Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑнӑшнӑ (тĕпĕ: йӑнӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта вӑл йӑнӑшнӑ, эпӗ уншӑн нимех те туман, мӗншӗн тесен эпӗ уншӑн тӑрӑшнинчен ытларах хамшӑн тӑрӑшнӑ.

Она ошибалась в этом, она не была нисколько обязана мне, потому что я действовал гораздо больше для себя, нежели для нее.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир Рахметова Вера Павловнӑпа Лопухов ыйтӑвне татса пама кирлӗ тесе шутлатӑр, эсир, государьӑм, ку тӗлӗшпе йӑнӑшнӑ вара.

Вы в этом отношении заблуждались, государь мой, полагая, будто Рахметов выведен собственно для произнесения приговора о Вере Павловне и Лопухове.

XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсӗ те Сталинах мар, ыттисем пекех йӑнӑшнӑ пулӑттӑн, факт!

Ты тоже не Сталин и ошибался бы как миленький факт!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пӗччен йӑнӑшман эпӗ, хам кам ҫине таянатӑп, ҫавсем пурте манпа пӗрле йӑнӑшнӑ.

— Не один я ошибся, а все ребята, на кого опираюсь, промазали вместе со мной.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, йӑнӑшнӑ пулӗ эпӗ…

Может, я ошибался…

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Сталин, эппин, сан шутпа… йӑнӑшнӑ пулать э?

— Сталин, как видно… ошибся, по-твоему, а?

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсир йӑнӑшнӑ (Штольц ку сӑмаха хытӑрах вуларӗ): сирӗн умӑрта эсир кӗтнӗ, ӗмӗтленнӗ ҫын мар.

Вы ошиблись (читал Штольц, ударяя на этом слове); пред вами не тот, кого вы ждали, о ком мечтали.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсӗ асту: ҫак пурнӑҫра пурнӑҫ хӑй тата ӗҫ кана тӗп тӗллев пулса тӑраҫҫӗ, хӗрарам мар; ҫакӑн пирки эсир иксӗр те йӑнӑшнӑ.

Ты заметь, что сама жизнь и труд есть цель жизни, а не женщина: в этом вы ошибались оба.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов хӑйӗн ҫамрӑк ӗмӗрне пурне те пӗлекен, пурнӑҫӑн пур ыйтӑвӗсене те тахҫанах татса панӑ, ҫамрӑксене ӑслӑн тӗпчесе вӗреннӗ ҫынсем хушшинче пурӑннӑ пулсан та, туслӑха, юратӑва, ҫынсен чысне ӗненни унӑн чӗринче ӑшӑнса тӑнӑ, ҫынсем пирки мӗн чухлӗ йӑнӑшнӑ пулсан та тата темӗн чухлӗ йӑнӑшсан та вӑл чӗрипе тертленнӗ, унӑн ырлӑхпа ӗненӳ никӗсӗ пӗр хутчен те пӑсӑлман.

Обломов хотя и прожил молодость в кругу всезнающей, давно решившей все жизненные вопросы, ни во что не верующей и все холодно, мудро анализирующей молодежи, но в душе у него теплилась вера в дружбу, в любовь, в людскую честь, и сколько ни ошибался он в людях, сколько бы ни ошибся еще, страдало его сердце, но ни разу не пошатнулось основание добра и веры в него.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Акӑ эпӗ сире асӑрхаттаратӑп: эсир йӑнӑшнӑ, сыхланӑр!

И вот я предостерегаю вас: вы в заблуждении, оглянитесь!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Каҫарӑр, Эсир тӗрӗсех шутланӑ, эп хам йӑнӑшнӑ.

— Извините, у вас все верно, я ошибся.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тепӗр чухне аппӑшӗ: «Эсӗ, Петя, уроксене хатӗрле-ха» тесен, Петя хурланса йӑнӑшнӑ та: — Эй, аппа, мӗнле айван сӑмахсем калатӑн эсӗ! Манӑн нимӗн те хатӗр мар чухне мӗнле уроксене вӗренес-ха? — тенӗ.

И когда тетя, бывало, скажет: — Ты бы лучше уроки учил… Петя с отчаянием стонал: — Ой, тетя, ну что вы говорите разные глупости! Как же я могу учить уроки, когда у меня еще ничего не готово?

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Ун пирки йӑнӑшнӑ эсӗ!

— Ты в нём ошибался!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ун пирки йӑнӑшнӑ пулӗ эсӗ.

— По-моему, ты в нём ошибался.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сан пирки буквально йӑнӑшнӑ.

Я буквально ошибся в тебе.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл йӑнӑшнӑ.

Он ошибался.

«Колин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Эппин, леш чудак йӑнӑшнӑ, ытлашши асӑрханса хӑтланнӑ.

Значит, этот чудак ошибся, переосторожничал.

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫимуш, хӑрах куҫпа ҫырма хӑнӑхманскер, манран та ытларах йӑнӑшнӑ.

Симуш, не привыкший писать одним глазом, больше меня ошибался.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех