе кайрӗ.

Пӑхса ӳстерме йывӑр пулсан та, ӗҫлекен ҫынна, мужике, ачасем кирлӗ, ҫавӑнпа ӑна арлӑх ҫыхӑнӑвӗшӗн вӑрҫма май ҫук. Пире вара, ачаллӑ ҫынсене, ачасем урӑх кирлӗ мар — вӗсемшӗн ытлашши тӑрӑшас пулать, тӑкакланмалла, каярах мӑнуксем ҫинчен те шухӑшлама тытӑнмалла; вӗсем, ачасем, пирӗншӗн терт кӑна. Сысналла пурӑннишӗн вара пирӗн нимӗнпе те тӳрре тухма ҫук. Е ача ан пултӑр тесе тӗрлӗ майпа тӑрӑшатпӑр эпир, е ача ҫуратнине инкек, асӑрхамасӑр тунӑ ӗҫ вырӑнне хуратпӑр. Ку ӗнтӗ пушшех те ирсӗрлӗх. Нимӗнпе те тӳрре тухма ҫук. Анчах эпир йӑла-йӗрке тирпейлӗхӗ енчен йӑлтах пӑсӑлса кайнӑ та, ҫавӑнпа тӳрре тухма тӑрӑшмастпӑр та. Вӗреннӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ халь ҫак аскӑнлӑха тунӑшӑн ним чухлӗ те намӑсланса ӳкӗнмест.

Мӗн ӳкӗнмелли, намӑсланмалли унта. Пирӗн пурнӑҫра халь общество шухӑшӗн тата уголовнӑй законӑн намӑсӗсӗр пуҫне нимӗнле урӑх намӑс та ҫук вӗт. Кунта вара ӑна та, кӑна та пӑсаҫҫӗ: пурте — Марья Павловна та, Иван Захарыч та ӑна тӑваҫҫӗ пулсан, общество умӗнче мӗншӗн намӑсланмалла вара? Е тата ыйткалакансене нумайрах ӗрчетмелле-и, хӑвӑн обществӑлла пурнӑҫпа пурӑнма пӑрахмалла-и? Уголовнӑй закон умӗнче намӑсланма е унран хӑрама кирлӗ мар. Ӑна киревсӗр хӗрсемпе салтак арӑмӗсем, ав, хӑйсен ачисене кӳлле, ҫӑла пӑрахаҫҫӗ; вӗсене, ӑнланмалла ӗнтӗ, тӗрмене хупас пулать, эпир вара пурне те вӑхӑтра та таса тӑватпӑр.

Ҫапла эпир тата икӗ ҫул пурӑнтӑмӑр. Эсрел тухтӑрӗсем калани, ахӑртнех, усса кая пуҫларӗ пулас: ӳт-пӳ енчен вӑл, ҫу иртсе каяс умӗнхи ҫутҫанталӑк илемӗ пекех, лайӑхланчӗ, хитреленчӗ. Ҫакна вӑл хӑй те туйса илчӗ, вара лайӑх тумланса ҫӳреме, чиперленме тытӑнчӗ. Вӑл темле ытла та хитреленсе кайрӗ, ҫавӑн пек хитрелӗхе курсан, ҫынсем канӑҫлӑха та ҫухатаҫҫӗ. Вӑл, вӑтӑр ҫула ҫитнӗ хӗрарӑм, ача ҫуратма пӑрахнӑскер, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе пурӑнаканскер, ним ҫукранах ҫатӑртатса кайма пултараканскер, йӑлтах чечекреччӗ. Ун сӑн-сӑпатне курсан, ҫынсем лӑпкӑлӑха, канӑҫа ҫухататчӗҫ. Арҫынсем хушшипе иртсе пынӑ чух лешсем куҫӗсемпе ирӗксӗрех ун ҫине тӗллетчӗҫ. Витере ҫитерсе самӑртнӑ кӳлнӗ лашан тилхепине лӑнчӑ ярсан мӗнле пулать, манӑн арӑмпа та ҫавӑн евӗрлӗ пулнӑччӗ. Ӑна, пирӗн 0,99 хӗрарӑмсем пекех, нимӗнле йӗвен те тӑхӑнтартманччӗ. Эпӗ ҫакна туяттӑм та хӑраса каяттӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех