Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сулахай флангра. Самана сатурӗсем

Автор: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ

Ҫӑлкуҫ: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Хушнӑ: 2017.12.21 17:44

Пуплевӗш: 83; Сӑмах: 948

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫар

1989 ҫулхи ноябрьте мана Ҫар-политика пайӗн начальникӗ – 1164-мӗш инженерла ӗҫ-хӗл управлени (УИР) начальникӗн заместителӗ туса хучӗҫ. УИР ҫав тапхӑрта космоса вӗҫекен аппаратсем валли старт комплексӗсем тунӑ е вӗсене ҫӗнетнӗ – реконструкциленӗ. Асӑннӑ ку аппаратсене «Протон» ракетоносительпе орбитӑна кӑларнӑ. Ман умӗн УИР начальникӗнче В.В.Дробышевский ӗҫленӗ. Василий Владимировича эпӗ Главспец ВСУри пӗрлехи служба тӑрӑх аван пӗлнӗ, ун чухне вӑл тӗп механикчӗ. Вӑл – ҫынсемпе килӗшӳллӗн ӗҫлеме пӗлекен принциплӑ офицер. «Ҫав тери яваплӑ участока кӳлӗнтӗн, пултар, эппин, эп сана пулӑшма хатӗр», – терӗ вӑл.

УИР политпайӗнче, ҫар строителӗсен отрячӗсенче професси тӗлӗшӗнчен вирлӗ хатӗрлесе ҫитернӗ йӗркеллӗ офицерсем кӑна тытӑнса юлма пултарнӑ, йӑлана кӗнӗ кун йӗркине хӑнӑхайманнисем урӑх ҫӗре куҫма васканӑ. Манпа ҫумӑн шанчӑклӑ юлташсем пулчӗҫ: Николай Павлович Пономаренко – заместитель, Николай Семенович Резник – парти ӗҫне туса пыракан аслӑ инструктор, Александр Иванович Дондик – опытлӑ пропагандист, Владимир Васильевич Стрелецкий – анлӑ тавракурӑмлӑ ӑста специалист. Азамат Габдинова, комсомолецсен вожакне, ҫар чаҫӗсем тӑрӑх вӗҫсе тенӗ пек ҫӳрекен йӗкӗте, «коллективсен ҫулӑмлӑ чун-чӗри» тесе килӗштеретчӗҫ. Тем те, такама та пӗлетчӗ. Ҫавна е ҫавӑнта пулӑшу кирлӗ, тесе тӑратчӗ. Талайӗпе-характерӗпе лӑпкӑ та ҫепӗҫ юлташӑмӑр Геннадий Иванович Астаев, парткомисси секретарӗ, ленинла ҫирӗп позицийӗпе, принциплӑхӗпе палӑрса тӑратчӗ.

1164-мӗш УИР ҫуралнӑ кун – 1982 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗ. Ӑна Генштаб начальникӗн тата Оборона министрӗн заместителӗн директивипе туса хунӑ. «Энергия – Буран» комлекс объекчӗсене космодромра ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те вырнаҫтарнӑ, ҫав шутра 110-мӗш, 45-мӗш, 95-мӗш площадкӑсем, Аральскри, Джезказганри, Ташкентри ҫурт-йӗрсем, чаҫсем, т.ыт.те. Чи пирвайхи кунран ӗҫленӗ начальник – Валентин Иванович Иосипенко подполковник.

Эп пынӑ тӗле УИР составӗнче: 5 УНР, 8 ВСО, 25 СМУ, 35 рота, 300 ытла офицер, 200 яхӑн прапорщик, 4000 ҫар строителӗ. Александр Македонский хӑйӗн вӑтӑр пин юланутҫинчен кашнине тӗплӗн палланӑ теҫҫӗ те, манӑн та офицерсене кӑна мар ятран, сӑнран астумалла пулнӑ – куҫ умӗнче тытмасан, кам мӗнле ӗҫленине пӗлейместӗн. Калаҫса кайрӑмӑр та, «мана партие илӗр-ха», терӗ пӗррехинче СМУ начальникӗ Сергей Козлюк аслӑ лейтенант. Сапӑр та сӑпай ҫамрӑк ҫынна строительсем тӑванӗ пекех юрататчӗҫ. Ютшӑнмалли хура ӗҫ уншӑн шутра та пулман. Пуҫаруллӑ, нумай вӗреннӗ инженерччӗ, производствӑна йӗркелеме тӳреммӗн хастар хутшӑнатчӗ. Пӑхӑнса тӑракансем ун пекрех пулма тӑрӑшни курӑнатчӗ. 1990 ҫултах-ха ку, А.Шарипов кӗҫӗн сержантран вӑл КПСС ретне кӗнӗ чух ыйтрӑм: «Такам ӳкӗтлерӗ-и е хӑвах заявлени ҫыртӑн?». «Тен, эпӗ те Сергей пек пулаятӑп», – хӑюлланчӗ сержант. Пурнӑҫӑн малти ретӗнче утакансем ун чухне парти ретне активлӑн туртӑнатчӗҫ. Карьеристсене пирӗн патра ҫул уҫӑлман. Вӗсем тӑрук влаҫ ҫунатти айӗнчен, ӑшӑ-ӑшӑ йӑвасенчен, ҫумран е ҫӳлтен тӗкӗ пуртан параппан ҫапса тапса тухрӗҫ, влаҫ пуканӗсене пурлӑх пухмалӑх йышӑннӑ хыҫҫӑн хӗрлӗ кӗнекесене куҫӑн-кӗретӗн ҫурса таткаларӗҫ, унччен ырӑ сунса партбилет тыттарнисене хирӗҫ политрепресси кампанине чӗртсе яма кӑшкӑрашрӗҫ.

Эп ҫакна ӗнентерсе каласшӑн: пирӗн хушӑра, ытларах коммунистсем пулнӑ пулсан та, харпӑр хӑйне, ҫумри юлташне, Тӑван ҫӗршывне, хӑйӗн партине сутакан тупӑнмарӗ. Чӑн-чӑн коммунистшӑн пӗртен-пӗр ҫӑмӑллӑх, пӗртен-пӗр тӗллев вӑл – тӑван халӑхпа Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн вӑй хурса ӗҫлесси. Кам – этем, кам – путсӗр: халӑх юлашкинчен пурпӗрех тӗрӗссипе хаклать. Шел тулӗк, нумай япалана ытлашши кая юлса ӑнланатпӑр…

Пирӗн подразделенисенче ҫӗршер хӗрарӑм ӗҫленӗ. Тӳрӗлӗхе, тӗрӗслӗхе вӑт камсенчен вӗренмелле! Маттур ӗҫченсем, амӑшсем, воспитательсем, туссем! Строительсем уйрӑмах ыр сунса, тав туса хисепленисене асӑнам-ха: Валентина Иосифовна Феоктистова, Ирина Дмитриевна Дадабаева, Вера Тимофеевна Перфилова, Валентина Алексеевна Зазовская, Людмила Степанова Зубарчук…

1989 ҫулта строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене 30 миллион тенкӗлӗх пурнӑҫлама палӑртса пачӗҫ. Ҫуррине – генподряд йӗркипе, ҫуррине – хамӑр вӑйпа. Эпир срокран маларах та ӗлкӗртӗмӗр. Джезказганра виҫӗ объект, Аральскра тӑваттӑ ӗҫе кӗртнӗ. Сулахай флангри вунӑ объектран паллӑраххи 81 площадкӑра старт «Протон» ракетоноситель позицине ҫӗнетсе лайӑхлатасси пулнӑ. Ӗҫе вун ултӑ кун маларах вӗҫлерӗмӗр.

Халь телевидени, пресса политработник сӑнарне пӑсса, тӳнтерлетсе, мӑшкӑласа кӑтартать. Ҫакӑнпа эп пачах та килӗшместӗп. Ман тавралла япӑх начальник та, япӑх подчиненнӑй та тӗл пулман. Ӗҫпе кану условийӗсене вӑй ҫитнӗ таран ҫӑмӑллатма тӑрӑшаттӑмӑр. Строитель тутӑ пултӑр, питӗ ҫӳретӗр, уҫӑ кӑмӑлпа ӗҫлетӗр, пӗлӗвне, тавракурӑмне ӳстерме пултартӑр, паха ӗҫшӗн мӗн кӗтнине малтанах пӗлсе тӑтӑр. Чӑнах та ӗҫпе пурнӑҫ вырӑнне улӑштарнӑ чухне хӗнтерех килет. Акӑ передислокаци хыҫҫӑн 95-мӗш площадкӑра кӑна кӗске вӑхӑтра строительсен пилӗк отрядне, КЭЧ ротине, уйрӑм пушар командине, ҫавӑнпа пӗрлех хӑтлӑ пурӑнма мӗн пур ҫурт-йӗре вырнаҫтартӑмӑр. Строительсен пур отрядӗнче те столовӑй, мунча, библиотекӑпа клуб хӑвӑртах туса хута янӑ. Хыҫҫӑнах площадкӑра йӑла комбиначӗ, медпункт, тепӗр клуб, овощехранилищӗсем туса лартнӑ.

Ывӑлӗсене ҫитсе курасшӑн ашшӗ-амӑшӗсем валли хӑна ҫурчӗ хӑпартса капӑрлатрӑмӑр. Хӑш-пӗри, сас-хура илтнӗ тӑрӑх, ачи-пӑчи землянкӑра пӑчӑхать тесе шутланӑ. «Асаттелӗхпе» хӑратнӑран сехӗрленнӗ. Вырӑнта пӑхаҫҫӗ те: килти пек ӑшӑ, ҫутӑ, таса, чӑлт шурӑ ҫивиттисем, телевизорсем, умывальниксем, туалетсем… Столовӑй апачӗ тутлӑ, рацион пуян, никам та кунта ҫӑпатаран яшка сыпмасть. «Пирӗн тепӗр ывӑла сирӗн чаҫех йышӑнма май ҫук-ши?» – текенсем сахал марччӗ.

Политпай начальникӗ В.А.Хренов генерал ҫемьеллӗ офицерсене кӗтсе илсе вырнаҫтарма малтанах хатӗрленетчӗ. Хусахӑннисем валли общежитисене юсаса ҫӗнӗрен хӑтлӑх кӗртнӗ, йӑла пӳлӗмӗсене пуянлатнӑ.

Строительство ӑслайне-ӑсталӑхне нумайӑшне хамӑр патра вӗрентнӗ, специальноҫе салтаксем харпӑр хӑй кӑмӑлне кура суйлама пултарнӑ. Строитель профессине кайран, служба хыҫҫӑн, аслӑ шкулсенче вӗренсе илнисем нумай пулнине пӗлетпӗр. Вӗренӳ взводӗнчисене производствӑна яман. Кран машинисчӗсене, электромонтерсене, электрогазосварщиксене, стропальщиксене, кӑткӑс квалификациллӗ ытти рабочисене Н.П.Гундичпа А.П.Музыченко офицерсем ертсе пынипе ҫар шкулӗсенче хатӗрленӗ. Разрядшӑн хушса тӳленӗрен 4-мӗшне ҫитесшӗн пурте тӑрӑшнӑ. Кӗҫӗн комсостав квалификацие уйӑхсерен иртнӗ Бригадир кунӗсенче ӳстернӗ.

Ӗҫлекене тӳленӗ. 1990 ҫулӑн пирвайхи ҫурринче хавхалантару фондӗнчен 70 пин тенкӗ патӑмӑр. Ҫулталӑкра икӗ хутчен малта пыракансен слетне ирттернӗ. Офицерсен столовӑйӗнче ударниксене праҫнике пуҫтарнӑ, хаклӑ парнесемпе чысланӑ. Хастар ҫар строителӗсене «Ҫар службинче палӑрнӑшӑн» медальсене строй умӗнче ырӑ сунса тыттарнӑ.

Ҫамрӑк офицерсене аслисем, паллӑраххисем ҫумне ҫирӗплетес йӑла пурччӗ. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пурте пӗрле пуҫтарӑннӑ, «Офицерсен чейӗнче» пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашнӑ.

Кӑткӑс тытӑмӑн вӑйӗсене пӗрлештерме стройка участокӗсенче яланах партгруппӑсем, парторганизаци секретарӗсен канашӗсем ӗҫленӗ. Ҫав ҫынсем хӑйсем производствӑра ыттисемпе тан тар тӑкса пиҫӗхнӗ. Параппанҫӑ-кӑрлаппанҫӑсене пирӗн патра йышӑнман.

…Тахҫанах ӗнтӗ 1164 инженерла ӗҫ-хӗл управленийӗн (УИР) историйӗ те архивра, 130 управление те (УИР) салатнӑ. Тӑван ҫӗршыва таса-ҫутӑ ӑс-тӑнпа, мӗн пур вӑй-халпа, чунтан-вартан парӑнса тӑнӑ ҫынсем, чӑн-чӑн паттӑрсем, ҫӗршерӗн, пиншерӗн тӗрлӗ еннелле саланса пӗтрӗҫ. Ҫапах та, ыр ҫын йӗрӗ ҫухалмасть – ыр ят юлать. Ҫаплах-ха тӗнче уҫлӑхне «Гагарин старчӗн» карапӗсем улӑхаҫҫӗ, 81-мӗш тата 200-мӗш площадкӑсенчен старт илекен «Протонсем» унчченхиллех пӗр тикӗс вӗҫеҫҫӗ…

Пирӗн программӑна «хупрӗҫ» те, 1991 ҫулхи октябрьте Байконуртан Мускава таврӑнтӑм. Центрти Тӗп ҫар строительство управленийӗн 464-мӗш стройуправленине начальник заместителӗ пулма йышӑнчӗҫ. Поклоннӑй сӑртӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ историйӗн музейне тунӑ ҫӗрте, Мускав ҫывӑхӗнчи ытти объектсенчи ӗҫсене манӑн йӗркелесе пымалла пулчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех