Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑххӑрмӗш сыпӑк

Пай: Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем

Автор: Василий Долгов

Ҫӑлкуҫ: Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хушнӑ: 2019.12.10 14:57

Пуплевӗш: 278; Сӑмах: 3079

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Робинзон дневникӗ. — Ҫӗр чӗтрени

1659 ҫулхи сентябрӗн 30-мӗшӗ. Пирӗн карап уҫӑ тинӗсре вӑйлӑ тӑвӑла лекрӗ те юрӑхсӑра тухрӗ. Пӗтӗм экипаж, мансӑр пуҫне, шыва путрӗ. Мана, телейсӗр Робинзон Крузона, ни вилӗ, ни чӗрӗ юлнӑскере, хум утрав ҫыранӗ хӗррине кӑларса ҫапрӗ. Ҫав ылханлӑ утрава эпӗ Тарӑху утравӗ тесе ят патӑм.

Каҫ пулса ҫитсен, эпӗ тискер кайӑксенчен хӑранӑ пирки йывӑҫ ҫине улӑхса лартӑм. Ҫумӑр ҫунӑ пулин те, эпӗ ҫӗрӗпех хытӑ ҫывӑрнӑ.

Мӗн ҫӗрлечченех чуна сӳлетекен шухӑшсем пуҫран тухмарӗҫ: эпӗ апат-ҫимӗҫсӗр, выртса-тӑмалли хӳтлӗхсӗр тӑрса юлтӑм-ҫке; манӑн тумтир тавраш те, хӗҫ-пӑшал та ҫук; тӑшман тапӑнас-тӑвас пулсан, ниҫта та тарса пытанаймӑп. Кам та пулин килсе хӑтарасса та кӗтсе илес шанчӑк ҫук. Умра вилӗм кӑна: е мана тискер кайӑксем тытса ҫурӗҫ, е тискер ҫынсем вӗлерӗҫ, е эпӗ выҫӑхса ҫитнипе вилсе выртӑп.

Октябрӗн 1-мӗшӗ. Ирхине ыйхӑран вӑрансан, эпӗ хамӑр карап тинӗсре шыв хӑпарнипе ӑшӑх ҫӗртен ҫыран ҫывӑхне пырса ларнине куртӑм. Ку мана шанчӑк пачӗ: эпӗ, ҫил тамалсан, карап патне кайса, ун ҫинчи ҫимӗҫсене, хама кирлӗ япаласене илсе тухма шутларӑм. Юлташӑмсем сарӑмсӑр вилнипе шавах хурлантӑм пулин те, мана кӑштах вӑй-хал хутшӑннӑн туйӑнчӗ. Карапа пӑрахса кайман пулсан, пурсӑмӑр та чӗрех юлаттӑмӑр, ҫапла шухӑшларӑм эпӗ пӗрмаях. Халь вара, карап ҫӗмрӗкӗсенчен баркас туса, ку вырӑнтан хӑпса тухнӑ пулӑттӑмӑр.

Шыв чакма пуҫласанах карап патне кайрӑм. Малтан эпӗ шыв чакнипе типпе юлнӑ тинӗс тӗпӗпе пытӑм, унтан ишсе кайрӑм. Вӑл кун ҫумӑр чарӑнмарӗ, анчах ҫил пӗтӗмпех тамалса ҫитрӗ.

Октябрӗн 2-мӗшӗпе 24-мӗшӗ хушшинче эпӗ карап ҫинчи япаласене ҫырана куҫартӑм. Тинӗс чакнӑ вӑхӑтра эпӗ карап ҫине каяттӑм, тинӗс тулма тытӑнсанах — тинӗсрен каялла тухаттӑм. Япаласене сулӑпа турттараттӑм. Пӗрмаях ҫумӑр ҫурӗ; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫанталӑк уярткаларӗ, анчах нумайлӑха мар: кунти вырӑнсенче ҫак вӑхӑтра ҫумӑрсем пулаҫҫӗ курӑнать.

Октябрӗн 25-мӗшӗ. Ҫӗрӗпе те кунӗпе ҫумӑр ҫурӗ, кассӑн-кассӑн килекен вӑйлӑ ҫил вӗрсе тӑчӗ. Ҫӗр каҫиччен хумсем карапа турпас пек салатса янӑ; карап ларнӑ вырӑнта унӑн ванчӑкӗсем ҫеҫ курӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем те пулин шыв чакнӑ вӑхӑтра ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Паян яра кунах эпӗ япаласемпе тӑрмашрӑм: вӗсене, ҫумӑрпа йӗпенсе ан пӑсӑлччӑр тесе, витрӗм, чӗркерӗм.

Октябрӗн 26-мӗшӗ. Хама пурӑнмашкӑн ҫурт тума юрӑхлӑ вырӑн тупрӑм. Ӑна тӗкмесем лартса ҫавӑрмалла пулать.

Октябрӗн 27-мӗшӗпе 30-мӗшӗ хушшинче. Пикенсех ӗҫлерӗм: кашни кун тенӗ пек ҫумӑр ҫурӗ пулин те, хамӑн япаласене пурне те ҫӗнӗ ҫурта куҫартӑм.

Октябрӗн 31-мӗшӗ. Мӗнле те пулин кайӑк тытма пулмӗ-ши тесе тата кунти вырӑна сӑнас тесе, ирхине пӑшалпа утрав тӑрӑх ҫӳрерӗм. Качака персе вӗлертӗм. Унӑн путекки ман хыҫҫӑн киле ҫитичченех чупса пычӗ, анчах ӑна та часах пусма тиврӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытла пӗчӗккӗччӗ, курӑк ҫиме те пӗлместчӗ.

Ноябрӗн 1-мӗшӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта, ту аяккинче, пысӑк палатка картӑм, шала, шалҫасем ҫине, гамак ҫакрӑм.

Ноябрӗн 4-мӗшӗ. Хӑш вӑхӑтра мӗн-мӗн тумаллине палӑртса хутӑм: кайӑксем тытма сунара хӑҫан каймаллине, хӑш вӑхӑтра ӗҫлемеллине, ҫывӑрмаллине, канмаллине палӑртрӑм. Ир ҫинче, ҫумӑр ҫумасть пулсан, ик-виҫ сехет хушши утрав тӑрӑх пӑшалпа ҫӳретӗп, ҫакӑн хыҫҫӑн вунпӗр сехетчен ӗҫлетӗп, вунпӗр сехетре ирхи апат ҫиетӗп, вуникӗ сехетрен пуҫласа икӗ сехетчен канатӑп (мӗншӗн тесен ку вӑхӑтра питӗ шӑрӑх тӑрать), икӗ сехетре каллех ӗҫе тытӑнатӑп. Юлашки икӗ кун хушшинче, ӗҫ вӑхӑтӗнчи сехетсенче, эпӗ сӗтел турӑм. Ун чухне эпӗ столяр ӗҫне япӑх пӗлеттӗм-ха. Анчах нуша тем тума та вӗрентет! Эпӗ пур япалана та тӑвакан ӑстаҫӑ пулса тӑтӑм. Иккӗленмелли ҫук, ман пек пурнӑҫа лекнӗ ҫын, такам пулсан та, ӑсталӑха манашкалах вӗренсе ҫитнӗ пулӗччӗ.

Ноябрӗн 13-мӗшӗ. Ҫумӑр ҫурӗ. Ҫӗрпе сывлӑш чылаях нӳрленчӗҫ. Сывлама ҫӑмӑлланчӗ. Анчах пӗрмаях вӑйлӑ аслати кӗмсӗртеттерсе тӑчӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ. Эпӗ пичкесенчи тар ҫиҫӗмпе пӗрхӗнсе ан кайтӑрччӗ тесе, хӑраса лартӑм. Аслати иртсе кайсан, пӗтӗм тара, — ҫиҫӗм тивес-тӑвас пулсан, ушкӑнпех пӗр харӑс пӗрхӗнсе ан кайтӑр тесе, — чи пӗчӗк пайсене уйӑрса хутӑм, вӗсене уйрӑмшар хумалла турӑм.

Ноябрӗн 14, 15 тата 16-мӗшӗсем. Ҫак кунсенче тар ещӗкӗсем турӑм; кашни ещӗкне пӗр-ик кӗрепенкке таран тар кӗме пултарать. Паян пӗтӗм тара уйрӑм ещӗксене пайларӑм, ҫав ещӗксене вара ту ҫурӑкӗсем хушшине, пӗринчен теприне мӗн май килнӗ таран инҫерех вырнаҫтарса, пытарса хутӑм. Ӗнер пӗр пысӑк кайӑк вӗлертӗм. Мӗнле кайӑкне хам та пӗлместӗп. Унӑн ашӗ питех те тутлӑччӗ.

Ноябрӗн 17-мӗшӗ. Хамӑн япаласене майлӑрах вырнаҫтарса хума паян палатка хыҫӗнчи ҫӗр хӑвӑлне хӑйӑрлӑ ту айнелле чавса кӗме тытӑнсаттӑм. Анчах вӑл ӗҫе тума виҫӗ япала кирлӗ: катмак, кӗреҫе тата чавнӑ тӑпрана илсе тухмалли тачкӑ е карҫинкка. Ман ку япаласем пӗри те ҫук. Ӗҫе пӑрахмалла пулчӗ. Вӑл япаласем вырӑнне мӗнпе ӗҫлес е вӗсене мӗнле тӑвас тесе, нумайччен шухӑшларӑм. Катмак вырӑнне тимӗр лумпа ӗҫлесе пӑхма шутларӑм: лумпа ӗҫлеме пулать, анчах вӑл ытла та йывӑр. Кунсӑр пуҫне тата кӗреҫепе тачкӑ кирлӗ. Кӗреҫесӗр ӗҫ тухмасть, анчах эпӗ ун вырӑнне нимӗн те тупма пултараймастӑп, ӑна мӗнле тумаллине те шухӑшласа кӑлараймастӑп.

Ноябрӗн 18-мӗшӗ. Вӑрмана кайрӑм та Бразилире «тимӗр йывӑҫ» текен йывӑҫа (е ҫавӑн йышши йывӑҫ) тупрӑм. Вӑл питех те ҫирӗп. Ҫапах та пӗр йывӑҫне касрӑм-касрӑмах. Пурттӑм пӗтӗмпех мӑкалса кайрӗ. Ҫав йывӑҫран пӗр пысӑк каска пуканӗ татса килтӗм те ӑна хам патӑма аран-аран йӑтса ҫи-тертӗм — вӑл тем пекех йывӑр пулчӗ. Ҫак йывӑҫран эпӗ кӗреҫе тума шут тытрӑм. Йывӑҫӗ питех те пиҫӗ пулнӑ пирки ку ӗҫпе ытла та нумай вӑхӑт иртрӗ, вӑй нумай хумалла пулчӗ. Ҫапах та эпӗ ҫав кӗреҫене тума пултартӑм. Аври Англире тӑвакан кӗреҫе авринчен начар пулмарӗ, кӗреҫи вара ҫирӗпех тухмарӗ. Ӑна тимӗрпе тыттармаллаччӗ, анчах манӑн ҫӳхе тимӗр пулмарӗ, ҫавӑнпа та вӑл кӗреҫепе эпӗ нумаях усӑ кураймарӑм. Эпӗ тӗнчере пӗр кӗреҫене те ҫавӑн пек пысӑк асаппа туса хатӗрлемен, нимӗнле кӗреҫе тунӑ чухне те ман пек нумай вӑн пӗтермен пулӗ тесе шутлатӑп. Ҫак кӗреҫепе эпӗ малтан лайӑхах ӗҫлерӗм.

Мана тата тачкӑ е карҫинкка кирлӗ. Карҫинкка ҫинчен эпӗ шухӑшлама та хӑяймарӑм: ӑна тӑвас тесен, пиҫӗ хулӑсем кирлӗ, анчах эпӗ вӗсене вӑрманта темле шырасан та тупаймарӑм. Тачкӑ тума эпӗ пултарнӑ та пулӑттӑм, анчах ӑна тумашкӑн кустӑрма кирлӗ, кустӑрма тунине вара эпӗ курман, ӑна тума пачах та пӗлместӗп. Кунсӑр пуҫне, кустӑрмана тимӗр тӗнӗл ҫине тӑхӑнтармалла. Тимӗр тӗнӗл те манӑн ҫук. Тачкӑ вырӑнне эпӗ хӑмасенчен пӗчӗк валашка турӑм. Ку вӑл известь валашки евӗрлех пулчӗ. Ҫав валашкапа ӗнтӗ эпӗ чавнӑ тӑпрана иле-иле тухрӑм.

Валашкана тума кӗреҫе тӑвассинчен ҫӑмӑлтарах пулчӗ. Валашкапа кӗреҫе туса тата тачкӑ тӑвасшӑн уссӑр тӑрмашса сахалтан та тӑватӑ кун иртсе кайрӗ. Паллах, ку шута эпӗ ир ҫинче сунарта ҫӳренӗ сехетсене кӗртместӗп. Тӗрӗссипе каласан, манӑн сунара тухман кунсем пулманпа пӗрех, кашни каймассеренех эпӗ мӗнле те пулин кайӑк тытса килеттӗм.

Ноябрӗн 23-мӗшӗ. Валашкапа кӗреҫе туса пӗтертӗм. Ҫав япаласене туса ҫитерсенех ҫӗр чавма тытӑнтӑм. Кунӗпех мӗн вӑй ҫитнӗ таран чаврӑм. Мана питех те аслӑ пӳлӗм кирлӗ. Ҫак ҫӗр хӑвӑлӗ пӗр вӑхӑтрах нӳхреп тата апат-ҫимӗҫ хурса-илмелли вырӑн, склад, кухня, столовӑй пултӑр, терӗм.

Декабрӗн 10-мӗшӗ. Эпӗ вунсакӑр кун ҫакӑн пек ӗҫлерӗм, ӗҫӗм вӗҫленчӗ тесе шутлаттӑм, анчах сасартӑк ҫӗрпӳртӗн пӗр кӗтесӗ ишӗлсе анчӗ. Эпӗ ҫӗр хӑвӑлне ытла сарлакалатрӑм пулмалла, ҫавӑнпа вӑл ишӗлсе анчӗ. Ҫакна курсан, эпӗ хӑрасах кайрӑм: ишӗлсе аннӑ вӑхӑтра эпӗ ҫӗрпӳртре пулнӑ пулсан, манӑн шӑммӑм-шаккӑм ӗмӗрлӗхех ҫавӑнта юлнӑ пулӗччӗ. Ҫак инкек мана чылаях шухӑшлаттарчӗ: ишӗлсе аннӑ тӑпрана ҫӗрпӳртрен кӑлармалла, маччана халь тӗкӗсемпе тӗкӗлемелле пулать, унсӑрӑн ҫӗр каллех ишӗлсе анмӗ тесе шанса пурӑнма ҫук.

Декаврӗн 11-мӗшӗ. Паян эпӗ каллех ӗҫе тытӑнтӑм. Халлӗхе икӗ юпа лартрӑм, ҫӳле икшер хӑма хӗреслетсе хутӑм.

Декабрӗн 17-мӗшӗ. Малтан икӗ юпине ҫирӗплетрӗм, унтан тата темиҫе юпа лартрӑм, ҫӳле малтанхи пекех хӑмасем хутӑм. Халӗ ӗнтӗ тӑпра ишӗлсе анассинчен хӑрамалли ҫук. Юпасене эпӗ ретшерӗн лартса тухрӑм, ҫавӑнпа ӗнтӗ манӑн ҫӗрпӳрт темиҫе пӳлӗмлӗ пулса тӑчӗ. Ку ӗҫпе эпӗ пӗр эрне ирттертӗм. Ҫак кунтан пуҫласа декабрӗн 20-мӗшӗ таран ҫӗрпӳртре ҫӳлӗксем майлаштарса тухрӑм, юпасем ҫумне пӑтасем ҫапрӑм, ҫакмалли япаласене пурне те ҫакса тухрӑм.

Декабрӗн 20-мӗшӗ. Пӗтӗм япаласене ҫӗр хӑвӑлне куҫарса йӗрки-йӗркипе майлаштарса хутӑм. Халӗ ӗнтӗ манӑн хуҫалӑхра йӗрке пур. Тата тепӗр тенкел, апат-ҫимӗҫ хума темиҫе пӗчӗк ҫӳлӗк турӑм, — вӑл буфет пек япала пулса тӑчӗ. Хӑмасем манӑн сахал юлчӗҫ.

Декабрӗн 24-мӗшӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн чӗреслетсе ҫумӑр ҫурӗ. Эпӗ килтен тухаймарӑм.

Декабрӗн 26-мӗшӗ. Ҫумӑр чарӑнчӗ. Ҫанталӑк уяртса ячӗ. Ӗлӗкхинчен нумай сивӗтрӗ.

Декабрӗн 27-мӗшӗ. Пӑшалпа персе икӗ качака путекки тытрӑм: пӗри вилчӗ, тепри уринчен аманчӗ. Вӑл тараймарӗ. Ӑна эпӗ тытрӑм та кантрапа мӑйкӑчласа киле ҫавӑтса ҫитертӗм. Киле ҫитсен, аманнӑ урине тытса пӑхрӑм; ури шӑмми хуҫӑлнӑ, ӑна вара бинтпа ҫыхса лартрӑм.

Асӑрхаттарни. Эпӗ ҫав качака путеккине сыватрӑм: унӑн хуҫӑлнӑ шӑмми сыпӑнса ларчӗ, путек вара чупакан пулчӗ. Качака путекки сывалсан та ман патӑмран тармарӗ: эпӗ ӑна нумай пӑхнине кура, вӑл мана иленсе ҫитрӗ. Вӑл ман палатка умӗнче ҫерем ҫинче курӑк ҫисе ҫӳретчӗ. Путек ҫине пӑхса эпӗ ҫакӑн пек шухӑшлаттӑм: хӑҫан та пулин манӑн тар тата етре пӗтме пултарать, ҫав вӑхӑт тӗлне килте выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе ҫитерсен, тем пекех аван пулӗччӗ, теттӗм.

Декабрӗн 28, 29, 30 тата 31-мӗшӗсем. Ытла та шӑрӑх, ҫил пачах та ҫук. Килтен сунара каҫалапа ҫеҫ тухкаларӑм. Ҫак кунсенче пӗтӗм япаласене йӗркелесе, майлаштарса хутӑм.

1660 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ. Ҫанталӑк ҫаплах шӑрӑх тӑрать. Ҫапах та паян эпӗ сунарта икӗ хут пултӑм: ирхине ирех тата каҫхине. Кӑнтӑрла кантӑм. Вӑхӑт каҫала енне сулӑнсан, эпӗ васан тӑрӑх утрав варринерех кайрӑм, унта качакасем нумай куртӑм, анчах вӗсем манран ытла та хытӑ хӑраҫҫӗ, кӑшт ҫывхарап кӑна — тараҫҫӗ. Вӗсене тытма пӗрре йытӑпа кайса пӑхма шутлатӑп-ха.

Январӗн 2-мӗшӗ. Паян хампа пӗрле сунара йытта илсе тухрӑм, ӑна качакасем ҫине вӗскӗртсе ятӑм, анчах ӑнӑҫлӑ пулмарӗ: пӗтӗм качака кӗтӗвӗ йытта хирӗҫ мӑйракасемпе ҫаврӑнса тӑчӗ. Манӑн йытӑ хӑрушлӑха лайӑх ӑнланса илчӗ пулмалла, каялла тарса килчӗ те качакасем патне урӑх каясшӑн пулмарӗ.

Январӗн 3-мӗшӗ. Килӗм тавра тӗкме лартса тухма шут тытрӑм, тӗкме тавра ҫӗр купаласа тухатӑп, мӗншӗн тесен тӑшмансем ӑнсӑртран килсе тапӑнасран ҫаплах хӑратӑп-ха. Ку хӳмене мӗн май килнӗ таран сарлакарах та ҫирӗпрех тума тӑрӑшатӑп.

Эпӗ хамӑн хӳме ҫинчен малтанхи страницӑсенче ҫырса кӑтартнӑччӗ, ҫавӑнпа дневникра ун пирки ҫырса тӑмастӑп.

Ҫакӑнпа пӗрлех эпӗ кашни кунах ҫанталӑк лайӑх тӑнӑ чух, кайӑк-кӗшӗк тытас тесе, утрав тӑрӑх ҫӳретӗп. Ҫапла ҫӳренӗ чухне эпӗ нумай япаласем ҫинчен пӗлтӗм. Сӑмахран, темле йышши кӑвакарчӑнсем куртӑм, вӗсем пирӗн патӑрти кӑвакарчӑнсем пек хӑйсен йӑвисене йывӑҫ ҫине мар, ту ҫинчи чулсем хушшине тӑваҫҫӗ. Вӗсен йӑвисем патне ҫын часах ҫитме пултарать,
Пӗррехинче эпӗ йӑваран кӑвакарчӑн чӗпписене, тӑрантарса алла вӗрентес тесе, киле илсе килтӗм.
Нумайччен аппалантӑм эпӗ пӗчӗк кӑвакарчӑнсемпе, анчах ҫитӗнсе ҫуначӗсем тӗрекленсенех вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вӗҫсе кайрӗҫ. Манӑн вӗсемшӗн юрӑхлӑ ҫимӗҫ те пулмарӗ, тен, вӗсем ҫавӑн пирки те пурӑнмарӗҫ пулӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара эпӗ час-часах йӑваран кайӑк чӗпписене илсе килеттӗм, мӗншӗн тесен вӗсен ашӗ питех те тутлӑ, вӗсенчен лайӑх апат хатӗрлеме пулать.

Ҫак вӑхӑт хушшинче эпӗ столяр ӗҫӗнче те пысӑк ҫитӗнӳсем турӑм, пуртта тата вӑрӑм савана чи ӑста столяртан та кая мар вылянтарма вӗренсе ҫитрӗм.

Ҫапах та эпӗ хӑшпӗр япаласем, сӑмахран, пичкесем тума вӗренеймерӗм. Эпӗ каларӑм ӗнтӗ, пӑхса тума манӑн карап ҫинчен илнӗ ик-виҫ пичке те пурччӗ, анчах темиҫе эрне хушши аппалансан та ӗҫ тухмарӗ. Эпӗ пичке тӗпне лайӑх лартма та, хӑмисене шыв юхми туса ҫыпӑҫтарма та пултараймарӑм. Ку ӗҫе вара манӑн пӑрахмалла пулчӗ.

Унтан эпӗ ҫурта пулманнипе аптрарӑм. Тӗттӗм пулсанах (тӗттӗмӗ ҫичӗ сехет тӗлнеллех пулатчӗ) манӑн вырӑн ҫине выртма тиветчӗ. Эпӗ маврсенчен Ксурипе пӗрле тарнӑ чухне хамӑрпа пӗрле илнӗ ӑвӑс чӑмаккине (Африка ҫыранӗсем патӗнче ҫӳренӗ чухне ҫав ӑвӑсран ҫуртасем тунӑччӗ) час-часах аса илеттӗм. Анчах халь манӑн ӑвӑс ҫук, тӗттӗм пулсан палаткӑна ҫутатмашкӑн эпӗ пӗр япала кӑна шухӑшласа кӑларма пултартӑм. Хам сунарта тытнӑ качакасен ҫӑвӗпе усӑ курма пуҫларӑм. Чӑнах та, эпӗ качака ҫуне, лампа пекки туса, ҫутма вӗрентӗм. Малтан тӑмран курка ҫыпӑҫтарса турӑм, ӑна хӗвелпе хӗртсе лайӑх типӗтрӗм, лампа хӑйӑвӗ вырӑнне кивӗ канат сӳсне пӗтӗрсе яврӑм. Лампа питӗ тӗксӗм ҫунатчӗ, ӑвӑс ҫуртаран тем чухлех начарччӗ. Вӑл мӑчлататчӗ те час-часах сӳнсе ларатчӗ.

Пӗрре, ҫак пӗтӗм ӗҫсемпе аппаланнӑ чухне, мана темскер кирлӗ пулчӗ те эпӗ хамӑн склада ухтарма тытӑнтӑм. Ҫав вӑхӑтра алла урпа хутаҫҫи кӗрех кайрӗ. Ку урпана эпир карап ҫине хурсемпе чӑхсене тӑрантарса усрама илнӗччӗ. Хутаҫри урпана пӗтӗмпех йӗкехӳресем кӗшӗклесе янӑ, нимен те хӑварман. Урпана тӗрӗслесе пӑхрӑм та хутаҫра хывӑх ҫеҫ юлнӑ пек туйӑнчӗ. Хутаҫҫи мана тар тултарма кирлӗччӗ, ҫавӑнпа та эпӗ йӗкехӳресем кӗшӗкленӗ урпана картишне, ҫӗрпӳртрен аякках мар, тӑкрӑм.

Ҫак ӗҫ дневникра асӑннӑ вӑйлӑ ҫумӑр ҫума тытӑниччен пулса иртрӗ. Ҫакӑн ҫинчен эпӗ маннӑччӗ ӗнтӗ, хутаҫри урпа хывӑхне хӑш вырӑна тӑкнине те астумастӑп.

Анчах пӗр уйӑх иртсен, ту аяккинче, ҫӗрпӳрт ҫумнеллех, эпӗ тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ темиҫе ешӗл калча куртӑм. Малтан ҫав калчана эпӗ ку вырӑнта ӳсекен курӑк пулӗ тесе шутларӑм. Анчах, темиҫе кун иртсен ҫав калчасем ҫине тӗлӗнсе пӑхма пуҫларӑм (вӗсем вуннӑ-вуниккӗччӗ, унтан ытла марччӗ): калчасем кӗпҫеленчӗҫ те пучах кӑларчӗҫ, пучахӗсем пирӗн Англире ӳсекен урпанни майлах-мӗн. Ҫак япала мана тем пекех тӗлӗнтерчӗ. Ытлашши савӑннипе ӑсран кайрӑм, тӳрех ҫапла шухӑшласа илтӗм: тӗлӗнмелле хӑват пулчӗ ку, ҫак хӑрушӑ пуш-хирте мана пурӑнма пулӑшас тесе, урпа хӑйне хӑй, вӑрлӑхсӑр-мӗнсӗр ҫитӗнсе ларнӑ!

Ҫак айванла шухӑш манӑн кӑмӑла ҫӗклентерсе ячӗ, савӑннипе эпӗ макӑрса ятӑм. Хӑват кунпах пӗтмерӗ-ха: урпасем хушшинче часах рис калчи курӑнса кайрӗ: эпӗ ку калчана ҫийӗнчех палласа илтӗм, мӗншӗн тесен Африкӑра пурӑннӑ чухне эпӗ риса уйра пӗрре кӑна курман.

Ҫак урпапа риса маншӑн тӑрӑшакан турӑ хӑех ман пата янӑ пулӗ тесе шухӑшларӑм эпӗ, ҫав вӑхӑтрах ку утрав ҫинче мана валли урӑх тырӑсем те пур пулӗ тесе ӗнентӗм. Эпӗ ку утравӑн кашни кӗтессине тенӗ пекех пӑхса тухрӑм, кашни тӗмеске патне ҫитсе куртӑм, кашни курӑка сӑнарӑм, анчах ниҫта та урпа та рис та тупаймарӑм.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тин эпӗ хурсемпе чӑхсене тӑрантарма карап ҫине илнӗ урпа хутаҫҫине аса илтӗм. Ҫав хутаҫри урпа хывӑхне ҫӗрпӳрт айккине кӑларса тӑкнӑччӗ эпӗ. Ҫав хутаҫра тырӑ пӗрчисем пулнӑ, вӗсем шӑтса тухнӑ та ӗнтӗ. «Хӑват» ӑҫтан пулнине ҫӑмӑллӑнах ӑнланса илтӗм.

Июль вӗҫӗнче урпа пулса ҫитсен, унӑн пучахӗсене эпӗ мӗнле тӑрӑшса пухнине эсир каламасӑрах пӗлмелле. Эпӗ урпан кашни пӗрчине тирпейлӗн пухса илтӗм те вӗсене типӗ те шанчӑклӑ ҫӗре пытарса хутӑм. Ҫав урпана пӗтӗмпех вӑрлӑх валли хӑварас терӗм. Пурӑна киле манӑн вӑрлӑх валли те, ҫӑкӑр валли те тырӑ пуласса шанса тӑтӑм.

Анчах тӑватӑ ҫултан тин эпӗ пуҫтарса кӗртнӗ тыррӑн чи пӗчӗк пайне, вӑрлӑхран юлнине, ҫиме уйӑрса хума пултартӑм. Кунта пӗр инкек сиксе тухрӗ. Малтанхи ҫул пухса илнӗ урпана иккӗмӗш ҫулӗнче эпӗ акма пӗлеймерӗм. Хӑш вӑхӑтра акмаллине пӗлеймен пирки эпӗ ӑна шӑрӑх ҫанталӑк пуҫланас умӗн акрӑм та, тӑпра типсе кайнипе вӑл пит те сахал шӑтрӗ. Анчах ун ҫинчен эпӗ кирлӗ чухне тӗплӗрех каласа парӑп.

Урпасӑр пуҫне, эпӗ ӗнтӗ кун ҫинчен каласатӑм, манӑн ҫирӗм-вӑтӑр тӗп рис шӑтса ӳсрӗ. Риса та эпӗ питӗ тирпейлӗ пухса кӗртрӗм, малтанхи ҫул пухнӑ пӗрчӗсене пӗтӗмпех вӑрлӑх валли хӑвартӑм. Унтан, рис ҫителӗклӗ пухӑнса ҫитсен, эпӗ рисран апат хатӗрлеме пуҫларӑм, ҫӑкӑр мар (ӑна пӗҫерме манӑн савӑт-сапа пулмарӗ), пашалу пек япала пӗҫереттӗм. Ку вара маншӑн ҫӑкӑр вырӑннех пулчӗ. Ҫапах та, кӑшт вӑхӑт иртсен, эпӗ чӑн-чӑн ҫӑкӑр пӗҫермелли меслет те шухӑшласа кӑлартӑм.

Халӗ ӗнтӗ каллех хамӑн дневникӑма ҫырса пыма пуҫлатӑп.

Апрелӗн 14-мӗшӗнче хӳме туса ҫитертӗм, тул енчен ҫӗр алтса тӑпра купаларӑм. Тухса-кӗмелли хушӑка ҫапса питӗртӗм. Хӳтӗленме лайӑхрах пултӑр тесе, хӳме урлӑ пусма тӑрӑх каҫса ҫӳреме шутларӑм, тулаш енчен пӑхсан, кунта ҫын пурӑннине никам та пӗлме ан пултӑр, терӗм.

Апрелӗн 16-мӗшӗ. Пусма туса пӗтертӗм. Стена урлӑ каҫатӑп та вара пусмана хам хыҫҫӑн шала илсе хуратӑп. Халӗ эпӗ хама пур енчен те хӳтӗлесе хутӑм. Манӑн крепоҫре ҫителӗклех вырӑн пур, унта тӑвӑр мар. Ун ӑшне хӳме урлӑ кӑна каҫса кӗме пулать.

Анчах хӳме туса пӗтерсен, тепӗр куннех пӗр ӗҫ пулса иртрӗ. Вӑл мана ытла та хытӑ хӑратрӗ. Пӗтӗм ӗҫӗм сая каятчӗ, эпӗ хам та аран-аран тытӑнкаласа юлтӑм.

Ку ӗҫ акӑ мӗнле пулчӗ.

Эпӗ хӳме ӑшӗнче, палатка хыҫӗнче, ҫӗр хӑвӑлне кӗмелли шӑтӑк умӗнче, темӗскер тӑваттӑм, сасартӑк ҫӗрпӳрт маччин пӗр кӗтесси манӑн пуҫ тӗлӗнчех ишӗлсе анчӗ; тӑпра тӑкӑнчӗ, маччана тӗревлесе лартнӑ юпасем шӑтӑртатса хуҫӑлчӗҫ. Эпӗ ҫав тери хытӑ хӑрарӑм, анчах мӗн пулнине ӑнланса илеймерӗм. Ҫӗрпӳрт маччи тӑпра кӑпӑшка пулнӑран ишӗлсе аннӑ пек туйӑнчӗ мана, кун пекки ӗлӗк те пулкаланӑччӗ.

«Эпӗ хӳме ӑшӗнче юлсан, тӑпра айне те пулса вилме пултарӑп. Хам ҫине ту ишӗлсе ан антӑр тесен, манӑн кунтан хӑвӑртрах тухса тарас пулать», — терӗм эпӗ.

Эпӗ пусма лартрӑм та стена урлӑ каҫса тухрӑм.

Пусма ҫинчен ҫӗре анса та ҫитменччӗ, манӑн пӳрт тӑрри ҫӗр чӗтренипе ишӗлсе аннине пӗлтӗм. Ура айӗнчи ҫӗр чӗтренсе унталла та кунталла шукалать. Чи тӗреклӗ ҫуртсене ишсе антарма пултаракан вӑйпа ҫӗр темиҫе минут хушшинче виҫӗ хутчен чӗтресе илчӗ. Эпӗ тинӗс хӗрринчи пӗр ту ҫине пӑхрӑм та тем пысӑкӑш чул катӑка татӑлса, халиччен нихҫан илтмен сасӑпа кӗмсӗртетсе персе аннине куртӑм.

Пӗтӗм тинӗс вӗренӗ пек хумханса кӑпӑкланса тӑрать; тинӗс тӗпӗ утрав ҫинчи ҫӗртен те вӑйлӑрах чӗтреннӗ пек туйӑнать.

Кун пекки ҫинчен эпӗ ӗлӗк пӗрре те илтмен, халӗ куртӑм та тӗлӗнсех кайрӑм. Ҫӗр чӗтренӗ пирки манӑн, карапа тинӗсре хумсем силленӗ чухнехи пекех, тинӗс чирӗ пуҫланчӗ. Ӑш пӑтранма тытӑнчӗ. Эпӗ ӗнтӗ вилетӗпех тесе шухӑшларӑм.

Ту ҫинчен кӗмсӗртетсе анакан чул катӑкӗн сасси ҫеҫ мана тӑна кӗртрӗ, ҫавӑн чухне ман пуҫа хӑрушӑ шухӑш пырса кӗчӗ: «Ҫуртӑм ҫине ту ишӗлсе ансан, ман япаласене, апат-ҫимӗҫе, кунта пурӑнма кирлӗ ытти мӗнпур япаласене те ту хупласа лартсан, манӑн мӗнле пурӑнас?» Чӗрем каллех ҫунма пуҫларӗ.

Ҫӗр, виҫҫӗмӗш хут чӗтресен, лӑпланчӗ. Мана тӑн кӗре пуҫларӗ, эпӗ хама лайӑхрах туя пуҫларӑм, ҫапах та киле таврӑнма манӑн хӑюлӑх ҫитмерӗ. Мӗн тӑвассине пӗлмесӗр, эпӗ нумайччен ҫӗр ҫинче хытӑ хурланса лартӑм.

Ҫав вӑхӑтра тӳпене пысӑк пӗлӗтсем хупласа илчӗҫ, ҫумӑр килнӗ чухнехи пек тӗттӗмленчӗ. Ҫил вӗрме пуҫларӗ, малтан йӑвашшӑн вӗрчӗ, унтан вӑйлансах пычӗ, тепӗр ҫур сехетрен вара хаяр тӑвӑл ҫӗкленсе тухрӗ. Тинӗс ахӑрса кайрӗ, кӑпӑклӑ хумсем ҫырана урнӑ пекех пыра-пыра ҫапаҫҫӗ. Йывӑҫсем тымарӗсемпех тӑпӑла-тӑпӑла тухаҫҫӗ. Ҫав хаяр тӑвӑл виҫӗ сехет хушши кӗрлесе тӑчӗ. Кун пек ҫавраҫиллӗ тӑвӑла эпӗ нихҫан та курман. Кӑшт тӑрсан тӑвӑл чарӑнма пуҫларӗ. Тепӗр икӗ сехетрен ҫанталӑк тӗлӗнмелле шӑпланчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн часах чӗреслетсе ҫумӑр ҫуса ячӗ.

Тепӗр кунхине, апрелӗн 18-мӗшӗнче, эпӗ яра кунах килте лартӑм, мӗншӗн тесен ҫумӑр пӗр чарӑнмасӑр ҫурӗ. Эпӗ майӗпен пӑшӑрханма пӑрахрӑм та пурнӑҫӑм ҫинчен тӗплӗн шухӑшлама тытӑнтӑм. Ҫакӑн чухне эпӗ акӑ мӗнле шухӑшласа лартӑм. Ҫӗрпӳртре пурӑнма май ҫук, кунта пурӑнма питӗ хӑрушӑ: утрав ҫинче ҫӗр чӗтрет пулсан, хӑҫан та пулин ту ишӗлсе анатех, эпӗ вара чӗрӗллех тӑпра айне пулса вилӗп; апла пулсан, палаткӑна уҫӑ вырӑна куҫармалла пулать, тискер этемсемпе тискер кайӑксем тапӑннинчен хама хӳтӗлес тесен, манӑн каллех ҫӳллӗ стена тӑвас пулать.

Апрелӗн 19-мӗшпе 20-мӗшӗнче иртен пуҫласа каҫченех ҫурт валли ҫӗнӗ вырӑн шырарӑм. Шухӑшларӑм-шухӑшларӑм та, маншӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: урӑх вырӑна куҫма вӑхӑт нумай кирлӗ, халлӗхе ту ишӗлсе анас хӑрушлӑхпа килӗшме тивет, мӗншӗн тесен хӳме туса хӳтӗлемен вырӑнта тата та хӑрушӑрах. Эпӗ ҫӗнӗ вырӑнта, вӑхӑта пӗртте ирттермесӗр, хӳме тума тытӑнас терӗм, ӑна туса пӗтерсен, палаткӑна та унта куҫарма шутларӑм.

Апрелӗн 21-мӗшӗнче ҫак ӗҫе тытӑнма татӑклӑнах йышӑнса хутӑм.

Апрелӗн 22 — 27-мӗшӗсем. 22-мӗш числора ир ҫинче палӑртса хунӑ плана мӗнле пурнӑҫласси ҫинчен шухӑшласа лартӑм. Инструментсем ҫитменни ӗҫе йывӑрлатать. Манӑн пысӑк пуртӑ виҫҫӗччӗ, пӗчӗккисем нумайччӗ (вӗсене эпир тискер этемсене ылтӑнла сутма илсе тухнӑччӗ), анчах вӑл пуртӑсем пурте мӑкалчӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсемпе час-часах туратлӑ та ҫирӗп йывӑҫсем касма тиврӗ. Манӑн хӑйра пур, анчах унпа япала хӑйрама пӗччен май килмест, мӗншӗн тесен хӑйрана ҫавӑрса тӑракан ҫук.

Эпӗ ҫапла шутлатӑп: государство ӗҫӗнчи пӗр ҫын та, политикӑллӑ пысӑк ыйтусене татса панӑ чухне, хӑйрана алӑсӑрах ҫавӑрмалла тӑвас пирки эпӗ шухӑшланӑ чухлӗ шухӑшласа курман пулӗ.

Юлашкинчен эпӗ акӑ мӗн шухӑшласа кӑлартӑм: кустӑрмаран явакласа илнӗ чӗне урапа тапса тӑмалла та кустӑрмипе пӗрле вара хӑйра та ҫаврӑнать. Алӑсем иккӗшӗ те пушӑ. Ҫакна туса эпӗ пӗр эрне аппалантӑм.

Асӑрхаттарни. Урапа ҫавӑрмалли хӑйрана эпӗ ку таранччен ниҫта та курман, курнӑ пулсан та, ӑна мӗнле тунине сӑнаса пӑхман; ҫапах та ун пек хӑйрасем Англире нумай пулнине кайрантарахпа астурӑм, анчах вӗсен чулӗсем манӑннинчен пӗчӗкрех, ман хӑйра пысӑк та йывӑр.

Апрелӗн 28-мӗшпе 29-мӗшӗ. Ӗнер те, паян та кунӗпех инструментсем хӑйрарӑм. Манӑн ҫавра хӑйра валли тунӑ хатӗр лайӑх ӗҫлет.

Апрелӗн 30-мӗшӗ. Паян манӑн сухари питех те сахал юлнине асӑрхарӑм. Сухарие хӗрхенерех ҫиес пулать. Миҫе михӗ юлнине шутласа тухрӑм та малашне кунне пӗрер татӑк сухари ҫеҫ ҫимелле тӑвас терӗм. Ку ӗнтӗ мана пӑшӑрхантарать, анчах ним тума та ҫук.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех