Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иер 31

Пай: Библи –> Иеремия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 12:36

Пуплевӗш: 35; Сӑмах: 778

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫавӑ вӑхӑтра, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ кашни Израиль йӑхӗшӗн Турӑ пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ. 2. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ халӑх пушхирте каҫару тупрӗ; Израиле канӑҫ парӑп, тет. 3. Ҫӳлхуҫа ӑна инҫетрен курӑнчӗ те каларӗ: сана Эпӗ ӗмӗрлӗх юратупа юрататӑп, сана ҫавӑнпа ырӑлӑх паратӑп. 4. Эй Израиль хӗрӗ, Эпӗ сана каллех ҫирӗплетӗп, эсӗ ҫирӗпленӗн! Каллех тӳнкӗрне тытӑн та савӑнӑҫлӑн ташласа тухӑн; 5. Самари тӑвӗ ҫинче каллех иҫӗм пахчи ӗрчетӗн; иҫӗм ҫырли туса илекенсем ҫимӗҫӗпе хӑйсемех усӑ курӗҫ. 6. Ефрем тӑвӗ ҫинчи хуралҫӑсем: «тӑрӑр, Сион ҫине Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр патне хӑпарар!» тесе кӑшкӑрмалли кун ҫитӗ.

7. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иаков ҫинчен савӑнса юрлӑр, халӑхсен пуҫлӑхне саламлӑр; кӑшкӑрса, янӑравлӑн мухтӑр: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑвӑн халӑхна, Израиль йӑлкӑмне, ҫӑлсамччӗ!» тейӗр. 8. Эпӗ вӗсене ҫурҫӗрти ҫӗршывран илсе килӗп, вӗсене ҫӗрӗн мӗнпур кӗтессинчен пуҫтарӑп; суккӑрри те, уксаххи те, йывӑр хӗрарӑм та, ҫуратакан арӑм та — питех те пысӑк йыш таврӑнӗ кунта. 9. Вӗсем куҫҫулӗпе йӗрсе кайрӗҫ — Эпӗ лӑплантарса илсе килӗп; вӗсене такӑнтарман тикӗс ҫулпа юхӑм шывсем патне илсе кайӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Израиль ашшӗ, Ефрем — Манӑн малтанхи ывӑлӑм.

10. Эй халӑхсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр, ӑна инҫетри утравсем ҫине ҫитерсе ҫапла калӑр: «Израиле Кам сапаласа янӑ, Ҫавах пуҫтарӗ, Вӑл ӑна кӗтӳҫӗ хӑйӗн кӗтӗвне сыхланӑ пек сыхлӗ». 11. Ҫӳлхуҫа Иакова ҫӑлса хӑварчӗ, ӑна хӑйӗнчен вӑйлӑраххийӗн аллинчен хӑтарчӗ. 12. Вӗсем килӗҫ те Сион тӑвӗ ҫинче савӑнӗҫ; Ҫӳлхуҫа пархатарӗшӗн — тулӑшӑн, эрехшӗн, йывӑҫ ҫӑвӗшӗн, путексемпе вӑкӑрсемшӗн — хӗпӗртенӗҫ; вӗсен чунӗ шӑварнӑ йывӑҫ пахчи пек пулӗ, ӗнтӗ хӑрӑнасси вӗҫленӗ. 13. Хӗр вара вӑйӑ картинче савӑнӗ, ҫамрӑкки те, ватти те хӗпӗртенӗ; вӗсен хурлӑхне савӑнӑҫпа ылмаштарӑп, лӑплантарӑп вӗсене, хӗн-асап хыҫҫӑн савӑнӑҫ парӑп. 14. Священниксене ҫуллӑ апатпа тӑрантарӑп, халӑхӑм Манӑн ырӑлӑхӑмпа тӑранӗ, тет Ҫӳлхуҫа.

15. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Рама хулинче уласа, кӑшкӑрса макӑрни илтӗнет: Рахиль хӑйӗн ачисемшӗн йӗрет, ниепле те лӑпланаймасть: ӗнтӗ ачисем ҫук унӑн. 16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: макӑрма-ӗсӗклеме чарӑн, куҫна шӑлса типӗт — хӑвӑн ӗҫӳшӗн сана пархатар пулӗ: вӗсем тӑшман ҫӗршывӗнчен таврӑнӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 17. Пуласлӑхун шанчӑкӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа, ывӑлусем хӑйсен ҫӗрнех таврӑнӗҫ. 18. Йӗрекен Ефрем сассине илтетӗп: «Эсӗ мана хаса патӑн та — хаса тӳсетӗп: эпӗ чурӑс пӑру пекехчӗ; мана каялла ҫавӑр, эпӗ Сан енне ҫаврӑнам: Эсӗ — манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм. 19. Каялла ҫаврӑнсассӑн — ӳкӗнтӗм, ӑса кӗтӗм те — пӗҫҫӗме шарт ҫапрӑм, мана намӑслантарчӗҫ, хӑртрӗҫ: ҫамрӑк чухнехи чыссӑр ӗҫсемшӗн намӑс куратӑп». 20. Ефрем ывӑлӑм маншӑн хаклӑ мар-и вара? юратнӑ ачам мар-и вӑл? ун ҫинчен калаҫма пуҫласанах ӑна яланах юратса аса илетӗп; уншӑн Манӑн ӑшчикӗм пӑлханать; Эпӗ хӗрхенӗп ӑна, тет Ҫӳлхуҫа. 21. Хӑвна валли ҫул паллисем лартса тух, чул юпасем лартса тух, чӗрӳне ҫав ҫул ҫине — ху ҫӳренӗ ҫул ҫине — ҫавӑр; эй Израиль хӗрӗ, таврӑн, хӑвӑн хулусене таврӑн. 22. Эй ултавлӑ хӗрӗм, хӑҫанччен аташса ҫӳрӗн-ши эсӗ? Ҫӳлхуҫа халиччен ҫӗр ҫинче пулманнине пултарчӗ: арӑм каллех ар ҫумӗнче.

23. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: малашне, Эпӗ вӗсене тыткӑнран каялла илсе килсессӗн, Иуда ҫӗрӗ ҫинче, ун хулисенче ҫапла калӗҫ: «эй тӳрӗлӗх Ҫурчӗ, сӑваплӑ сӑрт-ту, Ҫӳлхуҫа пиллетӗр сана!» тейӗҫ. 24. Ун ҫине вара Иуда, унӑн пӗтӗм хули, ҫӗр ӗҫлекенсем тата кӗтӳпе ҫӳрекен кӗтӳҫӗсем вырӑнаҫӗҫ. 25. Ӗнтӗ ӗшеннисене Эпӗ шыв ӗҫтерӗп, халтан кайнисене ҫӑкӑр ҫитерӗп.

26. Ҫак вӑхӑтра эпӗ вӑрантӑм та куҫа уҫрӑм, тӗлӗкӗм кӑмӑллӑ пулчӗ маншӑн.

27. Акӑ Израиль килӗпе Иуда килне Эпӗ этем вӑрлӑхӗпе, выльӑх-чӗрлӗх вӑрлӑхӗпе акса хӑварас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа. 28. Эпӗ вӗсене тӑпӑлтарнӑ, аркатнӑ, ҫӗмӗрнӗ, тӗп тунӑ, амантнӑ чухне сӑнанӑ пекех ҫӗнӗрен ҫӗклесе лартнӑ чухне те сӑнасах тӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа. 29. Ун чухне ӗнтӗ: «ашшӗсем пиҫмен иҫӗм ҫырли ҫинӗ, ачисен шӑлӗ шаннӑ» тесе каламӗҫ, 30. кашниех хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗшӗн вилӗ; пиҫмен иҫӗм ҫырли ҫиекенӗн чӑнах та шӑлӗ шанӗ. 31. Эпӗ Израиль килӗпе тата Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, 32. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун вӗсемпе хывнӑ халал пек пулмӗ; Эпӗ вӗсен Патши пултӑм пулин те, вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 33. Ҫавӑн хыҫҫӑн Эпӗ Израиль килӗпе урӑх халал хывӑп: Хамӑн саккуна вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсемшӗн Турӑ пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 34. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗлӗр» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — хӑйсемех пӗлме пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп. 35. Ҫӳлхуҫа, — кӑнтӑрла ҫутатмашкӑн хӗвел панӑ, ҫӗрле ҫутатмашкӑн уйӑхпа ҫӑлтӑрсене саккун панӑ, тинӗсе хумӗсем ахӑрмалла пӑлхатакан Ҫӳлхуҫа, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа, — ҫапла калать: 36. ҫак саккунсем Ман умӑмран пӗтсе лараҫҫӗ пулсассӑн, тет Ҫӳлхуҫа, Израиль йӑхӗ те Ман умӑмра яланлӑхах халӑх пулма пӑрахӗ. 37. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эхер те ҫӳл тӳпене виҫме пулсассӑн, тӗпсӗр ҫӗр никӗсне шыраса тупма май пулсассӑн, Эпӗ Израилӗн мӗнпур йӑхне вӗсем мӗн-мӗн тунишӗн пӑрахӑп, тет Ҫӳлхуҫа.

38. Акӑ ҫакӑ хулана, Ҫӳлхуҫана мухтава кӑларса, ҫӗнӗрен ҫӗклес кунсем, ӑна Анамеил пашнинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫитичченех ҫӗнӗрен туса лартас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, 39. вара ҫӗр виҫекенсенӗн вӗренӗ Гарив сӑрчӗ патне ҫитиех тӳррӗн тӑсӑлӗ те Гоаф тӗлӗнчен пӑрӑнса иртӗ. 40. Вилепе кӗл айлӑмӗ, Кедрон юхӑмне ҫитиччен сарӑлса выртакан хирсем, тухӑҫ енчи Лаша хапхи таранах, — пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ вырӑнӗ пулса тӑрӗ; вӑл ӗмӗрне те арканмӗ те, саланмӗ те.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех