Шырав
Шырав ĕçĕ:
Маршра туйисене сулласа пырас йӑлана, ҫавӑн пекех салтаксене те шомполсемпе ҫӳретес йӑлана, сичевиксем халь ҫеҫ йышӑннӑ.Эту моду маршировать с тросточкой, как и шомпола у солдат, сичевики ввели впервые.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Юратман ӑна ҫакӑн пек нӗрсӗрлӗхшӗн ял халӑхӗ, тӗттӗм кӗтесре чышкӑласа та илнӗ, анчах килпетсӗр йӑлана пӑрахман, вӑл ывӑлӗсене, хӗрӗсене те куҫса пынӑ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ку вара пирӗн йӑлана кӗчӗ.
Тилӗ ҫӑкӑрӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 7–9 с.
Павел Петрович пӗр каҫ та килте ирттермен, хӑюллӑхпа, маттурлӑхпа чапа тухнӑ (вӑл дворян ҫамрӑкӗсен хушшинче гимнастикӑна та йӑлана кӗртнӗ), мӗн пурӗ те пилӗк-ултӑ французла кӗнеке анчах вуласа тухнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ермолай хальччен ман кӳршӗсенчен пӗрин патӗнче, ӗлӗкхи йӑлана тытса пыракан улпут патӗнче пурӑннӑ.Ермолай принадлежал одному из моих соседей, помещику старинного покроя.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Мана, йӗркеллӗ улпут ҫуртӗнче пӗр-пӗччен, ҫирӗп йӑлана пӑхӑнса ӳснӗскерне, ҫак шӑй-шай, ҫак именӳсӗр, чӑрсӑр хаваслӑх, ҫак палламан ҫынсемпе халиччен пулманла хутшӑнни — йӑлтах пӑлхантарса ячӗ.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
— Итлӗр-ха, — терӗ хӗрарӑм, сӑн-питне самаях ҫемҫетс, — ун ҫийӗнче халь платье; эпӗ, тӳррипе каласан, яланах тӑхӑнса ҫӳрекен платье мар, урӑх платье тӑхӑннӑ пек туса ӳкерттересшӗн, тата вӑл ешӗл тӗмсен сулхӑнӗнче лартӑр, умра уй-хир курӑнтӑр, инҫетрех кӗтӳ ҫӳретӗр е пӗчӗк вӑрман пултӑр… вӑл балсене е йӑлана кӗрсе ҫитнӗ вечерсене ҫӳренин палли ан пултӑр.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Килте те, шкулта та, урамра юлташӗсемпе хутшӑннӑ чухне те чӑвашла калаҫасси йӑлана кӗмен.Ни дома, ни в школе, ни на улице при общении с друзьями чувашский язык не используется.
Чӑвашла вӗренни // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 9,11 с.
Анчах та темшӗн-ҫке ҫав-ҫавах ҫак усал йӑлана пӑрахмаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Йӑлана кӗнӗ пекех республика килти хушма хуҫалӑхсен тӳпи пысӑк регионсен йышне кӗрет.Республика традиционно является регионом с высокой долей личных сельхозподворий.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Муниципалитет пӗрлӗхӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем инвесторсемпе ӗҫлени ҫинчен калакан отчетсене кашни кварталтах тӑратассине йӑлана кӗртни вырӑнлӑ пулмалла тесе шутлатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Унта яш-кӗрӗм халӗ те вӑййа тухас йӑлана пӑрахман.
Ҫукнӑҫ // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 51–56 с.
— Йӗрке тумастӑн, ӗҫес, ҫаратас йӑлана пӗтерместӗн пулсан, уйрӑлатӑп та ак санран — ҫур халӑха хампа пӗрле илсе каятӑп, — терӗ вӑл шӑппӑн.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗтер ҫаратас, эрех ӗҫсе супас йӑлана!
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Министерство районсенчи вӗрентӳ уйрӑмӗсене ҫакна йӑлана кӗртме ыйтса хушусем янӑ та ӗнтӗ.
Вӗрентӳ хыпарӗсем // Вера АЛЕКСАНДРОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7 стр.
Ҫавӑн пек хӑйне хӑй йӑпатса лӑплантарасси йӑлана кӗрсе ҫитнӗ ӗнтӗ унӑн.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑйӗн ӗҫӗнче Иннокентий ҫак йӑлана ҫирӗп тытса пынӑ — хӑвна мӗншӗн чӗнтернине кӑшт та пулин пӗлмесӗр, пуҫлӑхсем патне нихҫан та ан кай.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пухусенче Дымшаков е кам та пулин урӑххи вӑрҫса калаҫнине итленӗ чухне Лузгин яланах хӑй тахҫанах тӗрӗсленӗ йӑлана тытса пынӑ — пӗтӗмпех ахаль пакӑлтатаҫҫӗ пулсан та, критикӑна пӗртте хирӗҫлемелле мар, чӗнмесӗр лармалла.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Советсен вӑхӑтӗнче Совет Союзӗн Геройӗ, Социализмла Ӗҫ Геройӗ ятне, Мухтав орденӗсене парса ҫак йӑлана тӑснӑ.
Ӑна ӗҫ ҫӗкленӗ // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.
Анчах пурпӗрех «Уяв» та, «Учӳк» та тивӗҫлӗ иртсе кайрӗҫ, йӑлана пӑсмарӑмӑр.
Пӗрле пулар! // Константин Яковлев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836)