Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑш-хӑш чухне вӑл атӑ ҫӗлет, сӗреке-атма таврашсем ҫыхать, сутма валли ӑвӑсран тӗрлӗ-тӗрлӗ вӗҫен кайӑксем, лашасем касса кӑларать.Иногда он шил сапоги, иногда плел сети или вырезывал из осины фигурки птиц и коней на продажу.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петька Сковородников пысӑклатакан кӗленче витӗр пӑхса ҫав ҫӗҫӗ аври ҫине манӑн хушамата касса кӑларнӑччӗ.Нож, на котором Петька Сковородников выжег мою фамилию сквозь увеличительное стекло.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аттене темшӗн городовойсем касса пӑрахнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн.Не знаю почему, мне вдруг представилось, что отца зарубили городовые,
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эсӗ кама шыратӑн, тӑванӑм? — тесе ыйтнӑ Вулич, лешӗ тӳрех: — Сана, — тенӗ те ҫавӑнтах ӑна хӗҫпе ҫапса хул пуҫҫийӗнчен чӗри патне ҫитиччен касса татнӑ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вулич тӗттӗм урам тӑрӑх пӗчченех иртсе пынӑ: ун умӗнчен ҫав сыснана касса пӑрахакан ӳсӗр казак иртсе пынӑ пулнӑ, ӳсӗрри ӑна асӑрхамасӑрах иртсе кайнӑ пулӗччӗ, тен, Вулич ӑна чарса тӑман пулсан.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ман умра ҫурмаран хӗҫпе касса пӑрахнӑ сысна выртать…
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ ӑна пӗрре темӗн те пӗр каласа пӗтертӗм, тепри пулсан, мана ҫавӑнтах касса пӑрахмалла, анчах Печорин йӑлтах кулӑшла еннелле ҫавӑрса хучӗ.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кӑмӑлӑм чӑлах пулса тӑчӗ манӑн, чӗремӗн ҫур пайӗ пурӑнаймарӗ, типсе те хӑрса, пӑнтӑхса ларчӗ, вилчӗ вӑл, эпӗ ӑна касса илтӗм те ывӑтрӑм, ҫав вӑхӑтрах тепӗр пайӗ хусканатчӗ-ха, кашни ҫынна усӑ кӑтартасшӑн пурӑнатчӗ, ҫавна вара никам та асӑрхаймарӗ, мӗншӗн тесен унӑн пӗтнӗ ҫур пайӗ ҫинчен никам та пӗлмерӗ, анчах акӑ эсир мана ун ҫинчен аса илтертӗр те, эпӗ сире ун эпитафине вуласа патӑм.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Камӑн чӗри хавшакрах, кам чи пысӑк тӗрӗслеве тӳсеймест, кам тӑван ҫӗршывне чапа кӑларассишӗн пурнӑҫне пама хатӗр мар, вӑл хӑйне хирӗҫ вӑркӑнса пыракан, вилӗм кӳрекен тӑвӑл урлӑ сиксе каҫса кайма ручкӑна хӑй ҫинелле туртса илет те, тепӗр самантӗнче пульӑсем касса ҫурнӑ хырӑмпа, е хуҫӑлса ӳкнӗ ҫунатпа аялалла вӑркӑнать.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Врачсемпе сестрасем чӗнсене вӗҫертрӗҫ, юнпа пӗвӗннӗ, осколоксем касса пӗтернӗ парашют сумкине хывса илчӗҫ те лӗнчӗркесе кайнӑ кӗлеткене кӑларса, ҫӗр ҫине хучӗҫ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самолёт пур ҫӗртен те аманса пӗтнӗ пулнӑ: хӳрин пӗр татӑкӗ катӑлса ӳкнӗ, сулахай ҫунаттин касса татнӑ вӗҫӗ трос ҫинче ҫеҫ тытӑнса, силленсе пынӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Итле-ха, Казбич, — терӗ Азамат йӑпӑлтатса, — эсӗ ырӑ ҫын, эсӗ хӑюллӑ джигит, ман атте акӑ вырӑссенчен хӑрать те мана ту ҫине кӑлармасть, пар мана хӑвӑн утна, сана уншӑн мӗн кирлӗ, йӑлтах парӑп, аттен чи лайӑх винтовкине е хӗҫне вӑрласа килӗп те сана парӑп, кала, мӗн кӑна кирлӗ сана, — хӗҫӗ унӑн чӑн-чӑн гурда, ҫивӗччине аллу ҫумне тыт кӑна, хӑех ӳте касса кӗрет, санӑнни пек кольчуга вара уншӑн нимӗне те тӑмасть.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗсенчен пӗр самолёчӗ, пульӑсем варринчен касса татнипе пулас, сасартӑк сывлӑшрах ҫурмалла хуҫӑлчӗ.Один из них, должно быть перерезанный пополам, вдруг раскололся в воздухе.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Маринкӑн пӗчӗк аллисем ҫаксене пурне те касса, тарелкӑсем ҫине ҫиес килмелле майласа хучӗҫ.Маленькие ручки Маринки ловко нарезали все это, аппетитно разложили на тарелках.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗҫмелли хирте, витӗр касса вӗрекен хӗллехи ҫил ҫинче те, хӑй пурӑнакан «тӑххӑрмӗш «А» класӑн кӗтессисем шӑнса пӑсланса ларнӑ пӳлӗмӗнче те ку ҫыру ӑна нумай вӑхӑт ӑшӑтрӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эсӗ ӳксе вилӗн те, манне мӑя касса татӗҫ: мӗншӗн вӗҫме ирӗк патӑн эс ӑна, ватӑ ухмах, тейӗҫ.Разобьешься, а с меня голову снимут: зачем, старый дурак, направил!
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ… — терӗ те Мересьев, ун умне журналтан касса илнӗ статьяна, комисси заключенине тата кадрсен пайне ҫырса панӑ направление кӑларса хучӗ.Вот… — и Мересьев выложил вырезку из журнала, заключение военврача и его направление.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Журналтан касса илнӗ страница тата пӗрремӗш рангри военврач панӑ заключени, кӗсьерен тӑтӑшах кӑларнипе ҫав тери сӳсленсе кайрӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсене ҫулланӑ хутпа ҫыпӑҫтарса хума тиврӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл хӑйӗн записной кӗнеки хушшинчен целлофанпа чӗркенӗ, журналтан касса илнӗ статьяна кӑларса сӗтел ҫине хучӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан вӑл аллине хӑйӗн ҫуллахи френчӗн кӗсйине чикрӗ те, журналтан касса кӑларса тирпейлӗн хуҫлатса хунӑ заметкӑна туртса кӑларчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950