Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пахчапа мунча хуҫи

Автор: Хветӗр Агивер

Ҫӑлкуҫ: Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

Хушнӑ: 2019.06.30 18:30

Пуплевӗш: 252; Сӑмах: 1665

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Шӑматкун, каҫ еннелле, пӳрт умӗнчи тӑрӑхла сак ҫине икӗ арҫын, икӗ кӳршӗ, вырнаҫса ларнӑ та — мунча кӗтеҫҫӗ. Хӑйӗн мунчине юсаттарма сӳтсе пӑрахнӑран, пӗри теприн патне ҫӑвӑнма пынӑ. Пирус мӑкӑрлантараҫҫӗ. Лӑпкӑ та ӑшӑ каҫ тӑрать. Пӗтӗм ял ҫийӗпе йӳҫек те техӗмлӗ шӑршӑ сарӑлнӑ: касси-кассипе мунча хутаҫҫӗ.

— Кӑҫал пӑхкирпӗч ҫапма шутламастӑн-и? — ыйтрӗ пӗри, ҫӑванма килекенни, ҫамрӑкки, сарлака янах шӑммилли, тилшӗм те хӑмӑр питли.

— Мӗн тума вӑл мана… — юлхавлӑн, час мар тавӑрса каларӗ лешӗ, ҫулӗпе аслӑраххи. Вӑл урамалла пӑхать, унта нимӗне те пахаласа тӗсемест хӑй, тем шухӑша иленнӗ евӗр курӑнать, тен, асаилӗве путнӑ пуль.

— Манӑн, ак, темӗн тумалла. Пӑхкирпӗчех ҫапмалла-ши…

— Утравран вутӑ каплантарса каҫ та — хут.

— Темӗн тумалла, нимӗн те пӗлместӗп… Тен, чӑнах та, каплантарса каҫмалла.

— Паллах.

— Эс каплантарса каҫатӑн-и?

— Эпӗ ҫӗркӑмрӑкӗ туянатӑп, ахӑр. Курӑнать унта.

— Каплантарсах каҫатӑп пулмалла. Йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ ку пӑхкирпӗчпе аппаланса.

Лешӗ, ҫулӗпе аслӑраххи, тӳлек те ҫаврӑнӑҫусӑрри, пирус тӗпне ури айне пӑрахрӗ те таптаса лапчӑтрӗ. Вара, ҫӗрелле шухӑшлӑн тинкерсе пӑхса илчӗ, пуҫне ҫӳлелле каҫӑртрӗ…

— Каласа парам-и сана вилсен хама епле пытарассине? — кулӑш хӗлхемне чӑлтӑртаттарса кӑшт пӗрчӗ вӑл куҫ хупанкисене.

— О! — тӗлӗнчӗ типшӗм те хӑмӑр питли. — Эс мӗскер?

— Каласа парам-и?

— Эс, мӗн, капла… вилме пуҫтарӑннӑ?

— Ҫук-ха, пуҫтарӑнман. Унта хыпаланмастӑп та. Анчах та хама епле пытарасса эп тӗп-тӗрӗс курса тӑратӑп. Парам-и каласа?

— Во, йоккӑр-маккӑр! Пуҫ та сан. Мӗскер эс? — каллех ыйтрӗ лешӗ, ҫамрӑкраххи.

— Сначӑт, пулать ҫапла: вилтӗм, тет. Ну, ҫӑвӑнтарчӗҫ-мӗн турӗҫ унта, выртатӑп тӗпелте, алӑсем вӑт ҫапла. — Калавҫӑ алӑсем епле выртасса туса кӑтартрӗ. Вӑл хыпӑнмасӑр, тӳлеккен калаҫать, ӑслӑ та хӗсӗк куҫӗсенче унӑн кулӑш пӗрчи йӑлтӑртатать. — Арӑм макӑрать, ачам-пӑчам та… Ҫынсем хытнӑ. Эсӗ, сӑмахран, тӑнӑ та шухӑшлатӑн: «Интереслӗ, пумилккене чӗнеҫҫӗ-ши мана е ҫук?»

— Ну, эсӗ те! — кӳренчӗ хӑмӑр питли. — Ма унашкалах?

— Шӳтлесе эп,— терӗ калавҫӑ. Ним кулмасӑр каллех малалла каласа кайрӗ: — Тӑнӑ та эсӗ ҫапла — шухӑша путнӑ: «Мӗнле капла Колька хӑвӑртах хутланса ларчӗ? Хӑҫан та пулин мана та ҫакнашкалах…»

— Пурте ҫавнашкал шухӑшлаҫҫӗ.

— Арӑм кала-кала ӗсӗклет: «Ах, кӑвакарчӑнӑмӑр, кампа пӑрахса хӑвартӑн пире?! Ах, пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалли этемӗмӗр, юратнӑран та юратнӑ кӑйкӑрӑмӑр». Ӗмӗрне унашкал сӑмахсене каламаҫҫӗ, вилтӗр кӑна этемми, пуҫлаҫҫӗ вара: «кӑйкӑрӑмӑр», «кӑвакарчӑнӑмӑр»… Мӗн тума апла?

— Ара, шел мар ӗнтӗ юлашкинчен. Унтан хушӑ-хушӑ калаҫҫӗ тата: «тяпписем», «пӗчӗк-пӗчӗк аллисем», «мӗскӗн-мӗскӗн пуҫ». «Ох, хӑвӑн тяппусемпе ҫӳресе ирттертӗн иккен эсӗ ҫак пӳртӗмӗр-ҫуртӑмӑрта». Хӑшӗн-хӑшӗн, ав, хӗрех пиллӗкмӗш размер — вӑл та тяппасем!

— Ҫав самантра шалккӑ пулнипе ку. Кама шеллеҫҫӗ — ҫав пӗчӗк пек туйӑнать.

— Ну, вара малалла мӗнле?

— Малалла пытарма йӑтса тухаҫҫӗ. Хуларан, утмӑл тенкӗ тӳлесе, оркестр тытнӑ. Ну, кунта, сначӑт, ҫурмалла: вӑтӑрӑшне арӑм хӑй тӳлет, тепӗр ҫуррине — манӑнне ҫулса илет. А мӗн тума кирлӗ вӑл мана, оркестр? Хам эп пурпӗрех нимӗн те илтместӗп вӗт.

— Пӗр-пӗрин умӗнче каҫӑрӑлаҫҫӗ. Лешӗсем оркестрпа пытарчӗҫ-тек, кусем те вӗсене курса, ҫавнах меслетлеҫҫӗ. Луччӗ ку укҫана пумилкке ирттернӗ ҫӗре ямаллаччӗ…

— Во, эпӗ те ҫавках калатӑп: хама мӗн пӑшӑрхантарать вӗт, сана, ав, пумилкке. — Лӑпкӑн кулса ячӗ калавҫӑ.

Ҫамрӑкраххи кулмарӗ.

— Пӗрле пухӑнса лайӑх кӑна асанни — вилнӗ ҫын пирки калаҫса аса иле-иле ларни — ку вӑл хаех урам тӑрӑх пӗрререн пӗрре музӑк кӗрлеттерсе иртнинчен темиҫе хут хаклӑрах. Ну, кӗрлеттерсе иртрӗҫ пултӑр. Эсӗ хӑвах калатӑн-ҫке: «мӗн тума кирлӗ вӑл маяа?»

— Ӗҫӗ кунта вилнӗ ҫыннинче мар-ха, чӗррисенче. Вӗсен те кӑтартмалла вӗт-ха хӑйсем… вилнӗ ҫынна епле хисепленине, хакланине. Сначӑт, вӗсене нимӗнле укҫа та шел мар…

— Шел мар!.. Мӗн, сан арӑму утмӑл тенкӗ укҫа тупаймасть-им?

— Тупӑнмасӑр, тупӑнать. Вара мӗн?

— Апла-тӑк, мӗн тума-ха вӑл оркестр валли сан тӑванусенчен вӑтӑр тенкӗ пӑчӑртаса кӑларать? Хисеплетӗн-тӗк, тӳле ху шутӑнтан пӗтӗмпех. Мӗн унта хушӑнса-пайланса сӑплашмалли?

— Эпӗ ӑна тупӑкран тӑрса кӑшкӑраймастӑп ӗнтӗ: «пӗтӗмпех хӑвӑнтан тӳле!» тесе.

— Тупӑкран… Чӗрӗ чухне те вӗсем пуҫ ҫинчен анма пӗлмеҫҫӗ. Влаҫ панӑ! Ак, хӗрачанне манӑнне куҫне тумлатмалла, куҫӗсем тем ыраткалаҫҫӗ-ха унӑн… Ну, йӗрет ӗнтӗ вӑл, паллах, тумлатнӑ чухне, — ыраттарать-ҫке. А леш, ман ухмаххи, кӑшкӑрать ун ҫине. Чартӑм ӑна пӗррехинче, вӑл — тапратрӗ хама тӗтӗрме. Хӗрачам йӗнине илтнӗ-илтменех, ӑш тӑпӑлса тухать манӑн, пултараймастӑп эп.

— Тумлатасса тумлатмаллах вӗт-ха.

— Ара, тумлатасса тумлат та, ма ачана вӑрҫса тӑкмалла уншӑн? Лешӗ, ыратнипе, ахаль те ниҫта кайса кӗреймест. Ак ку тӑнӑ та ун умне «чарӑн, ан нӑшӑклат» тесе ҫухӑрашать. Епле йӗмесӗр чӑтӑн-ха?

— Да… — Николӑйӑн, калавҫӑн, вилсен хӑйне епле пытарассине вӗҫне ҫитиех каласа парасси килет. — Ну, тӑнла. Йӑтса ҫитерчӗҫ, тет, масар ҫине, шӑтӑкӗ ӗнтӗ хатӗр…

— Шӑтӑкне хам чавса паратӑп. Эпӗ пурин валли те чаватӑп.

— Ҫапла пуль…

— Эпӗ Стародубов Еххӗм валли те хамах чавса патӑм… Хӑй валли кӑна ҫеҫ мар, юнашар хума арӑмӗ валли те чакаласа патӑм. Вӗсем вара мана пумилккене те чӗнмерӗҫ. Ҫитменнине, чавса пама та хам ирӗкӗмпех пынӑччӗ вӗсем патне. Ҫук, ятне те тумарӗҫ чӗнсе. Ӑнлантӑн-и?

— Ну, инҫерен килнӗскерсем-ҫке вӗсем, ывӑлӗпе хӗрачи, мӗн пӗлеҫҫӗ вӗсем кунта: кам чавса панӑ, кам чавман…

— Лешсем пӗлмен, тейӗпӗр, мӗн, никамӑн та чӗлхи ҫаврӑнман-им хистеме? Карчӑкӗ пӗлнӗ… Ҫук, ҫыннисем ҫавнашкалскерсем вӗсем. Икӗ тенкӗ тӗртсе параҫҫӗ мана… Намӑс сӑмахсемпе ятласа тӑкас мар-и тесе те пикеннӗччӗ те, ҫыннисен хуйӑх-ҫке, шарламарӑм…

— Хӑшӗ тӗртсе пачӗ вара?

— Еххӗмӗн темлескер тӑванӗ. Туш таҫта хулара пурӑнать. Ну, пытарнӑ ҫӗртӗ кускаласа ҫӳретчӗ. Ну, тетӗп, пырна лартӑрах санӑнне ку икӗ тенкӗ, тетӗп, эпӗ луччӗ пӗр кӗленче хӗрли туянатӑп та пӗчченех асӑнса ӗҫетӗп, тетӗп. Хисеплеттӗм эпӗ старике…

— Апла епле-ха эсӗ? Илтӗн те ҫав икӗ тенке, туянтӑн-и вара ху валли?..

— Ара, укҫашӑн чавса панӑ-им эп? Калатӑп-ҫке: хисеплеттӗм эпӗ старике, тетӗп, эпир унпа путса та курнӑччӗ пӗрре. Эпӗ колхоз ӗнисене пӑхаттӑм, вӑл хӑйӗн икӗ пушмак пӑрӑвне унта ҫитерме илсе пынӑччӗ. Шут тытрӑмӑр эпир ҫавӑн чухне вӗсене Типӗ утрав ҫине хӑваласа каҫарма. Тапрантӑмӑр, унӑн пушмак пӑрӑвне шыв ҫапрӗ те ӳкерчӗ. Вӑл — пушмак пӑрӑвӗ хыҫҫӑн, хӑй — шывпа чыхӑнчӗ. Эпӗ старике аран-аран туртса кӑлартӑм, шыв вара пушмак пӑрӑва аякках юхтарса кайма ӗлкӗрнӗччӗ. Шапӑрр хӑсса кӑларчӗ старик, тӑна кӗчӗ те мана ҫапла сӗнкӗлтетет: пушмак пӑрӑва ҫӑл, эп, мӗн, темех мар, тет…

— Ҫӑлтӑр-и? Пушмак пӑруне?

— Ҫӑлтӑмӑр. Лайӑх старикчӗ. Ырӑскер. Шеллетӗп эпӗ ӑна.

— Хутшӑнсах хутшӑнман эпӗ унпа. Мӗнле калас, кӑшт-кашт ҫеҫ пӗлкеленӗ… Чылай аптӑраса пурӑннӑ-и вӑл?

— Ҫук. Малтан урисем илӗнчӗҫ унӑн… Ӑна — больницӑна. А вӑл, кашни хутӗнчех нянечкӑна чӑрмантармалла тесе, именчӗ унта выртма. Тапратрӗ юррине: «Илсе таврӑнӑр мана киле, килте вилес тетӗп». Тупӑннӑ интеллигент — нянечкӑна чӑрмантарма намӑс иккен ӑна. Вӑл уншӑн харам ӗҫлемест вӗт, укҫа илет, оклад.

— Ну, пӗрехмай ун пӑх-шӑкне тасатса пурӑнма ӗнтӗ…

— А халь, вӑт, епле-ха? Вӑл ахаль те апата суйласа кӑна ҫиетчӗ, сӗтпе-мӗнпе кӑна… Ара, чӗрӗччӗ вӗт-ха ҫынни, чӗрӗччӗ. Халь, вӑт, епле-ха?

— Ну, ку ҫаплах-ха.

— Тен, больницӑрах выртнӑ пулсан, пурӑнатчӗ-ха тепӗртак…

— Ӑна оркестрпах пытарчӗҫ-и?

— Мӗн оркестрӗ унта! Пурте, мӗнсем пекех, хытӑ… Ывӑлӗ инженерта ӗҫлет, пултарнӑ ӗнтӗ… Ҫук вӗт, кашни пусне хӗссе-пӗссе тыткалаҫҫӗ.

— Ҫапла, шухӑшласарах пӑхсан, мӗн тума ӑна, старике, оркестр? — терӗ калавҫӑ мунча хуҫи.

— А сана?

— Мӗскер?

— Сана кирлӗ-и, тетӗп?

— Мана та кирлӗ мар.

— Никама та кирлӗ мар, ҫапах та, ав, пурте оркестрпа пытараҫҫӗ. Вилнӗ ҫынни чупса ҫӳреймест-ҫке апла тума, ху калатӑн вӗт-ха, чӗррисем ӑшталанаҫҫӗ, тетӗн. Юратнӑ-тӑк ашшӗне, тытмалла пулнӑ оркестр. Ҫӑткӑнсем.

— Перекете пӗлекенсем, — тӳрлетрӗ мунча хуҫи.

Хӑмӑр питли калавҫӑ ҫине пӑхса илчӗ… Пуҫне сӗлтрӗ ун енне ӑнланнӑн.

— Кӑна-и? Кала эсӗ кӑна луччӗ хӑв ӑшунта: эпӗ хытӑ мар, перекете пӗлекен, тесе. Атту — «кирлӗ мар мана оркестр, эпӗ ӑна пурпӗрех илтейместӗп». Кала хӑть: укҫана шалккӑ, те. Мӗн ҫӑрӑлтармалли пур унта? Пӗлетӗп вӗт эпӗ сире: хӑть эс, хӑть Кланькку хӑвӑн — ҫӳпҫипе хупӑлчи. Хӗлле те кивҫен пӗр кӗреҫе юр ыйтса илейместӗн сирӗнтен.

Капла каланине хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ калавҫӑ… Пит шӑнӑрӗсене ҫеҫ туртӑнтаркаласа илчӗ. Лӑпкӑн, сӑмахсене пусара-пусара калаҫса кайрӗ:

— Ытла та ҫӑмӑллӑн пурӑнатӑн эсӗ, Иван. Мунчу йӑтӑнса аннӑ та, хӑв эсӗ, питех шухӑшласа тӑмасӑр, тӳрех кӳршӗ патне ҫӑвӑнма тухса уттарнӑ. Хамӑнне юсаса пӗтермесӗр эпӗ никам патне те тухса уттарман пулӑттӑм… Ав, ҫитменнине эсех ял тӑрӑх сӑмах акса-тӑкса ҫӳретӗн: ку хытӑ, ҫав хытӑ тесе. Ӑҫтан хытӑ пулам-ха эпӗ: эсӗ килнӗ вӗт-ха ман пата мунча кӗме, эпӗ сана пӗр сӑмах калаппи: пыр, ҫӑвӑн кӗрсе. Кур, ҫитменнине эпех хытӑ! Вӗреннӗ ҫынсем ҫын шучӗпе пурӑнма…

Иван «Памир» пачки кӑларчӗ те, туртса ячӗ. Пуҫне сулкаласа, хӑй ӑссӗн лӗкӗрт кулчӗ.

— Вӑт, куртӑн-и, йӑтӑрланса та тухрӗ хӑвӑнтан. Мунчине хӗрхеннӗ…

— Мунчана хӗрхенмен, а… хӑвӑнне юсас пулать. Мӗн, яланах ҫапла мунчаран мунчана ҫын патне ҫӳрес тетӗр-и?

— Ара, пӗлетӗн вӗт-ха эс, ку яхӑнта эпӗ ниепле те чус туянма йӳнеҫтерейместӗп.

— Ара, хӑҫан сан мӗн те пулин тума мӗн ҫитнӗ. Яланах сан кӗсйӳ тӗпӗ ҫап-ҫара? Ыттисен ма пур? Мӗншӗн тесен перекетлӗ тыткалаҫҫӗ, пус ҫумне пус хушаҫҫӗ. Санӑн вара, кӗсйӳ тӗпӗнче, пӗр кӗмӗл тупӑннӑ-тупӑнманах ӑна часрах ӑҫта та пулин персе чикме вӗтеленетӗн. Баян туянса панӑ-ха ывӑлна!.. эх!

— Мӗн япӑххи пур вара унта? Вылятӑрах.

— Куртӑн-и, ҫынсен умӗнче киккирикленес килет хӑвӑн, манӑн вара, хыттин, саншӑн кунта мунча хутса лар. Баян валли тупнӑ-ха вӑл укҫине, чус валли, ав — ҫуккӑ.

— Мда-а… Тьфу! Кирлӗ мар мана сан мунчу, хӑть ӑна паянах аҫа ҫапса ҫунтарса ятӑр! — Иван тӑчӗ. — Манӑн сана тулӗк ҫакна калас килет, куркуль: асту, ачусем сӑпаҫҫип каламаҫҫӗ сана ӳссе ҫитсен. Эп хам начарпах пурӑнса ирттерем, анчах та ачам-пӑчама вӗрентсе кӑларатӑп-кӑларатӑпах, ҫын тӑватӑпах… Тӑнлантӑн-и?

«Куркуль» йӑшӑл та тумарӗ, хӑй ӑнланнине, ӳлӗм валли шута илнине палӑртнӑн, пуҫӗпе ҫеҫ сӗлтрӗ.

— Сан Петюку, ав, туха пуҫларӗ-ха пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ҫынна. Малтанлӑха, ак, пахчаран пуҫларӗ.

— Епле апла?

— Ман пахчара кӑҫал кишӗр ӑнса пулчӗ — ҫав ӑна шутсӑр килӗштернӗ иккен.

— Суятӑн вӗт? — ӗненмерӗ Иван.

— Эс унтан хӑйӗнчен ыйт. Унтан татах тӗпче: аванах тутаннӑ-и вӑл леш хӑва хуллине? Килӗштернӗ-и, ҫук-и? Вара хытарса кала: тепринче хӑва хуллипе кӑна мар, чӑпӑрккапа ислетсе яратӑп… — Лараканни тӑраканнине хаяррӑн шӑтарса пӑхрӗ. — Атту, пӑхатӑп-пӑхатӑп та эпӗ, тӗпрен илсен, ҫын шучӗпе ҫеҫ ырӑ иккен эсир. Ют кӗсре вӑл, пӗлетӗн-и, шартлаттарсах тапакан тепӗр чух. Хӑвӑн баянистна ӑнлантар та, ҫавна каласа пар.

Иван, пахчапа мунча хуҫи хӑйне тивӗҫтернӗ куҫ хаярӗнчен тӗлӗннӗрен, пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр тӑчӗ.

— Да-а, — терӗ вӑл, — санашкалли, чӑн та, икӗ кишӗршӗнех пӗтӗм шӑмма-шакка хуҫса пӗтерме пултарать.

— Хӑвӑн пӑхса ӳстерес пулать. Манӑннисем баянпа выляма пӗлмеҫҫӗ, пурпӗрех ҫын пахчине патӑртаттарса кӗмеҫҫӗ.

— А эсӗ ху ача чухне кӗмен-и?

— Ҫук. Атте мана баянпа калама вӗрентмен, вӑрра кӗнӗшӗн вара пӳрнесене шатӑртаттаратчӗ.

— Ну, тискер кайӑк-тӑк тискер кайӑк!

— Тискер кайӑк-и, тискер кайӑк мар-и унта, ывӑлна пур-пӗрех кала: чӑпӑркка хатӗрлесе хуратӑп. Та-ак ӗшелентеретӗп, вырӑнпа выртмалӑхах туянтарса яратӑп. Ҫӳрӗр унта кайран кӳренсе…

— Тьфу! — Иван пӑрӑнчӗ те килнелле утрӗ. Чылаях кайсан, ҫаврӑнчӗ те хыттӑн ҫапла каласа хучӗ: — Вӑт, сан валли-тӗк, памастӑп шӑтӑк чавса. Асӑнма та пымастӑп.

Пахчапа мунча хуҫи кӳршине курайманлӑхпа тулнӑ куҫӗсемпе лӑпкӑн тирӗннӗ. Ахӑртнех, кӗскен мӗнпе те пулин ҫатлаттарса хумалли авӑрлать-няк. Терӗ:
— Пыратӑн.
Ӗҫмелли янтӑ-ҫке унта… епле пымӑн-ха эс. Чӗнччӗр кӑна — пыратӑн.

— Ҫук, пымастӑп! — хӑратса, чӑннӑн каларӗ Иван.

— Мӗскер эс капла, мана вӗлересшӗн? Сана та пурӑнса ирттеретӗп-ха эп. Пурӑнса ирттеретӗп, Ваня, ан кулян.

— Куркуль.

— Пыр, музыка кайса итле. «Мӗншӗн кӗсье тӗпӗ яп-яка» вальс текеннине. — Пахчапа мунча хуҫи кӑмӑллӑн кулса ячӗ. Ҫунса пӗтеймен пирус тӗпне пӑрахрӗ те, тӑрса пахчине кӗрсе ҫухалчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех