Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иккӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.08.24 22:29

Пуплевӗш: 110; Сӑмах: 980

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Атте

Тепӗр ирхине манӑн икӗ хуйхӑ пулчӗ. Анне манӑн раксене тупнӑ та пӗҫернӗ иккен. Ҫапла майпа манӑн ҫирӗм пуслӑх кӗмӗл ҫухалчӗ, ҫӑрттан тытмалли ҫекӗл илес шанчӑк та пӗтре. Тепӗр хуйхи — пекӗ ҫухални. Тӗрӗссине каласан, лекки аттенччӗ, хуҫӑлнӑ пирки атте ӑна мана панӑччӗ. Эпӗ шыраман ҫӗр те хӑвармарӑм, анчах та пекӗ ҫӗр тӗпне анса кайнӑ пекех пулчӗ.

Ҫапла эпӗ вуникӗ сехет ҫитичченех аппалантӑм, пристане атте патне кӑнтӑрлахи апат леҫме кайма та вӑхӑт ҫитрӗ. Ку вӑл манӑн юратнӑ ӗҫӗм, эпӗ унпа ҫав тери мухтанатӑп. Пристань халӗ леш енче, ку енче — бульвар, унта ҫӑка лартса тухнӑ. Ҫав ҫӑкасем вара пирӗн хула ҫыннисемшӗн ӗмӗр юратакан йывӑҫсем пулса юлчӗҫ. Анчах та эпӗ хамӑн атте патне пӗчӗк чӳлмекпе купӑста шӳрпи, ҫӗрулми илсе кайнӑ чухне ҫав бульвар тӗлӗнче рабочисене валли тунӑ хӳшӗсем ларатчӗҫ, крепость стени ҫумӗнче тырӑ тултарнӑ михӗсем купаланса тӑратчӗҫ, баржа ҫинчен ҫыран хӗррине сарлака хӑмасем хунӑччӗ. Грузчиксем «Эй, пӑрӑнӑр» тесе ҫав хӑмасем тӑрӑх тачкӑсемпе тавар турттаратчӗҫ. Пристань тӗлӗнчи симӗсӗн-кӑвакӑн курӑнакан шыва, канатсем кӑкарнипе касӑла-касӑла тухнӑ юпасене, пулӑ, сӑмала, чӑпта шӑршине халӗ те астӑватӑп эпӗ.

Грузчиксем эпӗ ҫитнӗ чухне те ӗҫлетчӗҫ-ха… Тачка икӗ хама хушшине хӗсӗнсе ларчӗ те бортран ҫыран хӗрринелле килекенсем чарӑнса тӑчӗҫ. Хыҫалтисем кӑшкӑрашаҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ, икӗ ҫын, тачка хӑй вырӑнне лартасшӑн, лом ҫине выртнӑ. Атте васкамасӑр кӑна вӗсем патӗнчен пӑрӑнса иртрӗ. Темскер каларӗ вӑл, пӗшкӗнчӗ… Ҫаврака питлӗччӗ, сухаллӑччӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗччӗ вӑл. Йывӑр тиенӗ тачкӑна та ҫӑмӑллӑнах ҫӗклеме пултаратчӗ. Урӑхран вара эпӗ ӑна ун пек иккенне кураймарӑм.

Апат ҫинӗ чухне вӑл, мӑнтӑркка приставпа виҫе городовой пристане килсе тухсан, «Мӗскер, Саня» тенӗ пек пӗр вӗҫӗмрен ман ҫине пӑхса ларчӗ. Пӗри «пиччене» — эртел старостине ҫапла калатчӗҫ — кӑшкӑрса хӑй патне чӗнсе илчӗ, пӑшӑлтатса темскер пӗлтерчӗ. «Пичче» ахлатса сӑхсӑхрӗ, унтан вӗсем пурте пирӗн паталла утрӗҫ.

— Иван Григорьев эсӗ-и? — ыйтрӗ пристав, хӗҫне ҫурӑм хыҫнелле тытса.

— Эпӗ.

— Тытӑр ӑна! — хӗремесленсе кӑшкӑрчӗ пристав. — Ӑна арестленӗ.

Пурте шавлама тытӑнчӗҫ. Атте ура ҫине тӑчӗ, пурте чарӑнчӗҫ.

— Мӗншӗн?

— Калаҫса ан тӑр! Тытӑр!

Городовойсем атте патне пычӗҫ, ӑна аллинчен ярса тытрӗҫ. Атте хулпуҫҫипе тӗртсе ячӗ — вӗсем айккинелле сирпӗнчӗҫ, пӗр городовойӗ хӗҫне кӑларчӗ.

— Мӗнле капла, ваше благородие, — терӗ атте, — мӗнле айӑп тунӑ эпӗ? Эпӗ такам мар вӗт, мана пурте пӗлеҫҫӗ.

— Ҫук, тӑван, пӗлмеҫҫӗ-ха сана, — хирӗҫлерӗ пристав, — вӑрӑ-хурах эсӗ! Тытӑр!

Городовойсем каллех атте патне пычӗҫ.

— Эсӗ, тӑмсай, селедкуна ан сулкала, — хӗҫне туртса кӑларнине лӑпкӑн, шӑл витӗр каларӗ атте. — Ваше благородие, эпӗ ҫемьелӗ ҫын, ку пристаньте эпӗ ҫирӗм ҫул ӗҫлетӗп. Мӗн тунӑ эпӗ? Мана мӗншӗн тытса кайнине пурне те калӑр эсир, пурте пӗлччӗр. Тен, ҫынсем чӑнах та, мана вӑрӑ-хурах тесе шутлама пултарӗҫ!

— Светуя персе ан тӑр! — кӑшкӑрса ячӗ пристав. — Пӗлетӗп эпӗ сирӗн йышшисене! Ну!

Городовойсем ӗҫе вӑраха ярасшӑн пулмарӗҫ.

— Ну!

— Тӑхтӑр-ха, ваше благородие, эпӗ хамах, — терӗ атте. — Саня… — вӑл ман паталла пӗшкӗнчӗ. — Саня, аннӳ латне чуп, пӗлтер ӑна… Ах, эсӗ вӗт…

Вӑл эпӗ чӗлхесӗрри ҫинчен каласшӑн пулчӗ, анчах хӑйне хӑй тытса чарчӗ. Ку сӑмаха вӑл нихҫан та каламастчӗ, эпӗ хӑҫан та пулин пурпӗрех калаҫма пуҫлассине ӗненетчӗ, ахӑр. Вӑл калаҫма чарӑнчӗ, пӑхса илчӗ.

— Эпӗ, Иван, унпа пӗрле хам кайса килӗп, — терӗ староста, — ан пӑшӑрхан эсӗ.

— Кайса килех, Миша пичче. Акӑ ме, — атте виҫ тенкӗлӗх хут укҫа кӑларса старостӑна тыттарчӗ. — Пар ӑна. Ну, чипер юлӑр!

Пурте ӑна пӗр харӑс ответ пачӗҫ. Вӑл мана пуҫран ҫупӑрласа:
— Ан йӗр, Саня, — тесе хӑварчӗ.

Эпӗ хам йӗнине те сисеймен иккен.

Аттене тытса кайнине пӗлсен аннене мӗн пулни ҫинчен асӑнма маншӑн паян кун та ҫав тери йывӑр. Анне йӗмерӗ, анчах та «пичче» тухса кайсан, шӑлне ҫыртса кровать ҫине пырса ларчӗ, пуҫне стена ҫумне шанлаттарчӗ. Йӑмӑкпа эпир ӳлесе йӗрсе ятӑмӑр, вӑл пирӗн ҫине пӗрре те пӑхмарӗ. Унтан ура ҫине тӑчӗ, тутӑр уртса ячӗ те тухса кайрӗ.

Кил таврашӗнчи ӗҫсене кунӗпех Даша инке майлаштарчӗ. Эпир ҫывӑртӑмӑр. Ҫук, эпӗ мар, йӑмӑк ҫывӑрчӗ, эпӗ куҫа уҫса, атте пуринпе те сывпуллашни ҫинчен, унтан мӑнтӑр приставпа унӑн матроска тӑхӑннӑ пӗчӗк ывӑлӗ ҫинчен шухӑшласа выртрӑм. Эпӗ ӑна губернатор садӗнче курнӑччӗ. Ҫав ача виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипедпа ярӑнса ҫӳретчӗ. Эх, мана пулсанччӗ ҫавӑн пек велосипед! Анне килсен ҫеҫ эпӗ нимӗн ҫинчен те шухӑшламарӑм. Вӑл ырханланса, хуралса кайнӑччӗ. Даша инке тӳрех ун патне чупса пычӗ…

Аттене темшӗн городовойсем касса пӑрахнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн. Ҫавӑнпах та эпӗ тем чул вӑхӑт хушши ним хускалмасӑр, хуйха-суйха пула хама хам пӗлмесӗр, пӗр сӑмах илтмесӗр выртрӑм. Унтан атте сывах иккенне, аннене ун патне кӗртменнине пӗлтӗм. Аттене ҫын вӗлернӗшӗн тытса кайнӑ тесе анне виҫӗ хутчен каларӗ. — Ҫӗрле понтоннӑй кӗпер ҫинче хуралҫа вӗлернӗ. Ҫӗрле — ку ӗнтӗ иртнӗ каҫ пулать. Хуралҫи — ҫав хуралҫах, кӗперӗ — ҫав кӗперех. Хуралҫӑ ҫав кӗпер ҫинче выртатчӗ, аллисене сарса пӑрахнӑччӗ. Эпӗ сиксе тӑтӑм та анне патнелле ыткӑнтӑм, кӑшкӑрса ятӑм. Вӑл мана ыталаса илчӗ: мана хӑранӑ тесе шутларӗ пулас. Анчах эпӗ ӗнтӗ калаҫма та пуҫларӑм…

Енчен эпӗ ун чухне калаҫма пӗлнӗ пулсан! Песчинкӑна рак тытма вӑрттӑнлӑ-кӗрттӗнлӗ тухса тарни, крепость стени ванчӑкӗ патӗнчен туя тытнӑ хура ҫын пырса тухни, ҫав ҫын мӗнле ятлаҫни, шӑлне шӑтӑртаттарни, вут ҫине сурса хӑварни ҫинчен, пурин ҫинчен те каласа парас килчӗ манӑн. Анчах та ку вӑл ик-виҫӗ сӑмаха та аран-аран кӑна ӑнланмалла калакан сакӑр ҫулхи ачашӑн ҫав тери йывӑр япала.

— Ачасен те кӑмӑлӗ пӑсӑлнӑ, ав, — ассан сывларӗ Даша инке. Эпӗ калаҫма чарӑнсан вӑл, халӗ ӗнтӗ пурне те пӗлетӗп тенӗ пек, анне ҫине пӑхса илчӗ.

— Ҫук, темскер каласшӑн вӑл. Саня, эсӗ мӗн те пулин пӗлместӗн-и?

Эх, калаҫма пӗлнӗ пулсанччӗ эпӗ! Каллех эпӗ каласа пама, алӑпа кӑтартма тытӑнтӑм… Анне мана пуринчен те лайӑхрах ӑнланатчӗ, анчах та кунхинче эпӗ вӑл манӑн пӗр сӑмаха та ӑнланманнине лайӑхах пӗлтӗм. Тата элле! Мӗн пулса иртнине кӑтартас тесе, кӗпе вӗҫҫӗн чупкаласа ҫӳрекен ырханкка хура ача тунӑ сцена понтоннӑй кӗпер ҫинчи ӗҫпе танлаштарсан мӗн тери уйрӑм та! Пӗрре вӑл, ашшӗ ҫав каҫхине ҫав тери хытӑ ҫывӑрнине кӑтартас тесе, кровать ҫине пырса выртать, тепре тенкел ҫине хӑпарса каять, ҫирӗппӗн хытарнӑ чӑмӑрне нимӗн ӑнланайман Даша инке пуҫӗ тӗлне тытать.

Вӑл ман ҫине хӗрес хывса:
— Ачасем хӗненӗ ӑна, — терӗ.

Эпӗ пуҫа пӑркаларӑм.

— Вӑл ашшӗне мӗнле тытса кайни ҫинчен каласа парать, — терӗ анне, — городовой мӗнле ҫапнине кӑтартать. Тӗрӗс вӗт, Саня?

Эпӗ пуҫа унӑн чӗрҫиттийӗ ҫине хурса, йӗрсе ятӑм. Вӑл мана ҫӗклесе кайса кровать ҫине вырттарчӗ, эпӗ вара вӑрахчен вӗсем калаҫнине итлерӗм. «Эх, мӗнле систерес-ши хам мӗн пӗлнине» — шухӑшларӑм эпӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех