Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пӗрле пулар!

Автор: Константин Яковлев

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836)

Хушнӑ: 2020.03.25 13:43

Пуплевӗш: 34; Сӑмах: 326

Текст тӗсӗ: Салам сӑмахӗсем

Вырӑсла Тема: Культура

Хисеплӗ юлташсем!

Вӑхӑт сисӗнмесӗр шӑвать, акӑ 2009 ҫул та историе кӗрсе юлчӗ. Тӗрлӗрен пулчӗ вӑл: савӑнмалли те, хурланмалли те тупӑнчӗ.

Экономика кризисӗн йывӑрлӑхӗсене те аванах туйрӑмӑр, наци уявӗсене ирттерме ҫӑмӑлах пулмарӗ. Анчах пурпӗрех «Уяв» та, «Учӳк» та тивӗҫлӗ иртсе кайрӗҫ, йӑлана пӑсмарӑмӑр. Ҫакӑ эпир, чӑвашсем, пӗрле чухне тем те тума пултарассине ҫирӗплетет. Ҫак шухӑш манра ҫирӗп тымар янӑ, ӑна никам та улӑштарма пултараймӗ. Ҫӗнӗ ҫулта та эпир хӑюллӑнах йывӑрлӑхсене хирӗҫ тӑма хал ҫитерӗпӗр.

Иртнӗ ҫулта историре тарӑн йӗр хӑварнӑ мероприятисен шутне Тутарстан Республикинчи Чӑваш наципе культура автономийӗн VII конференцине кӗртес килет, культура аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшӗ унӑн пысӑк. Чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан районсенчен 300 яхӑн делегат пуҫтарӑнни чӑвашсен туслӑ пӗрлӗхне тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ. Тепӗр енчен ку чӑвашсен республикӑри гражданла позицине лайӑх кӑтартса парать. 2010 ҫулта та ЧНКА тӑван халӑхӑн интересӗсене хӳтӗлӗ, вӗсене пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшӗ. Патшалӑхӑн власть органӗсем чӑваш автономине ытларах шанма, хисеплеме пуҫлани хавхалантарать.

Палӑртнӑ ӗҫсене пурне те пурнӑҫла ма пултарайманни, паллах, хурланта рать. Татса паман ыйтусемпе проблемӑсем сахал мар. Кун пирки манса каймалла мар, малашлӑха планланӑ чухне пушшех те.

Ӗмӗтсем пысӑк. Ку ҫул патшалӑх органӗсемпе хутшӑнса ӗҫлессине тата та ҫирӗплетме палӑртнӑ. 2010 ҫулхи март уйӑхӗнче Тутарстанра «Чӑваш шӑпчӑкӗ» конкурсӑн финалӗ иртмелле, вӑл тивӗҫлӗ иртсе каясса шанатӑп. Ҫавнах «Уявпа» «Учӳк» пирки калас килет. «Чӑваш пики» конкурса пирӗн хитре хӗрсем хатӗрленме пуҫлани ҫинчен те пӗлтерес килет. Чӑваш ҫамрӑкӗсен союзӗ черетлӗ виҫҫӗмӗш форум йӗркелеме хатӗрленет.

Хамӑр халӑхӑн йӑли-йӗркисене тытса пыни, чӑваш культурипе чӗлхине юратни, ытти халӑхсене хисеплени никӗс пулса пире йывӑр вӑхӑтра пулӑшса пырать, ҫӗнӗ шая ҫӗкленме хистет.

Чи малтан манӑн атте-аннесене саламлас, сывлӑх сунас килет. Пирӗн юрату сирӗн пата вӗҫӗмсӗр.

Ҫӗнӗ ҫулпа ачасене хӗрӳллӗн саламлас килет, эсир пирӗн малашлӑх! Сиртен килет чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗ.

Ырӑ сӑмахсем тӑван халӑхшӑн нумай ӗҫленӗ ҫынсене, районсенчи ТР ЧНКА представительствисен ертӳҫисене, вӗрентекенсене, культура ӗҫченӗсене, предпринимательсене, организацисен ертӳҫисене калас килет. Сире пурсӑра та ырлӑх-сывлӑх, телей сунатӑп. Япӑххи, кӑмӑла хуҫаканни хыҫра юлтӑр, ҫулран ҫул сирӗн ҫемьери пурнӑҫ лайӑхланса пытӑр. 2010 ҫул ырӑ улшӑнусен ҫулӗ пултӑр. Вӑл савӑнӑҫпа телей кӑна илсе килтӗр!

Ҫӗнӗ ҫулпа сире, тӑвансем!

Константин Яковлев, ТР ЧНКА председателӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех