Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каялла сăмах пирĕн базăра пур.
каялла (тĕпĕ: каялла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуа Да-ма каялла тухрӗ.

Затем старуха вышла

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Сасартӑк тем кӗмсӗртетрӗ те, кусем пурте каялла тапса сикрӗҫ.

Но вот раздался страшный удар, и все отпрянули назад.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Темиҫе кун каялла аренда укҫине чакарас шутпа килнӗ ҫынна эс капла пулма пултараймасть терӗн вӗт.

Когда несколько дней тому назад арендатор просил снизить арендную плату, ты ему отказал.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ман пичче «Кашкӑрсем» ялӗнчи арендатор калавӗнчен ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ, темиҫе кун каялла вӑл пирӗн пата килнӗччӗ те «ҫыннӑн чӗрипе пӗверне ҫини» ҫинчен каласа панӑччӗ.

Брат нисколько не был удивлен рассказом арендатора из деревни Волчьей, который приходил к нам несколько дней тому назад и рассказывал, как «съели сердце и печень убитого».

V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Кӗҫех каялла килсе алӑка уҫрӗ.

Но вскоре вернулся и отпер дверь.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Темиҫе кун каялла «Кашкӑрсем» текен ялтан тырӑ пулманни ҫинчен пӗлтерме арендатор килнӗччӗ.

Несколько дней тому назад из деревни Волчьей пришел арендатор сообщить о неурожае,

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

«Мӗн туса кӳрентертӗм пулӗ Чжао Гуй-вэне, мӗн туса кӳрентертӗм пулӗ иртен-ҫӳренсене? — тесе шутлатӑп хам. — Ҫирӗм ҫул каялла «Ватлӑх» господинӑн приходпа расход кӗнекине таптаса тӑкнӑшӑнах ҫапла-ши?»

Я думал: чем обидел я Чжао Гуй-вэня, чем обидел людей, которых встретил по дороге; разве тем только, что двадцать лет тому назад растоптал старую приходо-расходную книгу Гу Цзю.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Каярахпа тин, партин Центральнӑй Комитечӗ «Колхоз юхӑмӗнче парти линине пӑснисемпе кӗрешесси ҫинчен» кӑларнӑ постановление илнӗ хыҫҫӑн, райком ӑшталанма тытӑнчӗ: Гремячий Лог хутӑрне умлӑн-хыҫлӑнах: раскулачить тунӑ ҫынсен спискисене васкавлӑн тӑратма, пӗрлештернӗ вак-тӗвек выльӑхсемпе чӑх-чӗпсене колхозниксене каялла тавӑрса пама, суйлав прависӗр хӑварнӑ ҫынсен спискисене тепӗр хут пӑхса тухма хушакан хутсем килме пуҫларӗҫ.

И только после того, как было получено постановление ЦК «О борьбе с искривлениями партлинии в колхозном движении», райком засуетился: в Гремячий Лог посыпались распоряжения о срочном представлении списков раскулаченных, о возвращении колхозникам обобществленного мелкого скота и птицы, о пересмотре списков лишенных избирательных прав.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпир каялла йышӑнма ыйтасси пулмасть те пулӗ!

— Навряд мы будем обратно проситься!

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тухӑрах, граждансем, анчах ан манӑр: колхоза каялла йышӑнма ыйтас-тӑвас пулсан, — ун чухне эпир шухӑшласа пӑхӑпӑр, йышӑнмалла-и сире, ҫук-и!

— Идите, граждане, но помните: будете обратно проситься в колхоз — мы тогда еще подумаем, принимать вас или нет!

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫапла ӗнтӗ, юлташсем, — уҫӑлса кайрӗ Давыдов, — эпӗ акӑ мӗн тума сӗнетӗп: вак-тӗвек выльӑх-чӗрлӗхе тата ӗнесене колхозниксене каялла тавӑрса памалла, анчах та икӗ ӗне панисене каласа ӗнентермелле, пӗр ӗнине колхозӑн пӗрлештернӗ кӗтӗвӗнчех хӑварма ыйтмалла.

— Так вот, товарищи, — оживился Давыдов, — я предлагаю следующее: вернуть колхозникам мелкий скот и коров, но у кого было сдано по две коровы — тех сагитировать, чтобы по одной оставили в колхозном обобществленном стаде.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ поляксем ҫине те,Врангель ҫине те эскадрон ертсе кайнӑ, ҫавӑнпа та пӗлетӗп: пӗрре атакӑна ыткӑнтӑн пулсан — ҫурма ҫултан каялла ан ҫаврӑн!

Я эскадрон водил и на поляков и на Врангеля и знаю: раз пошел в атаку — с полдороги не поворачивай назад!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхоз тӑвас тесе ӗҫлерӗмӗр-ӗҫлерӗмӗр те, халь акӑ ку статья ҫав ӗҫсене каялла тума хушать.

Создавали, создавали колхоз, а статья отбой бьет.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кулаксене каялла илсе килсе колхоза кӗртеҫҫӗ тет.

— Кулаков возвертают и записывают по колхозам.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ӗнесене каялла тавӑрса пама Мускавран приказ пур тет.

— Коров — приказано из Москвы — вернуть.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр урипеле колхозра тӑрать, тепӗр урине ҫӗкленӗ те, суллакалать, халех колхозран тухса каялла, хӑйӗн хуҫалӑхнелле ярса пусма хӑтланать, — терӗ Павло Любишкин Менока, хӗрсе кайсах калаҫса тӑракан колхозниксем — вӑтам хресченсем ҫинелле кӑтартса.

Одной ногой в колхозе стоит, а другую поднял, отрясает и уже норовит зараз, как бы из колхоза переступить обратно в свое хозяйство, — говорил Павло Любишкин Менку, указывая на оживленно разговаривавших колхозников-середняков.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫийӗнчи виткӗҫе хуралҫӑсен аллинче хӑварса, вӗҫерӗнсе тухать те паҫӑрхи ҫулпа пушшех хыттӑн чупса каять вӑл каялла.

Она вырывается, оставив в руках сторожей свое верхнее покрывало, и еще быстрее бежит назад прежней дорогой.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Мӗнле тӑхӑнас-ха ман ӑна каялла?

Как же мне опять надеть его?

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Николаевски кӗпертен аяларахри пристаньре сире миноносец кӗтсе тӑрать, — тесе пӗлтерет офицер, ҫарти йӗркепе чыс парать те хӑвӑрт каялла ҫаврӑнса тухса утать.

— Миноносец ожидает вас у Пристани ниже Николаевского моста.— Офицер козырнул, по-военному повернулся кругом.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех