Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтӑртатать (тĕпĕ: йӑлтӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юри тунӑ юр йывӑҫ турачӗсем ҫинче йӑлтӑртатать, вӑл суя иккенне ӗненес те килмест.

Но лес был сделан так искусно, так сверкал на ветвях снег, что трудно было поверить: неужели это не настоящий лес?

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ав куратӑр-и, чӑмӑр ҫурт тӑрри йӑлтӑртатать?

— А вон, видите, отсвечивает купол?

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӑварӗнче унӑн ылтӑн шӑл йӑлтӑртатать, эпӗ вара хамӑн айван йӑлана пула, чарӑна пӗлмиех ҫав шӑл ҫине пӑхрӑм.

Во рту у него блестел золотой зуб, и я по своей глупой привычке, как уставился на этот зуб, так и смотрел на него не отрываясь.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пит-куҫӗ унӑн тем пек тарӑхнине кӑтартать, куҫӗнче куҫҫуль йӑлтӑртатать.

Ее лицо выражало глубокое отчаянье, на глазах сверкали слезы.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Уйах тухман-ха, икӗ ҫӑлтӑр кӑна, тинӗс ҫинчи икӗ маяк пек, тӗксӗм кӑвак тӳпере йӑлтӑртатать, йывӑр хумсем, пер тикӗссӗн те сулӑмлӑн кӗрлесе, пӗрин хыҫҫӑн тепри хутланса килеҫҫӗ те ҫыран хӗрринчи тӑлӑх кимме кӑштах ҫӗклентерсе иртеҫҫӗ.

Месяц еще не вставал, и только две звездочки, как два спасительные маяка, сверкали на темно-синем своде, тяжелые волны мерно и ровно катились одна за другой, едва приподымая одинокую лодку, причаленную к берегу.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ку ман атте лаши, — терӗ Бэла, мана алӑран ярса тытса; — хӑй ҫулҫӑ пек чӗтрет, куҫӗ йӑлтӑртатать.

— Это лошадь отца моего, — сказала Бэла, схватив меня за руку; она дрожала, как лист, и глаза ее сверкали.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл хыпӑнмасӑр, тӳлеккен калаҫать, ӑслӑ та хӗсӗк куҫӗсенче унӑн кулӑш пӗрчи йӑлтӑртатать.

Он говорил спокойно, в маленьких умных глазах его мерцала веселинка.

Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

Ҫулҫӑсемпе курӑксем ҫинче сывлӑм шывӗ ҫут шӑрҫа пек йӑлтӑртатать.

Бусинки росы висели на листьях и травах.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Поселенецсем пурӑнакан ҫуртра ҫав-ҫавах ҫутӑ йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех