Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлана (тĕпĕ: йӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пытармӑпӑр, Афганистан вӑрҫи пирки уҫҫӑн калаҫасси йӑлана кӗмен пирӗн, ҫавӑнпа вун-вун ҫул ку трагеди уйрӑм ҫыннӑн, уйрӑм ҫемьен пек кӑна пулса пынӑ.

Не будем скрывать, открыто говорить про войну Афганистана не вошло у нас в традицию, поэтому десятки лет это шло как трагедия отдельного человека, отдельной семьи.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Ансаттинчен тытӑнмалла – пирӗншӗн йӑлана кӗнӗ ырӑ ниме мелӗпе уса курса хамӑр подъездра, картишӗнче, урамра йӗрке тумалла, ҫурт умӗнчи пахчара чечек лартса ӳстермелле, чалӑшса кайнӑ хӳмене тӳрлетсе лартмалла, ҫуртӑн мал енне сӑрласа илем кӳмелле.

Начинать нужно с простого – используя наш традиционный добрый метод «ниме», навести порядок в своем подъезде, дворе, на своей улице, разбить цветник в палисаднике, исправить покосившийся забор, покрасить фасад.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Лайӑх йӗркеленӗ пропаганда ӗҫне пула обществӑра табак туртас йӑлана сивлес туртӑм палӑра пуҫларӗ, республикӑри ытларах та ытларах ҫын сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйласа илет.

Благодаря активной разъяснительной работе в обществе начинает складываться негативное отношение к курению, все больше жителей республики выбирают здоровый образ жизни.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Республика йӑлана кӗнӗ пекех федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсем хушшинче пӗр лаптӑк единици пуҫне туса илекен продукци енӗпе малтисен йышӗнче тӑрать.

Республика традиционно находится в числе лидеров среди регионов Приволжского федерального округа по выходу продукции на единицу площади.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫавнашкал тӗслӗхсем малашне те пуласран асӑрханса конкурс требованийӗсене тата та ҫирӗплетмелле, контрактсене пит шанчӑклах мар пурнӑҫлакансемпе тӑвас йӑлана пӑрахӑҫламалла.

Во избежание повторения подобных случаев необходимо ужесточать конкурсные требования, не допускать заключения контрактов с исполнителями, обладающими сомнительной репутацией.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Йӗркелӳҫӗсем килнисене йӑлана кӗнӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйланӑ: тӗрлӗ тӗслӗ мӑйӑрпа, чӑваш халӑх апачӗпе Шӳрпепе, ялти чӑваш сӑрипе, вӗри чейпе, улма-ҫырлапа.

Организаторы потчевали участников традиционными угощениями: орехами разных видов, национальным мясным супом Шӳрпе, чувашским деревенским пивом, горячим чаем, фруктами.

Шупашкарти «Ҫӑлкуҫра» чӑваш уявне Сурхурине уявланӑ // Тимӗр Акташ. https://chuvash.org/news/20965.html

Ҫивӗч кӗрешӳре тӗрлӗ виҫеллӗ снаряд йӑтса тата хӑйсен виҫисенче йӑлана кӗнӗ турнир ҫӗнтерӳҫисен ятне Елчӗк районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӗренекенсем В.Николаева, Д.Соловьев, А.Федоров, В.Семенов, А.Павлов, Хӗрлӗ Чутайӗнчи Д.Козлов, Муркаш районӗнчи А.Морозов, Етӗрне районӗнчи К.Петрова, Шупашкар районӗнчи Е.Градовпа А.Волкова, Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем И.Кривовпа О.Николаев тата ӗҫпе спорт ветеранӗ, тӗнче чемпионӗ пулнӑ А.Павлов тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Пирӗн хамӑрӑн ачасен ача ҫуратма пултармалли сывлӑхне сыхласа хӑвармалла кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине йышӑнма, йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене ӑша хывма вӗрентсе ӳстермелле.

Нам очень важно не только сохранить репродуктивное здоровье наших детей, но и привить им стремление к здоровому образу жизни, традиционным семейным ценностям.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Пуҫаруллӑ бюджет йӗркелӗвне чӑвашсен йӑлана кӗнӗ нимипе танлаштарма пулать, вӑл пулӑшнипе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене халӑхпа, пӗтӗм йышпа татса параҫҫӗ.

Инициативное бюджетирование можно сравнить с нашей чувашской традицией «ниме», когда важные задачи решаются всем миром, сообща.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Чӑваш Ен шкулӗсемпе ача сачӗсем йӑлана кӗнӗ пекех Раҫҫейри чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗсен шутне кӗреҫҫӗ.

Школы и детские сады Чувашии традиционно входят в число лучших образовательных учреждений России.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Усал сӑмах каласа ҫынна кӳрентересси йӑлана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

УИР политпайӗнче, ҫар строителӗсен отрячӗсенче професси тӗлӗшӗнчен вирлӗ хатӗрлесе ҫитернӗ йӗркеллӗ офицерсем кӑна тытӑнса юлма пултарнӑ, йӑлана кӗнӗ кун йӗркине хӑнӑхайманнисем урӑх ҫӗре куҫма васканӑ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Ҫак сиенлӗ йӑлана хирӗҫ васкавлӑ мерӑсем йышӑнмасан ку ӗмӗрте хӑрушӑ инкеке пула тӗнчере пӗр миллиард ҫын вилме пултарать теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫа кӗскетет // Л.ЯРЫШЕВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн, промышленноҫпа суту-илӳ министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Ольга Ланцова йӑлана кӗнӗ Шупашкарти экономика форумне, регионсен хушшинчи 22-мӗш «Регионсем - чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» выставкӑна тата фейерверксен тӗнчери 8-мӗш фестивальне ирттерме хатӗрленсе мӗн туни тата мӗн палӑртни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен уява хатӗрленет // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

РФ Шалти ӗҫсен министерствин Общество канашӗ регионсен полицийӗн тата вӗсен общество канашӗсен ертӳҫисене явӑҫтарса видеоконференцҫыхӑну мелӗпе канашласси йӑлана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫакна республикӑн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе эрнесерен ирттерекен йӑлана кӗнӗ ӗнерхи канашлура палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Усламҫӑсен пӑшӑрханмалли тупӑнсах тӑрать // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/13630.html

Предприяти-организацире хӑйсен ветеранӗсене чысласси йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх — парламентӑн ҫӗнӗ йышӗн пӗрремӗш сессине чи сумлӑ та аслӑ депутат ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе чи малтан тупӑшӑва хӗрсемпе яшсем тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр вӑййи вӑйлисем валли // Андрей ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫакна шута илсех, Трак енре ҫулленех ял старостисемпе ял тӑрӑхӗсен Пухӑвӗсен депутачӗсен форумне ирттересси йӑлана ҫирӗп кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех