Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каялла ҫаврӑнса пӑхать те Ольга хӑйне мӗнле куҫпа ӑсатнине курать, вара именсе каялла таврӑнать, тӳрре тухма мӗн те пулин туртса кӑларать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Чуп, мӗн вӑй ҫитнӗ таран унталла, — кӑшкӑрса юлчӗ Обломов ун хыҫӗнчен, — каялла та ҫаврӑнса ан пӑх, каялла таврӑннӑ чух питӗ хуллен кил, икӗ сехет ҫитмесӗр кунта сӑмсуна та ан кӑтарт.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ малта темӗнле командӑсем те пур: «ерипен малалла», «питех те ерипен малалла», «каялла», «питех те ерипен каялла» тата урӑх тӗлӗнмелле япаласем те нумай-ха малалла.
VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Малтанласа ҫав ҫырусене вулаттӑм эпӗ, унтан конвертне уҫса пӑхмасӑрах каялла яраттӑм, пыра-киле вулами те, каялла ями те пултӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Паян та, уйӑх каялла та, пӗр ҫулталӑк каялла та эпир ыранхи кун ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ тата шухӑшлатпӑр, мӗншӗн тесен ыранхи кунра — пирӗн шанчӑк.Сегодня, месяц назад, год назад мы думали и думаем только о завтрашнем дне, в нем наша надежда.
Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вара ҫакӑн пек пулса тухрӗ: пӗрремӗш — унӑн часрах тӳрленмелле, выҫӑ пурӑннӑ вӑхӑтра ҫухатнӑ сывлӑхӗпе вӑйне каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки ытларах ҫимелле тата ҫывӑрмалла; иккӗмӗш — лётчикӑн ҫапӑҫура кирлӗ пулакан пахалӑхӗсене каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки унӑн, койка ҫинче выртакан чирлӗ ҫын тума пултаракан гимнастикӑллӑ упражненисене туса, шӑмма-шакка тӗреклетмелле; виҫҫӗмӗш — ку ӗнтӗ чи кирли тата чи йывӑрри пулнӑ — чӗркуҫҫи таран татнӑ урасене вӑйлӑ та ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнкалакан тумалла, кайран вара, протезсем туса тӑхӑннӑ хыҫҫӑн, ҫав урасемпе самолета управлени туса пыма хӑнӑхтармалла.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ут утланса сиккипе вӗҫтерсе кайнӑ тарҫӑ, хӑнасем сӗтел хушшинчен тухса ӗлкӗричченех, каялла тавӑрӑнать те, хӑйӗн улпутне Андрей Гаврилович вӑл мӗн хушнине итлеменни ҫинчен, каялла тавӑрӑнма кӑмӑл туманни ҫинчен каласа парать.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ваня шухӑшлама та, мӗн пулса иртнине тавҫӑрса илме те ӗлкереймерӗ — хаярланса кайнӑ наводчик Ковалев сӑрӑнтан тытса кӗскен кӑна туртрӗ те, замок каялла кайнӑ чухне хӑйне алӑран ҫапасран, аллине каялла ывӑтса ячӗ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Малта асли утса пынӑ; вӑл хуллен кӑна аллине хускатса командӑсем панӑ: аллине пуҫ ҫинелле ҫӗклет — пурте ҫав самантрах чарӑнса хытнӑ пек пулса тӑраҫҫӗ; аллине аяккалла сулса аялалла кӑтартать — пурте хӑвӑрт та пӗр шавсӑр ҫӗре выртаҫҫӗ; аллипе малалла сулать — пурте малалла шӑваҫҫӗ; каялла кӑтартсан — пурте ерипен каялла пыраҫҫӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«11. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсамалли ӗҫсене вӑраха ямасӑр пурнӑҫламалла пулса тухнӑ чухне Чӑваш Республикин республика бюджечӗн укҫа-тенки шучӗпе каялла тавӑрса памалли майпа тата (е) каялла тавӑрмасӑр хушма пулӑшу памалли йӗркене тата пулӑшу памалли тӗслӗхсен переченьне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртать.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №27 от 28 апреля 2018 г.
3. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» 2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 38 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 17 статйин 2-мӗш пайӗн тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи 68 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 20 статйин 1-мӗш пайӗн иккӗмӗш абзацӗн положенийӗсен вӑйӗ Федерацин «Федерацин «Политика партийӗсем ҫинчен» саккунне тата Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен суйлав прависен тата референдума хутшӑнмалли правин тӗп гарантийӗсем ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи 157-ФЗ №-лӗ саккунӗн 4 статйин 7-мӗш пайӗпе, Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» 2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 38 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккун вӑя кӗриччен вӑйра тӑнӑ редакципе) 17 статйин 2-мӗш пайӗпе тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи 68 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккун вӑя кӗриччен вӑйра тӑнӑ редакципе) 20 статйин 1-мӗш пайӗн иккӗмӗш абзацӗпе килӗшӳллӗн маларах пилӗк ҫуллӑха туса хунӑ суйлав участокӗсене, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн чӗнсе илӳ сасӑлавӗн участокӗсене пырса тивет.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №13 от 30 марта 2018 г.
Мана пӗрмаях хам хыҫра темскерсем тӑнӑ пек туйӑнать, эпӗ каялла ҫаврӑнса пӑхма та хӑратӑп, мӗншӗн тесен, тен, урӑххисем малта тӑраҫҫӗ пулӗ, эпӗ каялла ҫаврӑнса пӑхассине кӗтсе ҫеҫ тӑраҫҫӗ пулӗ вӗсем.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Литюк каялла, каялла чакрӗ те алӑкран коридора тухса лаплатса ӳкрӗ.Лидия отступая, отступая вывалилась через дверь в коридор и грохнулась.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
Шутлатӑн та, эсир шкулпа сывпуллашнӑранпа 33 ҫул иртнӗ, 33 ҫул каялла (е ытларах та) пулса иртнӗ хӑш-пӗр ӗҫсем 33 кун каялла ҫеҫ пулса иртнӗ пек туйӑнаҫҫӗ.
Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
19. Эй тӑванӑмсем! сирӗнтен хӑшӗ те пулин чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑнса кайсан, ӑна кам та пулин каялла ҫавӑрсан, 20. ҫавӑ вара пӗлсех тӑтӑр: ҫылӑхлӑ ҫынна йӑнӑш ҫул ҫинчен каялла ҫавӑраканӗ чуна вилӗмрен хӑтарать, хӑйӗн те темӗн чухлӗ ҫылӑхӗ каҫарӑнать.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Кивҫен панӑ чухне эсир ӑна каялла илессе шанса шанчӑклӑ ҫынна ҫеҫ паратӑр пулсассӑн, сире уншӑн мӗн сӑвап пулӗ? панӑ чухлех каялла илессе шанса, ҫылӑхлӑ ҫынсем те ҫылӑхлисене кивҫен параҫҫӗ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑйлӑ ухӑҫӑ персе янӑ ҫӗмрен каялла таврӑнман пекех, ҫӗр ҫине янӑ хӗн-асап та каялла таврӑнмасть.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Йӗрекен Ефрем сассине илтетӗп: «Эсӗ мана хаса патӑн та — хаса тӳсетӗп: эпӗ чурӑс пӑру пекехчӗ; мана каялла ҫавӑр, эпӗ Сан енне ҫаврӑнам: Эсӗ — манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм. 19. Каялла ҫаврӑнсассӑн — ӳкӗнтӗм, ӑса кӗтӗм те — пӗҫҫӗме шарт ҫапрӑм, мана намӑслантарчӗҫ, хӑртрӗҫ: ҫамрӑк чухнехи чыссӑр ӗҫсемшӗн намӑс куратӑп».
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара хӗвел каялла чакнӑ, мӗлке те вунӑ картлашка каялла шунӑ.И возвратилось солнце на десять ступеней по ступеням, по которым оно сходило.
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Сеннахирим ӗнтӗ, Ассири патши, каялла чакнӑ, каялла таврӑннӑ, кайран вара Ниневире пурӑннӑ.37. И отступил, и пошел, и возвратился Сеннахирим, царь Ассирийский, и жил в Ниневии.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.