Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ӑна ӗҫ ҫӗкленӗ

Автор: Елена ХЛЫНОВА

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.

Хушнӑ: 2020.03.25 14:05

Пуплевӗш: 31; Сӑмах: 351

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫӗпрел районӗнче «Мухтав орденӗсен» кавалерӗсем нумай, пӗр ҫын Раҫҫей Геройӗ, ултӑ ҫын Совет Союзӗн Геройӗ, сакӑр ҫын ӗҫ ҫитӗнӗвӗсемпе паттӑрлӑх кӑтартса «Социализмла Ӗҫ Геройӗ» ятсене тивӗҫлӗ пулнӑ. Геройсен кунне халалласа Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта С.Е.Немасева халалласа Асӑну хӑми уҫрӗҫ. Пӗчӗк чухне ытти ачасенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман ача ҫак ял шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Упи ял хутлӑхӗн, районти ЧНКЦ канашӗн ертӳҫисем, шкул ӗҫченӗсем Социализмла Ӗҫ Геройӗ ята илнӗ ентешне ӗмӗрлӗхе ял асӗнче хӑварма шутларӗҫ.

Геройсен кунне раштавӑн 9-мӗшӗнче уявлама палӑртни ытахальтен мар, ҫак кун 1769 ҫулта II Кӗтерне императрица Ҫветтуй Георгий ҫӗнтерӳҫӗ ячӗллӗ орден кӑларнӑ. Унпа ҫапӑҫу хирӗсенче харсӑр, хӑюллӑ пулнӑ ҫар ҫыннисене наградӑланӑ. Ҫак йӑла 1917 ҫулччен сыхланса тӑнӑ. А.Суворовпа М.Кутузов ҫар ертӳҫисем те ҫак ордена кӑкӑрӗсем ҫинче мӑнаҫланса ҫакса ҫӳренӗ. Раҫҫей Федерацине чӑн пысӑк награда статусне илсе ҫак орден 2000 ҫулта таврӑннӑ. Советсен вӑхӑтӗнче Совет Союзӗн Геройӗ, Социализмла Ӗҫ Геройӗ ятне, Мухтав орденӗсене парса ҫак йӑлана тӑснӑ. Раҫҫей Геройӗн ятне офицерсемпе салтаксем паянхи кун та илеҫҫӗ.

Сергей Немасев Ҫӗпрел районӗнчи Хурӑнвар Шӑхаль ялӗнче Егор Алексеевичпа Елена Даниловна Немасевсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Иккӗ тултарсан тӑлӑха юлать Сергей, ашшӗпе амӑшӗ чире ҫӗнтереймесӗр иккӗшӗ те вилсе каяҫҫӗ. Упи ялӗнчи Захаров сен ҫемйи ачана усрава илет.

Салтакран таврӑнсан 1953 ҫулта «Куйбышевгидрострой» комбинатне вӗренме кӗрет. Крановщика вӗренсе тухса мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех ҫак ӗҫпе ӗҫлет. Сергей Егоровича ӗҫ ҫӗклет. Вӑл паттӑра тухать.

Немасев ҫинчен тӑван тавралӑхӗнче нумаях пӗлмен. Шкулти таврапӗлӳ музейӗнчи Н.Н.Куракина ертсе пыракан шырав ушкӑнӗ хальхи информаци технологийӗсемпе усӑ курса Братск хулинче пурӑнакан Сергей Егорович ачисемпе ҫыхӑнать. Музейра «Герой-гидростроитель» ятлӑ курав йӗркелет. Евгений ятлӑ мӑнукӗ уяв умӗн ҫыру янӑ. Унта вӑл ҫак Асӑну хӑмине уҫакансене тав тунӑ. Кукашшӗ нихӑҫан та ӗҫрен хӑраманни не, пурнӑҫне строительство ӗҫне халалланине, ӗмӗрӗ тӑршшӗпех тӑван енне манманни ҫинчен ҫырнӑ. Сергей Егорович хӑйӗн ӗҫӗпе Ҫӗпрел районӗн ҫыннисен сумне-хи сепне те тивӗҫлӗ тенӗ вӑл. Сергей Егорович 2006 ҫулта ҫӗре кӗнӗ, ӑна Братск хулинче пытарнӑ.

Чаплӑ лару-тӑрура Асӑну хӑми ҫинчи ҫивиттине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Т.Д.Нагуманов, унӑн ҫумӗ А.Ф.Залялов, районти ЧНКЦ ертӳҫи А.Е.Ярухин сирчӗҫ. Палӑка хатӗрлеме укҫа-тенкӗ енчен пулӑшакансене, «Колос» тулли мар яваплӑхлӑ обществӑн генеральнӑй директорне А.Л.Станкевича тав сӑмахӗсем калатпӑр, мероприя тие хатӗрлекенсене икӗ хут тав. Хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ кунта. «Хастарсен ӗмӗчӗсем пысӑк», — теҫҫӗ. Ку чӑнах та ҫапла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех